Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Грех,если женщина выглядит менее красивой, чем могла бы быть.
(М. Сервантес)
 

Валерий Алексин: Уярӑн йӗпи-сапи

Валерий Алексин18.07.2023 17:0416560 просмотровИзменить Удалить

Хӗветӗр Уярӑн повӗҫӗсемпе калавӗсене, очеркӗсемпе статьйисене, асаилӗвӗсене тӑватӑ тома пуҫтарса хатӗрленӗ май ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗ мӗн тери тертлӗ пулни куҫ умне уҫҫӑн тухса тӑрать (халиччен 3 томӗ тухнӑ). Чи малтан кунта пултарулӑх уйрӑмлӑхӗ (йывӑрпа ҫырӑнни) пирки калас пулать. Анчах идеологи сӗрӗмӗпе минренӗ хаяр критиксем «тӳпине» те манса хӑварас марччӗ. Вӗсем Уяр повӗҫӗсемпе калавӗсене силлесе шакканӑ хыҫҫӑн «тӑнкӗртӳ кампанийӗсем» кӗрленӗ, ун хыҫҫӑн «ҫынсем пек ҫырма вӗренеймен» ӑстана хаҫат-журнал, издательство редакцийӗсенче хӑраса кӗтсе илнӗ, ытла та асӑрхануллӑ редакторсемпе унӑн тавлашӑва кӗме тивнӗ, «лайӑх тӳрлетнӗ» алҫырусене вӑл пӗрре мар каялла илсе таврӑннӑ. Уярӑн литературӑри кун-ҫулӗ пӗлӗтлӗ анчах мар, йӗпе-сапаллӑ пулнӑ теме те пулать, ҫакна ҫырнисен пуххин хуплашки ҫинче кӑтартса хӑварни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнчӗ.

«Уяра хӗстерни пирки халь ӳстерсе калаҫаҫҫӗ, – терӗ мана пӗррехинче тем те пӗлекен пӗр паллӑ прозаик, хӑй вӑхӑтӗнче парти шкулӗ пӗтернӗскер. – Пур-и ун тухмасӑр юлнӑ пӗр алҫыру? Унне пурне те пичетленӗ».

…Пӗр 5-6 ҫул каялла Чӑваш кӗнеке издательствин складӗнчен пӑрахӑҫланӑ алҫырусен купи айӗнчен кӗрен хуплашкаллӑ самай хулӑн папка тупса таврӑнтӑм. Ун хуплашки ҫине штамп лартса хӑҫан килсе панине палӑртнӑ – 1996 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗ; 15,0 пичет листи, 54-мӗш номерпе шута илнӗ. Кӗнеке ятне авторӗ тӳрех тупайман курӑнать: «Пичетлеме чарнӑ» тенине туртса хурса «Репрессиленӗ калавсем» тесе тӳрлетнӗ. «Заявки пур» тесе палӑртнӑ хуплашка ҫине. Автор уйрӑм хут ҫине ҫырса ҫӗнӗ вариантсем сӗннӗ: «Айӑпа лекнӗ калавсем», «Репрессине лекнӗ калавсем», «Репресси ҫулӗсенче айӑпланнӑ калавсем»… Тата «Кун ҫути кӑтартман калавсем», «Пичетлеме чарнӑ калавсем тесе хитре почеркпа ҫырса хуни те пур. Ку – редактор алли пулас, вӑл та кӗнеке ятне шыраса аппаланнӑ иккен.

Кӗнекене мӗн хыҫҫӑн мӗн лартмаллине автор хӑй аллипе ҫапларах кӑтартса панӑ:

Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ.

Пӗр кӗнеке шӑпи ҫинчен.

Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ.

«Сынсем пек ҫырма вӗренеймерӗм».

Телейлӗ Палюк.

«Ӑҫта эс, тинӗс?» калав историйӗ.

Калавӗ хӑй.

Ӑҫта ҫитсе тухрӑмӑр эпӗр?

Чӑвашсене – вуласа тухма, шухӑшлама.

Ним пытармасӑр каласан.

П. Хусанкай кӗнеке вулать.

Иртнипе пуласси.

Шупашкарта пичетленнӗ А.С. Пушкин кӗнеки

Хура кушак.

Темшӗн-ҫке, «Тупмаллинче» «Кӗрхи ҫумӑр» повӗҫ, «Пӗр ачан пурнӑҫӗпе вилӗмӗ» калав, «Кӗрхи сӑнсем», «Тусӑмӑр ҫинчен» статьясем ҫук, унта палӑртнӑ «Хура кушак» (те калав ӗнтӗ вӑл?) таҫта ҫухалса юлнӑ. Статьясемпе асаилӳсенчен хӑшне-пӗрне автор «Ялав» журнала парса пӑхнӑ, ҫакна Аристарх Дмитриев (тӗп редактор ҫумӗ) тата Юрий Семенов (тӗп редактор) алӑ пусса паллӑ тунинчен пӗлме пулать. Каярахпа вӗсене «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар) пичетлесе кӑларнӑ.

Куратпӑр ӗнтӗ, тупӑннӑ папкӑра пичетленнӗ калавсем чылай. Публицистика япалисем хушшинче халиччен тухманнисем те пулма пултарассӑн туйӑнчӗ. Кӗнекене автор «ҫӗнетӳ тапхӑрӗпе» ҫунатланса хатӗрлени сисӗнет, кашни япалинех чунпа-юнпа ҫырнӑ, кашниншӗнех сӑмах тивнӗ, хӑш-хӑш кӗнекипе калавне сутма кӑларсан каялла пуҫтарса илнӗ. Ман хамӑн та пур ун пек шӑпаллӑ «Писательпе паллашни» кӗнеке (1972), ӑна студент ҫулӗсенченпех упратӑп. Титул ҫине нумай ҫул иртсен авторӗ ҫапла ҫапла ҫырса пачӗ: «Ҫак сайра тӗл пулакан кӗнеке хуҫине Валерий Николаевича сума суса, тав туса. Хв. Уяр. 28.- IV. – 94». Ҫав кун Хӗветӗр пиччепе Етӗрне районӗнчи Урапакасси ялне Алексей Медведев ҫыравҫӑ патне хӑнана кайса килнӗччӗ.

«Мӗншӗн Хӗветӗр Уярӑн ҫак кӗнекине пичете паман?» – ыйтрӑм эпӗ алҫыру шӑпине пӗлес тесе издательствӑра чылай ҫул тӗп редакторта ӗҫленӗ П.Е. Дмитриев-Эйзинран. Йӑлтах маннӑ иккен иккен мӗн пулни-иртнине Петр Егорович.

Аванах ас тӑватпӑр, «ҫӗнетӳ» хӗвелӗ ансах ҫитнӗччӗ. Ман шутпала, «Уярсен вӑхӑчӗ иртет иккен-ха, каллех йӗпе-сапаллӑ тапхӑр килсен мӗн калӑпӑр», – тесе асӑннӑ кӗнекене «вырӑн ҫитменнипе» плана кӗртмен.

Пӗлтӗр ҫак папкӑри «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав историйӗ» асаилӗве «Тӑван Атӑл» тата «Халӑх шкулӗ» журналсене сӗнсе пӑхнӑччӗ. «Пирӗн кун пекки каймасть», – тесе хытӑ тарӑхса каялла персе панӑччӗ ӑна. Буддӑсем пек пуҫӗсене каҫӑртса ларакан главный редакторсене ӳкӗте кӗртме хамӑн вӑй ҫитменнипе Юрий Артемьев профессора та хутшӑнтарса пӑхнӑччӗ ҫак ӗҫе, усси пулмарӗ. Кайран ку асаилӗве «Чӑваш халах сайчӗ» пичетлерӗ (4 пин ытла ҫын пӑхнӑ). Кӑҫал вара ӑна сайтран илсе «Тӑван Атӑл» журналта чип-чипер кӑларчӗҫ (5-мӗш номер, 43 – 54 стр.).

Чӑваш наци библиотекинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ папкӑри «Иртнипе пуласси» статья тата «Ним пытармасӑр каласан» уҫӑ ҫыру ниҫта та пичетленмен. Вӗсенчен пӗрне «Чӑваш халӑх сайтне» сӗнсе пӑхасшӑн.

«Иртнипе пуласси» статьяна автор икӗ тапхӑрта ҫырни паллӑ (вӗҫӗ, юлашки страници, таҫта ӳксе юлнӑ пек туйӑнать). Пӗрремӗш пайне хӑҫан ҫырни паллӑ мар, иккӗмӗш пайне вара 1969 ҫулта ҫырнӑ тесе кӑтартса хӑварнӑ. Статьяна издательствӑпа журналсен редакцийӗсем мӗншӗн сивленине ӑнланса илме йывӑр мар: унта тӗне кӗмен чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки самах пырать. Ун чухне питӗ «юраман» тема пулнӑ ку. Ӑна мӗнле уҫса панине идеологи ертӳҫисем анчах мар, Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх комитечӗ пӑхса тӑнӑ. Ҫавна пулах «язычниксем» пирки историксем революцичченхи авторсене кӑш-кашт асӑнса иртнипех ҫырлахнӑ. Ман шутпала, ҫакна пулах Хветӗр Уяр тӗне кӗмен чӑвашсен пурнӑҫне ытларах чухне хурласа ҫырать.

Валерий Алексин.

 

Хӗветӗр Уяр. Иртнипе пуласси

I

Те тӑшман вӑл ҫав этем - ӑнланма ҫук. Ячӗ те тутарла ун - Идрис. Хӑй чӑваш. Ахаль чӑваш ҫеҫ те мар тата - «чӑн чӑваш». Тӗне кӗменни! Икҫӗр ҫула яхӑн ҫӑкӑр унанӑ пек унасан та тӗне кӗмесӗр юлма хал ҫитернӗ ҫын ачи. Хӑй тахҫанах ача ашшӗ ӗнтӗ, ватлӑхӗ те инҫе мар. Ячӗ пирки калас пулсан, сӑмах нумай. «Ӑна вӗсем патша чиновникӗсемпе пупсем хӑпчӑр тесе ҫапла хунӑ», - терӗ мана пӗр юлташ. Лешсем хӗсӗрле пуҫласан эпир мӑсӑльмансем тенӗ-мӗн те – ӗҫ те пӗтнӗ. Хӑйсем ҫаплах киремете пуҫҫапнӑ-ха, аслӑ ырра парне панӑ, кил-тӗш пӑтти пӗҫернӗ.

Идриса эпӗ яла пырсан виҫҫӗмӗш кунне асӑрхарӑм. Лутра вӑл, чирлӗ сӑнлӑ. Хырӑмне сулахай аллипе тытса, ушкӑна пырса ларать те ҫынсем ҫине кӗтевлӗн, ӑшпиллӗн пӑхать, кӗхӗм-кӗххӗм! ӳсӗрет.

Тепӗр ҫӗрте сӑмах-юмах тапранчӗ - унта та Идрис Искакович Ильдиаров курӑнса кайрӗ. Питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерсе ҫынсем патне майӗпен ҫывхарчӗ вӑл, итлекелесе тӑчӗ. Аллипе хырӑмне тытнӑ хӑй. Сурчӑкне те темшӗн аран-аран ҫеҫ, мӑйне хур пек тӑсса кӑна ҫӑтать. Куҫӗнче хӑйӗн пурнӑҫ хӗлхемӗ тӗлкӗшсе ҫунать.

- Мӗн пулнӑ ӑна? - ыйтрӑм эп, Идрис кайсан.

- Рак, - терӗҫ мана кӗскен.

- Рак?!

- Рак. Йӗпе пырӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Апат ҫӑтаймасть. Ӑна халь тӳрех хырӑмӗнчен тӑрантараҫҫӗ.

Унпа ҫынсем ҫине тӗмсӗлсе пӑхать-ҫке вӑл! Мӗнле те пулин тӗлӗнтермӗш япала чир танатинчен хӑтармӗ-ши тет ӗнтӗ, мӗскӗн. Ку хӑрушӑ инкек тӗлӗкре те курӑнмарӗ-ши тесе, тен, ыйхӑ тӗлӗшпе пырне тыта-тыта пӑхать пуль. Лешӗ иртме мар, йывӑрлансах пырать ав.

Тепре курсан, Идрис мана хӑй ҫапла каларӗ:

- Больницӑра пӗрле выртнӑ ачана пытарнӑ. Унӑн та манни пек чирччӗ.

Идрис хӑйне ӑҫта пытармаллине кӑтартса хунӑ-мӗн. Ҫакӑнта анне ҫывӑхне вырттарӑр тенӗ.

Тепӗр уйӑхран Идрис яла та тухса ҫӳрейми пулнӑччӗ. Хӑй ҫапах шанма пӑрахманччӗ-ха?

- Тухтӑртан ыратнине чармалли укол тума ыйтрӑм та - килӗшмест. Укол тутарма хӑнӑхса кайӑн та сывалсан чарӑнаймӑн. Усала вӗренесси часах, - тенӗ пулать, тарӑхмасть, савӑнса каласа парать.

Приговор ҫырнӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тенешкел, халь тин ним те тӑваймӑн ҫав. Нумаях та пулмасть-ха кам та пулин пурӑнассипе вилесси Идрисран хӑйӗнчен килнӗ. Калама ҫук чӑрсӑр, пуҫтах, чарусӑр пулнӑ вӑл. Вӑйне ниҫта кайса чикейменнипе шартлама сивӗ хӗл кунӗнче юр ҫине ҫаппа-ҫарамас выртса кустӑрма пек кусса ҫӳренӗ, ҫӗрле урам варрине сике-сике тухса арҫурилле кӑшкӑрнӑ.

- У-у-у! Ы-ы! Уа-а!.. Ай-яй-яй! И-ха-ха! Мяу! Ме-а!

- Тур ҫырлахтӑрах, каллех Идрис кашкӑрсене йыхӑрать, выльӑхсене тухса астӑвас, - тенӗ шарт сиксе тӑрса ларнӑ ватӑсем.

Пуҫхӗрлӗ ҫӳресси ҫеҫ юлнӑ Идрисӑн. Ашкӑннӑ вӑл. Эрех ӗҫнӗ. Никама ним вырӑнне хуман. Пурнӑҫ пирки шухӑшламан. Ма пуҫа усӑсӑр ватмалла, йӑлтах хӑй ӑссӗн пулса пырать пулсан. Килте ун пиҫнӗ-хуҫнӑ, ӗҫре ӑна пурте куҫран пӑхаҫҫӗ. Ялта ун пеккинчен никам тӗлӗнмест. Ҫемйи сывӑ ун, хӑй туртсан тимӗр татмалла. Ӗҫӗ килӗшнӗ ӑна - шофер вӑл. Ялӑн тепӗр вӗҫне мар, карта хыҫне те машинӑпа ӗрӗхтерсе кайса килнӗ. Укҫаран татӑлман. Вутӑ кирлӗ сана (вӑрман ҫукран кунти ҫынсене хир енчисем теҫҫӗ), укҫа пулсан, мӗнле вутӑ кирлине ҫеҫ кала, хӑть те тупӑлха вутти пултӑр, ҫӗр айӗнчен чавса кӑларать те - тупса килсе парать-паратех. Ӑҫтан вӑрласа килет вӑл. Таҫтан.

Уҫҫа ятлӑ йӗкӗте вӑл ҫапла вӗлернӗ. Идрис шофер терӗмӗр. Ҫамрӑк Уҫҫа ун машини ҫинче грузчикра ӗҫленӗ. Пӗррехинче хулара вӗсем патне «шабашкӑран» таврӑнакан кӳршӗ ял ҫынни пырса тӑнӑ.

- Киле лартса каймастӑр-и?

- Ыйтса тӑрать тата! Лар хӑпарса!

Унччен те хӗрӗнкӗскер, ӗнтӗ киле ҫитнӗпе пӗрех тесе, «шабашник» тата ӗҫнӗ. Унтан тата. Тата. Идриспа Уҫҫана та ӗҫтернӗ. Юлашкинчен тӳнсех кайнӑ.

Тытса пӑхать Идрис ун кӗсйине - туллиех укҫа лекет. Шутлаҫҫӗ те - икӗ пин тенкӗ ытла.

Малтан вунӑ тенкӗ ҫеҫ илеҫҫӗ-ха вӗсем. Пӗрре ӗҫмелӗх. «Лартса килнӗшӗн». Унтан ҫирӗм...

Тата темиҫе ҫамрӑк пырса хутшӑнать.

Ӗҫсен-ӗҫсен, юлашки укҫине те «ахаль» хӑварас килмест вӗсен. Пайлаҫҫӗ пӗр-пӗрин хушшинче. Идриса - «аслине» - ытларах параҫҫӗ, ыттисене - хӑюлӑхне кура. Укҫа хуҫине ҫӗре илсе пӑрахаҫҫӗ. Иртен-ҫӳренсем ҫаратса кайнӑ пек пултӑр тесе. Идрис ун кӗсйине тавӑрса хӑварма та манмасть. Сӑмах халӑх хушшине тухасран хӑрамаҫҫӗ. Халӑх хушшине тухсан та, ялтан тухмасть кунта сӑмах. Пӗр-пӗрне хӳтӗлеме пӗлеҫҫӗ ку ялти ҫынсем.

Шӑп килӗсене саланмалла тенӗ чух кӗтмен харкашу тапранса каять. Пӑлхав пуҫлать Уҫҫа. Хӑйӗн тӳпине вӑл сӗтел ҫине кӑларса вӑркӑнтарать: кирлӗ мар мана вӑрланӑ укҫа! Килӗшеҫҫӗ унпа. Юрать, теҫҫӗ. Тархасшӑн. Вӑл укҫана та вӑр-вар ҫеҫ пайласа яраҫҫӗ. Каламасӑрах паллӑ пулсан та, сых ятне асӑрхаттаран пекки тӑваҫҫӗ.

- Эсӗ никама та шарламастӑн, паллах.

Совет шкулӗнче вӗреннӗ, совет ҫарӗнче пулнӑ ҫамрӑк ним хӑрамасӑр хуравлать:

- Укҫине пӗр пус юлмиччен пуҫтарса каялла ҫын кӗсйине чиксе хумасан, ыранах милицине пӗлтеретӗп, - тет.

Вӑйлӑ Идрис ӑна пӗрре ҫапнипех ҫӗре ыткӑнтарса ярать.

- Ну, мӗнле, халӗ те калатни-ха?

- Ҫитсенех... телефонпа... пӗлтереп, - тет Уҫҫа, ҫӗртен аран тӑрса.

Тепре ҫапса ӳкереҫҫӗ ӑна. Тапаҫҫӗ, чышаҫҫӗ.

- Халӗ мӗнле? - тет урса кайнӑ Идрис.

- Пурпӗр... алап (калап), - хӑйӗннех перет чӗп-чӗрӗ юн пулнӑ Уҫҫа.

...Ку инкекӗн вӗҫӗ ҫакӑн пек. Хӗненӗ ҫӗртех вилсе кайнӑ Уҫҫана Идрис машина кабинине лартать те ҫав тери хытӑ пынӑ ҫӗртен ял варрине вӑркӑнтарса хӑварать. Уҫҫа мӗнле вилнине пурте пӗлеҫҫӗ, пӗлменнисем - туяҫҫӗ пулсан та, ют ял ҫыннисемшӗн вӑл машина ҫинчен тухса ӳксе вилнӗ пулать. Ваттисен сӑмахӗ кунта ҫавӑн пек: вилни - вилнӗ, пирӗн чӗррисемпе пурӑнмалла.

Уҫҫана пытарма Идрис та пырать. Уҫҫан ҫамрӑк арӑмӗпе, пӗчӗк хӗрачипе пӗрле вӑл та татӑлсах йӗрет. Анчах темшӗн йӗрет-ҫке - те хӑйне айӑпласран хӑранипе, те ӳкӗннипе...

Ҫук, айӑпламаҫҫӗ ӑна. Тивмеҫҫӗ.

Ял ӳчӗ ҫинчи ҫак вӗри суран паян кунчченех уҫҫӑн тӗлкӗшсе тӑрать. Тепӗр тесен, вӑл кӑна-и унта...

Ҫапла, тӗлӗнмеҫҫӗ ку ялта Идрис пеккинчен. Кирек мӗн пултӑр та, сасси-хури часах йӑмтӑр теҫҫӗ. Ютта кӑларма юрамасть - "ваттисем хушман". Алӑ хуҫӑлсан, алса ӑшне чикнӗ, пуҫ ҫурӑлсан, ҫӗлӗк ӑшне. Ҫынни ытла тарӑхтарса ҫитерсен ҫеҫ ӑна ушкӑнпа тытса вӗтнӗ. Е ялтан кӑларса янӑ. Ку чи йывӑр айӑплав пулнӑ. Тӳре-шарана пӗлтермен. Нихҫан та. Ним пулсан та. Тӳре-шарапа пӗр хутчен ҫеҫ калаҫнӑ вӗсем яла мӗн те пулин илме, мӗн те пулин тӑпӑлтарма килсен. Ытти чухне ял-йыш вӗсене «асӑрхаман», ҫук пекех шутланӑ.

Кам та пулин нушана кӗрсе ӳксен, ӑна халӑхпа пулӑшнӑ - ниме тунӑ, укҫа е тырӑ пуҫтарса панӑ (паллах, пуринчен ытла хӑй пеккисем), вӑрӑпа тытӑнсан, йышпа пуҫтарӑнса ҫӑлӑнмалли май шыранӑ. Кашни этем ял халӑхӗшӗн ответлӑ пулнӑ, ял халӑхӗ кашни уйрӑм ҫыншӑн ответ тытнӑ.

Пурнӑҫ ҫапла вӗрентнӗ вӗсене. Пӗрне-пӗри хӳтӗленипе ҫеҫ вӗсем пуҫӗпех пӗтмен. Хӑйсен йӑли-йӗркисене, чӗлхине, культурине сыхласа хӑварма пултарнӑ. Сахал-и ку? Уншӑн вара, тӑшманӗнчен хӳтӗленсе, пуҫне ҫунатти айне чикекен страус евӗр пулнине те, ытти хӑш-пӗр айӑпсене те каҫарма юрать, тесе ҫыртӑм та эпӗ шухӑша кайрӑм. Юрать-и каҫарма? Ҫынна вӗлернине, сӑмахран. Е вӑрӑ тунине. Ӗлӗк, тен, юранӑ та пуль, халӗ, пирӗн саманара, юрамасть!

Ку ял мӗн Октябрь революцичченех тӗне кӗмесӗр тытӑнса тӑма пултарнӑ сайра чӑваш ялӗсенчен пӗри. Ячӗ те ун хӑйне майлӑ - Тӑванкасси. Пысӑк, пуян ял. Темиҫе урам... Шоссерен пӗр ҫухрӑмра курӑнса ларать. Юнашарах тата темиҫе чӑваш ялӗ - Ҫӗн Пукаш, Кив Пукаш, Мӑрсиел...

1871 ҫулта пуҫласа Тӑванкассине пырса курни чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлева - ун чухне Хусан университечӗн студентне - Колумб Америкӑна уҫнинчен те кая мар тӗлӗнтерсе янӑ: «Сделал важное открытие, которое, как я полагаю, немногим менее удивило и поразило меня, чем открытие Америки Колумбом», - тенӗ И.Я. Яковлев. Малалла вӑл ҫапла ҫырса кайнӑ*: "Я открыл (впрочем, не излишне наперед вас предупредить, что открытие это скорее было, так сказать, субъективное, открытие собственно по отношению ко мне), - я открыл, говорю, целую деревню, числом до 400 душ, где от мала до велика отпали от христианства** и присоединились к магометанству*** Деревня эта... населена чисто чувашами и находится на весьма важном пункте... Отсюда происходит вся пропаганда и антихристианское влияние на другие чувашские местности двух уездов. Чуваши здесь весьма богаты, многие в этой деревне имеют по нескольку тысяч. Чуваши Туванкасов, крещенные насильственно в 1851 году по распоряжению тогдашнего удельного управляющего Глинки, сделались в настоящее время отъявленными врагами христианства. Спустя несколько лет после крещения они, прежде мирные, мало-помалу переменили свой национальный костюм на татарский и на головы надели чаплашки. Местное духовенство отступилось от них совершенно и игнорирует их отпадение, - поэтому, я думаю, что даже архиерей едва ли знает об этом факте. Впрочем, что они в состоянии сделать. Священник не имеет права в этой деревне показаться. Я был в гостях у одного богатого чувашенина****, который считается нововодом в деле отпадения. Он принял меня сначала весьма радушно, но потом, когда разговор коснулся религии, беседа наша сделалась натянутою, и я поспешил удалиться. Под конец чувашенин принял меня за подосланного чиновника, только их приводило в сильное недоумение то, что я хорошо говорю по-чувашски".

Ку - ҫӗр ҫул ӗлӗкхи Тӑванкасси. Халӗ мӗнле-ши вӑл.

Э, чимӗр-ха. Тӑванкассинче И.Я. Яковлев мӗнрен тӗлӗнсе хытнине пӗлтӗр-и эсир? Ҫук, ҫырман вӑл ун пирки. Халапҫӑсен пулать ун пекки час-час. Ахлатаҫҫ вӗсем, хӑлаҫланаҫҫӗ, анчах итлесе ларакан нӳ те тумасть, курмасть тӗлӗнмеллине. Хӑй мӗнрен тӗлӗннине каласа, кӑтартса параймасть халапҫӑ. Тепӗр чухне тӗлӗнмелли ҫукран та килет пуль вӑл. Анчах Иван Яковлевичӑн пулнӑ, пулнӑ каласа памалли. Вӑл чӑнах та тӗлӗнсе хытса тӑнӑ, сисӗнет ҫакӑ. Кӗске ҫырура вырӑн ҫитмен пулас. Ҫыру тӗллевӗ те урӑх пулнӑ ун.

Эп пӗлекен ытти ялсенчен нумай енӗпе уйрӑм Тӑванкасси. Пӗр пекки ҫинчен каламастпӑр - паллӑ вӑл. Пӗтӗм ҫӗрти пекех, кунта та колхоз. (Чӑн, кӑштах каярах юлса чӑмӑртаннӑ, ҫапах - чӑмӑртаннӑ, ҫирӗпленсе ҫитнӗ). Машинӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Электричество пур. Радио. Телевидени. Телефон...

Ытти енчен ялсен, ҫынсен ячӗсенчен пуҫласа йӑла-йӗркесем таранчченех урӑхла кунта. Урӑх тӗнче. Хӑйсен ял пуҫӗсем, хӑйсен саккунӗсем пулнӑ вӗсен. Пуҫлӑхӗсем, «патшисем» халь ҫук. Анчах йӑлисем, хут ҫине ҫырӑнман саккунӗсем тӑрса юлнӑ. Хӑш-пӗр йӑлисем тепӗр чухне йӑларан та ҫирӗпрех-и тен...

Кунти ҫынсен хӑйсен паттӑрӗсем, хӑйсен тӑшманӗсем пулнӑ. Юман ятлӑ ҫын ҫинчен, сӑмахран, ватти-ветти те пӗлет. Халӑха ирӗксӗрлесе тӗне кӳртме пынӑ пупа вӑл шывлӑ стайкка (шетник) тӑхӑнтарса янӑ, тет. Патихан карчӑк та хӑюлӑхӗпе арҫынсенчен ирттеретчӗ теҫҫӗ.

Ку ялта пӑртак пурӑнсан, эпӗ чӑваш ячӗ историре мӗншӗн хут ҫине час ҫырӑнса юлманнине ӑнлана пуҫларӑм. Ача ҫуралать-и кунта, вилет-и - тӗнчери халӑх шутне ӳстермен те вӑл, чакарман та. Ҫыртарман ӑна хут ҫине. Пӗр енчен, «чаплах мар» пулнӑ чӑваш ячӗ. Саккунпа килӗшсе тӑман ят. Тепӗр енчен, чӑвашӗсем хӑйсем те тӳре-шарасене «асӑрхасшӑн» пулман. Эсир - хӑвӑр, эпир - хамӑр, тенӗ майлӑ пурӑннӑ. Ку вӑл сӳрӗк хирӗҫӳ пулнӑ.

Ятсем тӗне кӗмен чӑвашсен темиҫе пин - кирек хӑшне суйласа ил. Пур ашшӗ-амӑшсем пекех, Тӑванкассисем те хӑйсен ачисене «хитре» ятсем пама тӑрӑшнӑ. Пӗр сӑвӑҫӑн амӑшӗ, сӑмахран, Шеркун ятлӑ пулнӑ. Виҫпӳрте вӑл Тӑванкассинчен качча пынӑ. Унӑн аппӑшӗ те, сӑвӑҫӑн мӑнаккӑшӗ, ҫав майлах - Шеверпи ятлӑ пулнӑ. Ӗнчӗпексем кунта ик-виҫҫӗн - хӗрсем, арӑмсем. Кӗмӗшпе Сӗверхине пӗрер ҫеҫ.

Акӑ арҫын ячӗсем - Сарука, Мӑрси, Элентюк, Имет, Велюш, Лискав... (Вунӑ ҫынтан пӗри мар пулсан та, нумай кунта Лискавсем, - вырӑссем хушшинчи Ивансем пекех. Григорий Григорьевич Лисков композитор хушамачӗ те ҫав ятран пулнӑ. Ялти тӗп ячӗ ун - Хемит.

Ят хума ҫӑмӑл пулнӑ. Килӗшнӗ ята туп та тӑванусене пӗлтер, ӗҫкӗ ӗҫ - ял ҫине кайрӗ те. Анчах ӳссен хут тутарасси темрен те йывӑр пулнӑ.

- Эсӗ кам? - тӑрахланӑ йӗкӗтрен кантуртисем. Яланхи пек «шӳт» пуҫланасса кӗтсе вӗсем малтанах шӑлӗсене йӗрсе ларнӑ.

Ҫамрӑк хӑйӗн ятне каланӑ.

- Эптюш, плхарути. Ӗҫлеме кайма хут кирлӗ.

- Эсӗ кам теҫҫӗ сана. Кам эсӗ?

- Ну, ӗнтӗ ара... Этем ӗнтӗ, хӑвӑр куратӑр.

- Этем. Нимле этем те мар эс, мӗлке кӑна. Суя кӗлетке. Катемпи! Этемсене пурне те хут ҫине ҫырнӑ. Вӗсем ӑҫта ҫурални, миҫери, ашшӗ-амӑш кам иккенни паллӑ. Санӑн нимӗн те ҫук. Пфу кӑна эс. Сывлӑш! Вӗрсе кӑларнӑ та вӗҫсе кайнӑ. Ҫук эсӗ тӗнчере! Сана ҫак самантра ҫапса пӑрахсан та ним пулмасть.

Сурӑх е укҫа парсан ҫеҫ чӑваша «ҫын шутне» кӗртнӗ: хут ҫине ҫырса хунӑ. Анчах хӑйӗн ячӗпе мар, тӗне кӗнӗ ятпа: Ильмук вырӑнне пӗр-пӗр Илле е Иван, Яшмул вырӑнне Якку. Манпа халь пӗве хӗрринче калаҫса ларакан урасӑр Ухливанов Пиппав та паспорт тӑрӑх Петр Леонтьевич шутланать. Хушамачӗ ҫеҫ ун улшӑнман. Уншӑн та пулин тавтапуҫ тет кӑмӑллӑ Пиппав Ликович.

Совет ҫулӗсенче Тӑванкасси ҫыннисен паспорт илес тесен медицина комиссине кӗме тивнӗ. Салтака илнӗ чух та ҫын миҫерине ҫапла пӗлнӗ.

Такам та йӑнӑшма пултарать. Тухтӑрсем те йӑнӑшкаланӑ: шӑллӗ пиччӗшӗнчен маларах салтака ӑсаннӑ* теприсем салтака кайма вӑхӑт иртиччен те "ҫитӗнсе ҫитеймен"...

Тӗне кӗмен чӑвашсем... (Ку пуплеве икӗ тӗрлӗ ӑнланма пулать: тӗне кӗмесӗр юлнӑ чӑвашсем тесе те, чӑвашсем тӗне кӗме килӗшмен тесе те. Апла та, капла та тӗрӗс. Хальхинче сӑмах тӗне кӗмесӗр юлнисем пирки пырать).

Халӑхсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни, тӗрлӗ турра пуҫҫапни, тӗрлӗрен шухӑшлани патша тытӑмӗшӗн карланкӑ патӗнчи ҫӗҫӗрен те хӑрушрах туйӑннӑ. Патша йыттисен ӗмӗчӗ ҫапла пулнӑ: пурин те пӗр чӗлхепе калаҫмалла - вырӑсла, пӗр евӗрлӗ шухӑшламалла - православи хушнӑ пек, пуҫа пӗксе ҫӳремелле. Акӑ лайӑх ҫын: ӗҫлетӗр вӑл, анчах ан шухӑшлатӑр. Шухӑшласси, тур хӑтартӑр та, мӗн те пулин сӳтсе явасси - ятарласа хушнӑ е уйӑрса лартнӑ ҫынсен ӗҫӗ. Ытах, шухӑшлама та юрӗ, чарӑнаймастех пулсан, атя, урлӑ-пирлӗ шухӑшласа пӑхтӑр, анчах хуллен, хӑй ӑшӗнче, ҫын илтмелле мар. Паллах, тӳлеккӗн калаҫма та юрать, анчах тӳре-шарасем ӑнланмалла - вырӑсла.

Тӗне кӗртес, халӑхри хирӗҫӳ туйӑмне пӗтерес, антарса хурас тесе мӗнле кӑна асаплантарман пуль чӑвашсене! Штраф ҫине штраф хунӑ - выльӑх мурӗ пуҫланнӑшӑн, ҫын пӳкле вилӗмпе вилнӗшӗн, каланине вӑхӑтра итлеменшӗн, киремете парне кӳнӗшӗн... темшӗн те, темшӗн те. Суха тӑвакана лашисене тӑварттарса лава янӑ. Тӗне кӗнӗ кӳршӗ ялсен куланайне, туймаккине, чиркӳ укҫине вӗсем ҫине хурса юлашки тырӑ пӗрчи юлмиччен шӑлса кайнӑ, пур-ҫук выльӑхне туртса илнӗ, кӳршӗ ялсемпе вӑрҫтарнӑ. Упшур командисем пырса, киремет йывӑҫӗсене касса пӗтернӗ, чӳк тумалли вырӑнсене вараланӑ. Хӑюллӑ ҫынсене Ҫӗпӗре тыта-тыта ӑсатнӑ...

Акӑ 1749 ҫулхи пӗр документра мӗн каланӑ: «Многие обыватели от двойного платежа, во-первых, - настоящих подушных денег, рекрутских и складных денег, а потом - второго расположения за новокрещен подушного сбора, которого забирается с них малым менее того положенного настоящего (основного) в год подушного оклада, а паче от платежа за тех, всех старых от взяться Казани и новых новокрещен рекрут - пришли в самую крайнюю скудость и разорение, ибо вышеозначенный двойной платеж за себя и за новокрещен подушных денег и рекрут и в рекрутские складки складных денег едва не все те обыватели, отстающие в неверии, все свое имение, скот и хлеб, токмо наличный, заготовленный себе впредь на пропитание, но и многие же и в земле посеянной уже продали* многие ж, распродав хоромное строение, домов своих лишились и за взятием взаем денег пошли многие ратных чинов к людям в работы, а другие детей своих заложили. К тому и ныне рогатый скот едва не весь выпал и за тем осталось скота в редких деревнях по малому числу и от такого великого изнеможения некоторые разбежались и пропали безвестно, и из тех иноверцев, пришедших в крайнее изнеможение и скудость, также многие иноверцы из написанных по нынешней ревизии померли»...*****

Яланах пӗр юрӑ илтӗннӗ: «Юлашкисем те вилсе пӗтиччен парӑнӑр, христиан тӗнне йышӑнӑр, хӑвӑрӑн пурнӑҫ йӗркине, уявӑрсене, чӗлхӗре манӑр, вара сире сӑвап пулӗ, пӗр-ик ҫул хушши куланай илмӗпӗр, ҫиелтен укҫа та парӑпӑр».

Слонпа кӑткӑ «кӗрешни» пулнӑ вӑл. Вӑйли вӑйсӑррине пусмӑрлани. Патша тытӑмӗ - слон, тӗне кӗменни - пӗчӗкҫӗ кӑткӑ.

Кам ҫӗнтересси, таптаса лапчӑтса каясси куҫкӗретӗнех курӑнсан та, харсӑр кӑткӑ парӑнман. Тӑванкасси ҫыннисем тӗне кӗме килӗшмен, хӑйсен йӑли-йӗркисене те пӑрахӑҫламан, чӗлхине те манман. «Эпир атте-аннене хисеплетпӗр, ҫавӑнпа вӗсем вӗрентнӗ чӗлхене те, вӗсем панӑ ятсене те манмастпӑр», – тенӗ. Пысӑк инкек пӗчӗк инкекрен, пысӑк ултав пӗчӗк ултавран пуҫланать. Паян ҫын хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне хисеплеми пултӑр, вӗсен ячӗсене улӑштартӑр, унтан тӑван тавралӑхне, тӑван халӑхне, унӑн чӗлхине тиркеме тытӑнтӑр. Малашне мӗн пулӗ ун пек ҫынран.

Хӑйсен ятне ҫухатас марччӗ, хӑйсем тӗллӗн пурӑнасчӗ тесе, тем те хӑтланнӑ кунти чӑвашсем. Кӗрешнӗ. Кантуртисене, ҫӑткӑн пупсене ялтан хӳтере-хӳтере кӑларса янӑ. Тӑванкасси ҫыннисен тӑхӑмӗсем ӗлӗк Пугачев ҫарне те хутшӑннӑ пулас. Сехре хӑпартмӑш хура юпана революциччен Тӑванкасси хапхи умне ахальтен лартман пуль ӗнтӗ. Астӑвӑр, кунта вӑрӑ-хурахсем пурӑнаҫҫӗ, тенине пӗлтернӗ вӑл. (Ун чухне пӑлхавҫӑсене ҫапла каланӑ).

Анчах чул тӑва ҫамкапа ҫапса ишме ҫук. Пурӑнасси вилессинчен йывӑр пулсан та, камӑн та пулин ачасене пӑхса ҫитӗнтерсе вӗсене халӑхӑн чунне, ун культурине памалла пулнӑ. Сӑмахран, тӗррине. Каярахпа пӗтӗм культурӑллӑ тӗнчене тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ вилӗмсӗр пуянлӑха. (Чӑваш тӗрри пирки пӗр вырӑс писателӗ ҫапла ҫырнӑ: «Это - огненно-южные узоры, похожие на древние орнаменты, бессмертные, известные во всем мире чувашские вышивки «терэ», которые, подобно произведениям египетских мастеров, рассчитаны на то, чтобы прожить века».

Тата чӑвашсен вӑййи-юррине илӗр. Ӑна килес ӑрусем валли усрамалла мар-и? «Чӑвашсен юрри те, вӑййи те тӗлӗнмелле илемлӗ-мӗн, ун пеккине эпӗ тӗнче тавра темиҫе хут ҫаврӑнса та урӑх ниҫта та илтмен те, курман та. Ну, ӗнтӗ сцена ҫинче, балетра, оперӑра куркаланӑ. Анчах ку балет та, опера та мар-ҫке, ку вӑл чӑн пурнӑҫ»Ӗ – тесе ҫырнӑ иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче чӑвашсен ҫывӑхӗнче пурӑнакан Н.Г. Гарин-Михайловский писатель.

Пирӗн юмах-халап тата. Чӗнтӗрсем. Халӑхӑн ыр кӑмӑлӗ, ӗҫченлӗхӗ, кӳршӗ халӑхсемпе туслӑ пурӑнма тӑрӑшни... Э, темӗн те пулнӑ пирӗн пулас ӑрусем валли упрамалли. Ҫавӑнпа урнӑ упана хирӗҫ ҫара алӑпа хӑлаҫланнипе ҫеҫ юраман ҫав. Вӑхӑт-вӑхӑт чееленме, ухмаха пеме, пуҫа чиксе ҫӳреме те тивнӗ. Ютта тухнӑ чух чӑваш ҫынни тӗрӗллӗ кӗпи-тумтирне тӑхӑнман. Вӑййи-юррисене те ҫӗрле ҫеҫ ирттернӗ. Ӗҫме-ҫиме пур ҫӗртех хытса пурӑнма хӑнӑхнӑ - ыран тем пулас-килесрен асӑрханнӑ. Савӑнӑҫне ҫынна кӑтартман. Ытларах аслӑ ҫулпа мар, вӑрттӑн сукмаксемпе утнӑ. Тӳре-шарине часрах ҫырлахтарас тесе мӗн ыйтнӑ - ҫавна панӑ. Ӗҫтернӗ, ҫитернӗ. Атя, кӳп, анчах часрах тухса кай... Ырӑ сунса сӑйланӑ пек пултӑр тесе, «хӑнапа» пӗрле хӑй те ӗҫнӗ. Паян та ӗҫнӗ, тепӗр кун та. Пӗлтӗр те, кӑҫал та. Ашшӗ те ӗҫнӗ, кайран ывӑлӗ те тиркесе тӑман. Тен, эпир эрех-сӑрана ҫӑвар умӗнчен тӗксе яманнин сӑлтавӗсенчен пӗри ҫавӑнта.

Чӑвашра усаллине ҫеҫ шыракансем вара савӑнсах элекленӗ. Вӗсен нимӗн те ҫук тенӗ - ни пуянлӑх, ни культура. Иртни - мӗн те пулин пулнӑ пулсан та - истори сӗмлӗхӗнче ҫухалнӑ-мӗн. Пуласлӑх - ҫук вӗсен...

Тӑванкасси ялне пуҫласа яракансем кунта пирӗн хальхи Комсомольски районӗнчи Асанкассипе таҫти темӗнле Хӑвай ялӗнчен куҫса килсе ларнӑ теҫҫӗ. (Хӑвай ялӗ тени Тӑвай пулма пултарнӑ). Виҫӗ кил... Кив вырӑнта пурнӑҫ хӗсӗнсе ҫитсен, кил-йышӗпех тухнӑ та тарнӑ ялтан ҫӗрле. Патӑрьел, Шӑмӑршӑ урлӑ ҫакӑнти хура тӑпраллӑ ҫӗр ҫине килсе тымар янӑ. Тӑванкасси историне тӗпчекен пӗр журналист каланӑ тӑрӑх, ку ял вунҫиччӗмӗш ӗмӗрте (пин те ултҫӗр темиҫемӗш ҫулсенче, тен, ӗмӗр вӗҫнерех.) пуҫланнӑ-мӗн.

Халӗ Тӑванкассинче икҫӗре яхӑн кил, пине яхӑн ҫын пурӑнать теҫҫӗ.

Тӗне кӗме ӳкӗтлени, илӗртни, хӑратни, хырҫӑ-марҫӑсемпе штрафсем тӳлеттерсе тинке кӑларнисем т. ыт. те, пулӑшманнине кура, удельнӑй кантурӑн управляющийӗ Глинка 1851 ҫулта Тӑванкассине ҫар командипе хупӑрласа илнӗ пулнӑ. Халӑха татӑклӑнах ҫапла пӗлтернӗ: «Е тӗне кӗме килӗшетӗр, е сирӗн тӑршшӗпех салтаксене тӑрантарса пурӑнма тивет, мӗншӗн тесен, сире тӗне кӗртсе пӗтермесӗр эпир ниҫта та каймастпӑр»...

Пӗр эрне иртнӗ ҫапла. Вунӑ кун. Ик эрне! Ӗҫсӗр аптранӑ салтаксем ял тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ, чӑх йӑвисене, нӳхрепсене тасатнӑ. Ӑна пар, кӑна пар, тенӗ. Паманнине туртса илнӗ.

Ӗҫҫи вӑхӑчӗ ҫитнипе ҫеҫ ялти ватӑсем канашлӑва пуҫтарӑннӑ.

...Ял халӑхӗ Хӗрҫырми хӗрринче кӗпӗрленсе тӑрать. Вӗсенчен инҫе мар - салтаксен ушкӑнӗ. Старостӑпа темиҫе салтак килӗрен киле чупаҫҫӗ. Анчах усси ҫук пулас - пытанса ларнисене пӗрне те тупаймаҫҫӗ. Вӗсене тупма мар, ушкӑнти халӑх та чакнӑҫем чакса пырать.

- Тытӑн! - теҫҫӗ вара пупа. Лешӗн йӑлтах хатӗр. Чӑвашсем еннелле шикленсе пӑхкаласа вӑл ӗҫе пикенет. Ик-виҫӗ ҫынна кӑларать те сире Иван ят хутӑм, тет, теприсене Василий, Петӗр, Ҫитӑр, Варсонофий... Такӑнкаласа, сӑмахсене сиктере-сиктере хӑварса, пуп требник тӑрӑх кӗлӗ мӑкӑртатса вулать:

"- Изжены... изжени то-есть... из него... лукавого... по наущению диаволю!.."

Тиечӳкӗ ҫӗнӗрен тӗне кӗртнисене ҫырса пырать.

Ирхине ҫӑткӑн команда аранах ялтан тухса каять. Вӗсем курӑнми пулнӑ-пулман ял ҫыннисем пупа хваттерӗнчен сӗтӗрсе кӑлараҫҫӗ. Пӗр тирӗк хӗрес - ӗнер хӑйсен мӑйне ҫакнӑ хӗрессене пуҫтарса тыттараҫҫӗ те ӑна, урам варрине майлаштарса тӑратса, ҫӑпаталлӑ урапа кутӗнчен тапса сиктереҫҫӗ. Тепре килсен, хӑвна шыва чӑмтаратпӑр, теҫҫӗ.

Тӗне кӗресси ҫапла вӗҫленет тӑванкассисен. Кайран та нумай сӗтӗреҫҫӗ вӗсене, анчах ним туса та парӑнтараймаҫҫӗ.

…Идрис вӗлернӗ иккӗмӗш ҫын Микулай ятлӑ пулнӑ. Ку та ҫамрӑк ҫын, хальтерех ҫеҫ авланнӑскер.

Вутӑ вӑррине Идрис урӑх ҫынпа кайма калаҫса хунӑ-мӗн те, лешӗ, Идрис ӳсӗррине кура (вӑл ӳсӗр чух мӗнлине кунта пурте пӗлеҫҫӗ), тата вӑхӑт та каҫа хирӗҫ тесе, унпа ҫула тухма хӑранӑ. Ҫук, пымастӑп санпа тесе пат татса каламан вӑл, темӗнле урӑх сӑлтав тупнӑ.

Талӑрса ҫитнӗ Идрисӑн вара ирӗксӗрех ун юлташӗпе Микулайпа кайма тивнӗ. (Вӗсен пӗр ҫын валли вутӑ кӳрсе килмеле пулнӑ). Вутӑ ыйтакан ҫыннӑн хӗрне кабинӑна, Микулая кузова лартнӑ та вӑл (тепӗр вариантпа - вырттарнӑ) машинине кӗрлеттерсе хускатнӑ. (Микулай пирки ял ҫынисем икӗ тӗрлӗ калаҫҫӗ: пӗрисем вӑл хӗрӗнкӗччӗ теҫҫӗ, теприсем ӳсӗрех пулнӑ теҫҫӗ. Ҫавӑнпа ун арӑмӗ Идриса ҫапла ӗнентернӗ пулать: вӑрмана ҫитиччен урӑлать вӑл, тенӗ тет.)

Урӑ чух та урнӑ пек ҫӳрекенскер, халӗ тарӑхнӑ Идрис машинине мӗнле чуптарнине каламасӑрах чухлама пулать...

Малалли ӗҫсене эпӗ икӗ ҫӗрте икӗ тӗрлӗ илтрӗм. Пӗри ҫакӑн пек. Ҫул ҫинче машинӑн хыҫалти борчӗ уҫӑлса кайнӑ-мӗн. Кузовра ҫапӑнса пырса тӑнсӑр пулнӑ Микулай машина хӗррине шуса ҫитнӗ те ҫӗре персе аннӑ...

Тепӗр вариант. Тӗттӗм уя вӗри машина йӗтре пек ҫурса пынӑ. Е ӗнтӗ вӑл пӗр-пӗр йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑнать е хир варринчех сӗлӗ пӗрчи пек саланса ыткӑнать. Апла та, капла та вилӗм тесе, ҫул ҫинче тӑна кӗнӗ Микулай хыҫалти бортне уҫать те сике парать...

Синкерлӗ ӗҫӗн юлашки пайӗ пурин те пӗр пек. Ӗҫ ырӑ маррине сиссе, машинине чарнӑ иккен Идрис. Пӑхнӑ - ҫук Микулай. Ҫӗрти-ҫӳлтине каласа вӑрҫса, машинине каялла ҫавӑрнӑ. Инҫе те каяйман - ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Те курмасӑр, те курсах. Чылайӑшӗ курса теҫҫӗ. Хӑех вӑл ӑна больницӑна хурса кайнӑӗ Микулай тӑна кӗмесӗрех вилсе кайнӑ. Ҫаксене пурне те курса тӑнӑ кабинӑри хӗр килне ни чӗрӗ, ни вилӗ таврӑннӑ.

Вӗҫӗнче ҫакна каламалла. Чӑвашра халӑх ҫинче саспа макӑракан ҫук та пулӗ. Вӑтанаҫҫӗ. Ик-виҫӗ ҫын хуйхипе пӗтӗм халӑха хурлантарни ырӑ мар теҫҫӗ. Хӑйсен инкекне вӗсем хӑйсен чӑтса ирттермелле. Тепӗр енчен тата вилнӗ ҫынна асӑннӑ каҫ макӑрма та хушман. Вӑл йӑлана ӗлӗкхи чӑвашсем юпа ҫинче ларни, тенӗ. Тӑванӗсем макӑрсан, вилнӗ ҫын та макӑрать, тенӗ. Ҫавӑнпа чӑваш ҫынни пуҫне чикнӗ те шӑпӑрт пулнӑ. Пӗлменни ӑна сисӗм-туйӑмсӑр ҫын теме пултарать.

Микулая пытарнӑ чухне Идрис пӗтӗм халӑх илтмелле кӑшкӑрса макӑрчӗ тет. Тӗнчере пӗр вӑл ҫеҫ шелленӗ тейӗн мӗскӗн йӗкӗте.

 

Тахҫантанпах эпӗ тӗне кӗмен чӑвашсен ӑҫ-пуҫне (психологине) ӑнланса илме тӑрӑшаттӑм. Христос тӗнне йышӑнас мар тесе кӑна Тӑванкасси ҫыннисем икҫӗр ҫула яхӑн асап чӑтса пурӑннӑ. Мӗншӗн. Мӗне курса. Мӗн хӑратнӑ вӗсене ҫав териех. Мӗн панӑ вӗсене вӑй ҫавна тӳссе ирттерме. Мӗн хавхалантарса тӑнӑ. Хӑйсем тӗрӗс тунине ӗненни-и? Ачисем кӑмӑллӑ ӳснине курни-и? Тен, мӗне те пулин ӗненни тӗне кӗме чарнӑ вӗсене.

Вӗсем «ҫӗнтернӗ) - христиан тӗнне йышӑнман.

Тӑванкассине кайнӑ чухне мана тепӗр ыйту та интереслентернӗччӗ. Нумай асап тӳснӗ ҫын ялан тенӗ пек хаяр, кутӑн, кӗске турталлӑ пулать теҫҫӗ. Кунти ҫынсем - сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи Улентей мучи, унӑн ашшӗ Ухваньтюк, Ухваньтюк ашшӗ Ситул тата ыттисем курман хӗн-хур тӗнчере те юлман пуль. Апла вӗсем пурте пурнӑҫ таптаса кайнӑ ҫынсем пулнӑ-ши. Кашни суярах - пин пайӗнчен пӗр пайӗ те пулин - чӑнни пур тенӗ. Эппин ҫак ҫӳлерех асӑннӑ «теорире» те кӑштах тӗрӗсси пур-тӑр. Ӑна эпӗ пуҫтах Идрис историйӗнче те туйса илнӗччӗ.

Тӑванкасси ҫыннисем ӗлӗк мӗнле пулнине хальхи стариксем ҫине пӑхса та чухлама пулать. Акӑ вӗсем, ялти хисеплӗ ватӑсем: Сидулов Улентей, Кузнецов Идрис, Улендеев Туктамӑш, Абдульменова Арихве, Аюгов Питтимӗр, Эндиаров Метер, Иеливанов Тимӗр, Сайдяшев Элентюк. (Ятсене Улендей, Медер, Элендюк тесе вуламалла. Ҫамрӑксем хӑйсем пӗлмен «Таната», «эпи карчӑк» сӑмахсене вырӑслатса «танатта», «эппи карчӑк» тесе вуланине эпӗ темиҫе те илтнӗ).

Улентей мучи эп пынӑ чух пахчара тӑрмашатчӗ. Карта тулашӗнче пӗр кӗтӳ ача тӗмсӗлсе пӑхса тӑрать - ачин ачисем, вӗсен тусӗсем. Ячӗшӗн ҫум курӑксене таткаласан, старик вӑрӑм арки ҫине кишӗрпе ҫарӑк тултарчӗ те карта патне пырса тӑсрӗ. Ачасем пӗр самантра тасатрӗҫ ун кипке аркине...

Пӳртелле утнӑ чухне те Улентей мучи хыҫҫӑн чӑх-чӗп, йытӑпа кушак кӗпӗрленсе пычӗҫ. Ахӑртнех, ача-пӑчапа та, кайӑк-кӗшӗкпе те, ӳсен-тӑранпа та ватти пӗр чӗлхе тупма пӗлет пулас. Темӗн пӗрлештерсе тӑраканни пур вӗсене.

Пӳртре вӑл сӗтел патне пуканпа ларчӗ, мана хӑйне хирӗҫ лартрӗ. Кӳпшекрех питлӗ ҫирӗп ватӑ вӑл. Ҫаплах чӗрӗ пӑхкалать-ха. Иван Яковлевич Тванкасси шкулне пырса кайнине аса илет. Хура тумтирлӗ ҫӳллӗ старикчӗ, тет. Хӑй калаҫнӑ май йӑл та йӑл кулать, вӑтанса ӳсӗркелесе илет.

Пӗрерӗн-икшерӗн кӗре-кӗрех кӗҫ пӗр пӳрт тулли ача пуҫтарӑнчӗ.

Идрис Искендерович Кузнецов вара йӑлтах урӑхла. Вӑл тӑр-пӗччен пурӑнать. Шухӑшлама пӗлекен ҫын. Екки кайнӑ чух калаҫма ӑста. Тепӗр чухне ыйтнине хирӗҫ пӗрер сӑмахӑн ҫеҫ хуравлать. Хура-шур нумай тӳснӗ. Тен, ун тӳпине ытлашширех те лекнӗ пуль. Анчах ҫынсене нимӗн те систермест. Виҫӗ вӑрҫӑ витӗр тухнӑ вӑл! Пӗрне-пӗри кӑмӑлласах тахҫанччен калаҫса лартӑмӑр эпир Идрис Искендеровичпа унӑн пӗчӗк пӳртӗнче, юлашки вӑрҫӑри ӗҫӗсемшӗн вӑл орден илнине мана хӑй мар, колхозри парти организацин секретарӗ Николай Иванович Кураков пӗлтерчӗ. Килӗнче калама ҫук пысӑк инкек пулнине те эпӗ Идрис Искендеровичран мар, ял ҫыннисенчен илтрӗм. Шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннӑ карчӑкӗ кӗрхи йӗпе-сапара ял вӗҫӗнчи тарӑн ҫырана кайса вилнӗ-мӗн ун.

Инкек - иккӗн, усал - улттӑн килет тет. Малюк аппа вилни ҫитмен, унӑн йӑмӑкӗ Матря Хӗрҫырминче путса вилнӗ. Унтан Малюкпа Матря йӑмӑкӗ Мерчук хӑйне хӑй пӗтернӗ.

Ку иккӗшӗ килти ҫынсем мар, ҫапах ҫывӑх тӑвансем-ҫке.

Пурнать халь старик пӗр-пӗччен, шухӑш шухӑшлать, пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ ун ҫук, пӗр чӑвашла кӗнекене ҫӗр те пӗрремӗш хут вулать, ман пек ӑнсӑртран пырса кӗнӗ ҫынпа калаҫать, район хаҫатне... статьясем ҫыркаласа ярать. Ҫапла, мӗн те пулин савӑнтарсан е тарӑхтарсан хаҫата ҫырать. Пурнӑҫран ним чухлӗ те сивӗнмен вӑл. Пурӑнса та йӑлӑхман. Тахҫан колхозра ветеринари фельдщерӗнче ӗҫленӗ. Хӑй ӑссӗн вӗреннипе. Халӗ пенсионер. Чӗрчунсене юратать. Хӑйсен лаши пирки вӑл мана поэма пек каласа пачӗ. Ҫынсемпе туслӑ.

Тен, ку ватӑсем совет ҫулӗсенче "тӳрленнӗ". Апла та пулӗ. Анчах пур енчен те мар пуль. Малтан та "пӑсӑк" этемсемех пулман-тӑр вӗсем.

Тӗне кӗме мӗнтен хӑранӑ-ши вӗсем тесе, эпӗ темиҫе ҫынпа та калаҫса пӑхрӑм. Пурнӑҫ курнисемпе. Акӑ вӗсен хуравӗсем.

- Колхоза кӗме хӑраттӑмӑр-и? - ыйтрӗ манран лавкка хуралҫи Эптюш Велитович, вара хӑех хуравларӗ: - Хӑраттӑмӑр. Тӗне кӗме те ҫавӑн пек хӑранӑ.

- Ухмах пулнӑ ҫав! - терӗ Йӑкӑш Имуллин. Хӑй вӑл «шыва кӗнӗ» ҫын. Вӑтам ҫулсенче. Вӑрҫӑран хӑрах урине ҫухатса таврӑннӑ. Сӑмахсене пат татса калаҫать.

- Ытла ирӗксӗрлетчӗҫ те, ара... Мӗн кирлине ҫын хӑех ӑнланать... Ку Улентей мучи хуравӗ. Историре те ун пирки ҫакӑн пек каланӑ: «Самодержавие проводило политику насильственной русификации народов Поволжья». ("История Чувашской АССР" кӗнекерен). «Чуваши» кӗнекере патша правительстви вак халӑхсем тӗлӗшпе тытнӑ политикӑна тата кӗскереххӗн ӑнлантарса панӑ: «Насильственная русификация через православие»...

«Русификация» сӑмаха В.Г. Егоров профессор словарӗнче «ирӗксӗрлесе вырӑслантарни (патша чухне вырӑнти нацисен культурине пусарса, вырӑс культурине (вырӑс чӗлхине, вырӑс тӗнне) сарса пыни», тесе куҫарнӑ.

Кунти чӑвашсем мӗншӗн тӗне кӗмесӗр юлнӑ тенине хирӗҫ шкул урамӗнчи карчӑксем мана кулкаласа ҫапла хуравларӗҫ:

- Эпир вырӑссем хӑйсем те тӗне пӑрахасса кӗтсе пурӑннӑ, - терӗҫ.

Чӑнах та ара. Халӗ ҫӗр ҫынран пӗри ачине тӗне кӗртет-и е ҫук-и: чӑрмавӗ те чӑрмав, тӑкакӗ те тӑкак. Ыттисем ачи ячӗсене хулара пулсан ЗАГСра, колхозра ял Советӗнче ҫыртараҫҫӗ. Тутарсен темле те, чӑвашсемпе вырӑссен ячӗсем те пӗр пек: Валерий, Светлана, Владимир... Тӗне кӗмен ятсене Тӑванкассинче халь никам та хумасть ӗнтӗ. Хуласенче ҫеҫ Нарсписем, Сетнерсем, Атнерсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Чӑваш интеллегенчӗсен ачисем. Анчах ни Нарспийӗ, ни Сетнерӗ чӑвашла пӗлмеҫҫӗ. Ятсемсӗр пуҫне вӗсенче урӑх нимле «чӑвашлӑх» та ҫук.

Иртнӗ самана... Хальхи ҫамрӑксемшӗн вӑл япала юмахла ҫӗршыв пек туйӑнса тӑрать пулмалла. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр йӗкӗтсем, йӑрӑраххисем, иртерех «ӗлкӗрнисем», вӑтам шкул пӗтернӗ-пӗтермен ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен эрешлӗ повеҫ-калавсем хывма тытӑнаҫҫӗ. Пӗлӳ «такмакӗ» хӑйсен - вырӑс авторӗсене вуласа тухнӑ ик-виҫӗ историллӗ роман. Вӗсенче хӑшӗнче те пулин чӑваша кӑтартнӑ пулсан, ҫамрӑк автор ӑна хут ҫине тумлатнӑ ҫу тумламӗ пек сарса ярса «пуянлатать». Чӑвашла вариант тӑвать. Тӗрлӗ кӗслеҫӗсем, юрӑҫӑсем, йывӑҫ ураллӑ «паттӑрсем» сике-сике тухаҫҫӗ вара. Ҫав сӑхӑ авторсенчен илтме пулать: пирӗн ахалех чӳк тума, киреметсем парне кӳме пӑрахнӑ иккен. Чӳксем, ӗлӗкхи уявсем, вӗсен шухӑшӗпе, чӑваш халӑхӗн уйрӑмлӑхне палӑртса тӑраҫҫӗ.

Пурнӑҫ националист пеккисем сӳпӗлтетнине те, сӳпӗлтисем ситрелнине те пӑхмасть, малаллах шӑвать. Юлашки хут аслӑ ырра хӑҫан асӑннине Тӑванкассинчи ватӑсем халь хӑйсем те астумаҫҫӗ. Ялти ачасем, шкула чупаканнисем, вӑл йӑласене пӗлме мар, сӑмахӗсене те илтмен.

Ӗлӗкхи саманара халӑхпа халӑх хушши мар, пӑхса курӑнакан ялпа ял хушши те халӗ Шупашкарпа Владивосток хушшинчен инҫерех пулнӑ. Виҫӗ ҫухрӑм аяккарах мӗн пулнине пӗлмесӗр, кашни хӑйӗн «тӗнчипе» кӑна ҫӑрӑлса пурӑннӑ чухне ҫынсен ирӗксӗрех кам мӗн пӗлет - ҫавӑнпа ҫырлахма тивнӗ. Юрӑсем юрланӑ, вӑйӑсем вылянӑ. Кӗнчеле арланӑ, пир тӗртнӗ... Хӑйчикки тавра чыхӑна-чыхӑна ҫӑпата шаккаса ларнӑ май, ялти хыпар-хӑнарсене сӳтсе явнӑ. Эхтюк чӑххи автанла авӑтрӗ, ыррра мар пуль, тенӗ. Мӑхит ашшӗне киремет тытнӑ-мӗн - алли шыҫса тухнӑ, юмӑҫ карчӑк пӑру пусса чӳклеме хушать, тет...

Пӗр-пӗрин умӗнче Мӑххитсене шеллесе калаҫнӑ, ӗҫлемесӗр ирттерни хӑйне, выльӑх пуҫӗ чакни тепре, тенӗ. Ӑшӗнче хӑйсем савӑннӑ уншӑн. Ҫын ҫур утӑм - пӗр утӑм чакнӑ хушӑра, эпӗ пӑртак та пулин малалла кайӑп, тенӗ.

Нумай шыв юхнӑ унтанпа ҫут тӗнчере. Ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатмалли машинӑсем, электричество, телефон, телеграф, самолет, кино, телевизор тата ытти пин тӗрлӗ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Чи пахи вара - 1917 ҫулта Октябрь революцийӗ пулни, халӑхсем хушшинчи танмарлӑха пӗтерни. Ҫынсем халь ытларах та ытларах пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш этемми мӑкшӑ, вырӑс тутар мӗнле пурӑннине курать. Мари ҫыннипе тутар, вырӑспа чӑваш пӗр заводра, пӗр стройкӑра ӑмӑртса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраканнисем сахалланса, пӗтсе пыраҫҫӗ, лайӑххи, пӗрлештерекенни хутшӑннӑҫем хутшӑнать.

Ялпа хула та тахҫанах икӗ полюс мар ӗнтӗ. Пенза облаҫӗнчипе Чӑваш Республикинчи колхозсен пурнӑҫӗ те нумай уйрӑм мар пуль.

Ачана чӑпӑл тунӑ шыва тӑкнӑ чух эпир ачине те кӑларса пӑрахмастпӑр-и? - теҫҫӗ пирӗн хӑш-пӗрисем. (Тахҫан эпӗ те ҫапла шухӑшлаттӑм). Вара чӑвашсен асран кайми вӑййисене аса илеҫҫӗ. Карталанса юрланисене вунӑ-вун икӗ ҫул ӗлӗкрех те курма пулатчӗ-ха. Халӗ ҫук ав. Такам чарнипе мар, хӑйсемех пӗтнӗ. Тӑванкассинче те юрламаҫҫӗ. Кашнин килӗнче радио пур. Телевизор нумай. Кино кӑтартаҫҫӗ - телевизорпа та, ялти клубра та. Филармони артисчӗсем килсе ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш театрӗсем те манмаҫҫӗ вӗсене. Ҫавсене пӑрахса, урама тухса карталанса юрламалла-и? Вӑл вӑхӑтра телевизорпа пӗр-пӗр балет иртсе кайсан.!

Чӑваш каччи халь вырӑс хӗрне илет. Чӑваш хӗрӗсем вырӑса качча тухаҫҫӗ. Вӑл тӗлӗшрен Тӑванкасси те ҫичӗ тинӗс уттинчен лармасть.

Тӗрлӗ наци чӗлхи халӑхсем хушшинче те чи нумая пыракан уйрӑмлӑх тенӗ. Тӑванкассинчи ватӑ ҫынсемех «войнара пултӑм», «Шемуршана кайса, хорошаях вӗренсе килчӗ», - тесе калаҫаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, чӑваш писателӗсен кӗнекисенчи ҫынсем ҫех чӑвашла тӗрӗс калаҫаҫҫӗ пулас, ыттисен, хӑшӗ сахалтарах, хӑшӗ нумайрах, анчах пурин чӗлхинче тенӗ пекех вырӑсла сӑмахсем илтӗнеҫҫӗ.

II

Пӗррехинче манӑн тӑван республикӑн кӑнтӑр пайӗнче пӗр пуян колхозра темиҫе ҫӗр выртмалла пулчӗ. Кунта колхозӗ ҫеҫ мар, ҫыннисем те ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнатчӗҫ, пӳртсем кантур пек ларатчӗҫ. (Пӗр вун пилӗк-вун ултӑ ҫул ӗлӗкрех урӑхла сӑнсем те курма пулатчӗ-ха: ҫыннисем пуянччӗ - колхозӗ чухӑн е колхозӗ пуянччӗ - колхозникӗсем юрлӑччӗ). Эп хваттере кӗнӗ ҫынсен пӳрчӗ, крыльци, сӑрлӑ хапхи, карти-хури - ӗлӗкхи ҫӗрме пуянсен те пулман пуль. Анчахрах ҫеҫ ҫӗр типсе ҫитнӗччӗ те, мана сӗтлӗ пултӑран яшки пӗҫерсе пачӗҫ. Витаминлӑ ҫимӗҫ тесе, савӑнсах ҫирӗмӗр. Кӑнтӑрла ҫав яшкана ӑшӑтса пачӗҫ. Юрать, терӗм. Каҫхине те сӗтлӗ пултӑран яшки пӗҫерме тытӑнчӗҫ. Пырать ара. Май килнӗ чух ытларах витаминлӑ апат ҫисе юлас. Каҫхи хырӑм вӑл тиркешессе те питех тиркешмест.

Кӗтӳ кӗртрӗҫ те, пирӗн хуҫасем патне (вӗсем виҫҫӗн пурӑнаҫҫӗ) путеклӗ ҫич-сакӑр сурӑх, ӗне, пушмак пӑру пӑрӑнса юлчӗҫ. Унтан икӗ пуслӑх хур какӑлтатса таврӑнчӗ. Шултӑра кӑвакалсем, апатшӑн кастарса, ҫенӗк алӑкӗ умӗнче нартлатса тӑратчӗҫ.

Тепӗр кун ирхине йӑлтах ҫӗнӗрен пуҫланса кайрӗ. Ирхи апат та, кӑнтӑрлахи те, каҫхи те... сӗтлӗ пултӑран яшки ҫирӗмӗр.

Виҫҫӗмӗш кунне те ҫавах. Эпӗ какай пирки сӑмах хускатсан, кил хуҫи арӑмӗ манпа юнашар ларсах калаҫрӗ.

- И-и, ан та кала, ачам. Какайне курманни ӗнтӗ... Килте кӑсӑя пӗҫҫи пек татӑк тупсан та вӑрӑ пулӑп.

- Кӗркунне выльӑх пусаймарӑр пуль ҫав...

- Аре, ман ун пек калан. Сакӑр сурӑх, пӗр сысна, чӑх-чӗп, хур-кӑвакал чылай пусрӑмӑр. Вун икӗ рас хӑна кӗртсе пӑх-ха. Хӗл хырӑмӗ те пысӑк...

Кил хуҫи арӑмӗн сӑмахӗ мӗне пӗлтернине эпӗ каярахпа тин ӑнланса илтӗм. Ун чухне ӑшра темле ырӑ мар туйӑм ҫеҫ юлчӗ. Ӗненесех те килмерӗ. Мӗнле вӑл ун чухлӗ какай (эпӗ шутланӑ тӑрӑх, кил хуҫисен сахалтан та 250-300 килограмм таса аш пулнӑ) ҫӑва тухма та ҫитмен. Е ҫӑкӑр вырӑнне аш ҫиеҫҫӗ-и вӗсем?

Анчах тата пӑртак куркаласа ҫӳресен, хамӑр енчи чӑвашсене аса илсен, ҫак колхозницӑн сӑмахне ӑнлантӑм та, ӗненессе те ӗнентӗм. Тӗрӗсех каларӗ-мӗн вӑл.

Тӑванкасси ялне пӗрремӗш хут эпӗ 1969 ҫулхи июлӗн варринче пытӑм. Хваттер хуҫисем, тӑлӑх хӗрарӑмпа унӑн ҫитӗннӗ хӗрӗ, ҫӗр улми пӗҫерсе пачӗҫ. (Ҫӗр улмине кунта ҫӗрми теҫҫӗ-мӗн. Пӑва тӑрӑхӗнчи чӑвашсем картахви теҫҫӗ. Пирӗн хамӑрӑн улма текелеҫҫӗ. Таҫта паранкӑ текенсем те пур ав. Тата темле-темле калакансем те пур пулас. Анчах пурте пӗр япаланах - нимпе те улӑштарма ҫук вилӗмсӗр ҫӗр улминех пӗлтереҫҫӗ). Выльӑх апачӗ тума кансӗр тесе, кил хуҫисем ӗне усрамаҫҫӗ. Кӳршӗрен уҫланӑ уйран илсе пычӗҫ, амӑшӗ иртнӗ уйӑхра туянӑ ҫӑкӑра ваткаласа хучӗ. (Лавккара ҫӑкӑр сайра хутра ҫеҫ сутнипе пӗр турттарса килнӗ пек чухне кунта ҫителӗклех илсе хураҫҫӗ). Эпӗ Шупашкар кучченеҫне кӑлартӑм - сырпа кӑлпасси. Чип-чиперех апатлантӑмӑр. Ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм утнӑ хыҫҫӑн мана уйранӗ те симпыл пекех туйӑнчӗ, ҫӑкӑрӗ те килӗшрӗ. Ҫӗр улми пирки калама та кирлӗ мар, чӑваш унсӑр пурӑнма та пултараймасть, ҫӗр улми ҫеҫ нихҫан та йӑлӑхтармасть.

Вулакан хӑех сисет пуль ӗнтӗ, эпир вӑл кун каҫхине те, тепӗр кун ирхине те умран юличчен ҫӗр улми ҫирӗмӗр. Виҫҫӗмӗш кунне темӗнле хӗрача сӗт пырса пачӗ те, каснӑ салма яшки пӗҫерчӗҫ. Вара каллех ҫӗр улми пуҫланса кайрӗ...

Пиллӗкмӗш кунне кил хуҫисенчен ыйтрӑм:

- Кӗркунне сирӗн аш нумайччӗ пулмалла...

- Нумайччӗ, ӑҫтан пӗлен? - терӗ амӑшӗ.

- Ара, халь пурте выльӑх усраҫҫӗ те.

- Чӑнах нумайччӗ. Икӗ сурӑх, ҫирӗм икӗ хур, чӑх-чӗп пусрӑмӑр.

- Хӑнасем чылай пулнӑ пуль ҫав ӗнтӗ.

- Ара... пулнӑ ҫав ӗнтӗ. Хурӑнташсем таҫта та пур пирӗн. Ӗҫкӗ-ҫикӗре унсӑр юрамасть...

- Ашӗ ав хӑвӑра валли те юлман.

- Юлма терӗ!.. Мӗн-и... ҫӗрми ҫакса ярар-и?

- Пырать пуль ҫаксан.

Мана мӗн. Эпӗ урӑх ҫынсем патӗнче те ҫикелӗп. Лавккара та консервӑ пур. Ӗҫӗ те ман урам тӑрӑх сулланса ҫӳресси ҫеҫ. Хӗрачине йывӑр тивет. Кунӗ-кунӗпе чӗкӗнтӗр те куккурус ҫумлаҫҫӗ вӗсем. Тепӗр чухне васканипе ирхине те ҫимесӗрех тухса чупать. Амӑшӗ ҫӑмарта пӗҫерсе паркаласа ярать те, ҫӑмарта апат-им вӑл? Пӗр-ик кун ҫинӗ хыҫҫӑн курас та килмест ӑна. Ҫӗр улми тӗшне те тӑмасть. Ҫавӑнпа Люба ӗҫрен йӑлт халран кайса таврӑнать, каҫхи апат та ҫиеймест. Кӑнтӑрла ӗҫре куҫ хурала-хурала килет тет. Сӗт-турӑх, аш-пӑш, ҫу кирлӗ те ӑна - ҫук ав, хура кӗркуннепе хӗлле ӗҫкӗ-ҫикӗре тасатса кайнӑ. Халӗ те хӗллене хатӗрленеҫҫӗ вӗсем. Хӗрӗ ӗҫшӗн укҫа, сахӑр, чӗкӗнтӗр илет. Сахӑрӗпе чӗкӗнтӗрӗ ӑҫта-ӑҫта кайнине пурте пӗлетпӗр. Амӑшӗ пенсионер. Вӑл иртен пуҫласа каҫчен хур-кӑвакалсемпе тӑрмашать: апат парать, курӑк ҫинче кӗтсе ҫӳрет, ҫырма хӗррине хӑваласа анать, хурчкасенчен сыхлать... Кӗркунне каллех ҫирӗм-вӑтӑр хур, темиҫе кӑвакал, чӑх-чӗп, ик-виҫӗ сурӑх пусаҫҫӗ. Ытти юр-варпа пӗрле вӑл какай пысӑкрах ҫемьене пӗр ҫул ҫиме ҫитӗччӗ. Кусем те сая ямаҫҫӗ ӑна. Ӗҫкӗ-ҫикӗре, уявсенче хӑнасем кӳртеҫҫӗ. Ҫынтан юлма ырӑ мар. Ҫынсемпе хутшӑнайми пулнӑ тейӗҫ. Тӑван-хурӑнташ, ял-йыш ҫирӗмӗн-вӑтӑрӑн пуҫтарӑнать. Туй-мӗн пулсан, унран ик-виҫӗ хут ытла. Ун чухлӗ ҫынна пӗрре хӑна кӗртме темиҫе хур кирлӗ. Ун ҫумне ытти апат-ҫимӗҫне хуш. Тата ӗҫмине. Тата мар-ха, чи малтан ӑна хатӗрле. Ӗҫми пулмасан, калаҫу та ӑнмасть. Никам пымасть сан патна. Пӗтӗм сӑмах-юмахӑн, ӗҫӗн, уявӑн пуҫламӑшӗ те, пӗтмӗшӗ те ҫавӑ******).

Ӑна янтӑла. (Вӑл мӗн-мӗн иккенне пурте пӗлетпӗр - ханша вӑл), тӗрлӗ ҫӗрте ку пакӑҫа ачашласа темле те ят парса пӗтернӗ - аншарли те вӑл, сӑмакун та, лапсӑркки те, ҫӑмламасси те, кӑмӑшка та тата ытти те, анчах хӑй пурте пӗр пулӑ пуҫех, ҫав пӗр йӗрӗнчӗк шӗвекех пӗлтерет. Каҫарӑр та, унӑн «техники» те пӗр вырӑнта тӑмасть-мӗн. Ӗлӗкрех ханша ӗҫетчӗҫ. Халӗ унпа ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, ӑна икӗ хут юхтарма вӗренсе ҫитнӗ. Кӑвар ҫине чаш! сапсан, кӗрп! ҫеҫ хыпса илмелле юхтарма пӗлеҫҫӗ. Ҫавна кӑшт сыпсанах этем кӗрхи шӑна пек пулса каять).

Ку «сӑмакун-перекенӗ» пулчӗ. Унтан лавккаран туянаҫҫӗ - ҫуттине, хӗрлине. Сӑра тӑваҫҫӗ те ҫапла юрласа ӗҫеҫҫӗ:

Хӗрӗх пичке еннелле

Чунӑм туртать.

Эп ӗҫесшӗн каламасп,

Ахаль калап.

Пӗрин патне кӗрсе тухаҫҫӗ, теприн патне. Хурӑнташ-тӑван, тус-йыш, пӗлӗш-тантӑш, кӳршӗ-аршӑ - ялӗпе. Ӗҫкӗ-ҫикӗ эрнене те, ик эрнене те, пӗр уйӑха та тӑсӑлать...

Уявсем пӗте пуҫласан, урӑх сӑлтавсем тупӑнаҫҫӗ: ача ятне хуни унта, ваттисене асӑнни, мӗн те пулин туянни... Укҫа нумай илсен савӑннипе ӗҫеҫҫӗ, сахал илсен хурланнипе...

Ҫемҫерех кӑмӑллисем, хавшаккисем е юнра пуррисем ӗҫке ерсех каяҫӗ вара. Куна эпӗ пурте Тӑванкассинче пулса иртет тесе каламастӑп, тӗрлӗ ҫӗрте курнисене пӗтӗҫтерсе калатӑп. Ӗҫке ернисене асӑнтӑмӑр пулсан Тӑванкассинче те пур вӗсем - арҫынсем те, хӗрарӑмсем те.

Ӑҫта ӗҫкӗ - унта ятлаҫу, ҫапӑҫу. Леш пуҫтах Ильдиаров Идрис ӳсӗрпе пӗр хӗрарӑмӑн тутине ҫыртса татса илнӗ пулнӑ. Татса илчӗ те урайне лач сурса пӑрахрӗ тет. Хӗрарӑмӗ мӑшкӑла чӑтса пурӑннӑ-пурӑннӑ та ҫакӑнса вилнӗ.

Тӑванкассин икӗ масар. Пӗри кивви, 10-15 ҫул каялла пӑрахӑҫа тухни. Ялтан вӑл самаях инҫетре, Сатуркка ҫырми хӗрринче. Йывӑҫ юписем ҫине ҫын кӗлеткисем каскаласа тунӑ, хушамачӗсене чӗркелесе ҫырнӑ, хӑҫан вилнине палӑртнӑ. Хамӑр ҫӑвасем ҫине мӗнлине асӑрхаман эп. Кунта, ҫын сӑнне тӗпӗ енне туса, йывӑҫ юпасем кашнинчех лартнӑ. Хӑш-пӗр тӑприне арман чулӗпе хупланӑ. Ятарласа тутарнӑ чул юпасем те курӑнкалаҫҫӗ. Анчах пурне те чылайранпа ҫын тирпейлесе тӑманни сисӗнет. Карти те ҫук. Те ватса пӗтернӗ, те пулман та.

Арҫынсене ҫав тери чаплӑн пытаратчӗҫ тет тӗне кӗмен чӑвашсем. Мала ярса кӳлнӗ урапа-ҫунасемпе, шур пир тӑрӑхӗнчен хунӑ тилхепепе. Малти лаша ҫине вилнӗ ҫыннӑн ывӑлӗ утланнӑ. Пирне кайран шӑтӑк алтакансене пайласа панӑ. Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне каялла ҫаврӑнса пӑхман, ҫӗнӗ виле тухасран хӑранӑ.

Туй таврашӗнчи пекех, ҫынна пытарнӑ чухнехи йӑла-йӗркесене пӗлсе те, ҫырса та пӗтерес ҫук - ҫав тери кӑткӑс вӑл.

Ҫӗнӗ масарӗ ял ҫывӑхӗнчех. Йӗри-тавра карта тытнӑ. Йывӑҫсем кӑнч-канч чӗрткеленӗ. Кунта халь кама кирлӗ - ҫавна пытараҫҫӗ: тӗне кӗнине те, кӗменнине те, пӳкле вилӗмпе вилнисем таранчченех... Ку ҫӑва тӑванкассисемшӗн ҫӗнӗ япала. Икӗ ӗмӗр тӑршшӗнче хӑйсен йӑлинчен пӗр утӑм чакман чӑвашсем совет ҫулӗнчи ҫирӗм-вӑтӑр ҫул хушшинче паллайми улшӑнса кайнӑ. Чунӗсем ҫемҫелнӗ вӗсен. Куҫӗсем уҫӑлнӑ. Мӑшкӑл тӳссе пурӑннӑ халӑх ыттисемпе пӗр тан халӑх пулса тӑнӑ-ҫке.

Лавкка хуралҫи Эптюш Пикмендеев ӑнсӑртран персе янӑ сӑмах ман чӗрене ҫӗҫӗ пек касса кайрӗ. Пӗлтӗрпе кӑҫал вилнӗ ҫынсене аса илкелесе ларчӗ-ларчӗ те вӑл хӑй те шалтах тӗлӗнчӗ.

- Э, чимӗр-ха, ҫӗнӗ масар ҫинче пирӗн путлӗ вилӗмпе вилнисем ҫук та мар-и?! - терӗ.

Ҫапла, аҫа ҫапнӑ евӗрлех туйӑнчӗҫ пулсан та, ку сӑмахсене илтме хатӗрленсе ҫитнӗччӗ эпӗ. Ара, кирек кам ҫинчен калаҫсан та сӑмах пӗр евӗр вӗҫлене пуҫланӑччӗ: шыва сиксе вилнӗ, ҫакӑнса вилнӗ...

Ытла хытӑ тимленипеа хӑратас мар тесе Эптюш Велитовичпа ку ыйтупа урӑх калаҫмарӑм эп. Ыттине урӑх ҫынсенчен ыйтса пӗлӗп терӗм. Пикмендеевӗпех те пӗр-ик кунтан тепре сӑмах хускатма пулать. Ӑнсӑртран пек. Халӗ мана историллӗ пӗр факт кӑсӑклантарчӗ. 1678 ҫулхи пӗр документра Парашев Турасай патӗнче тарҫӑра пурӑннӑ Кинбяхтов Севей хуҫа арӑмӗсенчен пӗринпе, Ӑслӑпике ятлипе, сӑмах пӗтерсе тухса тарни ҫинчен каланӑ. Кайран иккӗшне те тытса хупса лартнӑ иккен. Те икӗ арӑм пулнӑ вара Турасай хуҫан, те ытларах та, ун пирки шарламан документра. "...подговорил одну из жен Турасая", тенӗ кӑна. Хальхи ҫынсем астӑвасса ик-виҫӗ арӑмпа пурӑнакансем пулман-им Тӑванкассинче?

- Пулнӑ, - терӗ Имуллин салтакла кӗскен. - Упаҫ. Ҫирӗм темиҫемӗш ҫулсенче. Икӗ арӑмпа пурӑнатчӗ.

- Вара... ӑҫта кайса кӗчӗ вӑл?

- Пӗр арӑмӗпе калаҫса татӑлнӑ та - вилчӗҫ. Пусӑнса.

Ку ҫитменччӗ тата.

- Ҫемйисем сывах пуль.

- Ывӑлӗ вилчӗ. Ҫакӑнса. Пӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла...

Хӑшӗ-пӗри вилӗме ним вырӑнне те хумасть иккен кунта. Хӑнана кайнӑ пек ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Юманов Пикмӑрса, сӑмахран. Ҫӑматӑ пусаканскер. Ӗҫчен ҫынччӗ теҫҫӗ. Тӑванӗ-хурӑнташӗсене курса ҫаврӑнчӗ тет те - ҫакӑнса вилнӗ.

- «Ӗнтӗ пурӑнса ҫитӗ», - терӗ тет.

Юлашки ҫулсенче кӑна Тӑванкассинче 34 ҫын ҫапла хӑйсене хӑйсем пӗтернӗ. Вӑл шутра икӗ ача (мӑннисене курса ҫакланса пӑхнӑ та вӗҫерӗнеймен).

Ҫав япаласене асӑрхамӑр: пурӑнни, айӑп тума пулӑшни пекех, хӑй те преступлени. Халех ялтипе районти пур организацисене ура ҫине тӑратса, халӑхпа калаҫмалла, килӗрен киле ҫӳремелле, ӑнлантармалла. «Симӗс ҫӗлене» пӗтерни те халӑха нумай енчен ҫӑмӑллӑх кӳрӗччӗ...

Ку - урӑх ҫӗрте калаҫмалли сӑмах пултӑр. Хальлӗхе мана ку ыйту наука енӗпе ҫеҫ интереслентерет. Мӗншӗн пӗтет халӑх. Мӗн хирет ӑна мур хирнӗ пек. Ханша-и? Тӗрӗс, вӑл та пулӗ. Тата мӗскер. Тен, йӑх хавшани.

Пӗр очеркра ҫырнӑччӗ эпӗ: тӗне кӗмен чӑвашсем хӑйсене ҫеҫ чӑвашсем тенӗ, ыттисем вӗсемшӗн кӗрешӗнсем. Урӑхла каласан, «уйрӑлнисем», «вырӑсланнисем».

Пиччӗшӗпе шӑллӗ пулччӑр. Пӗри тӗне кӗнӗ тейӗпӗр, тепри ҫаплипех юлнӑ. Малашне вӗсем хутшӑнма пӑрахнӑ.

«Чӑвашсемпе» кӗрешӗнсем те ҫавах - пӗр-пӗринпе хутшӑнман. Хӗр парса илесси пирки калаҫу та пулма пултарайман. «Чӑвашсем» «чӑвашсене» кӑна илнӗ.

Малтанах аптраман-ха вӗсем. Кашни ялтах тӗне кӗменнисем пулнӑ. Унтан хӗсӗне пуҫланӑ вӗсен «тӗнчи». Ял-ялӗпе пӗр ҫын та юлман вара «чӑвашра». Чи ҫывӑхри «тӑвансем» ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмри Виҫпӳртре пурӑннӑ. Вӗсем те пулин ҫур ял ҫеҫ. Унтан - чӗрӗк ял. Юлашкинчен вунӑ кил. Чи ҫирӗпписем. Таҫта аякра та «чӑвашсем» пурри ҫинчен илтӗнкеленӗ те, ӗлӗкхи саманара хӑранӑ инҫе ҫула тухса ҫӳреме.

Ҫапла вара хӑтана та хӑнана ҫӳремелли ҫул пӗрре тӑрса юлнӑ: Тӑванкассинчен Виҫпӳрте, Виҫпӳртрен Тӑванкассине. Хӗр панӑ та хӗр илнӗ... Пӗр аллӑ-утмӑл ҫул хушшинче пурте пӗр-пӗринпе хурӑнташланса пӗтнӗ.

Пурнӑҫ малаллах шунӑ. Татах ҫамрӑксем ҫитӗннӗ. Кусемпе мӗн тумалла ӗнтӗ.

Малтан ют ҫынсемпе пӗрлешнӗ-ха. Халӗ ак аяккарахри тӑвансене шыра пуҫланӑ. Виҫ-тӑват хурӑн тӑрринчисене. Кӑшт ҫывӑхраххисене. Вара тӑван юнӗпе тӑван юнӗ хутӑшса кайнӑ. Чӗрчун ун пек чухне ассиленет. Этем йӑхӗ начарланса пӗтме тытӑнать, тет медицина.

Октябрь революцийӗ ҫеҫ Тӑванкасси халӑхне татӑк ҫултан аслӑ ҫул ҫине кӑларнӑ. Ҫамрӑксем халь кама саваҫҫӗ - "кӗрешӗн"-и вӑл, урӑх халӑх ҫынни-и - ҫавна илеҫҫӗ, ҫавна каяҫҫӗ.

Эпӗ Тӑванкасси урамӗнче вылякан ачасене сӑнаса ҫӳрерӗм. Парка вӗсем, хӑюллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ - пулас уй-хир хуҫисем, рабочисем, летчиксем... Хур кӗтӗвӗсене астунӑ, шӑллӗ-йӑмӑкӗсене пӑхнӑ хушӑрах вӗсем велосипедпа та ярӑнма ӗлкӗреҫҫӗ, волейболла-футболла та перкелешсе илеҫҫӗ.

"Пирӗн, тӗне кӗмен чӑвашсен, тӗн ҫук, кӗнекесем ҫук, пур пеккисем пире валли мар, кӗрешӗнсем валли", тесе ӳпкелешнӗ ӗлӗк Тӑванкасси ҫыннисем. Ун чухне миҫе ӑслӑ ҫын ниҫта палӑрмасӑр хӑрса ларнӑ пуль! Халӗ Тӑванкассинче пӗр ача вӗренмесӗр тӑрса юлмасть. Хӑйсен ялӗнче пуҫламӑш шкул, пӗр километрти ялта вӑтам шкул. Таврари хуласенче мӗн чухлӗ ҫамрӑк вӗренет тата. Эпӗ вӗсен пулас профессийӗсене шутласа кӑларма хӑтлантӑм та - шутласа пӗтереймерӗм. Юрӑҫӑ та, тухтӑр та, офицер те - такам та пулать. Вӗсем пӗтӗм ҫӗршыв интересӗпе пурӑнаҫҫӗ, аякрине кураҫҫӗ, тата та ҫутӑрах малашлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗттӗм кӗтесре ҫӑрӑлса ларса, эрни-эрнипе эрех-ханша пехлеме-и? Э, ҫук, улталаймӑн халь ҫамрӑксене.

Чи йывӑрри вӑл - этем ӑс-тӑнне ҫӗнетсе улӑштарасси. Темиҫе ӗмӗр хушши лайӑх тесе шутланнӑ йӑла-йӗркесем пирӗн саманара юрӑхсӑра тухрӗҫ. Тӗне кӗмен чӑвашсене ӗлӗк нуша пӗрлештерсе тӑнӑ. Кирек мӗн сиксе тухсан та, ял шӑпи пирки шухӑшласа, пӗрне-пӗри хӳтӗлеме тивнӗ. Усал ӗҫсене пытарнӑ вӗсем, тӗрӗссине суя тенӗ. Ҫын вӗлерекенпе тӳрӗ ҫын пӗр кӗрекере ларнӑ. Ҫамрӑксен куҫӗ умӗнче вӗсен хак пӗр пулнӑ...

Чирлӗ ҫын пирки усал шухӑшлама ырӑ мар пулсан та, Идрис пирки эпӗ: пурнӑҫ шайлашуне пӑсакансене ҫынсем мар-тӑк, ҫутҫанталӑк та пулин тавӑрать-тавӑратех-мӗн, тесе шухӑшласа илнӗччӗ - тӳрлетрӗҫ мана. «Хамӑр ял» пулнӑшӑн кӑна пӗрне-пӗри хӳтӗлени тӗрес мар терӗҫӗ Пуринчен ытла ҫамрӑксем хирӗҫлеҫҫӗ-мӗн ӑнаӗ Ильдиаров Идриса тӗрмене хуптарнӑ пулнӑ вӗсем. Нумай ҫулах мар та, хуптарнӑ ҫапах. Кунта срокӗ мар, принципӗ паха. Ӗмӗрхи «триадӑна» каласа ларакансемех, курман, илтмен, пӗлместӗп текенсемех, урӑхла калаҫа пуҫланӑ. Куртӑмӑр, тенӗ. Ашкӑнать, чармалла ӑна, тенӗ.

Арӑмне вӗлернӗ Хамит те тӗрмене лекнӗ...

* Н.И. Ильминский патне янӑ ҫыру. (А.И. Яковлев профессорӑн «Иван Яковлевич Яковлев» 1848-1939» ятлӑ кӗнекин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тӑрӑхӗ Чӑваш патшалӑх издательстви, Шупашкар, 1958 ҫ.)

** Христиансем пулайман ҫав вӗсем. Хв.У.

*** Акӑ ӑҫтан вӑл ялти тутар ячӗсем! Хв.У.

**** И.Я. Яковлев яла час-часах килсе ҫӳренӗ. Килмессерен Нямат Лисков патне хваттере чарӑннӑ. Шыва кӗртнӗ чух ӑна тытнӑ май, унпа туслӑ пулнӑ», – тесе ҫырать Тӑванкасси историне тӗпчекен журналисчӗ.

***** И. Кузнецовӑн "Очерки по истории чувашского крестьянства" кӗнекинчен. Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1957 ҫ.

****** Ку сыпӑка 1969 ҫулта ҫырнӑ. Авт.

 

Редакцирен: текста улӑштармасӑр вырнаҫтарнӑ; электронлӑ варианта Times New Roman Chuv шрифтпа наборланӑран, ӑна курӑмлама юсанӑ чухне кӑлтӑксем юлма пултарнӑ, вӗсемшӗн редакци каҫару ыйтать (курнисене юсанӑ).

Сӑнсем ҫинче: «Ҫунман» алҫырусем; Хв. Уярпа А. Медведев; Хв. Уярпа В. Алексин журналист калаҫать; Писатель И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсемпе; Хӗветӗр Уяр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3251.22.8248
2023.08.01 08:19
Agabazar
Орфографи сăмахсарĕ хальхи вăхăтра, чăнах та, пит кирлĕ япала мар пуль. Ну, тăсса пама пулать унашкал япалана корректорсен сăмси умне. Енчен те лешсен чунне илес, тĕнкине кăларас тесен.

Ав, Валери Туркай йĕрке тума хăтланса пăхрĕ, анчах та ăна реддактортан сирпĕтсен каллех тем амакĕ пуçланчĕ.

Халлĕхе вара Петĕр Яккусен ертсе пынă айкомисси сĕнĕвĕсене тата чĕнĕвĕсене тĕпе хунинчен ырри тим те çук. Çав шайпа ĕçлемелле!
ялтан // 2892.60.1040
2023.08.06 08:09
Питĕ интересленсе вуларăм. Пĕлес килет, ку очерка "Тăван Атăл" журнал" мĕншĕн пичетлемест, мĕнрен хăрать?
Каллималлин // 2892.60.1040
2023.08.06 19:31
"Правда ПФО" интернет-хаçат пĕлтернĕ тăрăх критикăлла материалсене министерство антарса парать иккен, "Хыпар" издательство çуртне çулталăка вуникĕ статья. Министерстворан пĕлтернĕ тăрăх, хаçат пулас ача амăшĕсем эрех ĕçни çинчен таçтан илнĕ заметкăпа отчет тăвать иккен. Тур çырлахтăр та, кун пеккине ĕненес те килмест, тен, сас-хура министерстви (Мининформполитики ЧР) йăнăшнă?
"Тăван Атăла" илес пулсан, ăна кăларакан АТ мĕнле те пулин "хаяртарах" статья çырса курнă-ши? Вăл ялан эстрада пирки йăваш ханша пек лĕпĕр-лĕпĕр çыркаланçи пулать, çав кăна.
ГЕННАДИЙ // 2699.46.2086
2023.08.08 13:27
МАТТУРСЕМ МАН ЮЛТАШСЕМ ! КАСАКЛА КАЛАСУ ПУСАРНА , МАН ЧУН КАВАРЕ ЕВЕРЛЕ ПУЛСА ПЫРАТЬ САМАХ ЮХХИ ... АРА , АС=ХАКАЛЕ ТЕ ПАЙТАХ САВ САМАХ КАВЕРЛЕМЕ ПЕЛЕКЕНСЕН ... САПЛА ПУЛТАР ЕНТЕ !<img
А. Тарасов // 1746.97.3601
2023.09.25 23:20
Алексин кунта суйса ҫырнине Польша сатирикӗн Ежи Ленцӑн сӑмахӗпе кӑна ӑнлантарма пултаратӑп: "Создавайте о себе Легенды, боги начинали с этого".
Пӗр тесен, Уяр алҫырӑвне 5-6 ҫул каяллах тупнӑ пулсан ҫак вӑхӑт хушшинче журнал редакцийӗсене чупса ҫӳриччен ху издательствӑн тӗп редакторӗ пулсан тыт та кӗнеке туса кӑларса яр. Мӗн проблеми унта?
А. Тарасов // 4231.59.9984
2023.09.26 08:20
Алексинран ыйтас килет:хӑҫан пӗлтӗр "Тӑван Атӑл" журнала "Ӑҫта эс, тинӗс?" историне килсе панӑ-ши? Эп астумастӑп-ҫке. Хам темиҫе те ыйтрӑм. Памарӗ те, кӑтартаймарӗ те. "Халӑх шкулне" панине илтрӗм. Вӑл мана юратманнине пӗлеп-ха, манӑн кӗнеке алҫырӑвне те 5 ҫул вырттарчӗ 5 ҫул каяллахдиректор ҫумӗ Яхатина "В производство" тесе ҫырнӑ пулин те. Уяр папкинчи кашни йӗркине пичетлеме хатӗр кӑна мар, пирӗн ятарлӑ проект пырать - "2023 ҫул: Хв. Уяра вулатпӑр". Кашни номертех Уяр хайлавӗсене, ун ҫинчен пичетлетпӗр. "Ӑҫта эс, тинӗс?" историйӗ, Алексин, манӑн эс памасӑрах пурччӗ вӑл. Эс пӗрремӗш хут пичетленет тесе ҫыратӑн, "Хыпарта" 1994 ҫ. пичетленӗ. Ӑна ҫырасси ҫинчен Уяртан эпӗ 1992 ҫултах илтнӗ. Эпир ун пирки калаҫнӑччӗ унпа ӑнсӑртран больницӑра тӗл пулсан.Ку - хӑй истори. Суйса историсем тума кирлӗ мар.
Алексин // 1734.06.1786
2023.09.26 08:23
Мĕн пирки суйнă-ха? Кун пек алçыру Хветĕр Уяр издательствона пырса паман пек пулса тухать. Унта "Иртнипе пуласси" ниçта та пичетленме очерк, çÿлерех асăннă асаилÿсемпе калавсем те пулман иккен. Журнал редакцийĕсене чупа-чупа "Ăçта эс, тинĕс" калав историне", ытти асаилĕве кăларса янă пулсан мĕн начарри пулатчĕ? Маларах çитетчĕç вĕсем вулакан патне, çавă кăна. Паллах, çырнисен пуххин 4-мĕш томĕнче çитес çул тухаççĕ вĕсем, кая юлса та пулин.
Тата: эп хам пирки "чупман", йĕпе-сапара пурăнса ирттернĕ Уяра çул пама ыйтнă. Тен, Уяра пухура тылланă чухне эсир ал çупса ларакансем хушшинче пулнă?

Тарасовпа Прокопьева Уярăн хăш-хăш япали мĕншĕн тивĕçтерменнине вилсе каяс пек пĕлес килет. Вĕсем совоксен "не пущать" текен пăнтăхнă саккуннне тепĕр хут туртса кăларасшăн -ши?
Çак спектакль пекки Ю.Артемьев куçĕ умĕнче пулса иртрĕ, "легенда тумалли" кунта нимĕн те çук.
Алексин // 1734.06.1786
2023.09.26 08:32
"Чаваш халăх сайтĕнче пĕри ыйтать: "ТА" ку очерка мĕншĕн пичеттлемен, мĕнрен хăранă?" Хуравла! Журнал сан "хăвăн" мар, Вашуркинăн та мар, патшалăх укçипе тухать.
А.Тарасов // 1476.59.2921
2023.09.26 09:18
Алексин:"Тăван Аталта", сăмахран, ним вуламасăрах авторсемпе "кирлĕ пек" калаçма вĕреннĕ". "Буддӑсем пек пуҫӗсене каҫӑртса ларакан главный редакторсене ӳкӗте кӗртме хамӑн вӑй ҫитменнипе Юрий Артемьев профессора та хутшӑнтарса пӑхнӑччӗ ҫак ӗҫе, усси пулмарӗ."
Мен тума тапанна мана Алексин, мана 2500 ыцтла сын уменче намаса кертмелле ним айпсар сертен? Эс манпа каласьса та курман вет.Кусьа-кусьан торса курман. Эп куллен хутшанакан хисепле пройфессора мен-ма кунта хутшантармалла? Килсен катартмаллачче те Уяр папкине, калаттанчче те: "Сакна-сакна пичете Валерий Алексин пичете хатерлене" тесе пичетре тухатчес те. Тархасшан. Уяр чаваш халахе патне тухатче, вулакансемшен пысак парне пулатче. Мана е "Таван Атапла" мен чепетсе, унталла-кунталла турткаласа, ваараласа лармалли пур. Маншён санпа иксемер хушшинчи хутшёну мар, Уяр хакларах.Прозара Уяр пек аста сыракан, шухашлакан сук пирен хальлехе. Чаваш саспаллисене лартса сырманшан касару ыйтатап, чакаланса ларма вахат пулмаре..
А.Тарасов // 1476.59.2921
2023.09.26 09:41
ялтан // 2892.60.1040
2023.08.06 08:09
Питĕ интересленсе вуларăм. Пĕлес килет, ку очерка "Тăван Атăл" журнал" мĕншĕн пичетлемест, мĕнрен хăрать?

В.Алексин ирӗк парсан, тем хаклах ыйтмасть пулӗ ӗнтӗ, "Тӑван Атӑлта" тухать. Ҫитес вӑхӑтрах. Пирӗн алла маларах лекнӗ пулсан тахҫанах пичетленмелле. "Мӗншӗн чӑваш чӑваша юратмасть?", "Чӑваш вӑййи ҫинчен" статйисем пичетре пулчӗҫ ӗнтӗ. "Тӑван Атӑл" журнал нимрен те хӑрамасть, ӑна хӑратмаҫҫӗ те. Ку сире пӗлсе тамаӑ

Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики