Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +18.6 °C
Сомневаться в боге значит верить в него.
(Бальзак)
 

Записи друзей Admin

[ Малалла утар! ]

Шупашкар ҫарамас ҫынсен аллинче

  18.07.2010 13:09 | 2140 просмотров

Юнашар арҫынсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ. Пляжран та инҫерех... Тем килӗшмест.
 

Хӗр вӑрттӑнлӑхӗ

  18.07.2010 13:02 | 2186 просмотров

Нумаях пулмасть Шупашкар кӳлмекӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ӳкерсе илтӗм.
 

Интереслӗ каҫӑ

  17.07.2010 22:35 | 3248 просмотров

Шкул сайчӗ ҫинче ҫак каҫӑпа порнографи сайчӗ уҫӑлать. Ку мӗне пӗлтерет-ши?
 

Мегафон иртӗхет

  17.07.2010 21:58 | 2976 просмотров

Етӗрне хулинче урам ячӗсене кӑтарни Мегафон рекламипе ҫыхӑннӑ. Хула ашшӗсем мӗн ӗҫлесе лараҫҫӗ. Мегафон иртӗхет!
 

Ятарласа шутласа кӑлараймӑн

  17.07.2010 21:50 | 2129 просмотров
Шупашкарти эрех завочӗ умӗнче ӳкерсе илнӗ.
 

Сентиер

  17.07.2010 21:40 | 2732 просмотров

Шупашкарти Мӑшӑрлану керменӗ патӗнчи "Юрату кӗперӗ" ҫинче ӳкерсе илнӗ.
 

Чӑваш прокуратури плана пӗр уйӑх мала тултарнӑ

  17.07.2010 20:46 | 1992 просмотров

Паян июлӗн 17-мӗшӗ. Прокуратура сайчӗ ҫинче юлашки хыпара 2010 ҫулхи августӑн 16-мӗшӗнче лартнӑ.
 

Хура-шурӑ провинци

  15.07.2010 16:38 | 2085 просмотров
Ҫак ролике 1999 ҫулта ӳкернӗ. Пулас президент суйлавне халалатӑп. Куракансем хӑйне валли нумай кӑсӑклине тупӗҫ.

http://rutube.ru/tracks/3416780.htm ... bac3f55fa3d1a9fd18db
 

Ҫӗрпӳ хулинчи экологи катастрофи

  15.07.2010 16:35 | 2147 просмотров
http://rutube.ru/tracks/3416918.htm ... 3478ad1d079cf982416e каҫӑпа питӗ кӑсӑклӑ ролик вырнаҫтарнӑ. Унта калаҫу Ҫӗрпӳ хулинчи тасату сооруженийӗсем ҫинчен пырать. Тӗрӗсрех вӗсем ҫукки ҫинчен. Калаҫу 15 пине яхӑн ҫыннӑн сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен.
 

Милици будкин чӳречисене ватнӑ

  09.07.2010 09:45 | 1400 просмотров
Ӗнер, июлӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Рощӑри милицин стационар пунктчӗн чӳречисем ванчӑккине асӑрхарӑм.


Ӳкернӗ вӑхӑтра 10-ка килсе ларчӗ. Милици машинин номерӗсем мар пулин те руль уменче милици тумӗллӗ ҫын ларачӗ, пассажир ларчӑкӗ ҫинче гражданла тумтир тӑхӑнни ларачӗ. Стационар ҫине пӑхса тем сӳтсе явса ларчӗҫ те 10-15 минутран тапранчӗҫ.

 

Зотовы - фамилия особая

  09.07.2010 09:39 | 3428 просмотров
Нумаях пулмасть Мускавра "Зотовы - фамилия особая " энциклопеди пичетленсе тухрӗ.Ӑна Мускавра пурӑнакан паллӑ ӑсчахсем кӑларнӑ.Мускавра 600 пин ытла Зотов хушаматлӑ ҫын пурӑнать иккен.Вӗсем пӗрле пухӑнса июнӗн 9-мӗшӗнче ҫулленех Зотовсен тӗлпулӑвне йӗркелеме йышӑннӑ.Петӗр патшан пӗрремӗш вӗрентекенӗ Зотов Никита Моисеевич пулнӑ. Зотов хушаматлӑ дворянсен ятарлӑ герб та пулнӑ. Вӗсем хушшинче паллӑ ҫынсем питех те нумай иккен.Зотово, Зотовы, Зотовцы, Зотов тата ытти ялсем ,Зотово кӳлӗ, Зотов бастион, Зотовский проспект тата ытти тӗрлӗ вырӑнсене Зотовсем йӗркеленӗ.

Далее...

 

Шупашкар пӑх айне путрӗ

  09.07.2010 00:43 | 3195 просмотров
Паян Шупашкарта, Аслӑ пасар ҫумӗнчи автостоянкара, канализаци ҫурӑлса кайнӑ. Пӗр сӑмахпа пипец!!!
 

Кайф... е туалетри кайф

  09.07.2010 00:35 | 2522 просмотров
Ӑнланмарӑм-ха, киоск кассине пӑхса... Тен, эсир ӑнланатӑр?
 

Чукун ҫул урлӑ каҫма юрамасть е... юрать?

  09.07.2010 00:24 | 2097 просмотров
Шупашкарта "Чукун ҫул урлӑ каҫма юрамасть" тенине мӗнле ӑнланмалла-ши? Ҫынсем каҫаҫҫӗ. Ку качака сукмакӗ мӗн авалтанах пур. Урӑхла майлӑ каҫма Шупашкар урлӑ ҫаврӑнмалла.
 

Картлашка умӗнче, варринче, йывӑҫ..

  08.07.2010 22:49 | 1928 просмотров
Чанах та, шупашкарсем хивре халӑх. Чугун чул қӗперӗ умӗнчи, кивӗ автовокзал ҫывӑхӗнчи, картлашкасен пуҫламӑшӗнче, варринче, йывӑҫ "лартса ҫитӗнтернӗ". Тӗлӗнмелле. Картлаҫпа мӗнле усӑ курмалла?
 

Ҫакӑн пек кулӑша ниепле ӑнланаймарӑм..

  06.07.2010 20:50 | 2161 просмотров

Пушара сӳнтермелле-ши е юрамасть? Сӳнтернӗшӗн яваплӑх тытарассипе хӑратаҫҫӗ...
 

Сӗнтӗрвӑрри районӗ. Хуракасси... (2). Ҫӑва (масар)

  05.07.2010 14:03 | 1897 просмотров





Сӗнтӗрвӑрри районӗнче хуракасси ҫӑви сине кӗрсе тухрӑмӑр. Ҫак ҫӑва ҫинче Хуракассинчи шкулта 1961 ҫулта ҫунса вилнисене пытарнӑ. Шел, ҫӑва ҫӳп-ҫап айӗнче, хуҫа ҫук тенӗ пек.

Ак ҫак шӑрпӑк коробки мӑшкӑланӑ пекех туйӑнчӗ.

Далее...

 

Сӗнтӗрвӑрри. Хуракасси...

  05.07.2010 13:47 | 2277 просмотров




Ак ҫакӑнта клуб пулмалла пулнӑ теҫҫӗ.




Ку ӳкерчӗксене Сӗнтӑрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ӳкернӗ.

Далее...

 

Шӑрӑх. Ҫынсем шывсӑр лараҫҫӗ...

  05.07.2010 13:31 | 2822 просмотров

Виҫӗмкун Сӗнтӑрвӑрри районӗнчи Вӑрманкасси яленче пулма май килчӗ. Ҫакӑн пек шӑрӑх ҫанталӑкра ял ҫыннисем ӗҫмелли шывсӑр ларҫҫӗ. Пусасенче (ӑна вӗсем хӑйне евӗрлӗ "кулата" теҫҫӗ) шыв типсе ларнӑ.


Ак ҫак шыва мӗнле ӗҫме пулать-ши?

Депутат патне те ҫырса пӑхнӑ. Усси курӑнмасть. Ҫыруран цитата илер-ха.

Далее...

 

Ҫын шӑммисем вӑрман тӑрӑх сапаланса выртаҫҫӗ

  03.07.2010 17:10 | 2399 просмотров

Торф кӑларакан Октябрьский ял ҫумӗнче нимӗҫсӗн тата интернизациленинӗ лагерӗ ҫинчен ҫырнӑччӗ. 2.07.2010 чыслара унта кайса килнӗччӗ.

Кӗске фоторепортаж - Foto: http://fotoplex21.fotoplex.ru/Kladbishche/ Ҫын шӑммисем пысӑк лаптӑкра вӑрман тӑрӑх саланса ҫӳреҫҫӗ, вӑрман-масар ҫинче кану ҫӳртне купалаҫҫӗ. Нумаях пулмасть "Пески Заволжья" конкурс ирттернӗччӗ - шӑмӑсем ҫичне.

Ак ҫапла чӑвашсем вилесене хисеплеҫҫӗ.

Далее...

 
: 1, ... 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, ... 40
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)