Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Много людей живет не живя, но только собираясь жить.
(Белинский)
 

Варвара Николаева: «Укҫан амӑшӗ ҫук»

Варвара Николаева07.12.2022 20:554444 просмотровИзменить Удалить

Ҫапла ят панӑ чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч хайӗн тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ пилӗк повеҫрен тӑракан кӗнекине. Эпиграф вырӑнне ҫак йӗркесене илнӗ:

Калатӑп, пурнӑҫ урапи

Вараланса кусса пырать,

Тен, ҫавӑнпа – ҫке ҫын шӑпи

Тасалӑха чунра шырать.

Чунри тасалӑха упраса тытса пыма пӗртте ҫӑмӑл мар иккен. Самани ҫапла ҫаврӑнса кайнӑ-ҫке. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем ӗнтӗ.

Акӑ «Компьютер» ятлӑ фирма директорӗ умӗнче модӑран тухнӑ ҫи-пуҫлӑ хӗрача тӑрать. Куҫлӑхӗ те ҫавракаскер кӑна, пушмакӗ те лутра кӗлеллӗскер, ҫӳҫне те чӑмӑрккана пуҫтарса ҫыхнӑ – пач та хальхи пекскер мар. Хӑй вара ӗҫ пирки килтӗм тесе пӗлтерет. Директор пӑхса тӑмарӗ, тӳрех: «Уборщицӑна ӗнер кӑна илтӗмӗр, эсир кая юлтӑр пулас», - терӗ. Ҫук, эпӗ программистка, хамӑр декан сӗннипе килтӗм тесен, калаҫу вара урӑхланчӗ. Надя Смирнова университета хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗскерех иккен. Фирма директорӗ Семен Карнизов деканран ыйтнипе килнӗ ӗнтӗ Надя. Мӗншӗн вӑл вӗреннӗ чухне те, халӗ те ҫакӑн пек «модӑпа» ҫӳренине автор «Чӗлхесӗр пике» повеҫре кӑтартса парать. Хӗр чысне упрас тесе хӑй илемне пытарса усранӑскер вӑл. Чӑрсӑр вӑхӑт хӑратнӑран пулас.

Анатолий Кибеч творчествинче вӑрҫӑ теми пысӑк вырӑн йышӑнни паллӑ ӗнтӗ. «Афган юрри», «Чечняри чӑваш каччи» юрӑ, «Юлашки ҫыру» калав – ҫаксене чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ те пуль. Ку кӗнекене вара «Шартлама» повеҫе кӗртнӗ. Унта Гитлер вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫӗ. Мӗнле тӗлӗнмелле самантсем сиксе тухнине, ҫивӗч тавлашусем пулса иртнине паянхи ҫамрӑк вулакан ӗненес те ҫук. Ҫӗнтерӳшӗн чуна парса ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, нимӗҫсем Мускава илнӗ, кӗҫех кунта ҫитӗҫ, чӑвашсемпе калаҫмалли кӗнеки те пур тесе сӑмах саракансем те пулнӑ вӗт-ха. Ял советӗнче ӗҫлекен ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерекен те тупӑннӑ. Анчах та ырӑ ӗҫ пӗрех ҫӗнсе пынӑ.

Кӗнекене мӗншӗн ҫапла ят панине вара «Укҫан амӑшӗ ҫук» повеҫе вуласан пӗлме пулать. Ытла та тарӑн шухӑша яракан ят мар-и-ха ҫакӑ? Паллӑ ӗнтӗ, А. Кибеч философ пулнӑ май, кунта та пуриншӗн те пӗлтерӗшлӗ ята тупать. Алексей Чечня вӑрҫине пула чылай ҫул хушши хыпар яраймасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн май тупса ҫӗр хута тӑван яла ҫитет. Анчах ӑна ашшӗ килне кӗртмеҫҫӗ. Ют ҫынсем пурӑнаҫҫӗ иккен. Икӗ йӑмӑкӗ, пиччӗшӗ вӑрҫӑра вилнӗ тесе шутлаканскерсем, хӑйсем ҫуралса ӳснӗ кил-ҫурта сутса укҫине пайлаҫҫӗ. Алексейшӗн каллех йывӑрлӑхсем сике-сике тухаҫҫӗ. Хӑйӗн ӗҫченлӗхне пула пурнӑҫне ҫапах майлаштарать, ҫуртне те хӑй аллипе ҫӗклет.

«Типшар» повеҫе вара чӗрене ыраттармасӑр вулама май та ҫук. Унта 90-мӗш ҫулсенчи чӑрсӑр бизнес мӗнле алхасни куҫ умне тухса тӑрать. Кибечӗн ӑсталӑхӗ ҫапласкер ӗнтӗ, юрӑра-и, калавра-и, повеҫре-и, романра-и, унти сӑнарсене ӳкерсе кӑтартнӑ пек укҫа парать. Ӗҫсем те сан умра пулса иртнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Ку повеҫре вара шкулта ӗҫлекен Валентина Совина патшалӑх учительсене те шалу парайманнине пула, суту-илӳ ӗҫне пуҫӑнать. Пасарта уйрӑм вырӑн тупма та май ҫитет. Кивҫен илнӗ укҫапа тавар чылай турттарса килет. Анчах пасар хуҫи, Талмасов, пысӑкрах тупӑш илес тесе ҫӗнӗ ҫурт лартма шутлать, киввине ҫунтарса ярать. Унти вырӑнсене тара илнӗ ҫынсен япалисем пурте кӗл пулса юлаҫҫӗ. Валентина та нимсӗр тӑрса юлать, хваттерне те туртса илеҫҫӗ. Ниҫтан та пулӑшу ҫук, пасар хуҫи патне те кӗртмеҫҫӗ…

Повеҫ пуҫламӑшӗ вулакана тӳрех ыталаса илет тесен те юрать. Ытла та хӑрушӑ самантран пуҫланнӑран ӗнтӗ. Вунулттӑри Денис ирех вӑранать те велосипед ҫине ларса Атӑл хӗрнелле пулла васкать. Пуянсен урамӗпе пынӑ чух пӗр кермен умӗнче ҫын ҫакӑнса тӑнине асӑрхать, велосипедне пӑрахса чупса пырать, ыталаса тытса хӗрарӑма ҫӑлма хӑтланать. Денис хӑрах аллипе тытса мӑйри кантра патне кармашать – ӗҫ тухмасть, хӗрарӑм алран вӗҫерӗнсе каллех пӑвӑнать… Ҫав хӗрарӑм шӑпах Валя, Валентина пулнӑ та ӗнте.

Пуян ҫынна явап тыттарасси пӗртте ҫӑмӑл ӗҫ мар иккен. Ҫаплах та Талмасова ҫӗнтерекенсем те тупӑнаҫҫӗ.

Кӗнеке ҫӑмӑллӑн вуланать, пуян та илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑран ӗнтӗ. Кибечӗн сӑнарлӑ шухӑшлавӗнче пурнӑҫа лайӑх пӗлни сисӗнет. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна хальхи пурнӑҫ ҫыравҫи теҫҫӗ. 90-мӗш ҫулсенчи чӑваш литературине А. Кибеч тапхӑрӗ тенине те илтнӗччӗ. Ҫакна «Укҫан амӑшӗ ҫук» кӗнеке те аван ҫирӗплетсе парать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.20 17:05
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.3-мӗш пункт)
Вулакан // 3557.62.9796
2022.12.27 21:39
Кибеч вӑл хӑй пур,ӑна никампа та танлаштарма май ҫук.Вӑл соцреализм ҫыравҫи мар,паянхи пурнӑҫа тишкерекен ҫыравҫӑ,ӑсчах.Малтан вулӑр,вара калаҫӑр.
Санькка матки // 8271.6.1562
2022.12.28 09:10
Кипечӗн мӗнле кӗнекине халӑх "Салампи", " Ӗмӗр сакки сарлака", "Хура ҫӑкӑр"," Таната", "Кӑра ҫилсем" тата ҫавсем йышши пеккине вулать?Кам та пулин мӗн асӑнма пултарать? "Мунча кунӗ" спектакль пирки калаҫнине кӑна илтнӗ хальхи чӑваш произведенисенчен.
Agabazar // 3605.79.4287
2022.12.28 18:26
Agabazar
Тăхлачă,
Саламписем çут тĕнчене килнĕренпе ĕнтĕ, ахăртнех, 100 çул çитет. Çĕр çулах пулмасан, çавăнталла çывхарса пырать.

Ку вăл — тахçанхи истори. Унтанпа шкулсенче те чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пăрахнăпа пĕрех.

Чăвашла вулама пултаракансен йышĕ те унтанпа çĕр хут таранах чакнă.

Эппин, санăн хăлаçланăвусем кунта пит кирлех те мар.
Шихранский // 1662.52.1726
2022.12.29 20:20
Ай-туру, çав Варвари хыççăн кайса Кипечрен пысăк писатель тума ан кармашăр-ха пустуй, вăтам шайпа хакласан та тем пекех пысăк аванс пулать ăна. Варваришĕн пулсан Кураков та тĕнче шайĕнчи ученăй. Мĕн каласси пур, юрататпăр çав искусствăпа ăс-хакăл анинче çукран - пур, пуртан - çук тума.
Вулакан // 3557.62.9796
2022.12.29 20:34
Санькка маткин вилнӗ ӗнин сӗчӗ чӑнах та тутлӑ пулнӑ-ши вара? Паян та хытӑ кулянать.Ӗне чӗлхи ҫине апатне ытларах хурса парас чух ,партсобранинче вӑхӑтне ирттернӗ курӑнать.Хальхи чӑваш унчченхи мар вӑл.Ӑна ҫӗнӗ сӑнарсем кирлӗ.Тӑхлач,эсӗ Агабазар сӑмахне итле.Иртнипе мар,паянхи ыйтусене татса парса пурӑнатпӑр вӗт. Вуласа пӑх-ха эсӗ Кибечӗн ҫӗнӗ кӗнекине.Вара,тен,ҫынна хурлама васкамӑн.Чӗлхене шӑмсӑр теҫҫӗ вӗт.
Санькка матки // 9658.2.3708
2023.01.04 12:12
Ӗни вилнӗ пулсан сӗт - сӗтех, кӗсре ш..ӗ мар.Ҫакна ӑнлансах пулать. Кипечсем питӗ мантарасшӑн, асилтересшӗн мар "Салампине"," Хура ҫӑкӑрне", мӗншӗн тесен ӑнланаҫҫӗ: урӑх шай, пултарулӑх, ӑсталӑх.
Влакан // 3557.62.9796
2023.01.08 08:11
Вуламасӑр калаҫакан чипер чӗлхесӗр тӑхлача аса илтерем,сӑмах Кибеч кӗнеки пирки пыратчӗ пулас.Мӗншӗн тепӗр автор ҫине куҫса каймалла-ха?Салампи ватӑлнӑшӑн хальхи чӑваш халӑх ҫыравҫин мӗнле айӑп пур вара? Паянхи вулакана ҫывӑх пулнӑран-и?Кашни ҫыравҫӑн хӑй вӑхӑчӗ тетчӗҫ мар-и?Сӗтне сыпса пӑхмасӑр тутине пӗлме пулат-и вара?
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.11 10:06
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Аскольд // 1145.72.3603
2023.01.11 19:36
Книги как и произведения бессмертны. Разве Пушкин устарел? А Константин Иванов? Вы о книгах об искусстве рассуждаете как базарнве торгаши

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики