Ҫапла, пӗр икӗ-виҫӗ хут ҫитме палӑртнӑ ҫӗре юнкун ҫитсе куртӑм-куртӑмах. Элӗк - Асамат - Витеҫуч - Торӑпкасси - Павлушкӑнь - Хуравар - Кӗҫен Тӑван - Кармал - Тени - Кайри Хирлеп - Малти Хирлеп ялсене ҫитсе куртӑм. Кайран вара, Вӑрнар районне каҫнӑ хыҫҫӑн, Ойкас - Малтикасси - Ҫӗнъял - Калинин ялсенче пултӑм. Калининтан вара Лапсара автобуспа ларса ҫитрӗм ӗнтӗ.
Сӑнӳкерчӗксене каярах вырнаҫтарӑп, халӗ вара ку фотосессире мен курни-илтни пирки пелтерес тетӗп.
Витеҫучре Алина Аркадьевна амӑшӗ мана хапӑл кӗтсе илчӗ — ял тавралӑхӗпе паллаштарчӗ. Питӗ правур — мана таҫтичченех ӑсатса ячӗ, Торӑпкассине ҫул та кӑтартса ячӗ.
Фотоаппаратпа ҫӳренӗрен пулӗ — чылайӑшӗ мана корреспондент вырӑнне йышӑнчӗ. Халахра «хаҫата ҫырса кӑларсан усӑ парать» текен шухӑш вӑйлӑ ҫирӗпленнӗ пулас. Ав, Хураварта, ялта клуб ҫукки пӑшӑрхантарать. Пурри пур-ха вӑл, анчах — юхӑннӑ ҫурт. Чӳречисем ҫук, крыльцисем ванчӑк. Ялта мен чул ача-ҫамрӑк — вӗсем валли пухӑнмашкӑн вырӑн ҫук иккен. Клубӗнче ӗҫсӗррисем ӗҫме пухӑнаҫҫӗ пулас. «Ав, ҫавсене ӳкерсе кӑштах намӑслантарӑр-ха» — сӗнчӗҫ мана. Клубне ӳкертӗм, ҫыннисене вара шеллес терӗм, ӳкермерӗм. Кӗҫӗн Тӑванра (темиҫе ялтан тӑрать иккен) вара шкула хупнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. «Питӗ чаплӑ столовӑй пурччӗ — ӑна сӳтсе кайрӗҫ» — тесе пӗлтерчӗ ялти пӗр карчӑк (мана вырӑнти тавралӑхпа паллаштарма килӗшнӗскер). Шкулне вара кӑҫал хупнӑ иккен — икӗ хутлӑ шкул пуш-пушах ларать. Малти Хирлепри Митрофанов Владимир Митрофанович вара ял ҫывӑхӗнче Хирлеп урлӑ каҫмалли кӗпер ҫукки пирки пӑшӑрханса каласа пачӗ — юнашар Ойкас тата Юпшик ялне ҫитес тесен ытла та тавран ҫаврӑнса тухмалла иккен. Хирлеп шывӗ сарлака — сиксе каҫма май ҫук. Ял халӑхӗ труба хунӑ иккен, анчах та кашни ҫур ӑна вӑйлӑ шыв юхтарса каять. Эп ҫав труба урлах каҫрӑм ӗнтӗ — вӑл питӗ ҫинҫе, каҫнӑ чухне ӳкесрен те хӑрамалла. Карчӑксем ун урлӑ каҫаймаҫҫӗ ӗнтӗ. Пӗр мӗнле те пулин каҫӑ (висячий мост) евӗр туса парсан питӗ лайӑх пулӗччӗ-ха ӗнтӗ тесе пӗлтерчӗ хӑй шухӑшне Владимир Митрофанович.
Тата ку ҫулҫӳревре пер пӑтӑрмах пулса тухрӗ. Кармал ялне ҫывхарса пынӑ май хӑш урамӗпе кӗрем-ши тесе пӑхса пыратӑп. Хам ӗнтӗ Кӗҫӗн Тӑван енчен килетӗп. Пӗр урамӗ илемлӗрех пек туйӑнчӗ — йывӑҫ нумай, тата сылтӑмминчен авалрах та пек туйӑнчӗ. Унта ӳкермелли япала ытларах пулӗ тесе вӑл урам тӑрӑх утса тухас терӗм. Сукмак ял хапхи патне илсе ҫитерчӗ. Ял хапхинчен кӗме ӗлкӗртӗм кӑна — ман ҫине икӗ йытӑ сиксе ларчӗ — юрать-ха сӑнчӑрланӑ та тытса ҫурмарӗҫ. Карта айӗнче шӑтӑк пур та урамаллах тухаяҫҫӗ иккен йыттисем. Эпӗ мӗн? Эп ял илемӗпе килленсе утатӑп-ҫке — ман ҫине картаран йытӑсем сиксе тухасса кӗтместӗп те. Кӗтменрен ӗнтӗ, йытӑсем ман алӑри пӗр пакета ҫурса тӑкрӗҫ — унта ман курткӑччӗ те кил хуҫи тухасса кӗтме пуҫларӑм. Тухрӗ. Хӗрарӑм. Эп мӗн кӗтсеччӗ? Паллах, кил хуҫи хӑйӗн йыттисене хӑваласа ярса ман курткӑна мана парасса (пакечӗ юрӗ ӗнтӗ, тулласа пӗтернӗскер вырттӑрин ӗнтӗ). Ман ӗмӗт пурнӑҫланас вырӑнне кил хуҫи мана вӑрҫа пуҫларӗ. «Эс кунта мӗн туса ҫӳрен?» тет. «Ман кил патӗнче мӗн утса ҫӳретӗн? Ман карта патне виҫӗ метр таран пыма юрамасть!» — тесе кӑшкӑрма пуҫларӗ. Ял хапхи ун карти ҫумӗнче-ҫке! Ман тата ӑҫтан кӗмелле? Сукмак ӑҫта илсе кайрӗ — ҫавӑнпа утрӑм ӗнтӗ... «Ман йытӑсем усал ҫынна ҫеҫ ҫапла кӗтсе илеҫҫӗ. Эсӗ ырӑ ҫын мар ӗнтӗ» — тет. Йытӑ территорийӗ ӗнтӗ — вӑл ӑна сыхлать, таҫти Лапсартан килнӗ ҫынна, паллах, ют ҫын тет. Хӗрарӑммине ӳкерсе илтӗм пулсан та кӑтартмастӑп. Тата эп ӑна ӳкерсе илнишӗн пушшех те ҫилленсе кайрӗ :) — ку ҫынпа ҫыхланниччен ҫыхланманни тесе эп малалла утса кайнӑ хыҫҫӑн мана хӑваласа ҫитрӗ те хӑйӗн карас телефонӗпе ӳкерсе илчӗ :). Хӗрарӑмми — пӗччен амӑш пулас. Хӳтӗлевне хӑйӗн ачинчен кӗтет. Тата хӑйне шанать. Унашкал ҫынсене унсӑр та йывӑр, ҫавӑнпа та унан сӑнне кӑтартмӑп. Юлтӑрин ҫилленсе. Турри (пирӗшти темелле пулӗ) мана сыхлани курӑнчӗ. Алӑра икӗ пакетчӗ — пӗрине куртка, тепринче — ҫула илнӗ апат-ҫимӗҫ, нетбук, картта. Йыттисем пакета тулларӗҫ пулин те ытла пысӑк сиен пулмарӗ — курткана ахальлӗн йӑтса утма тиврӗ ҫеҫ. Тепӗр ялта вара лавккана кӗрсе пакет туянтӑм — пулчӗ те.
Тенипе Кармал хушшинче кивӗ ҫил арманӗ ларать иккен. Шел те шалта нимӗн те юлман. Пусмисем те пулин ҫук. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Шоркка арманӗсем лайӑхрах упранса юлнӑ. Кӗҫӗн Тӑванра ҫиларман ларатчӗ — ӑна хальтерех, ҫил арманӗ евӗр тунӑ иккен. Йывӑҫсем хупласа илнӗ...
Ку ҫулҫӳрев ман асра тата мӗнпе юлчӗ? Кунта пурте чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Ачисем те. Тата пурте тарават — шкул ачисем эп крассовкипе ҫеҫ пулнине кура пирӗн яла урӑх пушмакпа килмелле пулнӑ тесе сенчӗҫ. Хӑш-пӗр ялсенчи ачасем питӗ вӑтанчӑк — фотоаппарата курсанах тарса пытанаҫҫӗ, ӳкересрен хӑраҫҫӗ. Кунтисем вара — кун пирки шикленмеҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗксене, каларӑм ӗнтӗ, каярах вырнаҫтарӑп.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.