Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Кто знает - не говорит, кто говорит - не знает.
(Лао Дзюнь)
 

Аскольд Де Герсо: Кӗнеке

Аскольд Де Герсо04.04.2018 15:554551 просмотров

Кӗнеке вуласси пирӗн ҫершывра иртнӗ ӗмӗрте юлчӗ пулас. Астӑватӑп халӗ иртнӗ ӗмӗрте кӗнеке вулассипе эпир пӗрремӗш вырӑнтаччӗ тӗнчипе. Паянхи кун пурте интернета куҫрӗҫ вара. Мӗн каласан та, нимӗнле интернет та чӑн кӗнекене ылмаштараяс ҫук, ҫыру ҫырмашкӑн вара пачах пӑрахрӑмӑр, ҫыру ҫырма-и, смска ҫырнӑ чухне те виҫӗ сӑмахра хӑшӗсем ултӑ йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Ҫыру ҫырасси клавиатура тӑрӑх пӳрнесемпе чупасси мар вӗт, тата шухӑшлас та пулать. Швейцари патшалӑхӗнче мобильле телефон пирӗн патрипе танлаштарнӑ хушӑра, вунӑ ҫул та маларах пулнӑ-ши, ҫыру ҫырасси вара чакман пӗртте. Спутник ҫыхӑнӑвӗ пирӗннинчен самаях ҫӳллӗ шайра, хуть ӑҫта шӑнкӑравла, роуминг тенӗ япала илтмен те, ҫавах ӗмӗрхи йӑла (ҫыру ҫырасси) сывӑ. Тен, эпир наянланса пыратпӑр? Хӑш ҫыравҫӑсем, эпӗ ручкӑпа ҫыраймастӑп, теҫҫӗ. Ку вара ҫыравҫӑ пулать-и? Ӑҫта, мӗскер патне ҫитетпӗр эпир кун ев ӗр утасласа? Кам ӑнлантарса парӗ-ши?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Хунну // 3868.24.2898
2018.04.06 09:22
Хунну


Ҫаплах пулнӑ-ши? Госпропаганда татацензура вӑхӑтӗнче?


Тен, эпир наянланса пыратпӑр?

Ҫаплатӑр
2018.04.06 10:54
Астăвасса хам кунне икĕ-виçĕ çыру вăхăтсем те пулатчĕç,уявсене вара вуншар-вун пилĕкшер открытка янă пĕтĕм Союзĕпе. Клуб интернациональной дружбы пурччĕ шкулсенче, çыру çÿрететтĕмĕр. Кунта нимĕнле госпропаганда та çук. Халĕ вара смскăна йăнăшсăр çыракан сайра хутра, запятойсене лартасси чылайăшĕшĕн йăларан тухнă темелле
Анонимла // 3605.96.9348
2018.04.06 21:46
Пурнӑҫ ытла та хаклансах пырать ҫав. Ним ӳркенмесӗр пур тӑван патне те саламлӑ открытка яраттӑм, хӑйсем интернет урлӑ кӑна саламланӑ пулсан та. Юлашкинчен хам та ҫырма пӑрахрӑм. Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе пӗр тӑвантан, тепӗр пӗрле вӗреннӗ тусӑмран кӑна открытка килчӗ, хам ҫийӗнчех почтӑна кайса хирӗҫ ответлерӗм. Интернет урлӑ пурте саламлаҫҫӗ-ха, телефонпа та шӑнкӑравласах тӑратпӑр пӗр-пӗрне.
Ҫыру илменни тахҫанах пулать, пӗри интернет урлӑ ҫыру ярать-ха, хам та интернет урлӑ кӑна ответлеме пуҫларӑм. капла питех те канлӗ, конверт илсе тӑкакланмалли ҫук. Унӑн малтан ҫырнӑ ҫырӑвӗсене ятарлӑ пакета пухса хурсах упратӑп.Атте-анне ҫырӑвӗсене те упратӑп. Хӑшпӗр чухне ҫырусене вуласа пӑхсан вӗсемпе курса калаҫнӑнах туйӑнать...КИДпа хам та аппаланса, тӗрлӗ ҫӗртен ярса панӑ открыткӑсем чылай пирӗн альбомра.Хамӑр та ҫырсах тӑрса, вӗсем те яланах ответлесе.
2018.04.08 16:05
Тĕрĕс ĕнтĕ, пĕтĕмпе килĕшетĕп. Почтă та халĕ иртнинчи евĕр ĕçлемест, çырусем çухалкалаççĕ. Интернет çавах та хут çинче çырнă çырăва ылмаштараймасть. Хайлавсене халĕ те ал çырăвĕ çинче хатĕрлетĕп, унтан тинех компьютер çинче редакцилетĕп, шурăлла ĕçе хут çинче машинкăпа пичетлесе упратăп. Шанчăклăрах

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики