«Алӑри тӗкӗрпе те, «Эп вӑл эп пулатӑп» теекен Фихте майлӑ философ пулса та ҫын ҫуралмасть, ҫавӑнпа вӑл малтан, тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек, тепӗр ҫын ҫине пӑхать. Павӗл ҫын хӑй пек ҫын пулнине йышӑнсан кӑна Петӗр ҫын хӑйне хӑй ҫын пек йышӑнма пуҫлать. Ҫакӑнпа пӗрлех Павӗл хӑй те, пӗтӗм ун ӳчӗ-пӗвӗпе этем хапин (формин) палӑрӑмӗ пулса тӑрать» [Маркс К., Энгельс Ф. Соч. Т. 23. С. 62.].
Чӑваша ӑнланас ӗҫри танлаштару меслечӗ пирки йӗплесе ҫырнӑ хайлавне Aqabazar (йӗкӗлти, мӑшкӑлҫӑ, ҫынтан кулакан-тӑрӑхлакан… тролль-арҫури хӑраххи) «Кам — Ху?
Шухӑшласа пӑхар-ха...
Кулӑш кустӑрмине кустаракансем нихҫан та ҫухалмаҫҫӗ. Кулӑш кустӑрмине хура халӑх та, ҫӳлти пусӑмри аристократи те яланах кустарнӑ. Кустарать те... Иртнӗ саманари чи йывӑр вӑхӑтсенче те пичет урлӑ шухӑшсӑр пулӑмсенчен тӑрӑхласа куласси ҫухалман. Ҫак ӗҫе ҫав тери пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ Иван Мучи пуҫласа янӑ чи малтан. Ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне, ухмахлӑхне ҫав тери вичкӗн чӗлхепе тӑрӑхласа ҫыракансен ушкӑнӗ пӗчӗк пулман. Епле манса кайӑпӑр чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫырса хӑварнӑ «Хыткукарсем», «Тамаша» ятлӑ сӑвӑлласа ҫырнӑ шӳтлӗ калавӗсене?
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ЧР Патшалӑх Канашне ҫырупа тухнӑ май ҫапла каланӑччӗ: «Влаҫ — полномочисем кӑна мар, чи малтанах — халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх». Пысӑк тав чӑваш елтеперне сумлӑ калаҫӑва ҫак сӑмахсенчен пуҫланӑшӑн. Эпир те, унран пулӑшу ыйтса ҫак ҫырӑва ҫыракансем, сӑмахӑмӑра ҫӳлте асӑннӑ шухӑшранах пуҫласшӑн.
«Капкӑн» тухма пуҫланӑранпа кӑҫал 92 ҫул ҫитрӗ. Халӑхӑн юратнӑ журналӗ яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ! Ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗрех ҫапла каламалла: аслӑ ӳсӗмри вулакансем пурте тенӗ пек «Капкӑн» журнала вуласа ҫитӗннӗ, халӗ те кулӑш журналӗ хӑйӗн витӗмлӗхне ҫухатман.
Было время, когда люди, занимавшиеся в Чувашии исторической наукой и историческим просвещением, являлись сплошь выходцами из чувашских (чувашеязычных) населённых пунктов.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ.
Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем
«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ.
Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотине, тава тивӗҫлӗ ята, медаль-ордена камсем тата мӗне кура тивӗҫни чылайӑшне тӗлӗнтермест те, шухӑшлаттармасть те пулӗ. Ик айкки те тӑвайкки маррисем вара тӗлӗнеҫҫӗ, хӑюллӑраххисем вара ҫавӑн пирки уҫҫӑнах сӑмах хускатаҫҫӗ.
Ҫак эрнере республикӑри профессилле ҫыравҫӑсем ларӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пулнӑ Марина Карягина ҫыравҫӑ, поэт, драматург хӑйӗн чун ыратӑвне Фейсбукра уҫса панӑ. Ыттисене те вӑл калаҫӑва хутшӑнма чӗннӗ. Акӑ еплерех ҫырать-ха паллӑ кӑна мар, чӑннипех пултаруллӑ автор тата тележурналист:
«Ҫыравҫӑсен ӗнерхи ларӑвӗ хыҫҫӑн каллех кӑмӑл пӑтранать.
Умсӑмах вӑрӑнне:
Тумласан тумласан савӑт та тулать те, сивӗ сӑмах илте-илте манӑн чун савӑчӗ те тулчӗ, ҫавна пулах алла калем тытрӑм.
Концерт умӗн 20 минут кӗнеке сутассишӗн 600 тенкӗ хӑйпӑтса илесшӗн пулса: «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама», — тесе ҫухӑрчӗ ман ҫине 4 ҫул каялла Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗн администраторӗ В.Н. Михайлова кӗнекесене тата хамӑн сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑсен дискӗсене фойере сӗтел ҫине кӑларса хурсан.
На базе МБОУ «Починокинельская СОШ» Комсомольского района состоялся очередной V фестиваль учителей культуры родного края. На таких больших мероприятиях преподаватели обычно показывают открытые уроки, делятся своим опытом, организуют конкурсы творческих работ учителей и учащихся. Темы открытых уроков данного фестиваля были посвящены выдающимся землякам: Н.И.Ашмарину, В.И.Чапаеву, Зарифу Башири, а также материальной и духовной культуре чувашского народа, например, чувашскому календарю, обрядам рождения ребенка, современной медицине и образу жизни наших предков.
Кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ «Видеотавлашу» йӗркелерӗ. Унта та, кайран та, «Капкӑн» тавра сас-хура тухма пуҫларӗ — имӗш вӑл питӗ тӑкаклӑ, ӑна кӑларма укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр, ҫавна пула журнала кварталта пӗрре кӑларма пуҫлас шухӑшлӑ. Кунашкал сас-хура тавра чӑваш халӑхӗн пӑшӑрханмасӑр иртме май ҫук, ҫавна май ҫӗнӗ редактор ларнине кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн эпир ятарлӑ статья хатӗрлес терӗмӗр.
«Капкӑн» журналӗн кун-ҫулне илес пулсан, вӑл 1925 ҫулта пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.