Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Если хочешь победить весь мир, победи самого себя.
(Достоевский)
 

Agabazar: Агафья Гаврилова

Agabazar27.09.2014 21:5716010 просмотров

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Неважно // 6804.4.4123
2014.10.06 01:31
Текенскер - текенни
Римма // 2182.96.4995
2014.10.06 09:37
Салам, Неважно! Сире хуравламасăр ниепле те чун чăтмасть. Хăш-пĕр этем çавнашкал: кама та пулин пусахламасăр ниепле те пултараймасть вăл. Халь ак тăван чĕлхене хăвăр чухланă шайра "танаталаса" эрэшмен каррипе карса лартасшăн-и? Палăрту форми вăл - СКЕР - афикс. Чăваш чĕлхин илемлĕх мелĕсенчен пĕри. Мана хирĕçлеме пуçăниччен халăх сăмахлăхне аса илсемĕр: "ПĕчĕкСКЕР, хитреСКЕР, çĕр мăкăртса тухнăСКЕР". Паллă ячĕ çумне кăна мар глагол форми çумне те питĕ меллĕ сыпăнать ку аффикс. "Хыпарта" ĕçленĕ чухне те питĕ нумай курнă сирĕн пеккисене, чĕлхене хăйсен шайĕпе кăна хаклакансене, хăйсем чухланă пек кăна çыртарасшăн, калаçтарасшăн пулнисене...
Неважно // 4168.22.3213
2014.10.06 13:35
Сире те салам Римма!
текенскер - мĕн тăваканскер?
текенни - мĕн тăваканни

хитре - мĕнле?
хитри - мĕнли?

хитреСКЕР - мĕнлеСКЕР?

пур кĕнексенче:
çырнăскере - мĕн тунăскере?

тискер - мĕскер?
тискере - мĕскере?

-скер - эп ун пеккине казах чĕлхинче куртăм)
Agabazar // 2966.40.7776
2014.10.06 16:05
Agabazar
Агафия Гаврилова пирки И.С. Максимов-Кошкинский каласа хăварнисем пур

Ак çавсенчен пĕри. И.С.М-К. Кăнна-Кушкинче çуралса ÿссе çитĕннĕ, çавăнтах малтанхи пĕлĕве илнĕ. Иоаким хăта асаилĕвĕсенче ялти шкулта хăйсене шăпах çамрăк Агафия Гаврилова вĕрентнĕ тесе ĕнентерет.

Кунта тĕлĕнмелли нимĕн те çук-ха. Анчах Агафия Гаврилован биографийĕсенче те, тĕрлĕрен статьясенче те çакăн пирки асăнни ниçта та çук. Максимов-Кошкинский суймасть пуль ĕнтĕ. Йăнăшма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен вăл Агафия Гарилована питĕ аван пĕлнĕ.
Agabazar // 2966.40.7776
2014.10.06 16:37
Agabazar
Агафия Гаврилована Кăнна-Кушкинчен тухса кайма тивет

Ку акă çапларах пулса иртет. Ялти пĕр çын, Кирпичёв хушаматла вĕрентевçĕ пек астăватăп, пăшалпа перĕнсе вилет. Ку ĕнтĕ хайхи "телейсĕр юрату" е "хуравсăр юрату" текен пулăмпа çыхăннă тет. Çав историре Укахви тĕп персонаж пулнă имĕш.

Ăçталла тухса кайни паллă мар. Тата çапла каласа хăварни пур. А.Гаврилова калама çук хитре хĕр пулнă имĕш. "Ачапча пулнăран эп ăна-кăна чухламан ĕнтĕ, анчах ялти çынсем пурте çапла калатчĕç", — вăт çавăн евĕрлĕрех Иоаким хăта çирĕплетнĕ пек астăватăп.
Agabazar // 1180.86.6024
2014.10.06 17:40
Agabazar
Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский асаилĕвĕсем "Ялав" журналта пичетленсе тухнă. Ĕнер-паян мар, тахçанах. Эп ăна хам куçпа хам курнă, анчах хальхаççăн çав номере тупса пулмарĕ. Куç тĕлне пулсанах çавăн пирки кунта хыпарлама шутлатăп.
Agabazar // 1180.86.6024
2014.10.06 17:40
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: Хамах кăларса пăрахнă: Дубль пулнăран.
Agabazar // 4099.39.2731
2014.10.09 04:46
Agabazar
И.С.Максимов-Кошкинскийĕн асăннă асаилĕвĕсем ак çакăнта пичетленнĕ

"Ялав" журнал, 1973, 9№ , "Манăн ачалăх кунĕсем".
Agabazar // 3598.45.9915
2014.10.23 14:06
Agabazar
Максимов-Кошкинский Агафия Гаврилована 1918-мĕш çулта та аван пĕлнĕ. Мĕншĕнне ăнлантарса парам. Иоаким Çтаппанччă Хĕрлĕ Çарта чăваш салтаксемпе ĕçлекен чи аслă кăмиссар пулнă. Тĕрĕссипе каласан, шутсăр пысăк наччальник! Эппин Хусана Комучсенчен хăтарсан вăл лешсемпе хутшăнса ĕçленĕ çынсене арестлес тĕлĕшпе хăйне кăтартмасăр тăма пултарайман. МĔНШĔН ТЕСЕН ВЫРĂНĔ УНĂН ÇАВНАШКАЛ. Паллах, чăн малтанах шуррисемпе ĕçленĕ чăвашсене шута илме тивĕçлĕ пулнă вăл. Агафия Гаврилова вара шăпах çавăн пеккисенчен пĕри. Ăна ярса тытасси, айăпласси, персе пăрахасси Хĕрлĕ Çарăн чăваш уйрăмĕ хутшăнмасăр пулма пултарайман пуль.

Мĕн ку? Япала ку! (с)
Неважно // 1752.63.9563
2014.10.23 22:47
Неважно
Ку логинĕпе хыпарĕсене коментироват тăваймастăп)

Страницăсем: 1, 2, 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики