Владимир // 3385.82.8031
2011.07.20 02:10 | |
Мĕншĕн тесен вĕсем, асаттесем сăмахĕсене мĕнле илтнĕ, румей(грек) буквисемпе çавăн пек çырнă, пирĕн те эпир мĕнле илтетпĕр вуласа, ăнланатпăр пулсан,тĕп-тĕрĕс тесе шутлатăп. Чĕлхемĕр улшăнман вĕт, авалхи сăмахсене кăна ытларах пĕлмелле. Унта çырнине илтмелле вуласан, çумри чăваш ăнланать пулсан, мĕн кирлĕ тата? Тутар ăнланмасть вĕт. | |
Zhendos // 3473.63.3490
2011.07.20 10:28 | |
Кубрат тăванăм, чĕлхемĕр питĕ вăйлă улшăннă. Пур чĕлхе те аталанать, пĕр вырăнта тăмасть. Вăл аталану йĕркисене пĕлмесĕр пин çул каяллахи чĕлхене ăнланма хĕн. Кăсăкăр пулсан çак каçăпа altaica.narod.ru/texts/prototurk.pdf О.А. Мудракăн "Развитие пратюркской системы фонем" ĕçне вулама пултаратăр. | |
Zhendos // 3473.63.3490
2011.07.20 10:29 | |
Е тата А.В. Дыбо çырнă "Лингвистические контакты ранних тюрков" кĕнекине тетелте тупма пулать . Хальхи чăваш чĕлхи те Атăлçи пăлхар çăва палăкĕсенчи чĕлхерен сисĕнмеллех уйрăлса тăрать, анчах та чăваш чĕлхи унранах аталанса кайни никама та иккĕлентерместь (сасă аталаннă йĕркисене пĕлетпĕр). | |
Zhendos // 3473.63.3490
2011.07.20 10:29 | |
Чĕлхен авалхи ларăвне-тăрăвне хальхи чĕлхе виçипе виçни ытларах чух йăнăш енне илсе пырать. Пин çул каялла пирĕн ваттисен чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхисене хальхипе танлаштарсан çывăхрах пулнă пулин те, унăн ун чухнехих хăйне евĕрлĕх палăрăмĕсене эпир аван куратăпăр.
Чĕлхе пĕр вĕçĕмсĕр улшăнса, аталанса тăрать, куна ялан асра тытса тăмалла. | |
Zhendos // 3473.63.3490
2011.07.20 11:38 | |
Ак, калапăр, çак Преслав çырăвĕнчен (ăна манла вуласан)кивĕ wo евĕрлĕ мăшăр усă сасă(дифтонг) авалхи пăлхар тĕрлĕ калаçăвĕсенче тĕрлĕ аталанни курăнать. Преслав çырăвĕн чĕлхинче вăл χo сас ярăмне куçнă, çавăнпа та "вуннă" сăмах вăл чĕлхере *χonnu/χon евĕр пулма кирлĕ, "вăтăр" самах - *χotur. Хальхи чăваш чĕлхинче вара - вуннă, вăтăр. | |
Zhendos // 3473.63.3490
2011.07.20 11:54 | |
Куратпăр ĕнтĕ, Преслав чĕлхи чăваш чĕлхин тăванĕ пулин те чăваш чĕлхи унран аталанма пултарман. Çав вăхăтрах "вунă йăх" халăх ятне авал гунн, тата унн (эллин Ούννοι !)чĕнсе çырни, чăваш чĕлхи валли те кăк чĕлхе вăл вăхăтра пулнине çирĕплетет. Танлаштарăр тата:
*χotur oχur (30 йăх,кутургур)~ *uotur oχur (30 йăх,утригур) | |
Владимир // 3965.14.5097
2011.07.23 14:01 | |
Жендоз тăванăм, Преслав чĕлхи, вуннăмĕш ĕмĕрчченхи Тунайçи пăлхарĕсен чĕлхи. Чăваш чĕлхипе пĕр чĕлхе пулнă Аслă Пăлхар патшалăх чĕлхи. Чăваш чĕлхи авалтан нумай улшăнманнине чĕлхе пĕлекен Ашмарин лайăх çырса панă. | |
Владимир // 3965.14.5097
2011.07.23 14:06 | |
Енчен те Преслав надписĕсене мĕнле вулатпăр, çапла тÿрех ăнланатпăр пулсан тата мĕн йăвăрлатса, чĕлхе урăхларах пулнă пуль тесе куçарса лармалла? Мудрак ăнланмасть чăваш чĕлхине, ăна юрать апла шухăшласа куçарни, анчах та Ашмарин та Баскаков та нихăçан та апла куçарман. | |
Конми // 1742.19.0306
2014.01.30 11:49 | |
Zendoso придерживается взгляда о языке как саморазвивающейся открытой системе, исключая волевого внесения в него изменений, влияния смены письменностей на его фонетику. Германские фонетисты применяли свои фонетические "теории" для доказательства расового превосходства арийцев. К сожалению, рос. не замечают этой дикой глупости, подражая им. Что касается трактовки надписи как матем. упражнения, он прав, за исключением назв.числа 4 как суммы или произведения "два два" тăваттă и объяснения употребления некоторых греч. букв. | |
Agabazar // 3704.38.3994
2014.01.30 13:41 | |
Конми:"Германские фонетисты применяли свои фонетические "теории" для доказательства расового превосходства арийцев."
ÇАК япалана вара эсир ăçтан пĕлетĕр? Вăт пулнă фашистла Германире Бенцинг текен чĕлхеçĕ, чăваш чĕлхине тĕпчекенскер. Вăл та çавнашкал "фонетист" пулнă-ши? Мĕне кирлĕ вăл тĕлли-паллисĕр ярлыксем çакса тухни? Конми:"...он прав..." "Прав" пулсан мĕншĕн çынпа "çапăçмалла"? |