Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -9.7 °C
Хороший брак покоится на таланте и дружбе.
(Фридрих Ницше)
 

Аçтахар Плотников: Бобровниковӑн текстне тишкернӗ май

Аçтахар Плотников18.01.2026 17:191272 просмотров

1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

Орфографи

Чи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Ку кӗнекесене те вӑл вӑхӑтра наборласа ҫапнӑ — ҫакӑ та йӗр хӑварнӑ. Калӑпӑр, пӗр вырӑнта «кӗперне» тесе ҫырнӑ, тепӗр вырӑнта — «кӗпӗрне».

Халь эпир «уес» тесе ҫырма хӑнӑхнине «уяс» (уйас) тенӗ, ҫапла май вулама йывӑр «Хусан уйасин» (Хусан уесӗн) пулса тухнӑ.

Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, 1920–1930-мӗш ҫулсенче сӑмахсене ытла та чӑвашлатнишӗн ятланӑ пулин те вӗсен ӗҫӗ чӑваш ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ-кӳнех.

Лексика

Усӑ куракан сӑмахсем те кӑсӑклӑ: мальен, кайьен. Кӑнтӑр енчи чикӗ пирки ҫырнӑ чухне те «кӑнтӑрлари» тесе палӑртать.

Тӗрлӗ ял-хуласен ячӗсене мӗнле ҫырни кӑсӑклӑ: Сарӑту — Саратту; Ардатов — Ардатту. Самара вара вӑл вӑхӑтрах ҫапла ҫырнӑ. Йошкар-Олана икӗ тӗрлӗ ҫырса панӑ: Царевококшайск пек те Чар-Хула пек те. Иккӗмӗшне хӑлӑпра кӑтартнӑ, апла-тӑк ҫапла ӑнлантарса панӑ. Ӗпхӳ (Уфа), Пӗкӗлме (Бугульма), Ҫтерлӗ (Стерлитамак), Пелепей (Белебей) хуласен ячӗсене чӑвашла ятпа мар, вырӑслипе ҫырни тӗлӗнтерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах Сызране «Сысран» тенӗ («сысрӑн» сӑмахпа пӗрешкел илтӗнет :) ).

Ку текста тишкернӗ май чӑваш уйӑх ячӗсемпе каярах усӑ курма тытӑнни палӑрать. Юпа уйӑхӗсем ҫук кунта, ҫурла уйӑхӗсем те — йӑлт октябрь, август таврашӗ. Ҫук, суятӑп! Текстра чӑн та пур вӗсем: пӗрремӗш пуплевӗшех «Ҫук ҫулта, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗш кунӗнче» тесе пуҫланать.

Километр вырӑнне «ҫухрӑмсемпе» усӑ курнӑ. Паллах, ку хӑнӑхнӑран.

Усӑ курма пӑрахнӑ сӑмах майлашӑвӗсем: «пӗр-пӗр ӗҫре ларать» (тепӗр май каласан вӑл е ку вырӑна йышӑнать), «пупра, учительре пурӑнаҫҫӗ» (кунта ҫакна ӑнлантарса памалла: ачасене пӗлӳ паракансене халӑх укҫа пухса тара тытнӑ, вӗсем вара ҫав укҫапа пурӑннӑ — ҫавӑнпа ҫапла каланӑ та пуль), «ҫӗр ҫисе тӑракан улпут» (мӗншӗн ҫапла каланӑ, тӑна илеймерӗм), «халӑхран пӗр 30 тенкӗ парас пулать» (хальхи вӑхӑтра «халӑхран пӗр 30 тенкӗ пухмалла» ҫырнӑ пулӗччӗҫ), «тӑкакшӑн тӑма юрамасть» (кун пек каланине вара сахал илтнӗ; хальхилле «тӑкака пӑхса тӑмалла мар»; «тӑкака шеллемелле мар» ҫырӗччӗҫ), «шалу ҫисе тӑмалла» (кӑна хальхилле мӗнле каламаллине чухлаймарӑм), «ӗҫ тат» (кунта «ыйтӑва татса пар» тени пулас), «ҫырӑва ҫырса пустарма пар» (кунта алӑ пусасси пирки мар сӑмах, сӑмах пичетлесси ҫинчен пырать пулас), «Патша халӑха пӑхса тӑнӑ» (управлять тенине епле каланӑ).

Суйлакансене пулӑшасси пирки

Питӗ тӗплӗ суйласа янӑ ҫынсене мӗнле пулӑшу кӳмелли пирки ӑнлантарса панӑ. Кӗпӗрне хулинче пурӑнма та халӑхран укҫа пухма сӗннӗ, Питӗрте пурӑнма та. «Питӗре пӗр шалушӑн анчах кайсан ним усси те пулас ҫук», тесе палӑртнӑ. Ҫав ҫынна вара халӑх тара тытнӑ ҫын пек пӑхнӑ пулать — унӑн халӑх валли ӗҫлемелле пулнӑ. Халӑх сан валли укҫа пухнӑ вӗт — апла-тӑк, халӑхшӑн ӗҫле, уншӑн тӑрӑш, унӑн хуйхи-суйхишӗн шухӑшла.

Ыттисене те пулӑшасси

Тата тепӗр самант: Автор пӗр вырӑнта чӑвашсен, хура халӑхӑн пурнӑҫне пӗлекен ҫынна суйлама чӗнсе калать. Тепӗр вырӑнта вара хӑй халӑхӗшӗн, хӑйӗн уесӗшӗн кӑна тӑрӑшни япӑх тет. Ҫавнашкал ӗҫлени пӗр-пӗринпе тавлаштарма кӑна пултарать тет, ку лайӑх мар тет, никама та усӑ кӳмӗ тет. Аван шухӑш ӗнтӗ.

Текст пӗтӗмлетӗвӗ

Тексчӗ хӑй те тӗпчеме питӗ кӑсӑклӑ. Кунта эпир чӑвашсене мӗн-мӗн пӑшӑрхантарнине, халӑх хӑш енчен хӑйӗн пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнине куратпӑр. Автор шкулсемпе пульницӑсем кирлине, чиркӳре кӗлле чӑвашла вулаттармаллине палӑртать. Текстпа паллашнӑ хыҫҫӑн хура халӑх Патшана пит шанни курӑнать (ӑна пысӑк саспаллирен асӑннӑ), анчах хӑйсен нуши пирки улпутсем (вӗсене ӗҫлӗ ҫын тениех мӗн тери кӑсӑклӑ!) урлӑ пӗлтерме тивнӗрен Патша вӗсен пурнӑҫӗ пирки пӗлсех каймасть. Автор шухӑшӗпе Патшалӑх Думи шӑпах халӑхӑн терт-нуши пирки тӳрремӗн Патшана ҫитерме май парӗ.

Текстра пур халӑхпа та туслӑ пурӑнмаллине асӑннӑ. Автор чӑвашсемшӗн кирлӗ ыйтусене ҫӗклемелле тесе палӑртать пулин те, ҫав вӑхӑтрах ытти халӑхсен пурнӑҫӗ те пӗрешкел пулнине палӑртать: вӗсен нушисем пӗр пекрех. Чӑвашсенчен суйлама май килмесен ҫивӗч ыйтусене ытти халӑхсем урлӑ тӑратма сӗнет.

 

Х.К. Ку текста паян Чӑваш чӗлхи корпусне кӗртме хатӗрлерӗм. Ҫавна май хӑвӑрт кӑна кӑсӑклӑ вырӑнсем пирки ҫырса кӑтартас шухӑш ҫуралчӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2026.01.18 20:43
Аçтахар Плотников
«Анчах та шута ил: километр тата çухрăм пĕр япала мар. »
Эс аса илмесӗр те пӗлетпӗр. Анчах ҫухрӑм тенӗ чухне шӑпах километра пуҫра тытаҫҫӗ. Ӗлӗкхи ҫухрӑмран ӑнлав хальхи километра куҫнӑ. Ҫав кӑна. Статьяра палӑртнӑ чухне те эп ҫавӑн пирки палӑртнӑ та.
Agabazar // 3416.83.2497
2026.01.18 21:08
Agabazar
Вăт-вăт, шăпах çапла çав.

Çухрăм пирки çыр та, анчах ăна километрпа ан çыхăнтар (ан пăтраштар). Турра шан та, анчах ху та ан йăш тенĕ пек.

Çав вăхăтрах, «эп паян пĕр-ик çухрăм уткаласа çÿрерĕм» е «Мускав пиртен пĕр 600-700 çухрăмра» тенисене ма йышанас мар?

Мускав патнелли тăршшĕне хуть километрпа кала, хуть çухрăмпа — уйрăмлăхĕ çук, мĕншĕн тесен пурпĕрех çавракалатса асăнатпăр. Темле асар-писер пысăк тĕллĕхпе мар.

Е кунта уйрăмлăхĕ пулсан та, çав-çавах — «в пределах статистической погрешности» (çапла калаççĕ математиксем).
Agabazar // 3055.97.2779
2026.01.19 12:30
Agabazar

Кам-ха вăл Н.А. Бобровников?



Вырăс Википедийĕнче (тутарлинче те) ун пирки статья пур. https://ru.wikipedia.org/wiki/Бобровников,_Николай_Алексеевич

Ку статьяра çапла çырни пур:

Однако, хорошо зная греческий, латинский, французский языки, он не владел языками народов Поволжья.

Плотников илсе кăтартнă материал çакна хирĕçлет теме пулать. Мĕн калама пулать кун пирки?

Чăвашла статьяна такама çыртарнă та, кайран çавна хай ячĕпе кăларнă темелле-ши?

Темĕн. Апла мар пуль. Тĕп-тĕрĕс хурава кам пĕлет?

Тепĕр енчен, материалта, юлашки абзацсенчен пĕринче, кун пирки калани пур. Анчах та унта уçăмлăх çителĕксĕртерех пек туйăнать.

Мĕншĕн-ха уçăмсăртарах тесе шутлатăп? Ара, унта «чăвашла куçарса» тенĕ. Куçараканни хăйех пулнă пек курăнать. Кама та пулсан хушнă пулсан, «чăвашла куçарттарса» темеллеччĕ.
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.20 14:04
Agabazar

Кам-ха вăл Н.А. Бобровников?



Акă вăл Патша Манифесчĕ пирки чăвашсене çырса кăтартма шутлать,

Паллах, чăваш чĕлхипе. Ун чухнехи чăвашсем Вырăсла пĕлмен вĕт. Вара Вăл çак ĕçе кама та пулин хушма пултарать-и?

Калăпăр, статйине хăй вырăсла çырать, пĕр-пĕр чăваш статьяна вырăсларан чăвашла куçарать те, лешĕ, статья, Н.А. Бобровников ячĕпе çут тĕнчене тухать.

Ĕненме пулать-и çакна?

Статья чăвашла пулсан та, ун вĕçĕнче Бобровников алă пусни тăрать. Эппин, статьяри контентшăн пĕтĕмпех вăл яваплă. Аслисем умĕнче вăл явап тытать.

Кайран, скандал пекки сиксе тухсан: "Статьяна эп çырман," — текелесе юнтарса тăраймастăн.

Çакна пĕле тăркач хăй ним те ăнланман текст хыçне Н.А. Бобровников алă пусма пултарайман пуль тетĕп. Эппин вăл чăвашла пĕлнех-тĕр çав.

Тексчĕ ахаль-махалли мар вĕт — Патша Манифесчĕ!!!
2026.01.20 19:50
Аçтахар Плотников
Калӑпӑр, эп акха чӗлхине пӗлместӗп. Анчах манпа юнашар вӑл чӗлхене пӗлекенсем нумай. Эп илетӗп те пӗрине вырӑсларан акхӑлла куҫарма ыйтатӑп. Анчах вӑл мӗнле куҫарнине хаклама куҫарӑва тепӗр ҫынна паратӑп. Пулчӗ те. Тӗрӗслекенӗ йӗркеллех тесен ним мар куҫарӑва шанма пулать, акхӑлла пӗлмесен те.

//Акха (Akha) — кăнтăр-хĕвелтухăç Азипе Китайăн кăнтăр-хĕвеланăç енче пурăнакан акха халăхĕн чĕлхи; вăл тибет-бирма чĕлхисен йышĕнчи лоло-бирма туратĕн кăнтăр лоло ушкăнне кĕрет. Акха Китайра (ытларах Юньнань провинцинче), Мьянмăра (Шан штачĕ), çавăн пекех Таиландпа Лаосăн çурçĕр енче тата Вьетнамра сарăлнă. Omniglot хаклавĕ тăрăх, акха чĕлхипе калаçакансен йышĕ 620 000 çын патнелле (ку шута Мьянма, Китай, Лаос, Таиланд тата Вьетнам кĕреççĕ).
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.20 22:27
Agabazar

Кам-ха вăл Н.А. Бобровников?



Эп кунта лару-тăрăва шута илме тăрăшатăп.

Политикăлла лару-тăрăва.

Патша Манифесчĕ — вышкайсар пысăк пĕлтерĕшле документ.

Н.А. Бобровников —пысăк вырăнта ларакан çын. Мĕн çухатмалли унăн пур. Вăй-халçăн çеç çухатмалли нимĕн те çук (сăнчăрĕсемсĕр пуçне, Карл Маркс çапла каланăччĕ пулас).

х // 3000.76.3861
2026.01.21 18:19
Бобровников статйи "Хыпар" хаçатра тухнă. Паллах, ăна вырăсларан куçарнă.
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.21 22:19
Agabazar

Кам-ха вăл Н.А. Бобровников?



Цитата. Чăвашсем, эпĕ çак çырăва, сире Государственная Дума мĕн иккенне пĕлтерес тесе, Хусанти пĕр лайăх, чăвашсене хĕрхенекен çынна, чăвашла куçарса çыртартăм. Цитата вĕçĕ.

куçарТТАРса пулмаллаччĕ, чăннипе вара куçарса тенĕ.

Мĕнле çырнă, çавăн пек ăнланас пулсан



Н.А. Бобровников статьяна чăнах та вырăсла çырнă, унтан ăна хăйех чăвашла куçарнă, вара алçырăва леш чăваша панă та, хайхи ăна якатса хаçатра кăларнă.
2026.01.22 08:31
Аçтахар Плотников
« Хусанти пĕр лайăх, чăвашсене хĕрхенекен çынна, чăвашла куçарса çыртартăм»
«Ҫыртӑм» тесен юрӗччӗ, анчах ҫыртартӑм тет вӗт-ха. Хушу сӗмӗпе палӑртать, апла чӑн та кама та пулин чӑвашла куҫарма пама пултарнӑ.
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.22 11:08
Agabazar
«Ҫыртӑм» пулнă пулсан, пичете хатĕрлекенни те хăйех пулатчĕ. Кун пек чухне « Хусанти пĕр лайăх, чăвашсене хĕрхенекен çын» ним тума та кирлĕ мар.

Калатăп вĕт, такам хатĕр текста якатса панă. Чи юлашкинчен. Çав айккинчи çын чăваш-и, чăваш мар-и — паллă мар (ку темех мар-ха ĕнтĕ).

Куçарасси пирки каланинче нимле хушу е тархаслу сĕмĕ те çук. Хăй çырнă, хай куçарнă.

Мĕнле çырнă, çавăн пек ăнланас пулсан


Енчен те пиртен нимле «домысел» та, семантикăлла нимле хушăм та çук пулсан. Мĕнле çырнă, çавăн пек ăнлансан.

Атту эпир час-часах пĕр тĕрлĕ шутлатпăр, тепĕр тĕрлĕ çыратпăр, виççĕмĕш тĕрлĕ ыттисене ăнлантаратпăр.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики