Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Подлость в мыслях ничем не лучше подлости содеянной.
(Альберто Моравио)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна улшӑнусем кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4014287 просмотров

Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐНА кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/10.html

Чӑваш наци конгресӗн чӑваш халӑхӗн этника хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлемелли ПРОГРАММӐна

улшӑнусем кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

1. «Упраса хӑварас» ҫаврӑнӑшсемпе пӗрлех «Аталантарас» сӑмаха ытларах усӑ курмалла. Ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе чӑваш халӑхӗ мӗн аталантарнипе кӑна ҫырлахмалла мар, ҫав пурлӑха хальхи самана ыйтнипе малалла ӳстермелле.

2. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика пайӗнче чӑваш ялӗ пирки кӑна асӑнни пур, хулари пурнӑҫ ҫинчен вара маннӑ. Хальхи вӑхӑтра — ҫамрӑксем ытларах хула таврашне талпӑннӑ май — хуласен социаллӑ пурнӑҫпа экономики, социокультура аталанӑвӗ пирки манмалла мар, хулара та культурӑпа чӗлхене аталанмалли майсем туса парас ӗҫпе ӗҫлемелле.

3. Чӑваш культурине тӗрлӗ сферӑсене анлӑрах кӗртессине те шута илмелле — архитектурӑра, тимӗрпе ӗҫлекенсен ӗҫне чӑвашлӑх эрешӗсене ытларах кӗртме сӗнмелле. Ҫапла май пирӗн хуласен хӑйне евӗрлӗхӗ, апла тӑк хуласен кӑсӑклӑхӗ (тепӗр май каласан туриссене нумайлатасси) ӳсмелле.

4. Чӑваш чӗлхипе литературине тата культурине вӗрентес ӗҫре республикӑпа ун тулашӗнчи шкулсемпе тата ача пахчисемпе ҫыхӑну йӗркелеме сӗнмелле (тулаш вӗренӳ заведенийӗсене учебниксемпе тата республикӑра хатӗрленӗ хатӗрсемпе тивӗҫтермелле; вӗренӳ опытне сарма пулӑшмалла).

5. Тулай чӑвашсем хушшинче шкул тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литературине тата культурипе историне вӗренмелли майсем туса парассине кӗртмелле.

6. Чӑваш чӗлхин вӗрентӗвне шкул умӗнхи вӗренӳ заведенийӗсене сарасси пирки сӑмах хушмаллах; чӑвашла воспитани паракан ача пахчисен йышне, уйрӑмах хуласенче, ӳстермеллине шута илмелле.

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Петер С. // 4186.57.1361
2013.11.06 10:39
Agabazar, сирен шутпа майан кашлани ютран килнисене (нумай укçаллисене)сутманнилайахрах. Уссер анра чавашсенчен мен усси тата?! Э? Ялсенче петем уссер хусахсем вет. Менле пуласлах пур весенче. Китай халахе килсен, тен, аванрах та пуле.
Agabazar // 3871.52.9075
2013.11.06 15:09
Agabazar
Ырă çыннăмăр Петер С., эсир çак сăмахсене вырăссене каласа пăхăр-ха, вĕсем мĕн тейĕç. Вĕсем ютран килнисене (китай, таджик, узбек) çĕр сутма мар, чи-чи-чи хура ĕçĕ тума та шанса парасшăн мар.... Çавăнпах Бирюлёвосем, "русский маршсем" пулса иртеççĕ. Китай килни юрать, енчен те чăвашла калаçма пуçласан.
Якур // 5247.884
2013.11.06 18:24
Форумра çыркаласа ларнипех чăвашлăха аталантаримăн, АКасапар!Тĕрĕс çырать Кипеч. Эс кунта сăмахсемпе перкелешсе ларнине иккĕн кăна вулаппăр, тата Тимĕрпе Атнер. Вçо, пĕтрĕç вулас текенсем. Тата пĕлсен эпир камсем иккенне, вуççех забросают тухлыми яйцами. Мочалов хоть чĕр çăмартапа переть.
Agabazar // 2885.10.2711
2013.11.06 23:24
Agabazar
Утăрья!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.07 09:57
Акасапар:"Утăрья!"-кунта çамрăксен вăййинче-им?
Тата Акасапар:" Вĕсем( вырăссем) ютран килнисене (китай, таджик, узбек) çĕр сутма мар, чи-чи-чи хура ĕçĕ тума та шанса парасшăн мар"-куна ăнлансах çыратни? Ĕмĕртен вырăссемпе тутарсем патĕнче ĕçленĕ чăвашсем.Паян чăвашсем сахалрах ĕçлеççĕ,çавăнпа вĕсем патĕнче ĕçлеме пуçларĕç китай, таджик, узбек енчисем. Тухкаласа çÿре,Акасапар, çынсемпе хутшăн!
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.11 10:18
Agabazar, "Китай килни юрать, енчен те чăвашла калаçма пуçласан.." Китайсем чавашла каласма пусласси чавашсенчен килет.Доктор Басам чаваш херне качча илне те, чавашла пертак перкелешет. Чаваш арсынесем майрасене качча илессе те, хайсем те чавашла "манса" каяссе, ачисем те майра ачисем пулса усессе.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 11:54
Каллех тĕрĕс каланă пек туйăнать Ефим Н. хăта, питĕ çаврăнăçуллă, доходчиво çырать.Маттур,мана килĕшеть. Без ложного пафоса,как АКасапар.
Agabazar // 7147.1.8182
2013.11.11 14:38
Agabazar
Паллах, шутсăр тĕрĕс калать ĕнтĕ. :-) Ав ваырăс хулисенче (Шупашкарта та çаплах) вăхăтлаха килекен таджиксемпе узбексене дворник пулма ВЫРĂС ЧĔЛХИПЕ ЭКЗАМЕН ПАРСА ĕçе илеççĕ те, пирĕн вара, чăвашăн, Тур парасса кĕтсе тăмалла иккен. Паллах, шутсăр вăйлă меслет ĕнтĕ. Мĕн каласси пур, пĕтĕм шанчăк чăвашла пăртак (!!!!) перкелешекен(!!!) Бассам доктор çинче. Пурăнар эппин çав шанчăкпа! :-)
Акулина // 3109.26.8479
2013.11.11 15:09
Ачисене садике илме килнĕ ашшĕсем ачисемпе вырăсла калаçаççĕ. Пĕр ашшĕ мана тавах Сире мана шкулта чăвашла лайăх вĕрентнĕшĕн терĕ.Хăвăр вара чăвашла та калаçмастăр ачăрсемпе терĕм те - пĕри арăм вырăс терĕ, тепри чăваш чĕлхи "бедный чĕлхе" терĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 16:41
Акасапар, эс курнăçланан?Мĕн сĕнесшĕн эс,кала!Ыттисем килĕшмесен тыт та ту ху.Тăвас килместь пулсан ан сĕрле. Тимер,Атнер тахçанах калаççĕ"Шанчăк хамăрта" тесе.Мĕн таджиксемпе узбексемпе пăтранан?Тыт та йĕркеле "Управляющи компани" текен япалана, унта вара ĕçе ил "чалт" чăвашсене. Пуш параппан çапма пăрахмалла!

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики