Владислав Михайлов // 9719.8.7108
2008.07.08 09:30 | |
Акram Чăвашстан căмах мĕне пĕлтерет, эпĕ çав сăмаха ăнланамастăп. | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.07.08 13:31 | |
Чăвашстан — Чăваш Ен. Акрам, эс Регнума чăвашла çыртарасшăн-и?
Хусанкай, Пайтул, Пăртас урамĕсем пур-çке. | |
Victor // 2742.10.7558
2008.07.08 19:57 | |
Чăвашстан?! - хе-хе, тутара тем пек юратсан та тутарпа танлашас çук - юрамасть. | |
Владислав Михайлов // 9719.8.7108
2008.07.08 23:15 | |
Admin, пĕлеп-хе căмах мĕне пĕлтернине, анчах чăваш чĕлхинче ун пек căмах пĕлместĕп. | |
Аçтахар Плотников // 1950.36.6262
2008.07.09 11:03 | |
Чăвашстан ята Юхма Мишши килĕштерет. Чи малтан ун патне калаçма кайнă чухнех вăл «Чăваш Ен» пирки ӳпкелешрĕ. Ун шухăшăпе Чăваш Ен мар, Чăвашстан пулмалла. Ытти тĕрĕк тĕнчинчи пек. Хăйĕн статьисенче вăл яланах Чăвашстан тесе çырать. | |
Victor // 2742.10.7558
2008.07.09 12:57 | |
Юхмалла сăмах ĕнтĕ. Анчах халлĕхе ни Чăваш Ен, ни Чăвашстан сарăлнă ятсем. Çынсем ытларах Чувашши тенине илтеп. :)
Ман шутпа, Чувашши - вырăспа анăç çĕршывĕсемшĕн Чăвашстан - тутрапа тĕрĕксем валли Чăваш Ен - чăвашшăн, чăвашлăх, чăваш валли Юхма пире тĕрĕкпе тутар енне пит туртсан та, унашкал юхăм пирĕн çыранран айкра. Тĕрĕкпе чăваш пултăр юлташ, анчах ма Раççей урлă сиксе вĕсемпе авланас? Хам турккă пулсан, унашкалшăн чăваша ытларах хисеплемĕттĕм. | |
Victor // 2742.10.7558
2008.07.09 13:06 | |
Чăвашстан - тутрапа тĕрĕксем валли + перссемпе, ытти мăхаметçĕсем валли: Пакистан, Афганистан, Таджикистан, Лазистан, Дагестан, Курдистан. Ну ăçта унта тĕрĕклĕх? Унашкал ят пире перс витĕмĕпе тунă мăхамет çĕршывĕсемпе пĕрлештерет. | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.07.09 15:08 | |
Хăш-пĕрисем Чувашлянди теççĕ — кусем анăçалла туртăнаççĕ курăнать :) | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.07.09 15:19 | |
Шупашкарти Горький проспекчĕ тăрăх иртсе кайнă май мана пĕр хăма çинче Ермолаев урамĕ куç умне лекрĕ. Ятарласа энциклопедине пăхрăм — кама халаллама пултарнă-ши тесе. Тивĕçли курăнмарĕ. Çавна май леш пасар хуçи хăйне валли урам ятне паман-ши тесе шухăшларăм. Кунта ячĕ те пур иккен.
Ак вăл çын: <blockquote> ЕРМОЛАЕВ Пётр Ермолаевич [27.5. 1908, д. Ердово Чебоксар. у. (ныне одноимен. р-на) — 22.11.1967, Чебоксары] — организатор здравоохр. Окончил 1-й Моск. мед. ин-т им. И.М.Сеченова (1932). В 1932—39 служил в Крас. Армии, работал врачом на стр-ве Беломор.-Балт. канала, Туломской ГЭС, в Орле. В 1939—41 — в 1-й Чеб. гор. больнице зам. гл. врача по лечеб. части. Участник Вел. Отечеств. войны (1941—45), выполнил в госпиталях св. 60 тыс. операций. В 1946—67 — гл. онколог Мин-ва здравоохр. Чуваш. АССР, орг-тор онколог. службы респ. Засл. врач Чуваш. АССР (1955). Награжден орденами Отечественной войны 1-й и 2-й степ., Красной Звезды, медалями.</blockquote> |