Владимир // 3154.58.6112
2011.07.07 22:12 | |
Маттур Жендоз тăванăм. Анчах та мана çак япала кăсăклантарать. Добрев ĕçĕнче çак сăмаха śopan-жупан титул тесе палăртнă. Çавăнпа та TWYРTWYNAПИЛЕ SWОПАN тесе çырнине латинла вуласан TORTUNAPILE SYPAN тесе тухни тĕрĕсрех пулĕ тесе шутлатăп. Тор тунă тенине вĕсем мĕнле илтнĕ çавăнпек çырнă пулмалла, хальхи грамматикăна пăхăнмасăр пĕрле çырнă. | |
Владимир // 3154.58.6112
2011.07.07 22:13 | |
Паллă ĕнтĕ ун чухне нимле грамматика та правописани те пулман. | |
Zhendos // 6937.1.4118
2011.07.08 11:22 | |
Петр Добрев ятлă вăл, чĕлхесемпе историпе аппаланать пулин те, чĕлхе пĕлĕвне вĕренмен вăл. Иван Добрев пулсан вара - вăл чĕлхеçĕ. Ăна пĕлсех каймаççĕ. | |
Владимир // 3385.82.8031
2011.07.20 02:01 | |
Жендоз тăванăм ытла йывăррăн куçарни пулать ку эсир çырни пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, авалхи пăлхар-чăваш чĕлхине пĕлекенсемшĕн. Кун пек меслетпе Мудрак, Добрев тата ыттисем куçарчĕр, вĕсем чĕлхе пĕлмеççĕ. | |
Владимир // 3385.82.8031
2011.07.20 02:06 | |
Эпĕ чăтса тăраймасăр ыйтрăм, независимый хаçатри надписсене мĕнле куçарнине. Пĕри сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсене пуçа чикмесĕр илтмелле каласа çÿренĕ, тепри унран,- жупан кам вăл,ма ăна торă тунă- тесе ыйтнă. Капла куçарни хамăр авалхи архаичнăй чĕлхерен чи тĕрĕс куçарни пулать ман шутпа. |