AlinaSt // 1313.4.8454
2009.07.14 16:08 | |
Сайта пĕлтерӳ парсах пысăк ĕç турăм тесе шутламастăп эпĕ, анчах тав тунине илтме пур пĕр кăмăллă, сирĕн ĕмĕт пурнăçланни савăнтарать. Тата халăх историйĕпе тĕплĕнрех паллашас текенсемшĕн çакăн йышши çул çӳрев чăнласах та усăллă пулнине палăртас килет. Кунта эпир (чăвашсем) камсем пулнине чухласа илме аванрах. Тĕрĕс калатăр, эпир мĕн туйнине чун çӳревре пулманнисем пĕлеймĕç. Унта кайса килмеллех!!!!! | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.07.14 16:23 | |
Маншăн — пысăк. Пысăк ĕç яланах пĕчĕк утăмран пуçланать. Пĕчĕк утăмĕ — шăп та лăп сирĕн пĕлтерӳ пулчĕ. :)
Олег Михайловичăн координаисене эп тахçанах илсеччĕ — анчах та шăнкăравласа çыхăнма вăхăт тупăнмастчĕ. Кун пек вырнаçтарнă хыççăн вара — тӳрех вăхăчĕ те тупăнчĕ, кайса килме те май пулчĕ. | |
Лана Ива // 2826.4.5328
2009.07.16 11:38 | |
Ăмсанса вуларăм чун çÿрев çинчен... Сăнÿкерчĕкĕсем те илемлĕ! Питĕ авалхи пулхар хулисене çитсе курас килет! Пирĕн енче (Слакпуçра) тунă фотисем те питĕ интереслĕ! :) | |
Вера Никонорова - педагог, певица. // 3059.90.9998
2009.07.17 08:00 | |
Кашни çулах кайса курма тăрăшатăп ĕлĕк-авал пурăннă мăн асаттесемпе асаннесем патне. "Кашни çулах мĕн шыратăн унта?" - теме пăхаççĕ хăш чухне. Акă мĕн. Сулсеренех "Чунçÿрев" тĕллевĕ тĕрлĕрен. Кăçал ăна Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнине халалланă. "Чунçÿрев" ята 2007 çулта сăвăç, композитор С.Асамат юбилей çулĕ ят патăмăр. Кашни çулах кашни "чунçÿревçĕ" хăй чунĕ валли мĕн те пулин çĕннине тупатех. Кăçал К.В. Иванов "Нарспи" поэминче çырса кăтартнă Силпи ялне шыраса тупса унта юпа латма, питĕренсе ларма пуçланă çăлкуçа тасатса пура лартса хăварма чăн паттăр чунлă чăвашсем çеç пултарнă. Çак "Чунçÿреве" йĕркелекене, мăчавара Ультияра (Олег Цыпленкова) пысăк тав!!! |