Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Жить - значит бороться.
(Сенека)
 

Статьи

Алексей Петрович Глухова асӑнса…

  18.02.2021 12:15 | 4190 просмотров

2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, 80 ҫула кайса, чылай вӑхӑт чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономийӗн Ваттисен канашӗн ертӳҫи, Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ, чылай вӑхӑт Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ канашӗн пайташӗ пулнӑскер, Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин хастарӗ Алексей Петрович ГЛУХОВ пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

А.П.Глухов Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерес ӗҫе пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ, 20 ҫул ытла Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономине ертсе пынӑ, чӑвашсен 2 фольклор ансамбльне йӗркеленме пулӑшнӑ, хӑй те, ҫулне пӑхмасӑрах, сцена ҫине тухма ӳркенмен.

Далее...

 

Республика тулашӗнчи чӑваш ялӗсем. Ҫӑлкуҫ

  20.10.2018 11:22 | 7214 просмотров

Ҫӑлкуҫ ялӗнче.

Ҫӑлкуҫ чӑваш ялӗ ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле кӗтесӗнче, Самар кукринче вырнаҫнӑ. Самар облаҫӗнчи Ставрополь районӗ. Жигули тӑвӗсенчен кӑшт кӑнтӑрарах. Мӗн-ха вӑл "Ставрополь" тени? — Тольятти хулине ӗлӗк ҫапла каланӑ. Хула ятне катертсе улӑштарнӑ, анчах та вӑл ун таврашӗнчи район ятӗнче упранса юлнӑ.

Далее...

 

Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

  21.03.2018 16:09 | 23785 просмотров

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть.

Далее...

 

Палтиел хӗрӗ

  13.02.2017 17:49 | 5083 просмотров

Мускав, Мускав тееҫҫӗ....

Мускаври чӑвашсем пирки калани илтӗнчӗ те (Тавтапуҫ Владимир Болгарские!), Тольятти аса килсе кайрӗ.

Нина Никандровна Измайлова , Чӑваш Енти Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш. Халӗ Тольятти хулинче пурӑнать, пенсире. Ҫакӑ тата ытти сӑнсене илнӗ вырӑн: Сайтри калав: "Рассказ о встрече в библиотеке «Фолиант» Тольятти"

Н.

Далее...

 

Ищу учительницу Валентину Васильевну Емельянову

  28.07.2014 14:40 | Изменить | Удалить | 4717 просмотров

Друзья, помогите мне найти очень хорошего человека - сельскую учительницу, Емельянову Валентину Васильевну. Она преподаватель чувашского языка и литературы, но в какой школе в каком районе - не знаю. Знаю, что Самарская область, что её недавно наградили благодарностью губернатора за большой вклад в сохранение языка, культуры и традиций чувашского народа. Ну кто-то же должен её знать! Мой адрес: ishiny@yandex.ru

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)