Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Любимая женщина не стареется.
(М. Горький)
 

Иван Саландаев: Чаткас пупӗсем тата Иван Яковлев е пирӗн тӑрӑха Ленин чӑнах та ҫитнӗ-ши?

Иван Саландаев07.10.2022 21:202956 просмотровИзменить Удалить

Район историне тӗпченӗ май, пирӗн тӑрӑхри халӑха вулама-ҫырма вӗрентнӗ тӗн ҫыннисене те манса хӑварас килмест. Вӗсенчен пӗри пӗри — Алексей Иванович Баратынский (1824-1895).

Алексей Иванович малтан Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищин заведующийӗ пулнӑ, Хусанти тӗн семинарине пӗтернӗ. 1848 ҫулта ӑна Анат Чаткас чиркӗвне священник пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Чаткасра вӑл 1862 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Баратынскийсен кӗҫӗн ывӑлӗ Петр Алексеевич каярахпа Хусан университетӗнчен вӗренсе тухать. Паллӑ врач хирург, медицина наукисен докторӗ пулса тӑрать.

Алексей Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн директорне И.Я.Яковлева ҫывӑх пӗлнӗ. Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищӗре ӗҫленӗ чухне вӑл ҫамрӑк Яковлева турӑ саккунне вӗрентнӗ. Ҫак туслӑх малалла ҫирӗпленсех пынӑ.

И.Я.Яковлев 1895 ҫулта Синодӑн обер-прокурорӗ К.П.Победоносцев патне чи ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ: «1856 ҫултанпа эпӗ Алексей Ивановичпа чи ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, вӑл манӑн пурнӑҫра ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнчӗ...»

Малалла Иван Яковлевич хӑй тӑлӑх пулнине, ырӑ ҫынсем ӑна 1856 ҫулта А.И.Баратынский ӗҫленӗ Пӑрӑнтӑкри училищӗне вырнаҫтарнине аса илсе ҫырнӑ. 1860 ҫулта ҫак училищӑран пӗлӳ илсе тухсан, А.И.Баратынский пулӑшнипех Яковлев ҫӗр йӗркелӳҫӗ ӗҫне вӗреннӗ, унтан ӑна Алексей Иванович Чӗмпӗр удельнӑй кантурне ҫӗр виҫевҫӗ пулса ӗҫлеме вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑнтан И.Яковлев гимназие вӗренме кӗме пултарнӑ. «...Манӑн малалли пӗтӗм пурнӑҫӑм хисеплӗрен те хисеплӗ Баратынский протоирейпа ҫыхӑнчӗ, вӑл мана хавхалантарса пычӗ», — тенӗ И.Я.Яковлев.

Алексей атте Чаткас прихутӗнче пурӑнакансене тӗттӗмлӗхрен кӑларас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ, хут пӗлмен халӑха вулама-ҫырма вӗрентнӗ.

«Учитель ӗҫне эпӗ пысӑк хавхаланупа пуҫӑнтӑм, — аса илсе ҫырнӑ А.Баратынский приотоиерей. — Шел, манӑн вӗренекенсем вырӑсла пачах та пӗлместчӗҫ.

Ялта яланах тӗттӗмччӗ, краҫҫын та ҫук. Эпӗ удельнӑй кантурӑн управляющийӗ С.П.Глинка патне кайсан ҫапла каларӑм: Чӑвашсем ҫав тери чухӑн, выҫӑ вилекенсем те нумай».

Глинка ман ҫине кӑшкӑрса тӑкрӗ: «Эсир чӑвашсене пӗлместӗр-ха, вӗсем хӑйсене чухӑн та выҫӑ пек кӑтартаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах укҫинее ҫӗр ӑшне чавса пытараҫҫӗ!»

Эпӗ удельнӑй кантурӗн управляющийӗн сӑмахӗпе килӗшмерӗм. Выҫлӑхпа чухӑнлӑха куҫпа курмасӑр, тутӑ ҫынна ҫынна чӑнлӑха ӗнентерме май ҫук ҫав».

И.Я.Яковлева ҫывӑх палланӑ тепӗр ҫын — Баратынский хыҫҫӑн Чаткас чиркӗвӗнче ӗҫленӗ Михаил атте (Михаил Кузьмич Кузьмин). Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче Михаил Кузьмин 1904 ҫулхи ноябрӗн 9-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн директорӗ И.Я.Яковлев патне янӑ ҫыру копийӗ упранать. Унта вӑл Иван Яковлевича тӗн кӗнекинчи кӗске калавсене чӑвашла лайӑх куҫарнӑшӑн тав туни ҫинчен пӗлтернӗ «...Сирӗн калавӑрсене кашни чӑваш юратать, — тесе ҫырнӑ Михаил атте. — Эсир вӗсене ман пата ярса панӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Калавсене хут пӗлекен хресченсем тӗттӗм чӑвашсене вуласа параҫҫӗ...»

Михаил атте И.Я.Яковлева лайӑх пӗлнӗ, хӑй вӑхӑтӗнче — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ чухне — унӑн чи пултаруллӑ вӗренекенӗсенчен пӗри шутланнӑ.

Чаткас тӑрӑхӗнче мӗн ӗлӗкренпех хӑйсем патӗнче 1900 ҫулсенче Владимир Ульянов хӑнара пулни ҫинчен легенда ҫӳрет. Кузьмин пупӑн ывӑлӗ Андрей Чӗмпӗрти гимназире вӗренни, революци енне туртӑнни те паллӑ. Тен, ҫамрӑк Ильич Андрей Кузьминпа пӗрле Чаткаса килме те пултарнӑ? Шел, архивсенче ҫакна ҫирӗплетекен документ тупӑнмарӗ.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пирки сӑмахӑма пӗтӗмлетнӗ май, вӗренӳ заведенииӗнче ҫак 1868-1875 ҫулсенче Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен Иван Иванович Исаев (Вырӑс Чукал), Александр Матвеевич Корчагин (Никишино), Михаил Никифорович Можаев (Пӑчӑрлӑ Пашьел) тата Иван Яковлев (Палтиел) вӗренни ҫинчен те каласа хӑвармалла.

И.Яковлев шкулӗн пӗрремӗш вӗренекенӗ Алексеев Рекеев пулнӑ пулсан, иккӗмӗшӗ Пӑчӑрлӑ Пашьел ачи Егор Улюкин шутланать. Шел, ҫемьери йывӑр лару-тӑрӑва пула Якур шкула вӗренсе пӗтереймен.

Виҫҫӗмӗш вӗренекенӗ те пирӗн ентеш — Вырӑс Чукалӗнчи Иван Исаев. И.Я.Яковлев вӗсем пирки ҫапла аса илнӗ: «...Тут по моему вызову явился в Симбирск к Рождеству 1868 г из деревни Чукалы Буинского уезда Симбирской губернии русский, Исаев, которого я знал, живя в деревне и будучи в Бурундуковском училище.

За ним, тоже по моему настоянию и убеждениям, опять-таки без всяких средств приехал Егор Андреевич Улюкин, чуваш из дер. Бичурга-Баишево, который попал на мое содержание».

1879-1919 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулне Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен 21 ҫамрӑк пӗтернӗ. Вӗсем ҫаксем: Степан Авксентьев (Патирек), Михаил Воронцов (Никишино), Степан Воронцов (Никишино), Михаил Григорьев (Асанкасси), Михаил Гудимов (Шӑмӑршӑ), Михаил Дмитриев (Патирек), Андрей Егоров (Шӑмӑршӑ), Никонор Иванов (Ярӑслав), Василий Ильин (Асанкасси), Георгий Константинов (Кивӗ Чукал), Георгий Космовский (Никишино), Иван Космовский (Никишино), Григорий Матвеев (Палтиел), Тимофей Матвеев (Палтиел), Михаил Митрофанов (Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ), Николай Митрофанов (Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ), Григорий Михайлов (Кивӗ Чукал), Павел Михайлов (Анат Чаткас), Афанасий Сергеев (Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ), Мевлют (Михаил) Туктаров (Кивӗ Чукал) тата Матвей Яковлев (Анат Чаткас).

1878 ҫулччен Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче арҫын ачасем ҫеҫ вӗреннӗ. И.Я.Яковлев тӑрӑшнипе, 1878 ҫулта хӗр ачасем ҫулта хӗр ачасем валли пуҫламӑш училище (педагогика курсӗсем) уҫӑлнӑ. 1900-1918 ҫулсенче ҫак педагогика курсӗсенчен пирӗн тӑрӑхри Анна Александрова (Васан), Ольга Васильева (Палтиел), Мария Воронцова (Никишино), Ирина Егорова (Палтиел), Анна Кузьмина (Анат Чаткас), Ирина Никифорова (Ҫӗнӗ Тӑрӑн) тата Клавдия Хамжина вӗренсе тухнӑ. Вӗсем пурте тӗрлӗ ялти шкулта ӗҫлесе халӑха ҫутта кӑларассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ,

Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи

Шӑмӑршӑ районӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2457.86.3280
2022.10.07 22:47
Agabazar
Патша саманинче Никишино ялне Никитино тенĕ. Чăвашла — Микиш.

Кунта асăннă Ольга Васильева (Палтиел ялĕнчен) — Совет Союзĕн Геройĕн Виталий Уруковăн амăшĕ.

Салантай юлташ Иван Яккăльччă вĕренекенĕсене номĕрлесех тухнă, анчах Игнатий Иванова (Кăнна Кушкинчен) манса хăварнă.
Agabazar // 2457.86.3280
2022.10.07 22:50
Agabazar
Никишино (Микиш) ялĕ совет саманиче икĕ пая пайланнă — Пĕрремĕш Микиш тата Иккĕмĕш Микиш. Паянхи кун тĕлне вĕсем иккĕшĕ те пĕтнĕ. Çыннисем е хулана кайса ернĕ, е юнашарти Улмаллăна куçнă.
Станьял // 1918.23.3966
2022.10.08 14:57

Тишкерӗве савӑнса вуласа тухрём. Тавах, ватӑлми Йӑван!Пӑчӑрлӑ ПАшьел, Микишьен, Асанкасси ялӗсенче ӗҫленӗ чухне курни-илтнине аса илтӗм те, унти историе тарӑнрах пӗлесшӗнччӗ.
Ленин йӗрне палланӑ-пӗлнӗ чӑвашсен историйӗнче татах шыра-ха. Унта эпир шарламанни тата калаттарманни нумай!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики