Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +1.3 °C
Неведомые нам слова, все они полны смысла.
(Ник.Рерих)
 

Аçтахар Плотников: Октябрьскинчен Ҫӗрпӗве ҫити

Аçтахар Плотников12.05.2009 11:266031 просмотров
Паян, ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче, Октябрьскинчен Ҫӗрпӗве утса тухрӑм. Ҫитме ҫул ҫывӑх мар пулсан та утса тухрӑмах. Халӗ ҫак ҫулҫӳревре курнӑ ӳкерчӗксемпе паллаштарасшӑн.
Октябрьскине эпӗ 7-ре ларса тухрӑм, автобусӗ Кугеевӑна (шел те чӑвашла ячӗсене пӗлместӗп — ятарлӑ кӗнеке ман ал айӗнче ҫук, интернечӗ те ҫук) каяканни пулчӗ — пӗрле ларса тухнӑ ҫынсенчен темле чӑваш сӑмахӗ илтес терӗм пулсан та илтеймерӗм — вырӑсла ҫеҫ пакӑлтатрӗҫ. Пӗр ача чӑвашла калаҫасса шантӑм — асламӑшӗпе пӗрле ларса пыратчӗ, хӑйне вара ялти пек тумлантарнӑ — ҫук, пӗр-пӗринпе вырӑсла ҫеҫ калаҫса пычӗҫ. Ват ҫыннӑн калаҫӑвӗнче чӑваш акценчӗ илтӗнетчӗ — те именчӗ, те ачи чӑнах та вырӑсла кӑна пӗлет. Сӑмах май ялсенче те чӑвашла калаҫакан ача пӗрре ҫеҫ пулчӗ — хӑй малтан вырӑсла калаҫса вылятчӗ, асламӑшне курчӗ те унпа чӑвашла калаҫрӗ. Автобусра пӗрле ларса пыракан халӑх ытларах «яла каятчӗ» — ҫӗрулми лартма, пахчара пулӑшма. Тен, ҫавӑнпа та вӗсем чӑвашла калаҫмарӗҫ? Сӗнтӗрвӑрри районӗ вырӑсланас енӗпе мала пыни мана темиҫе те курӑнса — хальхинче курнӑ ӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетсе пачӗҫ. Чӑвашла е вырӑсла калаҫнине сӑнанӑ май ман ума пӗр кинемей лекрӗ — хӑй кӑштах ӗҫкеленӗ курӑнать, мӑнукӗпе пӗрле лавккана пынӑччӗ. Ҫул ыйрӑм та мана чӑвашла хуравларӗ («Большое Аккозинӑран Старое Тогаевӑна каҫма ҫул пур-и?» ыйтрӑм), анчах та хӑйӗн мӑнукӗпе (10-12 ҫулхи хӗрача) тӳрех вырӑсла калаҫа пуҫларӗ. Аслӑ ҫула ҫитнисем пурте чӑвашлах хуравларӗҫ — ку та пулин лайӑх (малтанхи фотосессинче пӗр хӗрарӑм мана вырӑсла кӗтсе илчӗ — кайран ҫеҫ, эпӗ чӑваш иккенне каланӑ хыҫҫӑн, чӑвашла калҫма пикенчӗ. Хальхинче ун пекки пулмарӗ).
Ку фотосессинче мана халӑх савӑнтарчӗ — пурте мана ыррӑн кӗтсе илчӗҫ, «кунта мӗн туса ҫӳретӗн?» тесе ятлакан пулмарӗ. Хӑшӗ-пӗри вырӑнти нуша пирки те пӗлтерчӗ. Уйрӑмах Лесные Крышки ялӗнчи кинемей ял пӗтни пирки хурланса каласа пачӗ — ял пӗтериччен чылай ӗҫ пулнӑ ялта — сушилка та пулнӑ, арман та. Ялтан ҫынсем куҫса кая пуҫласан вара нимӗн те юлман.
Чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх мӗншӗн ҫӳреме лайӑх? Кунта ялсем ҫӑттӑн-ҫӑттӑн ларса тухнӑ, юнашар кашни яла тенӗ пекех ҫул пур. Ҫапла шутласаччӗ. Шел те Большое Аккозинӑран Старое Тогаевӑна ҫул ҫук иккен. Те Октябрьски урлӑ ҫӳреҫҫӗ, те пачах та пӗр-пӗрин хушшинче ҫыхӑнӑва тытмаҫҫӗ. Ҫапла май ман пӗрре йӗпенсе илме те тиврӗ — сив шыва кӗрсе тухмалла пулчӗ.
Малашлӑхсӑр икӗ ял тӗл пулчӗ — вӗсем мана питӗ хытӑ тӗлӗнтерчӗҫ. Вӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ май авалхи вӑхӑта лекнӗ пекех туйрӑм — ялсенче пӗр чӳречеллӗ, пӗчӗк пӳртсем туп-туллин ларатчӗҫ. Вӗсенче курнӑ темиҫе сӑна илсе кӑтартас тетӗп. Пӗрремӗшӗ — ҫӑл ҫумӗнчи валак. Хӑйне юманран тунӑ пулин те вӑхӑчӗ шеллемест — майӗпен ҫӗрсе ларать, йӗри-тавра ӑна ҫамрӑк йывӑҫсем хупӑрласа илнӗ. Вӑл ҫеҫ мар, ҫӑлӗ те ҫамрӑк хунавсем айне пулнӑ... Тепӗр ӳкерчӗк — тимӗр чучу. Ман ҫине вӑл темле пӗчченнӗн те тӑлӑххӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ. Тимӗртен тупӑран йывӑҫ япала пек хӑвӑрт ҫӗрмен вӑл — майӗпен тутӑхса ларать — уй йӗри-тавра вара тем ҫӳллӗш курӑк хуҫӑланать.
Пӗр ялӗ Лесные Крышки, тепри — Большие Крышки пулчӗ. Иккӗмӗшче те персе аннӑ хапчасем, чӳречесӗр пӳртсем чылай. Ҫав хышӑрах пӗр 10 килте пурнӑҫ пур — хӑшӗ-пӗринче ҫынсем хӗлӗ-ҫӑвӗпех пурӑнаҫҫӗ, теприсене ҫулла та пулин килсе каяҫҫӗ. Пурӑна киле вӗсенче те пурнӑҫ вӗресе тӑрӗ пулӗ — Большие Крышкинчи ҫын мана ҫапла пӗлтерчӗ «яла ҫамрӑксем киле пуҫларӗҫ. Ку ял ҫӗнӗрен ҫӗкленессе шантарать». Вӑл ҫамрӑксен ҫурчӗ тӗлтенне эпӗ кайса пӑхмарӑм — вӑхӑт сахал пулнӑран тепӗр ялалла вӗҫтертӗм.
Ҫак икӗ ял ҫывӑхӗнче курнӑ тепӗр ӳкерчӗк мана пӑшӑрхантарчӗ — ҫывӑхри уйсенче йывӑҫ хунавӗсем хуҫаланаҫҫӗ — малашне те ку уйсене ҫаплах тытсан пӗр вунӑ ҫултан кунта ҫамрӑк вӑрман кашласа ларӗ. Чӑн та хӑш-пӗр хырӗпе хурӑнӗ манран та ҫӳллӗрех ӳсме ӗлкӗрнӗ — уя тахҫӑнтанпах сухаламан пулас. Сӑмах май ман ҫулҫӳревре пӗрремӗш сухаланӑ ҫӗр Хурамал патнелле пӗл пулчӗ — унччен (пӑхӑр миҫе ял ҫывӑхӗнчи уйсем тӑрӑх ман утсе тухма тиврӗ — Большое Аккозино, Старое Тогаево, Второе Чурашево, Бичурино, Лесные Крышки, Большие Крышки ) вара мӑян хуҫаланакан хирсем ҫеҫ тӗл пулчӗҫ. Кӑткӑ тӗмисем те тем пысӑкӑш лараҫҫӗ — ку та уя тахҫантанпах сухаламаннине пӗлтерет. Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ те ҫак уйсене сухалаймӗ-ши? Калас пулать — ку уйсем пусӑк ҫулсенчен аякра вырнаҫнӑ — те ҫавна кура вӗсене сухаламаҫҫӗ. Икӗ Крышки ҫумӗнчи уйсем те вӑрманланма пуҫланӑ — ак ӑҫта ӗҫ пур — трактор ил те сухала кӑна, тырӑ е ҫӗрулми ларт та тупӑш ил кӑна! Ҫамрӑксем валли те ӗҫ тупӑнать — ку ялсенчи пушӑ вырӑнсене вӗсене пама пулать — йывӑҫсене кӑклатчӑр та пӳрт лартчӑр! Тавралӑхӗ, хам куртӑм, кунта илемлӗ!
Ку ҫулҫӳревре тата мана мӗн тӗлӗнтерчӗ — Енӗше пӳлсе тултарнӑ-ӑ-ӑ! Пӗр пӗве пӗтет те тепри пуҫланать! Чӑн та ҫапла! Ман картта ҫинче икӗ пӗве кӑна, чӑннипе вара темиҫе хут ытларах. Ак Енӗшкасси патӗнче кӗпер кӑна ӳкернӗ (ку картта вӑхӑтӗнче чӑн та кӗпер кӑна пулнӑ пулӗ) — халӗ вара унта пӗве сарӑлса выртать. Икӗ пӗвине татса кайнӑ пулас — шывӗ ҫук. Вӗсенчен пӗрине юсаҫҫӗ. Хурамалпа Первое Тойси хушшинчи пӗве вара тахҫанхи вӑхӑта аса илтерчӗ — эпӗ кунта пӗррехинче юлташсемпе пулла килсеччӗ. Миҫе пулӑ тытнине халӗ астумастӑп — пӗр самант кӑн асра юлчӗ. Пӗр пулли лекнӗччӗ. Эпӗ курман — мана панӑ вӑлта вӑлт кӑна пӗвенелле ишсе кайрӗ. Эп ишме пӗлместӗп — вӑлтине вара юлташран илсеччӗ — юлташӑн шыва кӗрсе вӑлтана каялла тавӑрма тиврӗ. Ун чухне эпир хӑш вырӑнта ларнине те астӑватӑп... Тата ун чухне пулӑ сӗрекепе пулӑ тытма юрамастчӗ пулас — ман юлташ сӗреке илсеччӗ те хуралҫӑсем тытасран хӑранӑран лартмарӗ. Хальхинче вӑл пӗве хӗррипе утнӑ май ун хӗрринче чылай сӗреке выртнине куртӑм.
Картта ҫинче Октябрьскипе Ҫӗрпӳ хушши пысӑк пулни курӑнмастчӗ — саккӑрта пуҫласа пӗр тӑваттӑ тӗлнелле Ҫӗрпӳне ҫитме ӗмӗтленеттӗм. Каккуй унта! Тӑваттӑ тӗлне Енӗшхӗррине ҫеҫ ҫитме ӗлкӗртӗм. Куншӑн хам кӑна айӑплӑ-ха ӗнтӗ — ытла чылай яла ҫитсе курас тесе хам та сисмерӗм — ман ҫул вӑрӑмланса та кайнӑ иккен. Чи малтан Айдаровӑпа Кудемарне те ҫитсе курас килетчӗ. Мӑн Крышкине ҫитне тӗле вара капла ӗлкерейменнине туйса илтӗм те хам ҫула тӳрлетме пуҫларӑм. Тата ку тӑрӑхри ялсем пӗр-перинчен ытла инҫе вырнаҫни те палӑрчӗ пулас. Малтанхи ман ҫулҫӳревсенче ялсем хушши пысӑк марччӗ, пӗр тепринчен курӑнатчӗ. Кунта вара вӗсем пӗр-пӗринчен аяккарах вырнаҫнӑ ҫав. Ак Первое Тойсипе Енӗшхӗрри хушшинчех тӑватӑ ҫухрӑм! Тата эпӗ тӳрӗ утмастӑп-ҫке — яланах ҫурмасене суйласа илетӗп — унта мана кӑсӑклантараканни нумайтарах. Вӑт ҫапла май ман ҫулҫӳрев улттӑ ҫурӑ тӗлне ҫеҫ вӗҫленчӗ — вӗҫнелле урасем те утайми пулчӗҫ.
Ҫӗрпӳрен Шупашкаралла 173 мартшрутпа килнӗ чухне те ҫул ахаль иртмерӗ. Кӳкеҫ тӗлӗнче ҫул пӑкӑланса ларнӑ — ҫул юсаҫҫӗ. Маршрутка водителӗ те вӑхӑта сая ярас мар тесе Ҫырмапуҫ патӗнчи пӑрӑнура Ҫӗн Шупашкар еннелле пӑрчӗ. Кӳкеҫ-Ҫӗнӗ Шупашкар ҫулӗ урлӑ пӑкӑланнӑ вырӑна иртсе каяс терӗ пулас — ку ҫул ҫинче мӗн пулса тухассине пӗлнӗ пулсан пакӑланнӑ ҫӳлпах кайнӑ пулӗччӗ. Леш ҫулӗ ҫине тухнӑ вырӑнта «выртакан полицейский» ӑсталанӑ иккен. Пирен водитель, те хӑвӑртрах ҫитес тесе пулӗ, ун урлӑ каҫнӑ чухне хӑвартлӑхне нумаях чармарӗ — ГАЗель хӑйӗнпе апла хӑтланнине чӑтаймарӗ, нӑтӑрт-нӑтӑрт турӗ те чӑлл-палл пӗр япала машинран тухса ӳкрӗ. «Выртакан полицейский»урлӑ ытлашши хӑвӑрт иртсе кайнӑран машинӑн рессорӗ чӑтайман иккен. Аран-аран Кӳкеҫе илсе ҫитерчӗ. Кунта вара 28-мӗш маршрутка ҫине лартӑм та Алькешпа Южный посёлоксем витӗр тухса Шупашкара ҫитрӗм. Шупашкартан вара Лапсара, тӑван киле, пӗр пӑтӑрмахсӑр таврӑнтӑм.
Халӗ ҫулҫӳревре тунӑ ӳкерчӗксене вырнаҫтарасси ҫеҫ юлать - вӗсемпе каярах паллашма тивӗ.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики