Agabazar // 1775.32.2671
2025.09.15 17:09 | |
![]() |
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт) |
Agabazar // 1333.0.5648
2025.09.16 14:25 | |
![]() |
Ĕнтĕ халь тин маларах мĕн çырнине те манса кайнă. |
Agabazar // 1333.0.5648
2025.09.16 14:27 | |
![]() |
Аха, аса илтĕм!... Генадий Юмарт Аслă Атилĕх вăрçи (Атилĕхĕн аслă вăрçи) тетчĕ. |
Лешкукша // 9250-7022
2025.09.18 02:40 | |
АТТЕЛӖХ - Митта усӑ курнё ҫапла! ЧАЛТАН тени авлтанах килет иккен | |
Agabazar // 3825.65.0939
2025.09.18 13:27 | |
![]() |
Геннадий Юмартăн шухăшĕ çакăн пекчĕ: тăван çĕршыв тенинче пафос çителĕксĕртерех.
Митта усă курнине пĕлетпĕр. Анчах та вăл япала хăй пурăннă чухне пичетленмен пулмалла. Кайран çеç Геннадий Юмарт архивран туртса кăларса кун çути кăтартнă. |
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.30 03:07 | |
НИКАМА ТА манмалла мар! Уйрăмах - ПАТТĂРСЕНЕ!..
..."Тăван Çĕршывăн Аслă варçи"- не чĕлхемĕр те, халăхăмăр та йышăнчĕç! Пулчĕ! Тек, тархасшăн, ан пăтратăр пире темле "Аттелĕх" йышши ухмахла неологизмсемпе! ...Митта та çвятуй пулман! Вулăр В.П.КОШКИН пухса хатĕрленĕ "Синкерлĕ çулсенче" кĕнекене (135-166-мĕш страницăсем) (Ш.,2013). Унта ДОКУМЕНТСЕМ кăна! Валери ТУРКАЙ. 30.09.25 | |
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 12:31 | |
![]() |
Туркай, вырăссене кайса вĕрент тата, ан аппаланччар вĕсем «Отчизна» е «Отечество» тесе.
Паллах, вырăссемпе пĕрле çавăн пекех вырăсла калаçакан чăвашсене те çапла вĕрент — ан пултăр вĕсен чĕлхинче Отечество е Отчизна тени. Тутарсем ав Ватан тесе тертленеççĕ — вĕсене каллех Туркай пек хăватлă вĕрентÿçĕсем çитеймеççĕ. В. П. Кошкин кам вăл? Ĕмĕрĕпе КГБра тата унăн еткерле тăрăмĕсенче ĕçленĕ çын. Паллах, вăл халăха кăтартма мĕнле документсене суйласа илнине курма питĕ кăсăклă пулмалла. Аттелĕх (Атилĕх) тени неологизм мар вăл. Отечество тенине калькăласа чăвашлатни çеç. |
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.10.03 15:32 | |
Эп никама та вĕрентместĕп! Эп хамăн шÿхăша калатăп! Çавă çеç,тăванăм!.. Шăпах ЭСĔ пире пĕр ĕмĕр ытла вĕрентетĕн ку сайтра! Пире тăрăшса вĕрентсе, эс вăйна та, вăхăтна та сая кăна яратăн! Эп сана, мăнтарăна, питĕ шеллетĕп! Питĕ! Эс кунта çырни, эс кунта такама ăс пани, эс кунта такампа тавлашни... - çийĕнчех пăс пулса сирĕлет! Ия, çийĕнчех!..
Валери ТУРКАЙ. 03.10.2025 | |
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.03 15:53 | |
![]() |
Ну, калăпăр, Митта Ваçлейĕ идеалла çынах мар. тейĕпĕр. Çакна В. П. Кошкин полковник та хайĕн докуменчĕсемпе çирĕплетет, е çирĕплетме хăтланать, тейĕпĕр.
Анчах та Г. Ф. Юмарт та пулнă вĕт каярахпа. «Тăван çĕршыв» пĕлтерĕшпе урăхларах пафослă тата компактлăрах ăнлав кирлĕ пирки ятарлă статья та пичетлесе кăларнă вăл. Ку çын, Геннадий Юмарт, çапах та çветтуйпа танах пуль. Е, танах пулмасан та, пурпĕрех унăн шухăшĕпе паллашни пĕрре те ытлашши мар. |