Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +1.3 °C
Развитая технология неотличима от магии.
(А.Кларк)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗ — 17 ҫулта

Аçтахар Плотников07.09.2022 14:013590 просмотров

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.

Иртнине тишкерсе

«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Телеграмсемпе халӑх тетелӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш халӑх сайчӗ, тӗпрен илсен, хӑйӗн портал структурине сыхласа хӑварчӗ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр япала ҫухалчӗ, теприсем вара хушӑнчӗҫ.

Калӑпӑр, «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» хупӑнчӗ. Кунта сӑлтавӗ Чӑваш халӑх сайчӗ МИХ шайне куҫнинче те пур, унсӑрӑн пуҫне канашлӑва хутшӑнакансен шайӗ те юлашки вӑхӑтсенче самай чакрӗ: ыйтусене сӳтсе явас вырӑнне пӗр-пӗринпе харкашма пуҫларӗҫ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» вырӑнне «Хурал кӗтесӗ» уҫма тиврӗ.

Тепӗр ҫухату — «Чӑваш тӗнчи» сӑнӳкерчӗксен пуххи. Кунта ӗнтӗ сӑлтавӗ техникӑпа ҫыхӑннӑ. Пӗррехинче, сайт куҫнӑ чухне, эпир ӑна каялла тавӑраймарӑмӑр. Шел те, движока ниепле те ӗҫлеттерсе яма май килмерӗ. Анчах, сӑнсен пуххи ҫавах кирлӗ те, юлашки ҫулсенче эпир майӗпен, пушӑ вӑхӑт тупӑннӑ май, вӑл адреспа «Сӑнсен пуххи» сайта йӗркелеме пуҫларӑмӑр. Кунта ӗнтӗ движокӗ хамӑрӑн, ҫавна май унта-кунта куҫнӑ май вӑл саланса каясран хӑрамалли ҫук.

Чӑваш халӑх сайтӗнче «Блог» пай та пурччӗ. Анчах та МИХ шайне куҫнӑ хыҫҫӑн ӑна «Статьясем» шайне куҫартӑмӑр. Кашнишӗн явап тытма тивнӗрен халь пирӗн вырнаҫтаракан кашни статьяна пӑхса тухма тивет. Тепӗр май каласан, халь пурте ирӗклӗн статьясем вырнаҫтараймаҫҫӗ. Ҫакна пирӗн редакци вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тума май пур.

Ҫӗнӗ пайсенчен «Гороскоп» пая, видеосемпе сӑнсен пайне илсе кӑтартма пулать.

Паянхи самант

Паянхи вӑхӑта илес пулсан, Чӑваш халӑх сайчӗ ҫавах пурӑнать-ха. Унӑн аталану шайӗ малтанхи пек хӑвӑрт пулса пымасть пулин те ҫапах пӗр вырӑнтах тӑмастпӑр. 17 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паян сайтпа кашни кун 700-800 ҫын паллашать (эпир чӑвашла версине кӑна пӑхатпӑр; вырӑсли, акӑлчанли — хушма версисем кӑна). Ҫуллахи вӑхӑтра та вӑтамран сайтпа 600 ҫын кунне паллашнӑ. Ку цифрӑна ӗненмесен «Чӑваш Ен сайчӗсем» сайтри кӑтартусене пӑхма пултаратӑр.

Кӑштах ҫӗнӗлӗхсене те тӗрӗслесе пӑхкалатпӑр. Калӑпӑр, Телеграм мессенджера самай ҫын куҫма пуҫланине асӑрхасан унта «Ҫӗнӗ капкӑн» канал йӗркелесе пӑхрӑмӑр. Шел, каналӗ халӑха интереслех пулмарӗ курӑнать…

Пире пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри вӑл — ҫыракансен йышӗ чакни. Ҫук, пачах ҫук мар-ха. Ак, Тимӗр Акташ питӗ нумай ҫырать, куллен пирӗн пата хӑйӗн репортажӗсене, хыпарӗсене ярса тӑрать. Ыттисем вара темшӗн ҫухалчӗҫ. Паллах, ватӑлса пыраҫҫӗ. Авторӗсем пирӗн вӗт-ха, тӗпрен илсен аслӑ ҫултисем, ҫамрӑккисем ҫук. Сайра хутра кӑна ҫамрӑк ҫынсене чӑвашлӑх ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать.

Пуласлӑхӗ, малашлӑхӗ

Сайт тытса тӑма ҫирӗп кӑмӑл кирлӗ. Манӑн, паллах, Чӑваш халӑх сайчӗ нумай-нумай ҫул аталанса пырасса шанас килет. Ҫавна май чылай ҫул хушши эпир ҫӗнӗ редактора та шыракаласа пӑхнӑччӗ, ку тивӗҫе пурнӑҫлама темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑччӗ. Ҫапах та ҫакна ӑнланса илтӗм: сайт вӑл тем тесен те хаҫат мар. Хаҫат пуҫарма тӑкаксем чылай кирлӗ пулнӑран вӑл йывӑр ӗҫ. Сайт тӑвас тесен вара — ку пӗр кунлӑх ӗҫ кӑна. Укҫи-тенки те нумай кирлӗ мар. Ҫавна май, енчен те кама та пулин сайт кирлӗ пулсан, вӑл ҫӗннине ӑсталӗ.

Ак, «Савӑнма» сайтах илес. Унашкал ҫӗнӗ сайт ӗҫлесе кайни мана хӑй вӑхӑтӗнче питӗ савӑнтарчӗ. Шел те, авторӑн кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ пысӑках мар пулас… Е урӑх сӑлтава пула халь ҫав сайт валли ҫӗнӗ хуҫа шыраҫҫӗ. Тупӑнасса шанмастӑп: кама та пулин унашкаллипе кӑсӑкланать пулсан та вӑл ҫӗннине уҫӗ. Ҫавах та, паллах, «Савӑнма» йышши сайтсем хупӑнас вырӑнне аталанасса кӗтетӗп.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» май ҫитнӗ таран аталанса пырӗ. Сиккипе мар пулин те, майӗпен. Ҫакӑн валли, паллах, укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кӑҫал эпир хамӑрӑн корреспондентсен шалӑвне кӑшт ӳстертӗмӗр-ха та, ҫавах аталанас тесен укҫи-тенки нумайрах кирлӗ. Калӑпӑр, статьясемшӗн тӳлес пулсанах ҫыракансем тупӑнасса шанӑҫ пур. Редактор вырӑнне (сайт политикине ертсе пыма) урӑх ҫынна тупсанах сайт малалла аталанса каймалла. Анчах тӳлевсӗр ӗҫлекен ҫынна тупма ҫук пуль (унашкалли хӑйне валли ҫӗнӗ сайт йӗркелӗ) — апла-тӑк укҫа кирлӗ. Шел те, тупӑш ӳсес вырӑнне чакса пырать кӑна... Ав, chuvash.org домен хакӗ кӑна 2500 тенке ҫитрӗ (хӑй вӑхӑтӗнче ru доменсенчен те йӳнӗрехччӗ).

«Чӑваш халӑх сайчӗн» чӑваш культуринчи вырӑнӗ

Чӑн та, 17 ҫул хушшинче «Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш культуринче хӑйӗн вырӑнне тупайрӗ-ши? Пӗр енчен, куллен 600–800 ҫын кӗни тупнӑ тесе калама май парать пек. Тепӗр енчен… Ҫавах та пысӑк хисепе тивӗҫеймен пуль. Калӑпӑр, «Аван-и» хаҫат 17 ҫул хушши тухман пулин те, ун пирки паянхи кун та калаҫаҫҫӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» паян-ыран хупӑнсан — чи нумаййи, тен, уйӑх аса илӗҫ.

Ҫавна май, ҫапла каламалла пуль: 600–800 ҫын куллен кӗрсе паллашакан чӑвашла сайт йӗркеленин сумӗ пур та пуль те, анчах чӑн хисепе эпир тивӗҫеймен-ха. Апла-тӑк хальхи вӑхӑтра пирӗн унашкал тӗллев пулмалла. Тепӗр тесен, редактор вырӑнӗнче тӳлевсӗр ӗҫлеме ҫын тупӑнаймӗ терӗмӗр-ха. Ҫавах та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑн та хисепе тивӗҫейнӗ пулсан ҫынсем ҫак вырӑна тупӑша-тупӑша йышӑнма тӑрӑшӗччӗҫ. Вӗсене шырама та кирлӗ мар пулӗччӗ.

Тӗллев пур. Пурнӑҫламалла кӑна!

«Чӑваш халӑх сайтне» мӗнпе пулӑшма пулать?

«Чӑваш халӑх сайтне» эпир хӑй вӑхӑтӗнче халӑх валли тӑвас тесе ҫеҫ мар, ӑна халӑхпа пӗрле аталантарма тӗллев лартнӑччӗ. Апла-тӑк эсир те ҫак ӗҫе хутшӑнма пултаратӑр. Калӑпӑр, хӑвӑр статьясене ярса парса. Енчен те статья таврашӗ ҫырма ӑсталӑх ҫук пулсан — укҫан пулӑшма май пур. Пӗр иккӗленӳсӗр калама пултаратпӑр: эсир ярса панӑ укҫа йӑлт сайта аталантарма кайӗ.

Укҫа куҫармалли мелсем:

Сбербанк: 4276 7500 2767 1261;

Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;

СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 (тӗп редактор телефонӗ);

Qiwi: ASTAHAR никнейм;

Ю-мани: 4100 1106 9561 50.

 

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Евразиец // 1855.68.3619
2022.09.08 10:43
В подростковом возрасте сайт, как выходит. Несовершеннолетний еще сайт и это очень и очень чувствуется. Острых, открытых проблем нет, а одни приспособленные к духу и уровню мышления главреда и работников сайта. Да, еще обилие наивных сатей этнополитолога, как он сам говорит, Акташа...
Agabazar // 2667.26.7210
2022.09.08 20:16
Agabazar
Сан, чăвашла калаçассинчен пăрăнакан çынна, мĕн тума кирлĕ ку сайт? Вырăсла сайтсем туллиех. Вăл шутра аякра маррисем, вырăнтисем те.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.09.09 09:28
Акапасар, спасибо за предложение. Я тоже думаю, что на сайте не о языке чувашском думают, на сайте в основном себя любят и показывают. И какая-то нелогичность присутствует в самом даже названии сайта. Вот, например, музей чувашский называется "Чувашский национальный музей", а сайт - "Чувашский народный сайт". Но и ЧНК - не народный конгресс, а национальный, костюм тоже национальный... Я ведь совершенно не против чувашского языка, а против насилия и обязательности в деле изучения чувашского. Пусть сам ребенок и родители решают. А на прошлое ореинтироваться не нужно, мы живём в другое время. Предки жили в своё время, что называется, и, зачастую, жили советами своих предков, а должны были иметь свои соображения в своей жизни и по своему строить свою жизнь, исходя из тех закономерностей жизни. Сегодня не случайно изучаем этнологию и правильно было бы ввести этот предмет во все школы.
2023.02.18 11:58
Согласен с мнением Евразиец. Сайт по сути пустой. Ничего не решающий. Если чувашский язык- то попытка насаждения. А надо чтобы человек сам тянулся к этому. Го пока наблюдаю как чувашский дети повсеместно кричат: я русский. И это не где-то, а в самой Чувашии происходит. Но чтт вы делаете для возрождения культуры? Придумали ЧНК? Но где результат?
2023.02.18 20:25
Аçтахар Плотников
Аскольд Де Герсо, чаплӑраххине тӑвайратӑн пулсан — тархасшӑн. Никамран та чару ҫук. Ни манран, ни пирӗн вулакансенчен.
Тиркеме эп хам та маҫтӑр. Чӑваш халӑх сайтӗнчи ҫитменлӗхсене сансӑр та лайӑх куратӑп. Анчах чаплӑ сайт тума укҫа та пит нумай кирлӗ, ҫыннисене те, ҫивӗч ыйтусем тавра ҫырма пултаракансене вӗрентмелле (йӗркеллӗ аналитика ҫыракансем ҫук тесен те юрать). Тата вӑхӑтне те йӑлт ҫав сайт ҫине уйӑрмалла. Хама-хам пӗр вунна ҫынна клонласан кӑна пуль… пурнӑҫлама пулать. Анчах ӑслӑлӑх ку ӗҫе тума вӗренеймен-ха…
Тата: мӗн енчен кунта ЧНК? Эп ӑна ӑсталаса-и? Чӑваш халӑх сайчӗпе вӑл мӗнле ҫыхӑннӑ?
Agabazar // 2507.19.2764
2023.02.19 12:51
Agabazar
Никама та çĕнĕ сайт уçма чарман. Унашкал чару çук. Яра парăр! Анчах тытса тăма хевте çитĕ-ши?
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.02.20 05:34
Саламлатӑп, Аҫтахар, саламлатӑп!
Юрать эс пур паянхи Чӑваш Тӗнчинче!
Валери ТУРКАЙ
Артемьев Виктор Валентинович // 2877.07.8037
2023.05.31 14:46
Питĕ хитре çыраççĕ, питĕ хытă кăшкăраççĕ чăвашлăха пулăшас çĕклес тесе мар ытларах хăйсене курчĕр. пĕлчĕр тесе.Тĕслĕхрен;Чăваш чĕлхи--тĕрĕк чĕлхисен Пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен пĕр чĕрĕ юлнă чĕлхе Чăваш республикинче патшалăх челхисенчен пĕри шутланать.(Пĕри шутланмалла мар вăл.Чăваш республикинче чи асли те тĕп чĕлхе пулмалла. Мĕншĕн ха пирĕн чăваш çĕршывĕнче чăваш чĕлхи пĕтсе пырать, чăваш халăхĕ чакса пырать? Мĕншĕн вăтанатпăр эпир анне чĕлхинчен; мĕншĕн писрĕмĕр. Тĕнче тăрăх çÿретпĕр.савăнса укçа тăкса,тĕрлĕ çĕрти чăвашсемпе курса калаçатпăр.хаçатсенче çырса пĕлтеретпĕр,экран çинче кăтартатпăр анчах та лавĕ вырăнтан та куçмаç (а воз и ныне там)

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики