Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Питлӗх тесессӗн эпир халь кӑмака ҫӑварне хупламалли хатӗре аса илетпӗр: ӑна тимӗртен (шӑвӑҫран) тунӑ, унӑн алтыткӑҫи те пур...
Ҫапах та мӗншӗн ҫак кил-ҫуртра усӑ куракан япала «пит» сӑмахпа ҫыхӑннӑ-ха?
Хӑшпӗр чухне кӑмака ҫӑварне хупланӑ питлӗх ҫине пӑхса тӑратӑн-тӑратӑн та.