Идея это не голая абстракция, а скорее побуждение к действию. (Ален)
Иван Саландаев: «Качакапа специалист мар!»
Иван Саландаев16.01.2023 09:133021 просмотров
Аслӑрах ҫулхисем ас тӑваҫҫӗ пулӗ-ха: иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенче Шӑмӑршӑ пасарӗ эрнекун редакци ҫумӗнчи лавкка патне пуҫтарӑнатчӗ. Пасар теме те ҫукчӗ пуль ӑна: хальхи пек таҫтан-таҫтан килнӗ сутуҫӑсем кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак, ытти ӑпӑр-тапӑр сутман.
Пӗрре ҫапла редакцири ман пӳлӗме самаях ватӑ хӗрарӑм кӗчӗ.
— Качака туянасшӑн та, хӑшне суйласа илмеллине пӗлместӗп. Мана таса ӑратли кирлӗ, кунне 2-3 литр ҫеҫ параканни ан пултӑр. Редакцире ӑслӑ ачасем ӗҫлеҫҫӗ, пулӑшӑр-ха мана.
Мӗн калас кун пек чух? Ял хуҫалӑх пайӗн ертӳҫи Арсений Бараев та ҫухалса кайрӗ: хӑйӗн ӗмӗрӗнче те вӑл качака усраса курман. Тата виҫпӳртсем ҫак выльӑха пачах та хисеплемеҫҫӗ иккен.
Ҫапах та ватӑ ҫыннӑн ыйтӑвне шута илсе ӑна пулӑшмаллах. Редакцин ниҫта та ҫырса хуман ҫак саккунӗ ҫапла. Вара Арсений Васильевич ял хуҫалӑх управленине шӑнкӑравларӗ:
— Эпӗ качакапа специалист мар ҫав, — хуравларӗ тӗп зоотехник. — Ветеринарсенчен ыйтӑр.
Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене сиплекенсем те пулӑшмарӗҫ. Хайхи нушапа килнӗ карчӑка Иван Юманов корреспондент пулӑшма килӗшрӗ. Ахальтен-им вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе зоотехник дипломне илнӗ? Иван Матвеевич пулӑшу ыйтма килнӗ ҫынна лайӑх качака суйласа илме вӗрентрӗ, пасара хӑй те пычӗ.
Ман карчӑк темиҫе эрне иртсен редакцие кӗрсе тав туса хӑварчӗ.
— Редакцире чӑннипех те ҫав тери ӑслӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ ҫав, — чунтан калаҫрӗ ватӑ ҫын. — Ҫавӑнпах сирӗн хаҫатӑра ҫырӑнса илетпӗр те.
Иван Саландаев.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.