Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Не было еще гения без некоторой доли безумия.
(Сенека)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948639 просмотров

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микулай // 4186.57.1361
2013.08.22 23:18
И.Иванова юлашки вахатра час-часах уяр кунрах унталла-кунталла суллкаланине курма пулать. Чавашлахшан кулляннипе мухмарларах сурет тение илтнечче.
Якур // 1014.71.7281
2013.08.23 00:27
Микулай тĕрĕссине çырать. И.Иванов çамрăк усламçă А.Лапшин пек татăклăн ĔÇмелле мар тесе калама хăватлăх (е хăюлăх?)çитерейместь халлĕхе. Апла пулсан Наци теми те ( ĕлĕкрех Комсомол теми пекех) вăхăтлăха çеç уншăн?
Игорь Сайман // 3580.53.8811
2013.08.23 11:36
Куртăм эп "çамрăк усламçă А.Лапшин" еплерех трибуна умĕнче калаçкаланине. Калама çук начар оратор.
Атнер // 1845.53.0439
2013.08.23 18:21
Мĕнле çынсем эсир?Лапшин усламçă кăна мар.Унăн завод пур теççĕ Канашра.Паллă спортсмен.Эрех ĕçместь.Конгреса та вăрçрĕ эрехе путнăшăн.Ораторсем конгресра пайтах.Çавсемех пĕтерчĕç.
Agabazar // 3681.95.8782
2013.08.23 21:24
Agabazar
шел пулин те , ораторсем çитсех каймаççĕ çав. Калăпăр, Генн. Архипов та начар оратор. Ку Клементьев текенни пĕр-ик сăмахне те пулин йывăррăн калать. Начар!
Тимер // 1845.53.0439
2013.08.24 11:08
Ĕçпе хаклар-ха конгреса талпăнакансене.Ораторсем тупăнĕç-ха вĕсем.Пил Тымарлан ĕмĕрте трибна çинче пулман.Чĕлхемĕре хÿтĕлесе нумай шар курнă.Судсенчен тухма пĕлмен.Хулари кондукторсем чĕтресе тăраç унран.
Якур // 2473.54.6978
2013.08.24 22:44
Акасапарпа И.Саймана конгресс Элтеперне Ярас! Нимех те тума пултараймĕç, мĕнле ораторсем пулнине курар. А.Лапшин пĕр-ик сăмах çыпăçăнуллă каламасан та пултарать. Уншăн калаççĕ ун ĕçĕсем. Ун çумĕнче команда, укçана сапаламасть, типтерлĕ тытма тăрăшать. Пирĕн хушăра хăйсене ораторсем пек тыткалаканнисем пайтах.Ĕç тăваканнисем сахал.
Якур // 2473.54.6978
2013.08.24 22:48
И.Сайманпа Акасапар пĕр çынах пулĕ ĕнтĕ вĕсем. Ытла та пĕрешкел кустараççĕ. В.Клементьев мĕнпе килĕшмен тата сире. Ним енчен те ыттисенчен япăх мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.25 11:21
И.Сайманпа Акасапара ОРАТОРСЕМ кирлĕ. Якур тĕрĕс çырать, ОРАТОРСЕМ чылай, ĕçлеме пултараканнисем çукрах. А.Лапшинăн( Алекçей хуçан) Китайра та завод пур, унти ĔÇченсем ирхи смена пуçличчен ЧĂВАШ патшалăх ГИМНне ура çине тăрса итлеççĕ, юлашкинчен чăвашла сăмахсемпе юрлаççĕ. Ку пулăм И.Сайманпа Н.В.Федоров оратор искуствинчен нумай вирлĕрех чăвашсемшĕн.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.25 11:27
Акасапар, тахçанах сана сĕнетпĕр вĕт сана Г.Архипов вырăнне, ма вăтанатăн. Хăв ораторсем пирки поплетĕн. Эп, сăмахран, Г.Архипова конгресран кайсан сан Урнăсем тĕрĕслемеле пулать тенĕччĕ. Çавăнпа вăл унтан каясшăн мар. Ара тăнлă-пуçлă çыннăн каймаллине тахçанах ăнланмалла пек. Вот çапла,Акасапар, порнăç урапи кусать.

Страницăсем: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики