Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Cмех - сущность человека.
(Ф. Рабле)
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274594 просмотров

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.14 17:01
Тĕрĕс çырать Павел С., кун пек Генан НАМĂС-лă пулăмсене çынсем пĕлмеç тесе шутланăччĕ ку таранччен( Фу, хама çырма та намăс Акасапарăн "кумирĕ" çинчен).Халăхран пытараймастăн иккен. В.В.Николаев пирки илес пулсан мĕн калама пулать. Архиппăфф ун çумне укçа йăкăртса юлас тесе çыпăçрĕ. В.В.Николаев конгрессăр та кăларасшăн пулнă Чăвашлăх кĕнекисене. Анчах "под эгидой конгресса" кăлармалла-тесе ÿкĕте кĕртнĕ Ăна Ĕçчешсем.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.14 22:23
Акапасар,пустуях халăха суйма хăтланан.Мĕн таран куласшăн эсĕ пиртен?Хăйне эрех чирĕнчен туртса кăларайман çын мĕн çинчен калаçма пултарать академикпа тата техника наукисен докторĕпе?
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.15 00:58
"Уй куçлă, варман хулхаллă"
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.15 10:08
Акасапар пире "псевдолидерсен" "псевдоÿсĕмĕсемпе" улталама хăтланать. Это даже в глухой деревне не прохрдитЪ! Акасапара тахçанах каланă çыриччен малтан 10 хут шутла, мĕн суйма хăтланнине!
Вихтăр // 3583.16.7556
2014.02.17 01:33
Павел С. çырнипе килĕшетĕп, тата çакна калассăм килет хамран. Киремет вăйĕпе вылямалла мар. Хăй вăхăтĕнче Г.Н.Архипов текен персонаж питĕ Киремет вăйне вырăна хумарĕ, ытларах шанчĕ Н.В.Федоров вăйне. Кайран ав еплерех пулса тухрĕ пурнăç шăпи. Халĕ Архипов текенни никама та, ни халăха, ни Федорова кирлĕ мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.17 11:44
Вихтăр хăта! Ытларах та çырма юрать. Кăшт хĕрĕнсен Архиппăфф хăта куççульне те кăларать,йăнăшсем нумай турăм тет. Эпир кунта каланăччĕ Акасапар хăтана пĕр "çур литрпа" хăнана ун патне кайма,чунне уçса калаçма та çын кирлĕ вĕт!
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.17 20:21
Конгресс пач çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ.Мухмăр-сухмăрлă сăн-питсем ,тавах Аслă Киремете,яланлăхах çухалчĕç пулмалла çак сăваплă çуртран.Ик-виçĕ çын яланах хапăл туса кĕтсе илме хатĕр чăвашлăхшăн çунакан тата мĕнпе те пулин пулăшма пултаракан хăнасене.
Agabazar // 4010.15.3371
2014.02.17 22:30
Agabazar
Чăваш Наци Конгресĕ тавра Timer йышшисем явăнса çÿреççĕ пулсан, ман шутпа, çак обществăлла тытăмран нимĕнле пархатар та кĕтме çук. Вăт çапла шутлатпăр эпир.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.18 10:58
Ман шутпа çакăнта Акасапар пакăлтатаса ларнин нимле пархатар та çук.Тата Ытларах та: Акасапар тапăлтатни Чăвашлăхшăн тÿлетме çук намăс! Сăмсуна шăл та йĕрсе çÿреме пăрах!
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.18 16:48
Тĕрĕс ,Акапасар.Кам мухмăр-сухмăрпа ашкăнать тата ĕçсĕр çапкаланса çÿрет çавсем çав обществăлла организацине пархатар кÿме пултараç.А Тимер сурхури пустуях ирттерет,Мадурова пулăшать пĕр-май Пăлхар паттăрĕсене асăнса чÿк тума.Чăвш художникĕсене,писатĕлесене пулăшать.Мĕнле пархатар унтан?

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики