Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Иногда надо замолчать, чтобы тебя выслушали.
(С. Лец)
 

Юрий Яковлев: Матери тыткӑнне лекнӗ паянхи чӑваша вырӑсла кӗвӗ, тен, ирӗке тухма пулӑшӗ…

Юрий Яковлев24.04.2017 11:196645 просмотров

«Алӑри тӗкӗрпе те, «Эп вӑл эп пулатӑп» теекен Фихте майлӑ философ пулса та ҫын ҫуралмасть, ҫавӑнпа вӑл малтан, тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек, тепӗр ҫын ҫине пӑхать. Павӗл ҫын хӑй пек ҫын пулнине йышӑнсан кӑна Петӗр ҫын хӑйне хӑй ҫын пек йышӑнма пуҫлать. Ҫакӑнпа пӗрлех Павӗл хӑй те, пӗтӗм ун ӳчӗ-пӗвӗпе этем хапин (формин) палӑрӑмӗ пулса тӑрать» [Маркс К., Энгельс Ф. Соч. Т. 23. С. 62.].

Чӑваша ӑнланас ӗҫри танлаштару меслечӗ пирки йӗплесе ҫырнӑ хайлавне Aqabazar (йӗкӗлти, мӑшкӑлҫӑ, ҫынтан кулакан-тӑрӑхлакан… тролль-арҫури хӑраххи) «Кам — Ху?» тесе ят панӑ («Чӑваш халӑх сайчӗ». 14.01.2017). Карл Маркс кӑна мар – паянхи тӗпчевҫӗсем те (тӗслӗхрен М. Доган тата Д. Пеласси) танлаштарӑва пӗлӳ уҫҫи пек кураҫҫӗ. Ку шухӑшлав мелӗ-юхӑмӗ малашне те тухӑҫлӑ, ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.

«Тата вӑл, Юрий Яковлев, мӗн телейпе пире ҫак ятсене иле-иле кӑтартать: Андрей Кончаловский режиссер, Александр Проханов, Эдуард Лимонов, Виктор Ерофеев, Юрий Поляков, Максим Кантор.... Ҫывӑхри Тухӑҫ Институчӗн президенчӗ Е.Я. Сатановский? Мӗн илӗртӳлли пур-ши чӑвашшӑн ҫак ят пеккисенче? Мӗн телейпе вӗсене эпир аса илме тивӗҫлӗ? Мӗншӗн вӗсене Анатолий Кипечпе .... танлаштарса пӑхма хӑтланмалла?»

Питне тролль-арҫури кӗҫҫине ҫӗленӗ Aqabazar, эп пӗлнӗ-сӗмленнӗ тӑрӑх, — чӑвашсенчен чи ҫивӗч ӑслисенчен, парадоксла шухӑшлакансенчен пӗри. Раҫҫей контексчӗ, Европа тата тӗнче контексчӗ чӑваш культурине аталантарас ӗҫре сывлӑш пек кирлине ӑнланатех вӑл. Пӑнтӑх, ҫурма тӗттӗм хупӑ ҫуртра (этемле пурӑнас тесен) чӳрече, алӑк касмаллах… Ухмаха пеме, ҫурмаккайланма пулать, паллах. Ку тӗлӗшӗнчен кашни чӑвашах — гени. Чӑваш хӑйне ҫапла тытнине Г.И. Федоровпа В.Г. Родионов наци хӑй евӗрлӗхӗ тесе ӗнентерме пӑхрӗҫ. «Ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ халӑх психологийӗ», — тесе ӑнлантарать ку пулӑма Хветӗр Акивер ҫыравҫӑ. Шухӑша кукӑртса, мӑкӑртса, пӗкӗртсе, иккӗ-виҫҫӗ-тӑватта… пайласа калани — ҫынна янавар-выльӑхран уйӑракан вертикаль пирки манӑҫнӑ халӑх чунӗн палӑрӑмӗ. Анчах халӑхшӑн тӑват уран упаленни нихҫан та ыр япала, идеал пулман. Ҫеҫпӗл: «Тӑван чӑваш хӑюллине, / Вӑл вӑйлине курасчӗ ман. / Чӑваш!.. / Ҫӗклен те ҫунатлан! / Куҫна тӗлле хӗвел ҫине», — тенӗ чухне ҫут пуласлӑхшан ҫунакан-хыпӑнакан ХАЛӐХ (иртни-хальхи-пуласлӑхри халӑх) ячӗпе калать: «Эп пӗр ҫын мар — эп хам пин-пин, / Эп пин чӑваш, эп пин-пин ҫын! / Чӗрем юрри — пин ҫын юрри».

«Кӗлет айне тарса кӗнӗ» («Пирӗн вӑй», 1918), «унталла-кунталла вӑрман айне тарса пытаннӑ» («Чӑваш сӑмахӗ», 1920) чӑваша кӑна чӗнсе каламасть Ҫеҫпӗл. ШАЛТИ ЧӐВАША, халӑх чунӗнчи УЛӐПА вӑратасшӑн ҫунать вӑл. Шалти чӑваш, Улӑп патне вӑл пире ҫул кӑтартасшӑн (урӑх халӑх ҫыннисене мар — пире, чӑвашсене, ҫул кӑтартасшӑн. Вӑл вырӑсла та, украинла та ҫырма пултарнӑ. Ҫук, вӑл чӑвашла ҫырать. Ҫӗкленнӗ, ҫунатланнӑ, куҫне хӗвеле тӗлленӗ чӑвашсем валли. Тӗрӗсрех каласан: ҫӗкленсшӗн, ҫунатланасшӑн, куҫне хӗвеле тӗллесшӗн ҫунакансем валли. Ҫутӑ пуласлӑхра, пулассинче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл тӗнчин варри, тӗп вырӑнӗ, чӗрӗ тӗвви… Ҫеҫпӗл чӗри.

ПУЛАССИ

Вырӑсла кӗвӗ

 

Ҫил-тӑвӑл иртсессён йӑлтӑра ҫанталӑк

Кӑмӑллӑн та лӑпкӑн ачашланса канӗ.

Юмахри илемлӗ ҫут кӗмӗл ҫурт майлӑ

Ҫут тёнче ҫуталӗ, ҫёнелсе лӑпланӗ.

Ирӗклӗхшӗн вилнӗ тӑвансенӗн юнӗ

Чӗлтӗрти ҫеҫкеллӗ хӗрлӗ чечек пулӗ.

Кӗмӗл сывлӑм шывӗ чечек ҫинче ҫунмӗ,

Ҫунӗ ҫут тӗнчешӗн тӑкӑннӑ куҫҫулӗ.

Чухӑнлӑх, пуянлӑх, уйрӑмлӑх йӑранӗ

Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫран тарӗ,

Чӗрере ачашшӑн ҫунӗ, ҫулӑмланӗ

Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗ.

1918 ҫ. ҫуркунне, Теччӗ;

1921 ҫ. ҫуркунне, Шупашкар.

«Пулассине» Ҫеҫпӗл мӗншӗн «вырӑсла кӗвӗ» тесе палӑртни шухӑшлаттарать. Сӑвӑ йӗркинче, кӗвви-ҫемминче мар пулӗ тупсӑмӗ. Ҫӑтмах, сар кун шевлипе ҫуталнӑ ӳкерчӗк ӑна темшӗн вырӑсла пек курӑннӑ. «Вырӑсла» — пахарах, лайӑхрах, чӑвашлипе танлаштарсан ӑнӑҫлӑрах… тени ҫирӗплене пуҫланӑ халӑх ӑнӗнче (сознанийӗнче) 19-меш ӗмӗр вӗҫӗнче. Юрӑри пек:

Пирӗн ҫави вырӑсла,

Яр ҫавӑрса тортсассӑн

Валем-валем ут тохать.

Ҫӑварни йорри пӗлмесен

Аслӑ ялран намӑс полать.

(Патмар И.А., Патмар Э.И. Халӑх ӑслӑлӑхӗ. 3 кӗнеке. Канаш, 1994. 86 с.)

Вырӑсла ҫавапа ҫӑварни ӑнсӑртран ҫыхӑнман. «Яр ҫавӑрса тортсассӑн / Валем-валем ут тохать» тени сарлака паккус, ярӑнса утӑ ҫулать тенине пӗлтерет. Ярӑнса утӑ ҫулни ҫӑварнинче ярӑннипе тӗвӗленет. Ҫӑварнинчи алхасу-ирӗклӗх, ӑссӑрланни халӑх шухӑшлавӗнче 19 ӗмӗр вӗҫӗнче вырӑс пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ. Чӑвашсем укҫа ӗҫлесе илес тесе хуласене, ют ҫӗре ҫӳре пуҫлаҫҫӗ. Вӗсене утхутниксем (отходники) тенӗ. (Хура ӗҫ, вырӑс ҫынни тиркекен ӗҫ тивнӗ чӑваша. Арҫыннисем, тӗслӗхрен, сысалӑх-сыскӑлтӑксем (туалетсем) тасатнӑ, хӗрарӑмсем кӗпе-йӗм ҫунӑ (апайки)…). Утхутниксем илсе килеҫҫӗ те ӗнтӗ чӑваш ялне вырӑсла йӑласене. Ялсенче шкулсем уҫман пулсан, хутла вӗрентмен пулсан чӑвашран, паллах, утхутниксем тухмастчӗҫ. М. Данилов Софья Васильевна Чичерина патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнчен: «Можно положительно утверждать, что школа типа Ильминского в отношении обрусения сделала большой успех. Так, прежде чуваши чуждались русских, боялись и прятались от священников, чиновников, — теперь же свободно входят с русскими в торговые и дружеские сношения, при удобном случае не прочь даже с русскими и породниться. Во многом стараются подражать русским. Например, у молодежи заметно стремление перенимать у русских костюм, песни и игры. Женский пол старается перенимать кулинарное искусство. Чуваши чем богаче, тем более стараются походить на русских, между ними даже есть много таких, которые чистотой и вообще домашней обстановкой далеко превосходят русских крестьян, и прямо приближаются к интеллигентам. Следует заметить, что если чувашский парень выучился говорить по-русски, надел пиджак, взял в рот папироску и ходит с гармоникой по улице, распевая русские песни, и знать не хочет своих — так это далеко неутешительное обрусение!» (Чичерина С. У приволжских инородцев. Путевые заметки. СПб., 1903. С.12.).

Ҫырури ӳкерчӗке Данилов учитель илемлетнӗ, вырӑсланнин ырӑ енӗсене кӑтартма тӑрӑшнӑ. Иван Яковлевич Яковлев асаилӗвӗ (1918–1922 ҫҫ.) чӑнлӑха ҫывӑхрах (ҫитмӗл ҫулхи ватӑ таса (вырӑсланман) чӑваш тӗнчишӗн тунсӑхлани сисӗнет): Александр Владимирович Жиркевич тӗрӗс ҫырса илме тӑрӑшнӑ): «В чувашских песнях нет никогда ничего грязного, циничного, срамного, похабного, что иногда проскальзывает в русских песнях. Они глубоко религиозны, целомудренны, нравственны. Да и вообще чувашская речь не содержит в себе бранных слов. Вся брань, употребляемая иногда чувашами, взята ими от русских. Но зачастую чуваши, произнося русские ругательства понаслышке, сами не понимают их грязного, похабного смысла» (Яковлев И.Я. Моя жизнь. М.: Республика, 1997. С. 70.). «Теперь, когда в чувашскую деревню хлынули русские обычаи, нравы, вкусы, иными словами, когда она подпала под влияние так называемой русской культуры, кое-что в ней совершенно изменилось» (унтах, 64 с). «Священник Баратынский мне рассказывал о том, как к нему пришел чуваш, говоривший только по-чувашски, но сыпавший отборными русскими ругательствами. Баратынский стал спрашивать его, понимает ли он смысл этих ругательств. Оказалось, что посетитель произносил их, ничего не понимая, следуя примеру русских» (унтах, 71 с).

Вырӑсланасси чӑвашшӑн ерекен чир пек пулнӑ. Тӗн-тӗшмӗше ӗненекен ҫын куҫӗпе пӑхсан, тен, намӑс сӑмахсемпе ятлаҫма хӗтӗртекенӗ усал сывлӑш-хӑват пулнӑ — «бес сквернословия». Вырӑсланнӑ утхутник — шуйттан чури. Пӑхланнӑ утхутник хуларан пӑхӑр укҫапа пӗрле яла чир-чӗр те илсе килнӗ. (Йӗркеллӗ хула хӗрӗсемпе ҫывӑхланма-ҫылӑхланма пултарайман вӑл. Ҫын юлашки-тӗлешкисем лекнӗ ӑна.). «Вырӑсла» тенин япӑх енӗсене те куҫӑн кура пуҫланӑ чӑваш. Сифилиса вӑл «вырӑсла чир» тесе ят панӑ. «Ха, ку ача вырӑсла пӗлет!.. Пӑхлӑ ҫӑвар!» — тесе намӑслантара пуҫланӑ ирсӗр вырӑсла сӑмахсемпе калалаҫакана. Вырӑсланасси усала парӑнассипе танлашнине тавҫӑрса иле пуҫланӑ. Ҫапларах вырӑсла кӗвӗн тӳнтер пӗлтерӗшӗ. Митта Ваҫлейӗн ҫӑварнинче те вӑл пурах:

Ҫӳресе ҫинҫелмен ҫӳрен ут...

Лар, савни, вӗҫтерер пӗрех хут!

 

Ытарса илейми чечен ир,

Куҫпала виҫейми ҫеҫен хир...

 

Лар часрах! Ӑш вӑркать, ӑш ҫунать...

Кукалет — ҫул ыйтать ҫил ҫунат.

 

Эреветлӗ чаршав пӗлӗтсем

Уҫӑлайччӑр эпир вӗҫнӗҫем.

 

Шӑпӑрне ҫухӑртса ҫил ачи

Чуптӑр пирӗнпеле катаччи.

 

Тусран тус лайӑхрах, ҫил-тӑман!

Ирӗк, ирӗк!..

Тӑван, мӗн тӑвам?

 

Янкӑс чун ямшӑкла кӑтӑртса,

Е ярам-и ши-ши! шӑхӑрса?

 

Тапса сиктӗр маттур ҫӳрен ут,

Пӑхса юлтӑр, ан тив, ҫичӗ ют.

 

Камӑн ҫулӗ пире хирӗҫ мар —

Ларкӑча тус-йышла сиксе лар!

 

Савнӑҫ, савнӑҫ!

Чупту, ытала!

Ямшӑк тус, хулленрех хӑвала...

 

Киленсе куҫ хупса иличчен

Ялӑм юлнӑ таҫта ҫитиччен.

 

Юр ӳкет-и лапка та лапка...

Пурнӑҫ, пурнӑҫ, ытла ан васка!

 

Ҫамрӑк ӗмӗр — самант.

Ун парни —

Ҫут шӑнкӑравлӑ кӗҫ-вӗҫ ҫӑварни.

Вырӑсла ҫӗмӗ, ҫӑварни кӗвви-ҫемми — хӑватлӑ. Ҫеҫпӗл ҫак хӑватӑн чӑвашла янравне тупать: «Чухӑнлӑх, пуянлӑх, уйрӑмлӑх йӑранӗ / Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫран тарӗ, / Чӗрере ачашшӑн ҫунӗ, ҫулӑмланӗ / Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗ». Ачашшӑн ҫунакан кӑвар вал — чӑвашла кӑвар. Тӗрлӗ ятпа палӑрнӑ ҫак вут-кӑвар: анархизм, социализм, коммунизм… Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗн ҫутти ӳкнӗ статйине Ҫеҫпӗл «Пирӗн вӑй» (1918) тесе ят пани ӑнсӑртран мар. Сӑвӑҫӑмӑр юмӑҫ-пророк пек япала-пулӑмсен тӗшшине, вӑрттӑнне курма-туйма пултарнӑ. «Чӑваш хулисенче ирӗклӗ чӑвашсем, кӑткӑсем пек тӑрӑшса, хӑйсене епле аван ҫавӑн пек, вырӑссене хӗсӗрлеме памасӑр, канлӗн ӗҫлӗҫ».

Вырӑсла кӗвӗн вӑйне-хӑватне туйса илме пулӑшакан темиҫе шухӑш: «Своеобразный и анархический элемент можно открыть во всех социальных течениях 19 века, и религиозных, и антирелигиозных, у великих русских писателей, в самом складе русского характера, совсем не устроительном. У русских всегда есть жажда иной жизни, иного мира, всегда есть недовольство тем, что есть» (Бердяев Н. Русская идея // Вопросы философии. 1990. № 1, с. 95.). «Любопытно заметить, что почти всегда тематика Консервативной Революции определенным образом связана с Россией, которая неизменно остается неким вдохновляющим символом для сторонников Третьего Пути, неким геополитическим и историческим ориентиром. Все исследователи этой темы без исключения отмечают обязательную русофилию «консервативных революционеров»» (Дугин А. Консервативная революция. М.: Арктогея, 1994, с. 12,), «Мюллер ван ден Брук, как и большинство ортодоксальных консервативных революционеров, был русофилом и одним из лучших переводчиков книг Ф.М. Достоевского» (унтах, 21 с).

* * *

«Эпир халь ывӑннӑ», — терӗ Анатолий Ильич Кипеч Г.И. Исаев куравне уҫнӑ май (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ, 2015, раштав, 24). Эпир тесе вӑл национал-патриотсем пирки каларӗ. Геннадий Ильич Исаев (1925–2007) — чи хивре национал-патриот пулнӑ. Кипеч ун ӳкерчӗкӗсем умӗнче чунне уҫса калани — чӑнлӑх саманчӗ…

Мӗн тумалла? Национал-патриотсене, наци юхӑмне вӑй кӗтӗр тесен мӗн тумалла?.. Вӑй-хал ҫӑлкуҫӗсене шырамалла? Наци юхӑмне вӑратас, хӑват парас текенсене (тӗнче опычӗ пирки калатӑп) вырӑсла кӗвӗ хавхалантарнӑ, халӗ те хавхалантарать… Вырӑсла кӗвве, чӑн вырӑсла кӗвве эпир шала кӗртмен… 35 ҫул ҫакӑн пирки шухӑшланӑ хыҫҫӑн татсах калатӑп — пачах кӗртмен. Ку мелпе усӑ курса Ирӗке тухман. Чӗлхепе вырӑсланса хамӑр чун талккӑшне тӑвӑрлатнӑ, тӑвӑнтарнӑ кӑна. Чӗлхепе вырӑсланса ирӗке тухнӑ пӗр чӑваша та эп курман, пӗлместӗп… Матери тыткӑнне лекнӗ паянхи чӑваша вырӑсла кӗвӗ, тен, ирӗке тухма пулӑшӗ… Вырӑсла текен ҫӑлкуҫӑн вилӗ шывне ӗҫнӗ эпир. Халӗ, тен, чӗрӗ шывне тутанма вӑхӑт ҫитнӗ…

 

Юрий Яковлев.

Сӑн ҫинче: Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1831.32.7763
2017.04.24 12:04
Agabazar
Çеçпĕл Мишши хăйĕн "Пуласси" сăввине мĕншĕн вырăсла кĕвĕ тенине халиччен мĕльюн хут ăнлантарнă. Çак сăвва Çеçпĕл Крайский текен авторăн вырăсла сăввине чăвашлатса ăсталанă. Тата ытти çăлкуçсем те пулма пултарнă.

Юрий Яковлев кунта чăваш вырăсланнин (вырăса тухнин) "ырă енĕсем" пирки те калаçать-мĕн:

<<...вырӑсланнин ырӑ енӗсене кӑтартма тӑрӑшнӑ....>>

Кам та пулсан вырăсланнинче (вырăса тухнинче) чăваш тĕнчишĕн нимĕнле усă та çук вара! Такамсемшĕн, вăл шутра вырăсланаканнишĕн хăйĕншĕн, тен, усăллă пулма пултарĕ, анчах чăваш тĕнчишĕн ним усси те çук!

Темĕнле Данилов темĕнле Чичерина патне çырнă çыру пирки мĕн калаçмалли пур? Паллă вĕт мĕн тĕллевпе çырни! Уйрăм чăваш империлле шухăшлакана юрас тесе тем те çырма пултарĕ. Софья Чичерина, "чăвашсем тутарланнине" халлаплатса, Иван Яккăльччă еккипе пынине пула суйса та, çырса кăтартнă; çавăнпа историе кĕрсе юлнă.
Agabazar // 1831.32.7763
2017.04.24 12:20
Agabazar
Вырăсланасси вăл — нимĕнле ерекен чир те мар. Вăл объективлă процесс. Ăна уйрăм çыннăн шалти вăйĕпе, вăйăмĕпе е, калăпăр, дезинфекци туса, чарса лартма май çук. Вырăсланасси чарăнтăр тесен — объективлă умсăлтавсене улăштарас, коррекцилес пулать.

Акапасар — тролль мар. Тролль тесе такам хушнипе е хăй кăмăлĕпех юри сиен кÿрес тесе аппаланакансене калаççĕ. Унашкал ĕçе тÿлевлĕн те туса пыма пултараççĕ. Манăн унашкал тĕллевсем çук.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики