| Agabazar // 2735.35.3842 2023.01.16 08:26 | |
|  | Сергей Пятаков, чăваш чĕлхине тар кăларса вĕрен (Тимĕр Акташ пек тата Валери Туркай пек!), вара пĕтĕмпех ăнланан. | 
| Сергей Пятаков // 1273.32.3881 2023.01.16 15:14 | |
| )))))))))))))Акапасар, эс мана вĕрентес терĕн-и? Хăвăн ачусене вĕрент! Мана вара вĕрентме кирлĕ мар. | |
| Agabazar // 2735.35.3842 2023.01.16 19:08 | |
|  | Хурах! Хутла вĕрентеççĕ! (с)
 https://chuvash.org/lib/haylav/59.html Иван Мучи персонажĕ темерĕн! )) Вĕренесрен сехри хăпнă! Ан хăра, вĕреннипе ним те пулмасть. Çăкăр ыйтмасть вăл, вĕренÿ. | 
| Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489 2023.01.17 10:23 | |
| Сергей ПЯТАКОВА: Агабаззара, тӑванӑм, тавлашса НИКАМ ТА 
 ҫӗнтереймест! Никам та! Нихҫан та! Вӑл ҫын шухӑшне шута хума, ҫынпа килӗшме ҫуралман. Агабаззар пеккисемшӗн чи хӑрушши - вӗсене асӑрхаманни, вӗсем ҫырнине вуламанни, вӗсене ХУРАВЛАМАННИ. Шута илсем ҫакна, ырӑ ҫыннӑм! ...Мана питех те кӑсӑклӑ - ҪАКӐН ХЫҪҪӐН Агабаззар МӖН ҫырать-ши ку сайтра?.. Чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп! Тавай, Агабаззар, ларсам часрах компьютеру умне, ҫирӗплетсем черетлӗ "шедеврупа" Туркай каланине! Валери ТУРКАЙ | |
| Agabazar // 2147.10.3090 2023.01.19 21:25 | |
|  | Валери Туркая та кăштах вĕренсен пăсмасть. Ытларах вĕренме те сĕнме пулать, анчах вăхăчĕсем çукрах пуль.
 Тутарсем тарла-тарла Вĕренççĕ тутарла (с) | 
| Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489 2023.01.20 05:03 | |
| АГАБАЗАР - "Валери Туркая та кăштах вĕренсен пăсмасть".
 Вӑт КУНПА питӗ килӗшетӗп, тӑванӑм! Питӗ! Вӗренетӗп-ха эпӗ, пачах вӗренместӗп мар - арӑмран та, туссенчен те... Пурпӗрех - сахал, питӗ сахал ку! Сана та канаш парам-ха, юрать пулсан... Агабазар, эсӗ -питӗ талантлӑ ҫын, питӗ нумай пӗлетӗн!.. Ҫыр-ха калавсем, эссесем, памфлетсем, повӗҫсем... Халӑхшӑн ҫӗр хут усӑллӑрах пулать ҫак!.. Эсӗ ку сайтра ҫырни КУНТА ҪЕҪ юлать. Шел пулин те!.. Хисеплесе, ырӑ сунса, Валери ТУРКАЙ | |
| Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489 2023.01.21 06:29 | |
|  Ӑҫта ҫухалчӗ пирӗн "икӗпитлӗ, тахҫан выҫӑ тытнӑ пекки тукаланӑ" Туркай ҫинчен хавхаланса та тар юхтарса ҫырнӑ пӗрпитлӗ Вырӑк?..
 А-у, сассуна парсам,тӑванӑм! Сансӑр кичем пире! Туркая тата тӑрӑ шыв ҫине кӑларсам! Эпӗ вӗт питӗ сахал пӗлетӗп хам пирки... Е шӑнкӑравла - песплатнӑ кофе ӗҫтереп сана. Валери ТУРКАЙ. 89278555480 | |
| Вырăк // 3699.00.4903 2023.01.23 10:08 | |
| Ӑмӑрткайӑк ҫерҫисемпе кӗрешместь. | |
| Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489 2023.01.24 03:55 | |
| ВЫРӐК: "Ӑмӑрткайӑк ҫерҫисемпе кӗрешместь". Чӑнах та-и?! Пӗлменччӗ!.. Ӑмӑрткайӑкӗ КАМ-ши?.. Ҫерҫийӗсем КАМСЕМ-ши?.. Ай, пӗлесчӗ!.. Ай, пӗлесчӗ!.. Пур иккен-ха Чӑваш Енре ӑмӑрткайӑк!.. Эп юлман тесе... Вӑл, паллах, - пурте чунтан юратакан Вырӑк! Саламлатӑп, тӑванӑм, саламлатӑп!.. ..."Кӗрешмест" сӑмаха ҫемҫелӗх паллисӗр ҫыраҫҫӗ, "ӑмӑрткайӑк"! Ан асаплантар тӑван чӗлхӳне, паттӑрскер! Валери ТУРКАЙ. 89278555480 | |
| Евразиец // 3592.88.7110 2023.01.24 16:29 | |
| Вот Вырăк вĕрентеть, вĕрентетĕк вĕрентеть...питĕ маттур. Атту кунта "...йăхташсем, акасакалсем, шурсухалсем...". Мĕн вăл, кам вăл "йăхташ"? Тен йăх-йашсем, е йăх-хурăнташсем?! Аксакалсем çук Чăвашра, шурсухалсем пур, аксакăлсем пур. Вырăсем хушшинче вĕсене белобородый теççĕ. | |
