Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Кто хочет жить для других, не должен пренебрегать собственной жизнью.
(Ж. Гюйо)
 

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4125439 просмотров

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Юман // 4117.51.7078
2014.12.25 09:47
Якур, интернетра Архиповпа Леонтьев пирки хыпар нумай. Уçса пăх: вĕсем пач тĕрлĕ вăхăтра вĕреннĕ. Якур, ан ман, пĕчĕк суяран пысăкки пуçланать.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.25 14:42
Ни Леонтьефа,ни Архипофа лавккара тăван чĕлхепе калаçнине курман.Комформистсем.Тымарлан вĕсенчен нимпе те пулăшу ;ни хутпа ,ни пырса ларнипе пулăшу кураймарĕ тÿресем патĕнче чĕлхене хÿтĕленĕ чухне.
Юман // 4117.51.7078
2014.12.25 18:00
Ху мар-и-ха Тымарлан? Архиповпа Леонтьев санпа пĕрле лавккара мĕншĕн хăйма туянмалла тет. Эсĕ вĕсемпе пĕр урамра выляса ÿсмен вĕт. Конморфист мĕнне пĕлетне?
Якур // 1341.27.5626
2014.12.26 07:30
Халь тата Юман текенскер Эрхиппе Леонтий пирки вĕрентме пуçларĕ,тĕлĕнмелле! Эп вĕсене как облупленных пĕлетĕп, тата Юман мана темĕн ăнлантарасшăн. Пĕтрĕмĕр!
Атила // 3913.58.4645
2014.12.26 10:06
Комформист,е конформист мĕнне-камне пĕлетĕп.Вăл Леонтьефпа Архипофф.КонМорфист,тен,Юман ăнлантарса парĕ.Тавтапуç.
Якур // 1201.37.5665
2014.12.26 12:09
Юман, кала миçе пулштух ĕçрĕн Эрхиппелен? Эпĕ ăна ÿсĕрскере диван айне персе чикнĕ ухмаха пеме пуçланăскере. Халь ăна Çăлкуç текен апатлану пÿлĕмĕнче тÿлевсĕр апат çитереççĕ, хотя вăл çав пÿлĕме чăвашран туртса илсе кавказ çыннине парасшăнччĕ 10 çул каялла. Вăт çапларах "юман"-сем эсир. Тĕрĕсне каласан юман мар, йĕлме-сем.
Юман // 4117.51.7078
2014.12.26 17:19
Атила ятне тивĕçлех-ши эс, ачамккă? Леонтьевпа Архипов чăвашлăхшăн мĕн чухлĕ çапăçнине пач пĕлместне е халăха улталатăн-и?
Agabazar // 3419.79.5349
2014.12.26 19:32
Agabazar
Атила текенскер ЧНК пуçлăхне Жириновские е Аршинована лартса хурасса ĕмĕтленет пулас.

Ахăртнех, Якурпа Порăн та çавнашкал ĕмĕтсемех. Тата тепĕр лайăх кандидатура пур — Косачёв хоспочын. Мĕнех, аван: эрех ĕçмеççĕ, чăвашла калаçса çынсене тертлентермеççĕ...

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 19:48
Аршиновă чăвашла хăшпĕр чăвашсенчен лайăхрах калаçма ĕмĕтленет. Чарăнмасăр 5 предложени калать те ĕнтĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 19:53
Юман хăта!Тĕрĕс çыраççĕ, эс нимле юман та мар, йĕлме çеç. Эрех пички эрхип сăтăрне усă тунинчен 10 хут нумайрах тунă. Тăмсайсем ниме ăнланмана перетĕр! Паян вĕсем мĕншĕн ним те тумаççĕ.Эрхипĕ çулталăк ытла сĕтĕрĕнсе çÿреть, левонтийĕ сахалрах ĕнтĕ. Чиновник вырăнĕнче вĕсем хăйсен кăсьишĕн кăна ĕçленĕ пек туса пурăннă. Паян мĕншĕн чăвашлăхшăн пĕр утăм та тумаççĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики