Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Перестав быть палачом, вы превратитесь в жертву.
(Оноре де'Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274619 просмотров

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 19:05
Agabazar
bor1959:"Лукианов Архипова "Хисеплĕ" ят парасшăн иккен." Памалла!!!
Якур // 2440.89.4539
2013.11.01 00:58
Акасапар, мĕншĕн памаллине ăнлантар. Пухура сан пек кăшкăракансем пулчĕç- пулмарĕ кăшкăрнипе.Архиповăн ĕçлемеле çанă тавăрса. Ато çырнă псевдостатьясем с подачи чиновников ОБХСС в сов. время для дешевого авторитета. Иллен ĕçлемелле çанă тавăрса. Ĕçлет Рыбкин-поэт, композитор,учитель, тата ыт. те. Ÿстернĕ 7 ача, 8-мĕшне те çуратĕ-ха.
wolf // 3774.47.7076
2013.11.01 19:20
Mалтанхи пекех чавашсене мескенлетсе,ухмахлатса пуранасси паллă.Историе пытарассе халахран,чаваш паттăресене хисеплемессе.Чавашсене петересси палла.Сĕнтервăрринче майра-патша палакне лартаççĕ,чăваш паттăрĕсем Сарри паттăр,Сенсет,МАМИЧ-Пертей синчен самах та уçмаççĕ.
Тимӗр // 5424.7.9520
2013.11.01 22:29
Çавăн чухлĕ намăс кăтартнă çынна "хисеплĕ"ят парса ма чăвашран мăшкăласшăн эс, Акапасар?Ма çав териех юратмастăн эс тăван халăха.?Ахаль те ытти халăхсем кулаç пиртен çакăн пек конгреса пула.
Якур // 3161.56.8136
2013.11.01 22:48
Тĕрĕс калан, Кашкăр! Пурте ку форумра кăна паттăр. Акă паян Питĕрте пуçтарăннă Г.Победоносец чиркĕвĕ патĕнче Хеллоуин праçникĕ тума пĕр пин çын,каламас "камсем". Вĕсене пĕр депутат хăваласа яма пултарчĕ.Эпир чăваш йĕркипе пуçтаримаспăр пĕр 500 çын,пурте ĕçе кÿлĕннĕ иккен.
Agabazar // 3205.65.9576
2013.11.01 23:32
Agabazar
Ну Тимер, валеçсе парăр "хисеплĕ ятсене" тĕрлĕрен "варягсене". Пур унта ун пеккисем. Калăпăр, Аршинова тата ытти такам...
Якур // 2627.84.1639
2013.11.02 08:38
Эх Акасапар. Каллех поставил с ног на голову. Ĕçĕ кунта акă мĕнре: енчен те Архипов тата "Унăн" конгресĕ чăннипех халăхра тата влаç умĕнче ЧЫСра тата МУХТАВра пулнă пулсан, çав Аршинова текен хĕрача вырăнне Архипов тата унăн пайташĕсем пулмаллаччĕ. Эпир çавăншăн кăшкăрашаппăр вĕт, а эс "тăнлăскер" çавна ăнланмана перен.
Якур // 2627.84.1639
2013.11.02 08:56
Вся проблема в том,что Архипов тата "Унăн" конгресĕн членĕсем вырăнти тĕрлĕ шайри суйлавсене те хутшăнимарĕç, вĕсен унта хутшăнма ĕмĕчĕ те пулман.Пурăнчĕç пĕр 15 çул как "Клуб по интересам".Çав Аршинова,Федераци Советĕнчи Николаева пеккисем вырăнне каймаллаччĕ ЧНК хастарĕсен каймаллаччĕ. А вĕсем Чăваш тĕнчи хаçат кăларма пуçланипе çырлахрĕç.Куна Акасапар пит лайăх пĕлет, ун информаци пит нумай.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.02 11:09
Питĕ тĕрĕс,Якур!Кив конгресăн куштанĕсен лару иртермелле те стакан еннелле куç хывмалла-çапла пурăнса ирттерчĕç пурнăçа юлашки вăхăтра вĕсем.Акасапар çавна пĕлсе тăрсах пĕлменçи тăвать.Вĕсен депутата кĕрес шухăшсем пуçĕнче те пулман.Енчен те халăхра авторитет пулсан çапла пулать разве? Хисеплĕ ятне патăр вĕсене акасапар!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.02 11:12
Тата ăнланмана перкелесе çырса ларсан питĕ меллĕ, яваплăх çук. Никампа та тÿпелешмеле мар, митинга кайса шăнса тăмала мар, чиновниксемпе тавлащмала мар. Питĕ лайăх, взвешенный позици.

Страницăсем: 1, ... 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики