Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +8.3 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.
(Петр I)
 

Аçтахар Плотников: Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула?

Аçтахар Плотников19.03.2022 12:362324 просмотров

Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.

Мӗн вӑл чек лентти?

Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать.

Кам туса кӑларать?

Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна. Хутне вара Европӑран кӳрсе килеҫҫӗ. Мӗншӗн Европӑран? Унта хучӗ пахалӑхлӑрах тата йӳнӗрех те. Пысӑк рулонсемпе кӳрсе килеҫҫӗ те хайхи касса аппарачӗсем валли ятарлӑ станоксем ҫинче касаҫҫӗ, кирлӗ чухлӗ яваласа тӗркемсем хатӗрлеҫҫӗ.

Чек лентти ҫитменни хайхи Европӑран хут кӳрсе килме пӑрахнипе ҫыхӑннӑ та. Германи унччен ҫак хутпа 60–70% таран тивӗҫтернӗ. Халь унта ӗҫлекен Koehler Paper пачах тиесе ямасть, Mitsubishi Paper Mills вара самай сахалтарах леҫме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех Финляндири Jujo Thermal Kauttua, Кӑнтӑр Корейӑри Hansol Paper ҫак хута Раҫҫее сутма пӑрахнӑ.

Раҫҫейре хут тумаҫҫӗ-и?

Раҫҫейре унашкал хут ҫук-им? Пур, анчах пахалӑхӗ самай япӑхрах. Мӗншӗн Раҫҫейре ҫак хута туса кӑлармаҫҫӗ? Пӗр енчен вӑл хута тӑвас тесен ятарлӑ хими составӗсем кирлӗ. Ҫавна май ятарлӑ станоксем туянмалла. Вӗсене кашни утӑмра сутманнине пула ҫак ӗҫе пуҫарса яма йывӑртарах пулас. Европӑран хатӗр хут тиесе килме йӳнӗрех ларать. Ларнӑ…

Ҫавах ҫак хута туса кӑларакансем Раҫҫейре те пур тет. Шел те, пахалӑхӗ енчен вӗсем япӑхрах.

Мӗн чухлӗ лентта кирлӗ?

Суту-илӳ ӗҫлеме чек лентти самаях кирлӗ. «Ригла» аптека сечӗн тӗп директорӗ Александр Филиппов «Ведомостине» каласа панӑ тӑрӑх, пӗр квартал хушшинче вӗсен хуҫалӑхӗ валли, Мускав тӑрӑхне кӑна илес пулсан кӑна, 45 пин таран кирлӗ.

Хӑй лентти сахалланса пыни унчченех палӑрнӑ-ха. Сӑлтавӗ ун чухне кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫав чире пула хӑш-пӗр савутсем ӗҫлемесӗр тӑнӑ, ҫавна май кӳрсе килесси вӑраха тӑсӑлма тытӑннӑ. Хальхи лару-тӑрура вара, санкцисене пула, ку ыйту татах та йывӑрланнӑ — пачах кӳрсе килме пӑрахнӑ.

Китай ҫине шанма пулать-и?

Чек лентти валли ятарлӑ хута Европӑра кӑна мар, ытти вырӑнсенче те туса кӑлараҫҫӗ. Сӑмахран, Китайра. Ҫавах та Китайран кӳрсе килме унччен хаклӑрах пулнӑ. Тата вӑхӑта та ҫакӑ ытларах илнӗ. Ҫавна май малтан пирӗннисем Европӑран кӳрсе килнӗ.

Ҫавах та Китай ҫине шанма пулать-и? Экспертсем шутланӑ тӑрӑх — ҫук. Китай производителӗсене Раҫҫей кӑсӑклантармасть, вӗсем ытти ҫӗршывсемпе ытларах кӑмӑлласа ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене ахаль те ӗҫпе тиесе лартнӑ, ытларах туса кӑлараймаҫҫӗ.

Малашне мӗн кӗтмелле?

Европӑран кӳрсе килме пӑрахнӑран малашне Китайран турттарма пуҫлӗҫ. Ҫӑвах калӑпӑшӗ самай сахалрах пулӗ. Раҫҫейре туса кӑларакан хутпа та усӑ курӗҫ. Тен, вӑхӑт ыйтнипе чек лентти валли хута пахарах тума вӗренӗҫ. Апла-и, капла-и — чек ленттин хакӗ хаклансах пырӗ. Халӗ те вӑл малтанхинчен 3,6 хут хаклӑрах тӑрать те — малашне тата та хакланӗ. Ҫак пӗтӗм хакланӑва, паллах, лавккана тавар туянма килнисен тӳлеме тивӗ.

Ытларах енӗпе ку ыйтӑва электронлӑ чек ҫине куҫнипе татса пама тӑрӑшӗҫ. Мӗн те пулин туянни пирки смартфонсем ҫине ярса парӗҫ. Анчах кунта та йывӑрлӑх пур: калӑпӑр, ҫыннӑн телефон ҫук пулсан? Тен ку сирӗншӗн тӗлӗнтермӗш пулӗ те, анчах хӑш-пӗрисен чӑн та телефон сук. Ман пӗр пӗлӗшӗнех — симки пур, телефонӗ ҫук. Кнопкӑллӑ телефонпа ҫӳрекенсене те темле майпа ҫав чексемпе тивӗҫтерме тивӗ.

Сӑмах май…

Чек ленттине сахалрах усӑ курнинче лайӑх енӗсем те пур. Сӑмахран, чек ленттине макулатурӑна кайса панинче усси сахал. Ҫак хут ҫинче ӳкерчӗке пӗр-пӗр чернилсӑр, пысӑк температурӑпа усӑ курса хатӗрлеме тивет. Ҫавӑн пек май туса парас тесе хута ятарлӑ хими составӗпе витеҫҫӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, целлюлоза кунта пит сахал, сиенлӗ хими элеменчӗсем вара — туллиех. Сӑмахран, бисфенол А текенни сывлӑха сиен кӳме пултарать — ӳт урлӑ юна лекейрет. Вӑл сиенлӗ веществосен 3-мӗш класне кӗрет. Ытлашшиех хӑрушши мар пулин те, ҫавах кашни кун алӑра чексем сахал мар тытнине шута илсен пирӗн организмра ҫав сиенлӗ бисфенол А самаях пухӑнма пултарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1855.85.3121
2022.03.19 16:01
Agabazar
Пахалăхĕ начартарах пултăр, вара — мĕн???

Никам та вăл ленттĕсемпе ытакланса. чуптуса çÿреме шутламасть.

Сутăçран ил те — çÿп-çап карçынне кăларса пăрах, енчен те такам умĕнче отчёт памалла мар пулсан.

Отчёт памалла пулсан та, вара наччальник начар пахалăхлă ленттĕ татăкĕнчен йĕрĕнсе тăрĕ-им? Унăн туйăм органĕсем çав таранах черченкĕ-шим?
Евразиец // 3753.90.6577
2022.03.20 09:17
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Геннадий // 2483.07.2083
2022.03.23 14:51
Эп кирлĕ япала çырмăп кунта , вырăнлă та мар . Сăмах май кăна , тен -- кăшт кулăпа . Ара çав чек хучĕсен тепĕр енĕ пушă , чиста килет те .. эп яланах клава (клавиатура ) çумне хуратăп . Вăт черновик пек усă куратăп , заметки на полях , пек . Интернетра ларнă чух , компра ĕçленĕ чух палăртмаллисем сиксе тухаççĕ те , ручкăпа "ключевые слова" çырса хуратăп . Кайран аса илме ,ăçта шырамаллине ..
Урăх ман пекки никам та çук !

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики