Якур // 1598.76.6829
2013.10.28 12:45 | |
Админ Микуль шухăшне пĕлтĕмĕр тейĕпĕр. Анчах комментари çыриччен санăн кандидатури кам пулнине пĕлес килетчĕ. Унсăрăн шыва пĕр витререн теприне янă пек анчах пулать.Тепĕр сан шухăш çинчен: Федоров 7-мĕш Пухăва килни тата Игнатьев 8-мĕшне килнисем хушшинче целая пропасть,две большие разницы.Çавна политикăна кĕрсе пыракан çыннăн( Админăн)ăнланмаллах пек. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.10.28 13:24 | |
2007 çулта 6-мĕш пулсаччĕ пулас. Эп 7-мĕшне кайманччĕ (20 çул тултарнă ятпа ирттерсе марччĕ-и-ха ăна?).
Эп кандидат тăратман / мана унашкал право та парасшăн пулмарĕç вĕсем. Камшăн сасăланă пулнине пĕлтерни те мĕн тума кирлĕ? Тĕп шухăша каларăм-çке: суйлава халăха мар, тӳре-шарана явăçтарни ман кăмăла каймарĕ. | |
Agabazar // 3224.64.4584
2013.10.28 14:28 | |
"Лайăх çын" тени —професси мар. ЧНК Президенчĕ вырăнĕнче те пире "лайăх çын" мар, хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшакан кирлĕччĕ. | |
Саня матки Валерикки // 1269.6.8393
2013.10.28 15:13 | |
Едросс çынни,Госдума депутачĕ хальхи вăхăтра пуçлăхсен... çуллакан çын.Чăваша çак Этем епле хÿтĕлевĕ? Эй-яй-яй...мĕскĕн,шеремет ачисем...чăвашсем. Теприсемшĕн эпир кунта хурланни:"...быть бы живу,а остальное-пофиг" | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 16:11 | |
Эпĕ те Якур шухăшĕпе килĕшетĕп.Админ юлташ,Сталин пичче те пур пулăмсене хутшăннă,пĕлес килнĕ ĕнтĕ Хура халăх ирĕклĕн пĕр-ик сăмах калама пултарать е çук?Çав пуçлăхăн психологине тишкернĕ ĕнтĕ Н.Васильевич.Çавăнпа однозначно:Ку килнĕ, Ку кайнă Сьезда тесе калама питĕ иккĕлеÿллĕ япала. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 16:50 | |
Хаклă Админ!Аслă Пухусем ирттернĕ чухнехи прогресс пурри куç умĕнчех.Н.Васильевич чухне оппозицине калаçтарман та, ку хутĕнче вара мĕн калассине нумай каларĕç, пĕтĕмпех пулмасан та.Тепрере татах лайăхрах пуласса шанас килеть.Москва не сразу строилась.Ан кÿрен, пĕтĕмпех йĕркеленеть хамăр тăрăшсан. | |
Agabazar // 1020.9.7116
2013.10.28 17:10 | |
bor1959:"Эпĕ те Якур шухăшĕпе килĕшетĕп." Килĕшĕр, килĕшĕр! Килĕшни —сывлăхшăн питĕ усăллă! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 17:28 | |
Акасапар,килĕшменни те усăллă.Адреналин текен япала юн тымарĕсене тухать,вара шăмшак,çанçурăм мобилизоваться( пуçтарăнса тени пулать-и вăл)туса лайăхрах ĕçлеме пуçлать.Ăçта пăх, пур енчен те усăллă.Татах усăллăрах уçă сывлăшра ĕçлени, ку паллă. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 18:08 | |
"хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшакан кирлĕччĕ."-терĕ те Акасапар вара ĕç тунă пек пулчĕ пулмалла. В идеале пур çĕрте те,пурин те тивĕçĕсене кирлĕ пек тумалла. Вара лару-тăру конгрессра та пачах урăхла пулмаллаччĕ. | |
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 18:58 | |
Саня матки Валерикки:"Чăваша çак Этем епле хÿтĕлевĕ?" Хÿтĕлет-и, хÿтĕлемест-и, часах паллă пулать. "Русский марш" тĕлĕшпе мĕн калĕç е каламĕç — çавăнтанах пурне те тавçăрса илĕпĕр. |