Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Жить среди недостойных - вот истинный ад!
(Омар Хайям)
 

Виталий Станьял: Таниял Элкей сӑввисем

Виталий Станьял29.02.2024 10:255922 просмотров

«Тӑван Атӑл» журнал 2024 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмра ҫӗнӗ сӑвӑҫпа — Таниял Элкейпе (Даниил Медведевпа) паллаштарнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче юриста вӗренет. Хӑй Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Хӑйсен ял ачине паллӑ сӑвӑҫӑ Марина Карягина ӑшшӑн пилленӗ, питӗ пысӑк шанчӑкпа мухтаса илнӗ.

Сӑнӳкерчӗкре эпӗ сӑвӑҫӑн питӗ тимлӗ сӑн-сӑпатне тата кӑкӑрӗ ҫинчи сакӑр вӗҫлӗ Арама ҫӑлтӑрне курса савӑнтӑм. Ахальтен ҫакман чӑваш паллине каччӑ. Тӑван халӑхӑн историне вӑл тӗпрен пӗлет, ӑна хаклать. Тури Туҫа вӑтам шкулне мухтамалла-ши вӗренекенӗсем тӗплӗ пулнишӗн е сӑвӑҫ хӑй пулӑмсен тымарне тупма пӗлет? Апла-и, капла-и — Таниял кӑмӑлӗпе вӗлтӗртетекен, шухӑшӗпе хывӑх чуптаракан сӑмахҫӑ мар. Вӑл халех виҫе картне тупма пултарнӑ ӑста. Сайра тӗл пулакан пултарулӑх, ӑна «чӑваш тӗнчинче сайраран пӗрре ҫуралакан поэт» тенӗ умсӑмахра. Тӗрӗсех каланӑ. Упрантӑрччӗ вӑл, ӳстӗрччӗ. Хӑй каларӑш, «пулинччӗ вӑл Чӑваш Сӑмах эткерӗлӗхӗн сыхчийӗ».

Каҫса кайса вылять тӑван сӑмахпа Таниял. Калама май ҫуккине каласшӑн, курма май ҫуккине кӑтартасшӑн. «Кун-ҫулӑмӑр пӑрлак вучаххине шӗл чӗм кӳртен тӗнче илемӗ чӑлпар! саланнӑ ӳксе куҫкӗскилле, шур хур ҫунат ун тусанне пухса илеймӗ» («Таса илем» сӑвӑ). Ку ӳкерчӗке шӗкӗлчесе пӑхма кашниех вӑй ҫитереймӗ. Антив, поэт шыратӑр. Таниялӑн шухӑшлавӗ такам хывнӑ йӗрпе пымасть. Кӑткӑс вӑл, сӑнарлӑ, анчах уҫӑмлӑ («эсех, тап-ташӑ маншӑн — тап-таса!» («Ташӑ»). «Хир», «Атӑл вилет», Тумлам-тумламӑн», «Чӗмсӗр», «Хура юр» «Тунсӑх» тата ытти сӑвӑсене вуласа, «чӗмсӗр мар» каччӑн шухӑш-туйӑмне сӑнатӑп. Тимлесе вуласан ҫеҫ тӑнланса илейретӗн иккен ӑна!

Чӑнах та, шухӑшлӑ, туйӑмлӑ (кӑштах сӑвӑрса ҫитереймен пек туйӑнакан йӗркесем тӗл пулсан та), чун-чӗрешӗн пӗлтерӗшлӗ ярӑм сӗннӗ журнал.

Таниялӑн малашӗ пултӑрччӗ, ҫамрӑк шухӑшлавҫӑ пурнӑҫ илемӗн тӗшшине шырама пӑрахминччӗ!

 

Виталий Станьял

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3070.35.6440
2024.02.29 19:45
Agabazar
Вĕтелсе кайнă пулсан — шултралат. Кам чарать сана шултралатма? Никам та чармасть.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.03.01 04:34
Таниял ЭЛШЕЙ (2003 çулта çÿралнă): «Кун-ҫулӑмӑр пӑрлак вучаххине шӗл чӗм кӳртен тӗнче илемӗ чӑлпар! саланнӑ ӳксе куҫкӗскилле, шур хур ҫунат ун тусанне пухса илеймӗ»
КУ МĔН?! МĔН КУ?! Çакă шедевр-и?! Кам та пулин ăнланать-и çак сăмах купине?! Китайла çырнă-и ку япалана, е эфиопла-и?!
...Питĕ юратаççĕ Станьялпа Карягина абракадабра çыракан "генийсене" мухтама! Мухта-мухтах вĕсене йĕркеллĕ сăвăсем çырайми тăваççĕ!
Ку - çынна ырă сунни мар, ку - пачах урăхла пулăм!.. Юрамасть çамрăк çынсен шăпипе Станьялпа Карякина пек выляма, юрамасть!
Валери ТУРКАЙ. 01.03.2024
Taniyal Elguey // 9087.6.4512
2024.03.01 10:28
Ырӑ сӑмах хушакансене тав (хурлакансемпе те тава кӗместӗп). Ятӑма тӗрӗс çырма анчах ыйтасшӑн: «Таниял Элшей» мар, «Элкей».

Тата эпӗ çырнине хамӑн чӑн хушаматӑмпа çыхӑнтарассинчен хӑтарма пулӑшсан та питӗ хавас пулӑттӑм (комментарисенчи «Медведев сӑввисенче...» пирки).
Рахмат!
Agabazar // 2179.26.2464
2024.03.01 11:45
Agabazar
Таниял шăллăм, «хурлакансемпе» тавлашăва кĕменни çеç сахал, вĕсене те тав тăвас пулать (хурлаççĕ-и, мухтаççĕ-и е ни апла мар, ни капла мар — пурте тава тивĕçлĕ). Паллах, эпĕ юри троллесе-провокацилесе çÿрекенсем пирки каламастăп.

Ну, «Элшей» тени Станьял статйинчен, эппин, ку тĕлĕшри мĕнпур ыйтусем ун патне.

Хăвăн суйласа илнĕ псевдонимна хисеплени аван, ырлатăп. Тепĕр тесен, çакă этем тивĕçлĕхĕпе те çыхăннă.

Атту пирĕн ку тĕлĕшпе чылай чухне талккăшĕпех йĕрке çук.

Унччен, калăпăр, час-часах, Çеçпĕл Мишши вырăнне Михаил Кузьмин тесе ăнтан яратчĕç. Халĕ те хăш чухне литература контекстĕнчех Михаил Сеспель тееççĕ. Ыр япала мар ку.

Сăмах май каласан, Çеçпĕл Мишши (вăл кăçал 125 çул тултарать) Чăваш автономийĕн чи малтанхи тĕп прокурорĕ пулнă. Ревтрибунал Председателĕ е Юстици пайĕн Пуçлăхĕ тени те (мĕншĕн тесен пĕрремĕшĕ ăна пăханса тăнă) шăпах çавна пĕлтереççĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакна? Мĕншĕн тесен эсĕ, Таниял Элкей, юрист пулмашкăн вĕренет теççĕ. Вăт, вĕренсе тухăн та, Чăваш республикин прокуроре те пулса тăрăн майĕпе. Çапла майпа ку тĕлĕшпе Çеçпĕле «хăваласа çитĕн».

Сăвă çырас енĕпе Çеçпĕле «хăваласа çитсен» — татах та аванрах.
Хуларан // 3017.64.2848
2024.03.02 10:28
Туркай хӑй 20 ҫулта мӗнле сӑвӑсем ҫырнӑ-ши?
Вырăк // 3982.51.1180
2024.03.02 17:44
Патăрьелсем маттур çав вĕсем.Элкей - пулас гений!.Станьял пĕлет ĕнтĕ çамрăксене.Емĕрне вĕсене вĕрентсе ирттернĕскер.Карягина хăйĕн ялĕсене тĕрев пани вара пархатарлă пулăм.Тав Сире Марина Федоровна.
Сергей Пятаков // 3994.5.9560
2024.03.06 14:36
Журналта пичетленнӗ Элкей сӑввисене вулас терӗм. Апайтурух! Вулама ниепле те май ҫук. Туркайпа пӗтӗмпех килӗшетӗп. Сӑмах куписем кӑна!Хуравлатӑр-ха кунта журналăн хисеплӗ тӗп редакторӗ, мӗншӗн вӑл вӗсене сăвăсем тесе пичетлесе кӑларнӑ.
Agabazar // 1760.72.8367
2024.03.06 16:01
Agabazar
Хуларан // 3017.64.2848 2024.03.02 10:28 Туркай хӑй 20 ҫулта мӗнле сӑвӑсем ҫырнӑ-ши?
Мĕн тума кирлĕ сана 20 çулти Валери Туркай?
Мĕн «ши-летсе» лармалли пур кунта?
Кĕнекесара кай та ыйтса ил унта Валери Туркай çырнисене. Вула. Хăçан çырнине пăх.

Электронла библиотекăра ту пур. Анчах унта хайлавсене хăçан çырнине кăтартман темелле.
Agabazar // 1760.72.8367
2024.03.06 16:37
Agabazar
Вырăк // 3982.51.1180 2024.03.02 17:44
Патăрьелсем маттур çав вĕсем.Элкей - пулас гений!.Станьял пĕлет ĕнтĕ çамрăксене.Емĕрне вĕсене вĕрентсе ирттернĕскер.Карягина хăйĕн ялĕсене тĕрев пани вара пархатарлă пулăм.Тав Сире Марина Федоровна.
Кунашкал пафос вара кунта ним тума та кирлĕ мар.
Витĕр курсах тăратăп, кунта ку япалан нимле пĕлтерĕш те çук. Вырăксене çатăлтатма сăлтав тупни çеç.
Ман шутпа Таниял Элкей те, Марина Карягина та чăвашсене апла-капла пайламаççĕ ĕнтĕ.

Таниял Элкее «тĕрек» кирлĕ-и? Паллах. Анчах хăрса выртакан «Тăван Атăлта» пĕр-ик сăвă пичетленине тĕрек тени çав тери кулăшла.

Лешĕ вара юрист пулма хатĕрленет. Часах вĕренсе тухать. Вара ăçта ĕçе вырнаçĕ вăл?

Юрист валли тивеçлĕ ĕç вырăнĕсем пур-и Чăваш Енре? Е Тиниялăн ĕç шыраса таçта Çĕпĕре тухса кайма тивет?
Agabazar // 2783.71.7524
2024.03.14 19:30
Agabazar
Сергей Пятаков // 3994.5.9560 2024.03.06 14:36 Журналта пичетленнӗ Элкей сӑввисене вулас терӗм. Апайтурух! Вулама ниепле те май ҫук
Вулама май çук-тăк — ан вула.
Сергей Пятаков // 3994.5.9560 2024.03.06 14:36 Туркайпа пӗтӗмпех килӗшетӗп. Сӑмах куписем кӑна!Хуравлатӑр-ха кунта журналăн хисеплӗ тӗп редакторӗ, мӗншӗн вӑл вӗсене сăвăсем тесе пичетлесе кӑларнӑ.
Сан журналу мар. Эппин унта санăн ĕç те çук. Ху журнал кăларма пуçла та, вара унта хăвна мĕн килĕшет çавна кĕртме пултаран.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики