Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464
2009.10.26 12:41 | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.10.26 13:38 | |
Унта, романра, унашкалли нумай.
Роман 1842 çулта (йăнăшмастăп пулсан) пулса иртнĕ Шурча вăрçине сăнласа кăтартать. Тĕрĕсрех — çав вăхăт тавра çаврăнса çӳрет. Хăй вăрçине кăтартмасть — «Юнлă юнкун» пайра (вĕçĕнче) çеç мĕн пулса иртни пирки кĕскен каласа парать. Ытти пайсенче — Янтул, Ухтиван, Салакайăк (Архангельский пуп, чăвашра вăл тĕпчевçĕ пек те палăрнă), Ивук, Ваçук — ак çаксен пурнăçне сăнласа панă. | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.10.26 13:40 | |
Тата ку романа вуличчен малтанхипе паллашмалла — унта Ивук, Шахрун, Ухтиван сăнарĕсене лайăхрах уçса панă. Шахрунпа Ивук мĕншĕн пĕрле çӳренине те унта пĕлме пулать. | |
Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464
2009.10.26 15:39 | |
Эсĕ романăн пур текстне пĕр файлпа мана пама пултаратăн-и?
Эпĕ ватăлтăм пулĕ :), кунта пĕчĕк шрифтлă текстне вулама мана йăвăр. Эпĕ шрифт пысăкашне улăштарса кильте вулатăм... | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.10.26 18:37 | |
timer***itay@****.ru адреспа ятăм | |
Тимĕрке Митяй // 4464.8.2025
2009.10.26 18:50 | |
Илтĕм, тавтапуç! |
Кăшт кана вуларăм та ăнланмарăм, романе 19 ĕмĕртен пĕлтерет-и(1900-1917)?
Çапла пулсан çак вăхăтра чăваша Шубашкарта пурнăç пулман ĕнтĕ, мĕншен тесен чăвашсем вырăс хушшинче хăраса
пурăннă, вĕсене вырăссем çын вырăнне те хуман вара:
-Атя, хам ертсе каям... Чăваш пулсан та ăслă ачаччĕ Иванов , ăна-кăна чухлатчĕ.
— Вăл çаплине çапла та-ха, мăшкăлласа пĕтересрен хăратăп эпĕ. Вырăс эрни кунĕ ӳсĕрсем нумай пулаççĕ.
— Эпĕр хамăр та ӳсĕрĕлĕпĕр. Мĕн тесе мăшкăллĕç вара пиртен?
— Ара, чăвашран мĕн тесе мăшкăлласси паллă ĕнтĕ. Чăваш, Василь Ванăч, тем те пĕр. Чĕрре кĕрсен хĕнеме те ӳркенсе тăмĕç.
— Эпĕр хамăра паллаттармăпăр, Петĕр. Çын хушшинче такам темле халăх унта. Укçа пур пирĕн.
— Манăн трахтирех каяс килетчĕ. Пĕрре чунăман çунаттине сарса курам тенĕччĕ... Чăвашĕ паллă пулсан та, эс пур пĕрех лайăх юлташ, Петĕр.
— Тăхта-ха, тен, эпĕр пĕр-пĕр турккă пулăпăр?
— Мĕн вăл — турккă?
Вăт, турккă пулсан Шупашкарта çын пулăттăн...