Якур // 1039.8.4424
2013.02.12 19:46 | |
Кейт, салам! Мĕнле иртрĕ "День сурка". Мĕнле пулăмсенче пулса курма, мĕнле хĕллехи уявсенче пултăн? | |
Тимер // 2402.99.3398
2013.02.13 09:02 | |
Кейт,эсĕ мара тĕлĕнтеретĕн.Шупашкарта конгрессра ларакансен ачисем чăвашла пĕр сăмах пĕлмеç.Кирлĕ те мар вĕсене.Сана мĕн тума кирлĕ çĕр çинчи чи авалхи те илемлĕ чĕлхене вĕренме? | |
Игорь Сайман // 4045.90.7926
2013.02.13 16:49 | |
Ах, Тур, хытă тĕлĕнтертĕн Тимер! Калама çук пысăк открыти турăн! Хуть паянах Нобель премине пар! | |
якур // 2807.69.9264
2013.02.14 19:17 | |
Питĕ кăмăллă!Икĕ нобель( çук Нобель мар, Мир премийĕн çеç) премийĕн лауреачĕ пирĕнпе сăмахлаççĕ. Унччен И.Саймана лауреат ятне илме тăратнăччĕ. Кейт тăван çĕршывне çитсен ăсчахсене тĕлĕнтерĕ! | |
Наташа // 1519.68.6568
2013.02.14 20:14 | |
Agabazar, унăн ĕçĕсем маншăн питĕ интереслĕ. | |
Игорь Сайман // 1603.36.1335
2013.02.15 18:19 | |
Тимер:"... çĕр çинчи чи авалхи те илемлĕ чĕлхене..."
Тĕнчери чĕлхесем пурте Адампа Еваран пуçланаççĕ(ытарлă каласан). Нихăш чĕлхе те пĕлĕтрен татăлса анман. Тĕнчере илемсĕр чĕлхесем çук. Тахçан ностратизм тапхăрĕ пулнă.http://ru.wikipedia.org/wiki/Праностратический_язык | |
Игорь Сайман // 1603.36.1335
2013.02.15 19:56 | |
Акă тата хÿри татăлса ÿкмен каçă http://artem-kazhdy.livejournal.com/16427.html | |
Тимер // 3931.60.5650
2013.02.15 21:02 | |
Çук йăнăшатăн Сайман.Чăваш чĕлхи чи илемли.Сансăр пуçне пурте килĕшеççĕ кун пирки.Адам чăваш пулнине пĕлместĕн-им? | |
Пурнăç Пурисĕ // 2050.95.5716
2013.02.15 22:38 | |
И.Сайман! Эсĕ хăвăн диссертацилле чĕлхепе тăнран кăлартăн ĕнтĕ! Ансатрах чĕлхепе калаç, эсĕ кунта кафедра ларăвĕнче мар вĕт, хотя унта та нимех тарăн шухăшлине кăларса пама пултаримăн. Пĕтĕмпех "отрицание" с приведением цитат. Эпир çамрăк чухне пире хамăрăн сăмахсемпе çырма ыйтатчĕç. Медведев та Плагиат нумай тесе ĕнĕрлеме пуçларĕ! | |
Пурнăç Пурисĕ // 2050.95.5716
2013.02.15 22:56 | |
И.Сайман! Саншăн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи чи илемли мар-им? Е сана араб, нимĕç,яппун, китай тата акăлчан чĕлхи чуна ытларах ăшăтать? Тĕрĕс çырнăччĕ сан çинчен çÿлтерех: тăван сăмах, юрă-кĕвĕ, вăйă-ташă саншăн пуш сăмах. Ыйт ют çĕршывра самаях пурăннă хăта-тăхлачсенчен чун еплерех кÿтсе килнине унта пурăнсан, но впрочем сан кÿтмесен те пултарать, эс ведь человек мира! |