Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +5.3 °C
Тот кто имеет ЗАЧЕМ жить, вынесет любое КАК.
(Ницше)
 

Дневник пользователя askoldgerasimov

Кӗнеке

  04.04.2018 15:55 | 4260 просмотров

Кӗнеке вуласси пирӗн ҫершывра иртнӗ ӗмӗрте юлчӗ пулас. Астӑватӑп халӗ иртнӗ ӗмӗрте кӗнеке вулассипе эпир пӗрремӗш вырӑнтаччӗ тӗнчипе. Паянхи кун пурте интернета куҫрӗҫ вара. Мӗн каласан та, нимӗнле интернет та чӑн кӗнекене ылмаштараяс ҫук, ҫыру ҫырмашкӑн вара пачах пӑрахрӑмӑр, ҫыру ҫырма-и, смска ҫырнӑ чухне те виҫӗ сӑмахра хӑшӗсем ултӑ йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Ҫыру ҫырасси клавиатура тӑрӑх пӳрнесемпе чупасси мар вӗт, тата шухӑшлас та пулать. Швейцари патшалӑхӗнче мобильле телефон пирӗн патрипе танлаштарнӑ хушӑра, вунӑ ҫул та маларах пулнӑ-ши, ҫыру ҫырасси вара чакман пӗртте.

Далее...

 

сӑвӑ йӗркисемпе

  01.04.2018 21:23 | 1410 просмотров

Ушкӑнра сана эп шыранмастӑп

Хирӗҫ утакансем самантлӑха.

Шанатӑп, шанӑҫа пӗр ҫухатмастӑп,

Ылтӑнтан хаклӑрах пурлӑха.

 

Мӑнкӑмӑллӑх сана чарса тӑрать-и

Е сивӗ ҫил кулса иртет умран.

Пӗрер-пӗрер сӑлтав чӑрмантарать-и

Иртейместӗп пӳрнӗ туйӑмран.

 

Тавҫӑрмастӑп – кам сана пӳрнӗ-ши,

Пӗтӗмпех арпашнӑ тӗнчере;

Иртнине тӗл тума халь пулать-ши

Паянхи упранать чӗрере.

 

Мӗскерпе тӗлӗнтерӗн? Шӑпа каласам,

Юрату парнеле – чӑннине,

Мӗскер пӗлтерейӗн? Ҫукпа ултала

Вӗҫеҫ сӑмахсем виҫмине.

Далее...

 

Паянхи кун

  01.04.2018 21:17 | 1317 просмотров

Паянхи кун тӗлне виҫӗ сайт ҫинче манӑн хайлавсемпе паллашма пулать. Тӗплӗн литература ӗҫӗсемпе проза.ру" тупма пулать, вӑл сайт ҫинче вырнаҫтартӑм пурне те, "неизвестный гений" сайт ҫинче вара ал ӗҫсемпе паллашма умкай пур. Тӗрӗспе сайт ҫинче ӗнтӗ пур ӗҫ те ҫук хальлӗхе, ҫавах та хӑшне пӗрне курма пулать. Вулама кӑмӑллакансене хапӑл туса кӗтетӗп, сӑмах май, "проза.ру" сайт ҫинче Ациспа Галатея тата Амурпа Психея поэмӑсене вырӑс чӗлхипе тупма пулать. Ҫавӑнтах анлӑ роман "Графиня поневоле" тулли версийӗ те пур. Енчен те кам-тӑр хӑйӗн шухӑшӗсене хӑварас тесессӗн, "написать личное сообщение" ҫине пусмалла.

Далее...

 
Страницăсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)