Ҫук, ку пӗрре те шӳтлесе калани мар: пирӗн тӑрӑх туристсем валли ҫав тери илемлӗ пулнине Мускав та ӑнланса илнӗ. «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ малашне Раҫҫейри чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри пулмалла.
Проектпа смета документацине хатӗрлес ӗҫ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Строительствӑри мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр — асаттесем тытман упа тирне сӳме хушманнине асра тытар. Ҫакна ҫеҫ калар: хӑна ҫурчӗн комплексӗн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенкӗрен кая лармӗ. «Мускавшӑн ҫак укҫа нумай-и вӑл?» — тейӗҫ хӑшӗсем. Бюджет укҫи питӗ шутлӑ пулнине, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивнине манар мар.
Туризма аталантарас тесен, районта тирпей-илем енӗпе ҫав тери нумай ӗҫлемелле. Шӑтӑк-путӑк ҫулсемпе, ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ ҫырмасемпе, хыт-хура ҫеҫ ашкӑрса ӳсекен пушӑ ҫуртсен пахчисемпе эпир туристсене илӗртме пултарӑпӑр-ши?
Тирпей тума чӑн малтан район центрӗнчен пуҫламалла. Кунта урамсене шӑлса-тасатса тухни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Туристсене кӑтартмалли, вӗсен умӗнче мухтанмалли мӗн пур?
Темиҫе ҫул каялла эпӗ хамӑр хаҫатра Хырла ҫырми ҫинче шыв арманӗ тума сӗнсе статья ҫырнӑччӗ. Ун чух журналист сӗнӗвне пуҫлӑхсем кулса ҫеҫ йышӑнчӗҫ. Ман шутпа, шыв арманӗ тусан туристсем эртелӗ-эртелӗпе капланса килӗччӗҫ. Ан тив, ҫӑнӑх ан авӑрттӑр вӑл, ваттисем каланӑ пек «хурми» ҫеҫ пултӑр. Шӑмӑрша пырса кӗнӗ ҫӗрте шыв арманӗ ларсан, юнашарах туристсене тата ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курма май пуррине ӑнлантарса ҫырнӑ пӗлтерӳ вырнаҫтарсан питех те лайӑх пулмалла.
Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ паллӑ ентешӗмӗр Федор Мадуров скульптор Шӑмӑршӑ вӑрманӗ хӗрринче ҫил арманӗ туса лартма та ӗмӗтленетчӗ. Унӑн ырӑ ӗҫӗсене малалла тӑсакан ҫын тупӑнӗ-ши? Ҫӑнӑхӗшӗн мар, хӑнасене кӑтартма, туристсене илӗртме кирлӗ аваллӑха аса илтерекен армансем. Маҫтӑрсем вилсе пӗтнӗ темелле мар, пирӗнпе кӳршӗллӗ Тутарстанри Пӑва тӑрӑхӗнче, ҫавӑн пекех хамӑр республикӑра та ҫил арманӗсем туни ҫинчен пӗлетпӗр. Эпир вара киввисене ҫунтарма-ҫӗмӗрме ҫеҫ «ӑста», пулас ӑрусем валли курса савӑнма нимӗн те хӑвармастпӑр.
Ҫил арманӗсем вара район территорийӗнче 51(!) пулнӑ. Чаткасра кӑна 10 арман ҫуначӗсем ҫаврӑннӑ (хуҫисем — Михаил Тихонов, Яков Мартынов, Николай Еремеев, Семен Леонтьев, Максим Андреев, Павел Степанов, Сабир Сыргаев, Егор Воробьев, Арлий Степанов тата Тихон Чумаков). Ярӑславра Филипп Петров, Гавриил Лукиянов, Василий Кузнецов ҫил арманӗсем тытнӑ. Энтӗрьелӗнче Александр Любимовӑн, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра Петр Дмитриевӑн, Лискав Измайловӑн, Илендий Ухтияровӑн, Васанта Ефрем Митрофановӑн ҫил арманӗсем халӑха ҫӑнӑхпа тивӗҫтернӗ.
Пулнӑ вӗт-ха пирӗн тӑрӑхра чӑн-чӑн ӑстасем, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн ятне-ҫумне ҫӗклекенсем! Пирӗн платниксем хамӑр патӑрта ҫеҫ мар, Тутарстанра, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче, Мордва енче ҫил арманӗсем тӑва-тӑва лартнӑ. Хам ҫуралса ӳснӗ Упири икӗ армана Палтиел тутарӗсем тунине, ҫывӑхри Хурӑнвар арманне виҫпӳртсем ӑсталанине вырӑнти халӑх халӗ те аса илет.
Статьяна хӑна ҫурчӗ пирки тин илтнӗ ҫӗнӗ хыпартан пуҫларӑмӑр пулсан, туристсене йышӑнма «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ мӗнле хатӗрленнине те каласа хӑварар.
Акӑ Интернета вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ: ҫӗр выртмалли вырӑн таҫта шырамалла мар, Баскак лесничестви 6 ҫын валли турист ҫурчӗ туса лартнӑ. Илемлӗ йывӑҫ пӳрте электричество кӗртнӗ, апат пӗҫерсе ҫиме, чей вӗретме электроплитка пур. Ӗҫмелли шыв ҫывӑхри ҫӑл куҫран ӑсса илме пулать. Баскак лесничествин телефонӗ: 8(83546) 2-78-05.
Мӗнле туристӑн чӑваш мунчинче ҫӑвӑнса хурӑн е юман милӗкӗпе чун каниччен ҫапӑнасси килмӗ-ха? «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗн Баскак лесничествинчи «Великий» картунта турист ҫурчӗ ҫумӗнче чӑваш мунчи пур, унта харӑсах улттӑн ҫӑвӑнма пулать. Ҫӑвӑнса тасалнӑ хыҫҫӑн уҫӑ беседкӑра шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларма, вӑрман курӑкӗсенчен хатӗрленӗ техӗмлӗ чей ӗҫсе ӑша кантарма питех те аван.
Енчен те шашлӑк хатӗрлес е пулӑ шӳрпи пӗҫерес тетӗр пулсан (пуллине ҫывӑхри ҫырмара тытма юрать), тархасшӑн! Мангал та, хуран та, чашӑк-ҫӑпала та, кӑвайт чӗртмелли ятарлӑ вырӑн та пур.
Мунча кӗтӗм вӑрманта,
Хурӑн милӗкӗпеле.
Пулӑ шӳрпи — хуранта,
Эх, аван та-ҫке епле!
Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Çил арманĕсем тесен, пуррисене упраймастпăр та, эсĕр вара çĕннисене тăвасси пирки калаçатăр.