2015 ҫулхи раштавӑн 18–19-мӗшӗсенче Шупашкарта тата Патӑрьелӗнче Митта Ваҫлейне Асӑну кунӗсем иртрӗҫ. Акӑ мӗн каларӗ кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнчи тӗлпулура Митта Хунтин (Фончӗн) ертӳҫи Илле Иванов сӑвӑҫ тата журналист:
«78 ҫул каялла ҫак кун анатри чӑвашсем хушшинчи паллӑ Исамэль-Исмуксен-Миттасен йӑхӗшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн, чӑваш культуришӗн, чӑваш сӑмахлӑхӗшӗн калама ҫук синкер килсе тухнӑ: чӑвашсен, Айхи хаклавӗпе каласан, Аслӑ сӑвӑҫне Митта Ваҫлейне ним айӑпсӑртан тытса хупнӑ, тӳревре хӳтӗленме паман, суд тумасӑрах 10 ҫуллӑха Сталин лагерьне ӑсатнӑ.