Из всех преступлений самое тяжкое - это бессердечие. (Конфуций)
Юрий Сан: Митта премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗ — Николай Столбов ваккат
Юрий Сан28.12.2015 20:205172 просмотров
2015 ҫулхи раштавӑн 18–19-мӗшӗсенче Шупашкарта тата Патӑрьелӗнче Митта Ваҫлейне Асӑну кунӗсем иртрӗҫ. Акӑ мӗн каларӗ кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнчи тӗлпулура Митта Хунтин (Фончӗн) ертӳҫи Илле Иванов сӑвӑҫ тата журналист:
«78 ҫул каялла ҫак кун анатри чӑвашсем хушшинчи паллӑ Исамэль-Исмуксен-Миттасен йӑхӗшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн, чӑваш культуришӗн, чӑваш сӑмахлӑхӗшӗн калама ҫук синкер килсе тухнӑ: чӑвашсен, Айхи хаклавӗпе каласан, Аслӑ сӑвӑҫне Митта Ваҫлейне ним айӑпсӑртан тытса хупнӑ, тӳревре хӳтӗленме паман, суд тумасӑрах 10 ҫуллӑха Сталин лагерьне ӑсатнӑ. Ҫакна та асилтерер — ку вӑл Митта пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш репресси пулман. Малтан ӑна 18 ҫултах Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнче комсомолтан кӑларса ҫапаҫҫӗ, ӗҫлесе юсанма Каша ялне яраҫҫӗ. Шел, иккӗмӗш репресси те юлашки пулман — 1948 ҫулта Миттана каллех судсӑр-мӗнсӗрех Ҫӗпӗре ӑсатаҫҫӗ. Сталин тӗп пулнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Митта Ваҫлейӗ ирӗке тухать, анчах 1957 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлать».
Ҫавӑнпах Митта Ваҫлейне Асӑну кунӗсене хутшӑнакансем раштавӑн 18-мӗшӗнче 14 сехетре чи малтан Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт умне пухӑнчӗҫ. Миттан Асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайрӗҫ. Митта Хунтин ертӳҫи Илле Иванов, Чӑваш халӑх поэчӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Исмуков, Николай Столбов ваккат, Тольяттири чӑваш наци культурӑ автономийӗн ваттисен канашӗн ертӳҫи Алексей Глухов, Мари Элтан тата Хакасран килнӗ хӑнасем Лайд Шемйэр тата Алтана тата ыттисем сӑмах каларӗҫ.
16 сехетре вӗсем Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп залӗнче пухӑнчӗҫ. Ура ҫине тӑрса Митта Ваҫлейӗ хӑйӗн Ҫӗнӗ ҫул сӑввине вуланин сассине, Мефодий Денисов Миттан «И мӗн пуян, тӑван» юррине юрланин сассине итлерӗҫ, экран ҫинче Миттана халалланӑ сӑнсен черетленӗвне пӑхрӗҫ. Ӑна Чӑваш вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова хатӗрленӗ. Тӗрлӗ шкулсенчен килнӗ шкул ачисем тата вӗрентекенсем Митта сӑввисене каларӗҫ. Пухӑннисене Чӑваш халӑхӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Константин Ефремов чӑваш юррисемпе саламларӗ.
Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Митта Ваҫлейӗн премине парассипе ӗҫлекен ушкӑн ҫыннисем Атнер Хусанкай, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков тухрӗҫ, пухӑннисене ҫӗнӗ йышӑнупа паллаштарчӗҫ:
«Митта Ваҫлейӗн премине 2015 ҫулшӑн «Чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвӗ валли тунӑ ӗҫсемшӗн» номинацире чӑваш халӑхӗн сӑмах тата пичет ирӗклӗхне судра хӳтӗленӗшӗн, этем тата халӑх прависемпе ирӗкӗсене хӳтӗлес ӗҫри хӑюлӑхшӑн («Илле Иванов ӗҫӗ», 2013 ҫ.) Николай Столбов ваката пама тата ӑна Митта Ваҫлейӗн медалӗпе чыслама йышӑннӑ». Премин ӗнентерӳ хутне тата медале ҫӗнӗ лауреата парса саламларӗҫ.
Николай Анатольевич Столбов 1967 ҫулта Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Тӑван ялӗнчи тата Елчӗкри шкулсенче вӗреннӗ. 1991 ҫулта Сарӑтури Д.Курский ячӗллӗ юридици институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарти Ленин район прокуратуринче, тӗрлӗ ҫӗрте юрисконсультра, ваккатра ӗҫленӗ. 2010 ҫултанпа Чӑваш Республикин ваккатсен палатин «Надёжность» ваккатсен коллегийӗнче вӑй хурать.
Николай Столбов ваккат ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хутне, Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хутне, Раҫҫей Федерацийӗнче ваккатсен тытӑмне туса хунӑранпа 150 ҫул ячӗллӗ медале, «Тивӗҫ тата чыс» паллине, ваккатсен ветеранӗн паллине тата ытти сума тивӗҫнӗ.
Вӑл самбо тата дзюдо енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, чӑваш наци кӗрешӗвӗн ӑсти (спорт маҫтӑрӗ).
Авланнӑ, мӑшӑрӗ Наталья Александровна бухгалтери ӗҫченӗ, ывӑлӗ Анатолий — студент.
Кун хыҫҫӑн Атнер Хусанкай, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков пысӑк сӑмах каларӗҫ, Николай Столбовӑн ҫак сумлӑ парнене тивӗҫнӗ ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакларӗҫ.
Сӑмахран, акӑ мӗн каларӗ Николай Лукианов юрист:
«(…)Преми ку таранччен, тен, мансӑр пуҫне, яланах ҫырулӑхпа, литературӑпа, искусствӑпа, культурӑпа ҫыхӑннисене лекнӗ пулсан, паян ӑна урӑх сферӑпа — юриспруденципе ҫыхӑннӑ ҫынна паратпӑр.
Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, Ваҫлей пиччен шӑпи питех те синкерлӗ те хӗн-хурлӑ пулнӑ. Тӗлӗнмелле талантлӑ та пултаруллӑскере, чӑваш халӑх шӑпи пирки пуҫне ҫӗмӗрекен, халӑх малашлӑхӗшӗн тӑрӑшаканскере, вӑл шӑп та лӑп ҫавӑн пек пулнӑшӑн, ӑна Раҫҫей патшалӑхӗ айӑпласа, тӗрмене ярса, 17 ҫул хушши асаплантарса пӗтернӗ.
Ҫак тискер япалана патшалӑх ячӗпе правӑпа, юриспруденципе ҫыхӑннӑ пирӗн коллегӑсем туса пынӑ.
Паян та пултаруллисене, чӑвашшӑн хӑюллӑн тӑрӑшакансене Раҫҫей патшалӑхӗ килӗштерме пӑрахрӗ анчах та мар, хӑйӗн репрессии аппарачӗпе усӑ курса, ун пеккисене хӗстерме тытӑнчӗ (…) Митта Фондне ертсе пыраканӑн ҫав хаяр хӗскӗчӗн тутти-масине астивсе пӑхма лекрӗ.
Вӑйсӑртараххине вӑйлӑраххи е вӑйлӑраххисем хӗсӗрлеме пуҫласан, вӑл тем пек лайӑх та тӳрӗ пулсан та, ун хутне кӗрекенсем сахалланнӑҫем сахалланса пыраҫҫӗ. Ӑна хӳтӗлеме хӑю ҫитерекенсем вара юлмаҫҫӗпе пӗрех. Ку вӑл общество законӗ анчах та мар, вӑл инстинкт шайӗнчи ҫутҫанталӑк законех. Патшалӑх текен вӑй айӑплама пуҫласан вара ҫыннӑн яланах тенӗ пекех пӗр пӗччен, хӑр тӑлӑххӑн тӑрса юлмалла пулса тухать.
Вӑл енӗпе Илле шӑпи Миттаннипе пӗр пекрехрех пулса тухрӗ. Самани анчах кӑшт урӑхларах пулман пулсан, ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пулайман та пулӗччӗ.
Анчах та, Иллен телейне, вӑл ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра пӗччен тӑрса юлмарӗ. Чи йывӑр вӑхӑтра ӑна хута кӗрекенсем, усал вӑйран хӳтӗлекенсем, хӑраххӑн тӑратса хӑварманнисем тупӑнчӗҫ. Вӗсем Иллене анчах мар, чӑвашлӑх текеннине, цивилизацилӗх текеннине, тӗрӗслӗх текеннине, Миттана, татах та тӗрӗсрех калас пулсан, хӑйсене хӑйсем хӳтӗленине ӑнланса илсе турӗҫ тесе шутлас килет ман.
Шӑп та лӑп ҫак ҫынсем хушшинче пулчӗ те ҫак премин паянхи лауреачӗ Столбов Николай Анатольевич. Миттана вӑл вӑхӑтра юриспруденципе ҫыхӑннисем айӑпланӑ пулсан, юриспруденципе ҫыхӑнниех паян тӗп Миттаҫӑна хӳте кӗчӗ. Хӑйӗн мӗн пур пек ытти ӗҫӗсене пӑрахса, каярахпа темле проблемӑсем сиксе тухасса пӑхмасӑрах, ҫак политикӑпа ҫыхӑннӑ процесса пуҫӗпех кӗрсе кайса, вӑл чӑвашлӑха, этемлӗхе, тӗрӗслӗхе, Иллене, пире хамӑра тата хӑйне хӑй хӳтӗлерӗ. Ҫавӑн пек пулнӑшӑн вал ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн хастарӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ тесе шутлатӑп эпӗ.
Апла пулсан, вӑл Миттаҫӑ ятне тивӗҫлех. Вӑл пирӗнпе юнашар пулни пирӗн Мттталӑха та, унӑн премийӗн лауреачӗсен ушкӑнне те сумлантарӗ, чыслантарӗ, ятлантарӗ».
Митта премийӗн ҫӗнӗ лауреатне Николай Столбова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Анатолий Князевпа Виктор Ильин (ЧР Ваккатсен палатин унчченхи ертӳҫи), Чӑваш Республикин Ваккатсен палатин президенчӗпе вице-президенчӗ Елена Кузьмина тата Владимир Арапов, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, ЧР Аслӑ тӳревӗн Суд департаменчӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Павлов, РФ ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн «Малая Родина» премийӗн, Митта премийӗн тата ытти нумай премисен лауреачӗ Юрий Сан ҫыравҫӑ тата ытти хӑнасем чун-чӗререн ӑшшӑн саламларӗҫ.
«Эпӗ нумай ҫул ӗнтӗ ваккатра ӗҫлетӗп. Кашни ӗҫри пекех, ҫак ӗҫӗн лайӑх енӗ те пур, начар енӗ те. Пурӑнӑҫ тутти-йӳҫҫи ӗнтӗ ку, паллах. Савӑнтараканни ҫакӑ: эпӗ ҫынсен правине хӳтӗлетӗп. Ӗҫленӗ чухне нихҫан та ҫак ӗҫшӗн ун пек награда илӗп-ха, кун пек награда илӗп-ха тесе ӗҫлемен. Ҫавӑнпа та мана Митта премине пани, Митта медалӗпе наградӑлани кӗтмен ҫӗртен пулчӗ. Савӑнтӑм та, хумхантӑм та.
Ҫакна та ӑнланатӑп: ҫак сумлӑ награда мана ҫеҫ панӑ награда мар. Ҫак сум вӑл — этем правине таса чунпа хӳтӗлекен кашни вакката, кашни право хӳтӗлевҫине аванспа панӑ парне. Ҫакна ӑнланнипе ҫеҫ эпӗ ҫак вышкайсӑр сумлӑ наградӑна илме хӑятӑп. Ҫакна ӑнланнипе ҫеҫ эпӗ кӑкӑрӑм ҫинче Миттан ҫутӑ сӑнӗллӗ медале ҫакса ҫӳреме хӑятӑп.
Эпӗ паян хамӑн ӗҫӗм ҫынсене чӑннипех те кирлине тепӗр хут туйса илтӗм.
Пӗтӗмлетӳ уҫӑмлӑ: халӑхӑмӑра право патшалӑхӗ кирлӗ! Этем прависене, халӑхсен прависене уякан патшалӑх кирлӗ! Унсӑрӑн пирӗн телейлӗ пуласлӑх пулмасть. Паян Раҫҫей Федерацийӗнче демократиллӗ саккунсем нумай. Чӑваш Республикин Конституцийӗнче те право малта пулмаллине палӑртса хунӑ. Ҫаксем вӗсем Раҫҫей Федерацине, Чӑваш Республикине чӑннипех цивилизациллӗ патшалӑх туса хумалли никӗс. Анчах та пирӗн пурнӑҫра паян кун ҫав саккунсене пӑхӑнса пурӑнасси чылай чухне пулса пӗтмест. Ҫавна пула этемсен тата халӑхсен прависене сӗмсӗррӗн пӑснӑ тӗслӗхсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ кулянтарать.
Акӑ, эпӗ 2013 ҫулта чӑваш журналистне Илле Иванова экстремизмшӑн айӑплавран хӳтӗлерӗм. Тӳрех каласа хурам: хӳтӗлесе ҫитереймерӗмӗр. Анчах та хӳтӗлеве хамӑр вӑй ҫитнӗ таран хӑватлӑ йӗркелесе, ҫак айӑплав саккунсӑррине уҫса пама пултартӑмӑр.
Анчах паян судсенче ҫавӑн пек саккунсӑр йышӑнусем нумайлансах пыраҫҫӗ. Ҫавна май ваккатсен тата правӑ хӳтӗлевҫисен ӗҫӗ йывӑрлансах пырать. Судсем чылай тӗрӗс ҫирӗплетӳсене пач йышӑнмаҫҫӗ. Йышӑнсан та, шута илми пулчӗҫ. Уҫҫӑн калатӑп: пирӗн республикӑра этем тата халӑхсен прависем – хӑрушлӑхра! Ҫакна хирӗҫ пирӗн пурин те кар тӑрса кӗрешмелле!».
2015 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Митта Ваҫлейӗн Асӑну кунӗсем малалла тӑсӑлчӗҫ. Митта премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗ Николай Столбов тата юлташӗсем Митта Ваҫлейӗн тӑван Пӑтӑрьел районӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗҫ.
Чи малтанах хӑнасене Патӑрьел район администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов йышӑнчӗ, район пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ. Вӑл ҫӗнӗ лауреата чунтан саламларӗ, районта Митта ятне ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнмалла тӑвассипе тума палӑртнӑ ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ. Унтан районти тӗп библиотекӑра вулакансемпе тӗл пулу иртрӗ.
Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи (Аслӑ Арапуҫри) Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ вӑтам шкулта та шкул ачисемпе тата ял халӑхӗпе тӗл пулу пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Юлашкинчен пухӑннисем Митта Ваҫлейӗн тӑван ялӗнчи масар ҫинчи вилтӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
Митта Хунтин Хыпарлав Хӗсмечӗ.
2015 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
Фото: Полина ЛОГУНОВА, Александр ТРИФОНОВ, Алексей АЛЕКСАНДРОВ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
"Чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвӗ валли тунӑ ӗҫсемшӗн" - питӗ-питӗ кирлӗ номинаци!