Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Не разумно бояться того что неизбжно.
(Декарт)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна улшӑнусем кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4014290 просмотров

Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐНА кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/10.html

Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна

улшӑнусем кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

1. «Упраса хӑварас» ҫаврӑнӑшсемпе пӗрлех «Аталантарас» сӑмаха ытларах усӑ курмалла. Ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе чӑваш халӑхӗ мӗн аталантарнипе кӑна ҫырлахмалла мар, ҫав пурлӑха хальхи самана ыйтнипе малалла ӳстермелле.

2. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика пайӗнче чӑваш ялӗ пирки кӑна асӑнни пур, хулари пурнӑҫ ҫинчен вара маннӑ. Хальхи вӑхӑтра — ҫамрӑксем ытларах хула таврашне талпӑннӑ май — хуласен социаллӑ пурнӑҫпа экономики, социокультура аталанӑвӗ пирки манмалла мар, хулара та культурӑпа чӗлхене аталанмалли майсем туса парас ӗҫпе ӗҫлемелле.

3. Чӑваш культурине тӗрлӗ сферӑсене анлӑрах кӗртессине те шута илмелле — архитектурӑра, тимӗрпе ӗҫлекенсен ӗҫне чӑвашлӑх эрешӗсене ытларах кӗртме сӗнмелле. Ҫапла май пирӗн хуласен хӑйне евӗрлӗхӗ, апла тӑк хуласен кӑсӑклӑхӗ (тепӗр май каласан туриссене нумайлатасси) ӳсмелле.

4. Чӑваш чӗлхипе литературине тата культурине вӗрентес ӗҫре республикӑпа ун тулашӗнчи шкулсемпе тата ача пахчисемпе ҫыхӑну йӗркелеме сӗнмелле (тулаш вӗренӳ заведенийӗсене учебниксемпе тата республикӑра хатӗрленӗ хатӗрсемпе тивӗҫтермелле; вӗренӳ опытне сарма пулӑшмалла).

5. Тулай чӑвашсем хушшинче шкул тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата культурипе историне вӗренмелли майсем туса парассине кӗртмелле.

6. Чӑваш чӗлхин вӗрентӗвне шкул умӗнхи вӗренӳ заведенийӗсене сарасси пирки сӑмах хушмаллах; чӑвашла воспитани паракан ача пахчисен йышне, уйрӑмах хуласенче, ӳстермеллине шута илмелле.

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:13
Этот комментарий удален. Причина:
Петер С. // 4186.57.1361
2013.10.25 17:27
Шупашкар сывахенчи ялсенче сер туянас текен семьесене сурт-йер лартма сер уйарса памалла. Сересем пуш-пуш, маян кашласа ларать, сере синче сурт лартма ирек сук, пахча-симес лартса илме кана юрать.
Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:34
Маларах çырнине çыру еçĕкĕпе пăтраннишĕн хуратрăм.
Agabazar // 3649.02.5584
2013.10.25 19:11
Agabazar
Программăн ячĕ пачах та тивĕçтермест! Камăн этникăлла хăйевĕрлехне сыхламалла? 15 çыннăнне-и е 2 (икĕ) миллион çыннăнне? 15 çын валли резерваци е гетто туса хурасси пачах та йывăр мар! Кунашкал "сыхлав" пире кирлĕ мар! Халăхăн пĕр пайне мар, пурне те сыхласа хăвармалла! Тавтапуç.
Agabazar // 3649.02.5584
2013.10.25 19:31
Agabazar
Петер С. сĕнĕвĕ пирки. Халь çакна тепĕр енчен çаврăнса пăхар. Юрĕ, çурт лартма ирĕк парĕç тейĕпĕр. Вара çав çĕрсене таçтан ютран килнисем (нумай укçаллисем) туянса пĕтерĕç. Калăпăр, çурт-йĕр çавăрма. Вара чăваш халăхне мĕн усă пулать?Чăваш сăмахĕ татах та сайрарах илтĕнĕ. Усă мар ку, сиен...
Agabazar // 1271.68.2700
2013.10.25 21:08
Agabazar
Кунта эп резервацисемпе гетто таврашне асăнтăм-ха та, халь вара урăхла метафорăпа усă курасшăн. Потёмкин ялĕсем. Пĕр-ик-виç-тват-пилĕк-улт ялта чăвашлăх çăтмахĕ туса хума пулать пуль. Çынсене лăплантарам пекки тума. Анчах унашкал мелпе чăваш халахне малалла яраймастăн.
Agabazar // 1271.68.2700
2013.10.25 21:10
Agabazar
Чăваш тĕнчи талккăшпех малалла кайма тивĕçлĕ. Унăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç мар.
Agabazar // 3008.94.4974
2013.10.26 08:00
Agabazar
Хăшĕ-пĕри чăваш халăхне музей экспоначĕ пек çеç "упрама" сĕнеççĕ теме пулать.
Atner // 2443.8.6933
2013.10.26 10:20
Чаваш челхипе уса курмасан патшалах есенче ,вал никама та кирле мар.Тем те пер шутласа ухмаха тухмалла мар.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.01 22:58
Agabazar, чаваш серне самрак чавашсене уйарса памала, самрак специалистсене, патшалахан пулашмалла весене. Елекхилле, колхоз-совхоз чухне самраксене суртсем лартма пулашна, хале сав суртсенче сынсем пуранассе вет.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики