Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗнче кунта халиччен нихҫан та пулман уяв — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлехи «Ӑсталӑх арчисен кунӗ» пулса иртрӗ. Вӑл кун вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, кукашшӗ-кукамӑшсем, аслашшӗ-асламӑшсем шкула чӑваш тумӗпе пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхепе калаҫрӗҫ, пиллерӗҫ, сӑмах каларӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ. Уява Шупашкартан пынӑ хӑнасене (Чӑваш наци конгресӗнчен Герольд Никифорова, Вӗрентӳ институтӗнчен Юрий Виноградова, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗнчен Сергей Сорокина, «Сувар» фондран Тимӗр Тяпкина тата ыттисене) шкул директорӗ Татьяна Майоровапа вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, кашни класс пӗр-пӗринпе ӑмӑртса уйрӑммӑн хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗ, тӗрӗ-эрешпе, тум-юм кӑтартӑвӗпе савӑнтарчӗ.
Далее...
Ĕçпе республикăри тĕрлĕ района çÿреме тивет. Яланах тенĕ пек шкула кĕрсе тухатпăр, вĕрентекенсемпе тĕл пулатпăр. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе калаçатпăр.
Юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене чакарчĕç. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне ун пек марччĕ: чăваш чĕлхине кун сиктерсе тенĕ пек шĕкĕлчеттĕмĕр. Чăваш литературине мĕн тери юрататтăмăр тата! Урокра хайлавсене сасăпа вулаттаратчĕç те тупăшса алă çĕклеттĕмĕр. Килти вулав валли те паратчĕç.
Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ ваттисем. Нумаях пулмасть Раççейĕн Шутлав палати патшалăх тăкакĕсене перекетлесси мĕн патне илсе çитернине тишкернĕ. Лару-тăру начарланнине аудиторсем вĕренӳ, культура та сывлăх сыхлав сферисенче асăрханă. Хыснана перекетлеме ăнтăлнине пула çынсем вулавăш, ача-пăча пахчисен тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсен пулăшăвĕпе усă курайми пулса тăнă имĕш.
Кремьлте капла лару-тăру иккенне пĕлеççĕ иккен. РФ Шутлав палатин пĕтĕмлетĕвне илтнĕ хыççăнах çĕршыв Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков доклада тишкерессине пĕлтернĕ.
Добрый день.
Меня волнует сокращение медперсонала (Ирины Васильевны) в нашей Индырчской школе. Здесь обучается более ста учащихся, среди них и мои дети. У медсестры Тимофеевой И.В. работ много (хотя у не ее и полставки нет), она успевает и в школе и в садике. Свою работу выполняет добросовестно и хорошо.
Теперь «наверху», т.е в Янтиково, Бурдасова Н.Н. (можно узнать сколько она сама получает и сколько сельские медсестры?) решила сократить этот штат, сэкономить деньги. По ее мнению наш сельский фельдшер будет успевать работать и с населением в деревне в ночное и дневное время, кроме этого и с учащимся в школе, и с детьми в садике.