Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Предвидеть - значит управлять.
(Паскаль)
 

Agabazar: Агафья Гаврилова

Agabazar27.09.2014 21:5715852 просмотров

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 9286.5.4094
2014.09.28 16:25
Agabazar
Пирĕн историре "Женщина-гражданка" кĕнеке (А.Гаврилова, 1917) пуррине пĕлекен МИÇЕ ЧĂВАШ-ШИ? Вăл кĕнекене алла тытса курнисем тата миçен-ши? Эпир пур, пĕртен-пĕр "Нарспипе" хамăрăн тăнăмăра çавăрса илнĕ. Акă вăл пирĕн умра чăн-чăн "Нарспи" — "Женщина-гражданка" (!!!).
Римма // 2182.96.4995
2014.09.29 11:57
Пĕлекенсем - пĕлеççĕ. Агафья Гаврилова пирки 2000 çулсенчех "Хыпарта" статья ́çырса кăларнăччĕ, ăна кайран вырăсла куçарса та пичетленĕччĕ пулас. Эпиграф вырăнне Митта Ваçлей сăмахĕсемпе усă курнине те астăватăп. "Эпир пур, пĕртен-пĕр "Нарспипе" хамăрăн тăнăмăра çавăрса илнĕ", - тетĕр эсир, çав хушăрах Агафья Гаврилова пирки "Акă вăл пирĕн умра чăн-чăн "Нарспи" тесе хăвăра-хăвăр хирĕçлетĕр. Литературăри сăнарпа чăн пурнăçра пулнă паттăр хĕрарăма пĕр картлашка çине тăратса ан йăнăшсамăр, ыттисене те çак суялăх хыççăн кайма ан хĕтĕртсемĕр.
Agabazar // 1091.52.3057
2014.09.29 19:44
Agabazar
Ман шутпа, Агафья Гаврилован "Женщина-гражданка" кĕнекине тепĕр хут пичетлесе кăлармалла. Сăмахран, репринт меслечĕпе. Чăвашла куçарса кăларсан та пĕрре те ытлашшши мар.

Лайăхах астумастăп вăл кĕнеке хăш çулта тухнине: те 1917, те 1918...

Тĕрĕссипе хайхи кĕнекене хам та алла тытса курман. Арсений Изоркин статйинчен çеç пĕлетĕп ("Хыпарта" пулнă).

Авалхи кĕнекесен тата çакнашкал инкеклĕ ен пур: сахаллăн упраннине кура вĕсем пĕр йĕрсĕр çухалма пултараççĕ. Шăшисем кышлаççĕ тата ытти те.
Agabazar // 4776.0.9919
2014.09.29 23:16
Agabazar
Римма: <<"Эпир пур, пĕртен-пĕр "Нарспипе" хамăрăн тăнăмăра çавăрса илнĕ", - тетĕр эсир, çав хушăрах Агафья Гаврилова пирки "Акă вăл пирĕн умра чăн-чăн "Нарспи" тесе хăвăра-хăвăр хирĕçлетĕр.>>

Тупасах тесен хирĕçÿлĕх тупма пулать пуль. Анчах унта чăннипе унашкал уни-куни çук.

Римма:<<Литературăри сăнарпа чăн пурнăçра пулнă паттăр хĕрарăма пĕр картлашка çине тăратса ан йăнăшсамăр, ыттисене те çак суялăх хыççăн кайма ан хĕтĕртсемĕр.>>

Литературăри сăнар тата пурнăçри сăнар. Уйрăмлăха пурте пĕлеççĕ. Анчах ахаль çыннăн ăстăнĕ йĕркеленеси тĕлĕшпе вĕсен витĕмĕсем пĕр пекех. Калăпăр, 2-мĕш тĕнче вăрçи çинчен паянхи çыннăн курăмĕ кинофильмсемĕн аталанать.
Agabazar // 6760.2.6586
2014.09.30 20:04
Agabazar
Римма // 2182.96.4995 2014-09-29 11:57 <<Агафья Гаврилова пирки 2000 çулсенчех "Хыпарта" статья ́çырса кăларнăччĕ, ăна кайран вырăсла куçарса та пичетленĕччĕ пулас.>>

Кунта ак çак япала пирки сăмах пырать пулас:
6.Прокопьева, Р. "Я всех вас люблю...". Так сказала редактор газеты "Хыпар" Агафья Гаврилова незадолго до расстрела : [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты "Хыпар"и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. H. Hиколаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском- Дайджест. - 2003. - 22 февр. (№ 2). - С. 7. http://www.nbchr.ru/index.php?optio ... =view&catid=9&id=289
Неважно // 1132.93.8243
2014.10.01 04:06
Кăна эпĕ шухăшласа кăларман теççĕ
Agabazar // 8571.3.5042
2014.10.01 15:53
Agabazar
"Çак сăмахсене эп мар шухăшласа кăларнă" тесен мĕн пулать вара? Çĕр çурăлса каять-им? Е пĕлĕт татăлса анать-и?

Эп мар шутласа кăларнă, эппин шухăшласа кăларнă урăххи. Нюанссем пур кунта, çавсене туяс пулать.

"Эпĕ шухăшласа кăларман" тесен "чăн пулнă" пĕлтерĕш кĕрсе кайма пултарать. Калакан хăй сисмесĕрех.
Неважно // 2529.17.6033
2014.10.02 01:33
йăнăшсамăр, хĕтĕртсемĕр, тăнăмăра - вĕсенне сирĕнсĕр пуçне никам та ăнланмасть
2014.10.02 10:12
Аçтахар Плотников
Пĕр эс кăна ăнланасшăн мар. Ыттисем чиперех ăнланаççĕ.
Неважно // 3277.58.8127
2014.10.02 10:57
вĕсене - пĕр н-па çырнă пек астăвап

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики