Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Жизнь - борьба.
(Вольтер "Фанатизм или Пророк Магомет")
 

Иван Саландаев: Шӑмӑршӑ енче граф пурӑнман, улпутсем вара пулнӑ

Иван Саландаев02.10.2022 15:062499 просмотровИзменить Удалить

Пӗррехинче — Шупашкартан ҫула май килекен автобуспа Шӑмӑрша таврӑннӑ чух — шӳтле лару-тӑрӑва лекрӗм. Туристсем иккен, Ульяновск хулине экскурсие каяҫҫӗ.

Хайхи Карапай Шӑмӑршӑран иртрӗмӗр те, сылтӑм енче пысӑк сас паллисемпе «Ясная поляна» тесе ҫырса ҫапнине курсан туристсем водителе чарӑнма ыйтрӗҫ. Кӗпӗрленсех тухрӗҫ автобусран, пурте «Ясная поляна» умӗнче сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.

— Лев Николаевич Толстой усадьби аякра-и? — чӑнласах ыйтаҫҫӗ манран майрасем. Вӗсем чӑн-чӑн Ясная Полянӑна — Тула облаҫӗнче вырнаҫнӑ историллӗ тӑрӑха — пирӗн патӑртипе пӑтраштараҫҫӗ иккен. Ҫапла ҫав вӑл шкулта географие начар вӗренсен, Лев Толстой писатель биографине пӗрре те алла тытса курмасан...

— Ҫук, тетӗп ҫаксене, — Лев Николаевич пирӗн ене килсе курман, Пушкин вара пулнӑ тесе калаҫҫӗ.

— Пулнӑ-и, пулман-и — сӑн ӳкерчӗке Интернета лартатпӑр. Ясная Поляна шӳт мар! — ахӑлтатсах кулаҫҫӗ туристсем.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ мӗн ӗлӗкрен «упа кӗтесӗ» шутланнӑ пулин те, кунта упасем кӑна мӗкӗрнипе килӗшме ҫук. Пирӗн патӑрта Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи самаях паллӑ ҫынсем те пӗрре кӑна пулман, ҫӗр улпучӗсемпе вӑрман улпучӗсем те пурӑннӑ.

XVIII ӗмӗр вӗҫнелле, чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм ҫӗр лаптӑкне шута илсе — пайласа пӗтерсен, кашни ялӑн ҫӗрӗсене, пӗр-пӗринчен уйӑрса, чикӗсем туса хунӑ. Ҫак ҫӗрсем пурте патшалӑхӑн шутланнӑ. Вӗсемпе никам та тӳлевсӗр усӑ курма пултарайман.

Пирӗн районӑн хальхи территорийӗнчи Улмаллӑ тата Никишино ялӗсенче ҫӗр улпучӗсем пысӑк лаптӑксене ҫавӑрса илнӗ.

Вӗсенчен пӗри — Пӑвари ҫӗр управин пуҫлӑхӗ Василий Львович Персиянинов. Акса илекен анлӑ ҫӗрсемпе усӑ курнисӗр пуҫне, улпут кунта сад лартса ӗрчетнӗ.

Василий Персиянинов тӑрӑшнипе, 1912 ҫулта Сартунккапа (Астродамовка) Пӑва хушшине аслӑ ҫул тума пуҫӑннӑ.

Тепӗр ҫӗр улпучӗ — Константин Николаевич Виноградов. Улпут Улмаллӑпа Никишино улӑхӗсенче йышлӑ ӗне, сурӑх, лаша ӗрчетнӗ, выльӑх витисем тутарнӑ. Тырӑ вырма, выльӑх пӑхма хресченсене тарҫа тытнӑ. Вырнӑшӑн арҫынсене кунне 25-шер пус тӳленӗ (Танлаштарма: 1912-1913 ҫулсенче пӗр кӗрепенке (фунт — 409,5 грамм) сахӑр 7 пус тӑнӑ).

Виноградов хӑйӗн ҫӗрӗн пӗр пайне Персиянинов улпутӑн иккӗмӗш ывӑлне (вӗсем унӑн 5 пулнӑ) — Всеволода сутса янӑ, тепӗр пайне Н.Н.Хохловский улпут туяннӑ.

Виноградов хӑвӑртрах хӑйӗн ҫӗрӗсенчен хӑтӑлма васкани ҫакӑнпа та ҫыхӑннӑ: улпут хресченсене улталаса 241 теҫеттин ҫӗр вырӑнне 320 теҫеттинпе усӑ курнӑ иккен. 1906 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Улмаллӑ ҫыннисем Пӑва уесӗнчи 4-мӗш участок земство начальникӗ патне делегаци янӑ, анчах та тӳре-шара халӑх ыйтнине тивӗҫтермен. Вара хресченсем ытлашши ҫӗре касса илме йышӑннӑ. Июнӗн 19-мӗшӗнче — сӗм ҫӗрле — хресченсем улпутӑн ҫурт-йӗрне ҫаратнӑ, кӗлетри мӗн пур тырра лавсемпе тиесе кайнӑ. Ҫавӑн пекех, тахӑшӗ сӳнтермен чикарккӑ пӑрахсе хӑварнипе, выльӑх-чӗрлӗх витисем те ҫунса кӗле ҫаврӑннӑ.

Улмаллӑри хресченсен пӑлхавне путарма Пӑваран Саблуков исправник ертсе пыракан 30 ҫынлӑ отряд килсе ҫитнӗ, ҫур ял халӑхне суд пуличчен уес тӗрмине хупнӑ.

(Революционное движение в Чувашии в период первой русской революции 1905-1907 гг. Шупашкар, 1956, стр.175-176).

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

Шӑмӑршӑ районӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4033.0.8951
2022.10.02 16:03
Agabazar
Ясная Поляна текенни (чăвашла Апрушнай) Шăмăршă районне мар, Патăрьел районне кĕрет. Шăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕ.
Agabazar // 4033.0.8951
2022.10.02 16:04
Agabazar
Патша саманинче Никишино мар, Никитино тенĕ.
Agabazar // 4033.0.8951
2022.10.02 16:20
Agabazar
Карттăна чăвашлатаканĕ Ясная Поляна вырăнне Апрушнай теме хăранă.
2022.10.02 19:11
Аçтахар Плотников
Эп каласа-ҫке: ял ячӗсене Чӑваш энциклопедирен илсе тесе. Хӑшпӗр чухне ялсен маларахри ячӗсене кӑтартнӑ. Сӑмахран, Октябрьски Ӗсмел пулнине. Патӑрьел районӗнче те чылай ял ячӗн чӑвашла формине кӑтартса. Ясная Поляна сиксе юлнӑ ӗнтӗ... Е мана ун пирки каламан.
Agabazar // 4033.0.8951
2022.10.03 06:26
Agabazar
Патăрьел районĕнчи «Авангард» хаçат Апрушнай ятпа усă курать.

Чăваш Патирек ят халь çук. Вăл ят ятарлă уйрăм тутар районĕ (Шăнкăртам районĕ текенскер) вăйра тăнă чухне çеç пулнă. Патирек теççĕ. Чăваш, тутар, вырăс пайĕсенчен тăрать. Анчах та ку шалти тытăм.

Карапай Шăмăршă çумĕнчи ял Тăрăн мар, Çĕнĕ Тăрăн пулмалла.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики