Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.07.01 16:00 | |
Ну пĕлместĕп. Пĕр енчен ку палăк — ытла вырăнсăр. Чăваш руна палăкĕ мар, чăваш тĕрри палăкĕ. Рунăсем вара пачах та урăхла пулнă. Йăнăшсем нумай пулни - питĕ япăх. Шупашкарта чăвашла пĕлекен çын юлман-ши вара? Пурте вырăса тухса пĕтнĕ-шим? Пĕрремĕш класс ачи куçăрнă тейĕн... | |
Victor // 2742.10.7558
2008.07.01 16:15 | |
Статистиккă тăрăх (переппйҫ) чăвашсенчен 86 процценчĕ - 10 çынран тăххăрăшĕ - чăвашла пĕлет. Шупашкартисем-ЧăвашЕнрисем те пĕлеççĕ. "Йăваш" е "йывăр" пулнипе кăна калаçма юрамасть. Ку феноменпа кашни утăмрах тĕл пулан. :D
«Слово "челхепе" (сорри, чувашского шрифта нет) написано неправильно, лишняя галка над вторым "е"» - Lukfee, http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=295028&st=15 «точно позор!!!!!!!!!!!!! если не исправили» - Koljan, http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=295028&st=15 «Çавăнпата туйăнать чăвшла калаçма вăл вăтаннă пек.» Маштавăш, http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=9;t=1876;st=280 | |
Victor // 2742.10.7558
2008.07.01 16:43 | |
Тата на-связи чепурашкисен (чепоксар тырăсĕ) кулăшĕсем (чăвашсем, пирĕн çак йăхташсем чăнах сÿтĕк е катăк :) ):
meo: «Подскажите мне пожалуйста, откуда у древних чуваш символ "гора" (2 ряд сверху, самый левый)??? Мож я чего не знаю, но по моим представлениям гор в радиусе километров 500 не припоминаю...» :D ellvi: «Древние чувашские сказки начинались примерно так: "Давным-давно, когда небо было близко, а звёзды были большими", что дало возможность некоторым историкам сделать предположение, что предки чуваш жили в горах.» efro: «Душевная красота, духовный взлет (подъем может все же?), человечность - таких понятий в чувашском вроде вообще нет. Прозрение перевести забыли на чувашский. А разум просто афигеть как перевели. И непонятно, если это чувашские руны, то почему сначала идет текст русский, а после следует перевод ЭТОГО текста на чувашский. Где логика?» :D Çаксем чăвашла пӗлмеççĕ-и? Кусем пирĕнтен чăвашрах! | |
тусăмсем пĕлеççĕ // 3414.36.0880
2008.07.03 10:31 | |
тăнтансем вĕсем, эсĕ чăвашла çырнине хуратнă вĕсем. Чăвашла çырнишĕн "отдельный раздел" на чердаке пур теççĕ...
На-связи-ру модераторсемпе палăкĕсенчи намăслă йăнăшсем хушшинче тӳррĕ çыхăну пур. | |
Victor // 2742.10.7558
2008.07.04 15:12 | |
Хуратнă!? :D Пĕртте тĕлĕнместĕп. Паян Шупашкарта тарăн пытаннă проццессем пыраççĕ - вĕсен халиччен никам та ят паман. Чăвашсем чăваш чĕлхине хăйсенчен уйăрса ун валли ятарлă вырăн шыраççĕ - чăваш чĕлхи юрамасть ĕçлĕ калаçура, пуян суту-илÿре, çÿлти оффиццаллă шайра - калаçакан япала чăваш чĕлхи пулин те. Çав форўмрах чăваш чĕлхи йăнăшĕсене хăш чĕлхепе çырса кăтартнă?! - вырăсла.
Чăваш чĕлхи валли хатĕрленĕ вырăн вара - чăн-чăн тупăк - чĕлхен пĕтĕм çÿп-çапне пĕр çĕре пухса çунтарма питĕ çăмăл. Çунтарса яр чăваш арххифне, чăваш куманиттарй инститтутне, чăваш филолокй факуультетне, ыттисене - «хĕрлĕ ĕне» йăлтах çĕнĕрен çăтĕ. Чăвашла çырнă постсене те мĕн тума пĕр çĕре пухаççĕ - пĕтĕмпе пĕрле хуратма çăмăл! :) «Чуваш.орг»ăн та çав хавшак самант пурах - пĕтĕмпех çак сайтра пухмалла мар. Сапаласа ямалла - чĕлхе вирўс пек, пур çĕре те хыптăр. Ытти чухне чепурашкăсене (хам та çурма-чепурашкă) пит шеллетӗп: вĕсен чĕрисем чăвашшăн тулса çитнĕ, анчах паян ун пирки калаçма юрамасть - чăвашлăх чул пек çакăнса тăрать çынсен чĕрисем çинче - йăвашлăх, вăтанчăклăх чулĕ. Çак йухăма хирĕç тепĕр йухăм пур - чăвашлăх пире кирлĕ мар, вырăс пулмалла текенни - Раççей наццоналисăмĕ - ун пирки калаçни те çук - вăл та вăрттăн япала. Тарăн проццес. Çак тарăн авăр тĕпне çитме пĕлеймест пулех чăвашлăх - çур-çулĕнчех тĕппипе пăсланса пĕтет. Эп пăхса тăрăп :D |