Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Наши добрые качества больше вредят нам в жизни, чем дурные.
(Л. Толстой)
 

Аçтахар Плотников: Шыравҫӑсем чӑвашла пӗлни

Аçтахар Плотников30.03.2008 17:0111093 просмотров
Паян эпӗ шыравҫӑсене тӗрӗслесе пӑхас терӗм. Чӑвашла вӗсем пӗлеҫҫӗ, е ҫук. Ҫапла май эпӗ вӗсене пурне те пӗр ыйту патӑм — «сӑмахсар» сӑмаха http://samahsar.chuvash.org сайтра шырама сӗнтӗм. Ку сӑмах сайтри пур страницӑра та тӗл пулать, ҫавна май кам ытларах пӗлет — ҫав маттур.

Малтан пӗлменнисенчен пуҫлас пулӗ. Чи пӗрремеш вырӑнта http://aport.ru . Ку шыравҫӑ 2000 ҫулта паллӑччӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл вӑхӑтра Раҫҫей шайӗнче 3 шыравҫӑччӗ — aport.ru, rambler.ru тата yandex.ru (алфавитпа вырнаҫтартӑм). Малтан Рамблер питӗ паллӑччӗ, каярах вара Яндекс мала тухрӗ. Ман шутпа, хӑйне рекламӑласах мала тухрӗ. Тата эп астӑвасса унта яланах индексланӑ страницӑсем ыттисенчен нумайччӗ. Апортпа та нумай усӑ куратчӗҫ, ҫапах та ӑна рекламӑлама пӑрахнипе ун ҫинчен пачах та манса кайрӗҫ пулас. Ак халӗ те тӗрӗсленӗ чухне вӑл нимӗн те тупаймарӗ. Ни хӑш сайтра кӑна шырамаллине ӑнланмарӗ, ни «сӑмахсар» сӑмаха тупаймарӗ. 259 хисепе кӑтартас терӗ темшӗн (ӑ саспалли cp1251 кодлӑхра ă пек ҫырӑнать).

Малалла пирӗн http://rambler.ru вырнаҫнӑ. Вӑл та cp1251 кодлӑхпа ӗҫлет. Ҫавна пулах пулӗ... нимӗн те тупаймарӗ. Тем тесен те ман шутпа ку шыравҫӑ япӑх ӗҫлет.

Эпир чӑвашла ӑнланманнисене шыратпӑр-ҫке, ҫавна май тепри http://mail.ru пулать. Ку шыравҫӑ Яндекс механизмне усӑ курать. Те ун базине. Тем тесен те тупнӑ страницӑсен шучӗ Яндекспа тан теме те пулать. 12 646. Кодлӑхӗ cp1251, ҫавна май чӑваш саспаллийӗсене палалймасть — «ӑ» вырӑнне ă ҫырать. Упраса хӑварнӑ страницӑна пӑхсан — ак ҫапла ҫырать: «Шыракан сДѓмаха зырДѓр». Кун вырӑнне «Шыракан сӑмаха ҫырӑр» пулмаллаччӗ.

Тепри — http://yandex.ru . Ку шыравҫӑ тупнӑ страницӑсене utf-8 кодлӑхпа кӑтартать, анчах та базинче вӗсем cp1251 кодлӑхпа вырнаҫнӑ пулать. «ӑ» вырӑнне «а» ҫырать. Тӗрӗслени utf-8 кодлӑхпа упранине кӑтартрӗ. Тупнине кӑтартнӑ чухне вара темшӗн «ӑ» саспаллине (ӗ, ҫ, ӳ) тӑррисӗр кӑтартать. Шыранӑ чухне те, сӑмахран «ӳ» шырасан, ӳ-не те, у-не те шырать. Эпӗ шырама хушнӑ сӑмаха 13 пин патнелле тупрӗ. Тӗрӗссине кӑтартмасть, 13 пин патнелле тет кӑна.

Кусем Раҫҫей шайӗнчи шыравҫӑсем путчӗҫ. Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ, вӗсем ытларах енӗпе cp1251 кодлӑхпа ӗҫленӗрен чӑвашла ӑнланмаҫҫӗ. Пӗри utf-8-па ӗҫлет, анчах ҫапах та чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗс анланмасть, саспаллисене пӑтраштарать. Малалла каяр.

Малалла вара пирӗн http://search.msn.com шыравҫӑ вырнаҫнӑ. Чӑвашла ӑнланать, utf-8 кодлӑхпа кӑтартать, ҫапах та йӑнӑшсем пур. Эп ыйтнӑ сӑмаха 69 страницӑра тупрӗ.

Ун хыҫҫӑн http://yahoo.com вырнаҫнӑ. Микрософт шыравҫинчен сахалтарах тупрӗ пулин те йӑнӑшсем ҫук. Чӑвашла лайӑх ӑнланать, кирлине шырать. 56 страница тупрӗ. Сахал, ҫапах та виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑнма ҫителӗклӗ.

Малалла http://google.ru вырнаҫнӑ. Ку шыравҫӑ чӑвашла Yahoo пекех ӑнланать. Ман ыйту ҫине хуравласа 295 страница кӑтартрӗ.

Пӗрремӗш вырӑн вара http://chuvash.net шыравҫӑна лекрӗ. Ку шыравҫӑ чӑвашла ӑнланать, тупма та ыттисенчен ытларах тупрӗ — 42 793 старница. Паллах, вӑл тӗнчипе шырамасть, темиҫе сайт тӑрӑх кӑна — ҫавӑнпа та ҫавӑн чухлӗ пӗлет те.

Мӗнле пӗтӗмлетӳсем? Вырӑс шыравҫисем вырӑсла тата акӑлчанла кӑна ӑнланаҫҫӗ. Вӗсен тавракурӑмӗ питӗ хӗсӗк. Тенче шайӗнчи шыравҫӑсен тавракурӑмӗ анлӑрах — унта чӑваш ҫӗрӗ-шывӗ те лекет. Тавракурӑмӗ анлӑ пулнипе вӗсем пур страницӑсене те тупаймаҫҫӗ, вӑхӑт ҫитмест пулмалла. Чӑваш шыравҫин тавракурӑмӗ хӗсӗк пулнӑран вӑл ытларах тупать, анчах та чӑваш тетелӗнчен аяккарах вырнаҫнине курмасть. Пачах та.

Вӑт ҫапла...
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики