Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӑван чӑваш ҫӗрне хӑйӗн ытарайми шывӗпе чӑпӑл туса юхса выртакан аслӑ юханшыва Атӑл тетпӗр. Тутарсем Идел теҫҫӗ. Ӗлӗкрех ӑна Итил тени те пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем, пӑлхар-чӑвашсем, ӗлӗк-авал мӗнле каланӑ-ши ҫак мӑнаҫла юханшыва? Ӑна эпир Харьков хулинче пурӑннӑ тӗпчевҫӗ-арабист А.П. Ковалевский хатӗрлесе кӑларнӑ «Книга Ахмеда Ибн-Фадлана» кӗнекере вулама пултаратпӑр. Ҫак кӗнекен 152 страницинче ҫапла ҫырни пур:
«Мы (царь) отправились, пока не увидели на реке Атыл некоего человека — рост его был двенадцать локтей, он имел большую голову и руки, а длина его ноги была размером в две четверти...»
Атыл — урӑхла, чӑваш саспаллисемпе ҫырсан, шӑп та лӑп Атӑл пулса тӑрать.
Ҫак пӗчӗк ҫеҫ тӗслӗх те пирӗн чӑваш чӗлхи авалхи пӑлхар чӗлхине малалла тӑсаканӗ пулнине хӑйне май кӑтартса парать, мӗншӗн тесен, вырӑн, тавралӑх ячӗ (топонимика) хӑвӑрт улшӑнакан япала мар, пин-пин ҫул хушши халӑх чӗлхинче ним улшӑнмасӑр пурӑнать. Атӑл та пирӗн чӗлхере ҫапла пин ҫула яхӑн ним улшӑнмасӑр упранать иккен.
Хушса калани. Кунта мӗн те пулин хушса пама йывӑртарах. Википедин вырӑс пайӗнче уҫӑмлӑрах ҫырса панӑ. Атӑл ят ӑҫтан тухса кайни пирки уҫӑмлӑ никам та калаймасть. Финн-угорсенчен лекнине те асӑнаҫҫӗ. Венгрсем те Атӑла Атель/Этель теҫҫӗ, ку вара чӑвашсен вариантне ҫывӑхрах.
Тепӗр самант — хунсен патши ячӗпе мӗнле ҫыхӑнни пирки. Кунта ман шутпа ҫавах та Атӑла Аттила ячӗпе панӑ тесен тӗрӗс мар, пач урӑхла — Аттилӑна ҫак мӑнаҫлӑ ята панӑ тесен тӗрӗсрех. Халӑх сӑмахлӑхӗнче тӗл пулакан Атӑл паттӑр та Аттилах ӗнтӗ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Ибн Фадлан кĕнекинче ку сăмах мĕнпурĕ пилĕк хут тĕл пулать.
Çав пилĕк хутран кашнийĕнче мĕнле — çавна пăхмалла. Пĕрерĕн-пĕрерĕн.
Пĕрремĕш хутĕнче мĕнле, иккĕмĕшĕнче, виççĕмĕшĕнче, тваттăмĕшĕнче, пиллĕкмĕшĕнче.
Пĕр пек-и вĕсем е расна?
Расна пулсан мĕншĕн апла?