Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Самое главное в человеке это высота, и не тела, а духа.
(С. Прокопенко)
 

Виталий Станьял: «Сире валли каҫран кун тумалла...»

Виталий Станьял26.09.2023 21:253569 просмотров

Чӑваш ӳнерӗнче Олег Иванович Прокопьев (1968 ҫ.ҫ.) тахҫанах палӑрнӑ. Вӑл паллӑ журналист, пултаруллӑ поэт. Унӑн сӑввисем 2008 ҫулта «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫутипе» кӗнекинче тата 2013 ҫулта «Чӑваш поэзийӗн антологийӗнче» пичетленнӗ, интернетра тухнӑ.

 

Олег Прокопьевӑн пичете хатӗрленӗ «Чӑвашӑм, пурӑн» кӗнеки «Кая хӑварнӑ сӑвӑсем» ятлӑ пӗтӗмлетсе хаклакан хайлавпа уҫӑлать. Сӑвӑ кая юлать-и? Лайӑх сӑвӑ ӗмӗрсем пурӑнать. Сӑввисем ҫынна «ҫунат хушса вӑй панине» кунтах каланӑ-ҫке! Апла-тӑк, пӗртте кая юлман.

Сӑвӑсене ултӑ ушкӑна уйӑрса панӑ. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ, мӗн ҫинчен ҫырнине пай ячӗсенченех пӗлме пулать: «Ялти ӳкерчӗксем»; «Юрату тата ырату»; «Тӗрӗслӗх шыравӗ»; «Тивӗҫ»; «Юратупа эс килтӗн тӗнчене» (кил-йышри ҫывӑх ҫыннисене халалланисем); «Витӗркуру».

Юрӑ хывма ӑсталанӑ сӑвӑсене уйрӑм кӗртнӗ. Жанр тӑрӑх йӗркелес пулсан, «Сӑвӑсем» (шурӑ сӑвӑ, ирӗклӗ сӑвӑ, эреш сӑвӑ, акросӑвӑ, ода тата ыт.), «Уйланӑшсем» (баллада); «Юрӑсем» (романс, гимн, марш, такмак...) темеллеччӗ. Тема (мӗнтел) тӑрӑх йӗркеленӗ пайсенче маларах ҫырнисем пур пулсан та, XXI ӗмӗрте ҫырнӑ хайлавсем нумаййине кура Олег Прокопьева ҫак ӗмӗр поэчӗ тетӗп.

Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ вӑхӑт, хальхи ҫынсемпе тӑван ҫӗршыв поэта мӗнлерех курӑнать-ха? Ҫутҫанталӑкра, тӑван ялта, ӗҫре-тивӗҫре, тӗрӗслӗхре тата... ҫапкаланчӑк ӗҫкӗҫсенче. Манра Ҫеҫпӗле ан шыра! — терӗ Олег, кӗнеке ятне кӑларнӑ «Чӑвашӑм, пурӑн» сӑввине ҫеҫпӗлле ӑсталӑхпа вӑйлатма ыйтсан. Тем кала та, ҫӗр ҫул ӗлӗкхи Ҫеҫпӗл пек ҫивӗч ҫырсан паянхи чӑваша поэзире пӗртте япӑх пулмастчӗ те..! Каласси те, кӗрешесси те халӗ тивӗҫлипе тухмасть ҫав — ни Прокопьевӑн, ни Туркайӑн е Сарбин, ни Тарават-Саринен... Хальхи самана вӗри ҫунма ыйтмасть пулӗ ҫав. Эпир тулӑх самана ачисем вӗт! Вӑхӑчӗ пӑтравлӑ пулсан та. Лару-тӑрӑвӗ савӑнмаллиех марри сӑвӑранах курӑнать — тӑван чӗлхе пирки павракан тӳрен майри те, ачисем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, ваттисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ ялти «чи ватӑ мучие йӳн тупӑкра пытарӗҫ», «хупмашкӑн маннӑ хурсене тулланӑ выҫӑ йытӑсем», ашшӗсӗр ҫемьен сурӑхӗсене вӑрӑсем тытса кайнӑ. Ҫыннисем, ачисем, каччисем, хӗрӗсем ятламалла япӑх хӑтланаҫҫӗ. «Куратӑр: тӗнче усал, тӗнче хаяр». Ҫапах та «Темех пулман — тӗнче пӗтмен» тесе хальхи сӑвӑҫ, чӳречерен пӑхса, кофепе реххетленсе ларать. Чӑт, чӑваш! «Пурнӑҫ пӗтмен, пурӑнатпӑр-ха». Ҫапла ку чухнехи литературӑри чӑваш интеллигенцийӗн тӗнче курӑмӗ!

Олег Прокопьев, Чӑваш хумсасӗнче (радиовӗнче) вӑй хунӑскер, «Халӑх шкулӗ» журнал тӗп тӗременӗнче (редакторӗнче) ӗҫлекенскер, сӑмах хӑватне лайӑх пӗлет. Чӗлхепе сӑнарлӑн усӑ курасси унӑн пултарулӑхне яланлӑх кӗрсе вырнаҫнӑ. Сӑвӑсенче ҫакӑ тӳрех курӑнать. Сӑвӑхывӑм вӑрттӑнлӑхӗсене (версификацие) тӗпренех ярса илнӗ. Йӗркесен виҫи, ҫаври, картсем, кӗвӗлӗх, янӑрав, пусӑм, сӑмах вылявӗ, калаҫу тӗсӗ («Салам», «Юрату пире ҫӑлать», «СМС» сӑвӑсене сӑна) ҫӗр тӗрлӗ — кашни кӑмӑл-туйӑм, шухӑш валли юрӑхлӑ ӳкерчӗк тупса майланӑ. «Ҫурт тӑррисем аслатие хавасчӗ — Сикет пӑрҫа пек ҫумӑрӗ — шултра. Кӳлленчӗкре те йывӑҫсем пурнатчӗҫ, Пурнатчӗ пӗлӗт. Эп ҫара уран» («Ҫав саккӑрти ача пекех юласчӗ» сӑвӑ). Аллитераци-ассонансӗ, пысӑклату-пӗчӗклетӳ, чӗрӗлетӳ, такмакӗ-гекзаметрӗ тата тем те ӑна пӑхӑннӑ: «Ҫут тӗнче тӗвӗлленнӗ тӗлте йӑвине ҫавӑрать ҫамрӑк вӑхӑт» вӑрӑм йӗркесемпе юнашарах - кӗскен калани: «Атя санпа ларса йӗрер» е тата пӗр-ик сӑмахпа картласа кайнисем — «Паян каҫпа/Ҫӑпатапа» йышшисем шӑкӑрин. «Катаран киленсе каҫхи канӑҫ килет...», «Каҫ каркӑҫне кив уйӑх сӗтӗрет аран. Унпа вӑл чӗркенсе выртасшӑн» («Ир кӳлӗм»). «Выртать шур юр хӑяккӑн Сӑртсем ҫинче канса» («Пуҫламӑш»). Ӳкерчӗк-и? Селӗм чӗрӗлетӳ. Тӑршипех ҫапла. Кӑрлачра, нарӑсра, пуш уйӑхӗнче, акара («Апрель ҫаплах пӳрт ҫамкине ҫуллать...»), ҫуркунне («Ҫурӑлман ҫулҫӑсем папкара калаҫаҫҫӗ»), кӗркунне, хӗлле... Шурӑ каҫра, тунсӑх ирхине, хирте, вӑрманта... — виҫесӗр анлӑ поэтӑн тӗнчи. Виҫесӗр унӑн поэзи ӳкерчӗкӗсем. «Чи тарӑн тинӗсре улмуҫҫисем ӳсеҫҫӗ, Улмийӗсем ӳкеҫҫӗ пӗлӗте...». Те романтика темелле, те ӗссӗмлӗх (фантастика) кунта.

Юрату ярӑмне вуласан «кӗмӗл ӗмӗр» (Серебряный век) таврӑннӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Кашни сӑвви ҫӑтӑ, шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах чипер. Юратӑва черченлетсе, ытарлатса, капӑрлатса, ӗмӗрлетсе кӑтартнӑ. Ӗмӗрхи ачашлану, тупа туни, йӑнӑшни, кӗвӗҫни, сӑвӑҫ чунӗ вӗҫерӗнсе кайни... Вуласа пӑхӑр, хӑвӑрах ӑнланса хӑпартланӑр. Тен, ҫырса та илӗр, пӑхмасӑр вӗренӗр.

Элтешлӗх (граждан) лирикинче те унӑн вичкӗн сӑнавсем пайтах. «Ҫӗпӗре кайма тивнисене» сӑвӑра «Раҫҫейре миҫе ҫулта вилеҫҫӗ?» тесе ыйтниех поэт паянхи е ӗмӗрхи пӑтравсенчен пӑрӑнса иртменнине систерет. «Анне, ан яр мана вӑрҫа! Аҫу унта вилни ҫитмест-и?». Анчах — каймалла: «Каятӑп эп хам тивӗҫе пӗлсе». Пӗрех те «Камсем тӑраҫҫӗ тупӑк умӗнче — Хӑйсен ҫӑтмахӗнче кама хӑварӗҫ»? Кунта эпӗ публицистсем калайманнине тавҫӑрса илетӗп. Тӗплӗ поэзи вӑхӑта тимлӗ сисет ҫав!

Тепӗр чухне мана кӗске йӗркесем, пӗр пек танлаштарни, ҫав териех хитрелетсе ҫавӑрнӑ вырӑнсем килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем, паллах, куҫа тӑрӑнмаҫҫӗ, ытарлӑ шахвӑртусем тӗлӗнтерсе астараҫҫӗ, ытти вулакана сисӗнмеҫҫӗ те пулӗ тетӗп.

Тен, эпӗ ват пуҫпа тӗрӗсех курмастӑп пулинех... Ҫапла пултӑрах! Лайӑха хурласа ят илтминччӗ ҫав, тетӗп. Атту хӑш-пӗр халӑх сӑвӑҫисем мана пуклак чӗлхешӗн хытӑ ятлама пуҫларӗҫ вӗт, амутке!

Олег Прокопьевӑн поэзи туйӑмӗ, илем хисепӗ ҫирӗп. Ку пурнӑҫра мӗн хаклине, мӗн чӑннине вӑл тахҫанах картса хунӑ. Ҫынна хисеплени, юратни, ӑна чипер тӑвас тени, ӗҫе, лӑпкӑ пурнӑҫа ырлани кӗнекере тапса тӑрать. Ӑслӑ шухӑшлать поэт, кашни сӑвва пӗлтерӗшлӗ тӑвать. Ҫакӑ ӑна ытти сӑвӑҫсенчен, сӑмах купалакансенчен, пачах уйӑрса ҫӗклет. Ман асран, тӗслӗхе, сӑвӑри ирхи сӑн каймасть: каҫ киле кӗртмен кушак «ҫӗнӗ пир тӑрӑх темӗн ҫырнӑ», инке ӗне сума тухнӑ та урисемпе кӑпӑш юра чуптуса хӑварнӑ... Эппин, килӗшнӗ сӑвӑсем ҫинченех калам-ха. Вӗсем нумай. уйрӑмах юрату-ырату, чун-чӗре, кӑмӑл-туйӑм, ӑс-хакӑл вылявне сӑнарланисем хушшинче. Тем тесен те, Олег Прокопьев — сисӗмлӗ лирик. Ку унӑн пултарулӑхӗн уҫӑмлӑ пахалӑхӗ. Пурнӑҫ вылявне вӑл туйӑмсен черетленӗвӗ урлӑ кӑтартса пырать. Поэзире никӗсленнӗ сар кайӑксенчен, тинӗсрен, чечексенчен, уйӑхран-хӗвелтен, ҫӑлтӑрсенчен, тӗлӗксенчен, пирӗштисенчен тараймасть пулин те, хӑйӗнле ҫутатать, хӑйне майлӑ калать.

Юрату ҫинчен лавӗ-лавӗпе ҫырнӑ ӗнтӗ. Шутласан, 2000-2023 ҫулсенче унта ҫӗннинен мӗн тупма пулӗ-ши? Тупӑнать ҫав. Харкамӑн - хӑйӗн туйӑмӗ. Паллах, лирика геройӗ (ӑна меслет кӗнекинче «йӳтӗмҫӗ» тесеттӗм) - хальхи ҫын, унӑн чун-чӗри таса, тӗллевӗсем ырӑ, вӑл ашшӗ-амӑшне, тус-тантӑшне, савнине ҫӗклентерсе, чиперлетсе кӑтартать. Сӑвӑсенче йӳтӗмҫипе сӑвӑҫи пӗрлешсех кайнӑ темелле. Вӑл тӗнче илемӗпе килленет. Анчах та мар. Сивлесе лектермелли те пайтах пирӗн таврара. Олег Прокопьевӑн ятлани те хӑйӗн лӑпкӑ кӑмӑлӗ урлӑ тухать иккен.

Поэтӑн вӑйлӑ енӗ — юрату, ҫутҫанталӑк, шухӑш (медитаци) лирики. Ҫӗнӗ кӗнекере ҫавсене ятарласа палӑртса, тӗп вырӑна кӑларни питӗ вырӑнлӑ. Таса туйӑмсен сӑнарлӑ сасси каласа кайнӑ шӗпӗл сӑвӑсене хӑйсен вырӑнне лартать. Чӑваш сӑмахлӑхӗнче вӑл та, лешӗ те ҫителӗклӗ. Пулччӗр пурте. Ку кӗнекери ҫӗмрен йӗппи пек чӗтренекен, шӑхӑрса янӑракан йӗркесем — Ҫеҫпӗл, Митта, Хусанкай хывнӑ юрату лирикин малалли тӑсӑмӗ пулӗҫ.

Вӗсем ку чухнехи чӑваш литератури этем чун-хавалне кӑтартакан пахалӑха чакарманнине картса тӑраҫҫӗ.

 

Виталий Станьял

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Юрпике // 2609.75.7297
2023.09.27 16:50
Хаклавçă шучĕпе, «Выртать шур юр хӑяккӑн Сӑртсем ҫинче канса» тени — ăнăçлă
ÿкерчӗк, селӗм чӗрӗлетӳ имĕш. Шел, вăл та, сăвăçи те йăнăшать (адресне, локацине пăтраштарса янă; çĕтсе кайнă темĕпĕр ĕнтĕ). Сăрт çинчи юр хăяккăн та выртмасть, канса та выртмасть: пулчĕ-пулмарĕ — ирĕлсе каять. Канса хăяккăн выртаканни вара — сăрт айккинчи, сăрт çуменчи юр. Тепĕр тесен, матчаçе (матчасть!) пĕлни поэтсене мĕне кирлĕ?
Шухурах // 2583.29.5271
2023.09.27 20:41
Олег Прокопьев 55 çулта. Поэзи каçĕсем ирттерчĕ. Ун арăмĕ Римма Гурьянова-Прокопьеве унран та çивĕч çыракан журналист, поэт! САЛАМЛАТĂП!
Аксиологов // 1302.58.5868
2023.09.28 15:23
Намăс сире, поэтсем! Матчаç пĕлметĕр, Тăмпике тĕнсăрне чухламастăр, картинккасене кутăн ÿкеретĕр татв ытти те çав сирён!
Agabazar // 3476.78.8692
2023.09.29 13:56
Agabazar
Картинкка мар, карччынкка.

Унсăрăн ни вырăсла, ни чăвашла пулать.
Смычка // 1790.19.2502
2023.09.29 16:27
Прокохсен поэи карччмпееием хитре пулса тухнă!
Agabazar // 1119.3.0031
2023.09.30 20:00
Agabazar
Мĕн каласшăн пултăн?
Смычка // 6368.6.1873
2023.10.02 00:32
Лайăх терĕм. Сăввисем лайăх, кĕнеки çинчен каласа пани те аван вĕт!
Леонид // 4584.4.9289
2023.10.19 22:17
Маттур,Станьял! Прокопьев та аван.

..

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики