Мĕтри Ванччă // 3952.72.2459
2022.02.14 17:56 | |
Атьсем, эсир чипертерех калаçăр-ха, "иноагент-экстремист" тума ан васкăр-ха тÿрех Agabazar-тан... Чылай ăсла-тăнлă шухăш калать вĕт çынни. Орфографи пирки вара, камăн мĕнле çырас килет çапла çырăр хăвăр хушăра. Хаçат-журналта пичетленес тесен, тÿрлетĕç унта кирлех пулсан. Çитменнине, Agabazar çĕр хут та çырнăччĕ ĕнтĕ форумсенче, Петĕр Яккусен ертсе пынă официаллă комисси тавлашуллă сăмахсене пĕрле те, уйрăм та çырма ирĕк парать. | |
Ҫынӑм // 3126.29.4145
2022.02.14 18:52 | |
«...чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне». Ҫакӑн пек сӑмахсем хыҫҫӑн эс чӑваш чӗлхин мӗнле пулмалли-пулмалла марри ҫинчен калаҫасшӑн-и? Чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхе чарса лартса веҫ вырӑссем пек туса ырра ҫитерӗ тесе шутлатӑнах-и? Мӗн, сан сӗннӗ улшӑнусене кӗртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла калаҫакансен, чӑвашла ҫырма, тӗрӗс ҫырма пӗлекенсен шучӗ пысӑкланӗ? Ҫук пуль.
<br>Вун пӗрре сана мӗнпе тӗкӗнчӗ? Пирӗн вуннӑ хыҫҫӑн ҫирӗм те, вӑтӑр та, хӗрӗх те, аллӑ та, утмӑл та, ҫитмӗл те пур. Сан шутӑмпа вӗсене уйрӑм ҫырнипе вун пӗр пек (43 — 403) пулса тухмасть-и? <br>Хальхи тӗрӗс ҫырав йӗркисенче ҫитменлӗх пурах, анчах та вӗсем ик-виҫ-тӑват сӑмахсене пӗрле е уйрӑм ҫырнинче мар, янракан сасӑсене палӑртманнинче мар (ку вӑл, чӑннипе каласан, ҫырулӑх ыйтӑвӗ — тӗрӗс ҫыравӑн мар). | |
Ҫынӑм // 3126.29.4145
2022.02.14 18:56 | |
Инттереслӗ, мӗншӗн пирӗн чарӑну палли лартас йӗркисем ҫинчен ҫавӑн пекех калаҫмаҫҫӗ? Унта та калаҫмалӑх самантсем пур вӗт. | |
Микула // 1077.37.9691
2022.02.14 19:00 | |
Кам ӑҫталла. Юрататӑр кукӑртма.
Чӑвашсемшӗн чи пысӑк ыйту вӑл вырӑсланмалла е вырӑсланмалла мар. Тепӗр ыйту чӑваш чӗлхин шайне мӗнпе танлаштармалла. Вырӑсланас текеннисен шухӑшне вырӑсланас мар чӑвашсен итлемелле е итлемелле мар? | |
Микула // 1077.37.9691
2022.02.14 19:07 | |
Диста́нция. Заимств. в Петровскую эпоху из польск. языка, где distancja лат. distantia «расстояние, промежуток», производного от прич. (distans, род. п. distantis) глагола distare «находиться на расстоянии».
| |
Микула // 1077.37.9691
2022.02.14 19:15 | |
Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне. Ҫавӑнпа та унтан ютшӑнмалла мар, хутӑшмалла.(Ваттисен канашӗн — Халӑх Хуралӗн председателӗ Николай Адёр)
Каллех, тавах кун пек сӑмахсемшӗн. Мӗн канашласа хуралани пирки уҫҫӑн каланишӗн. | |
Араçав // 3000.76.3861
2022.02.14 19:19 | |
Леонтьев пирки: "1992 ҫулта мартӑн 11-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн президиум заседанинче регламента пӑсса уйрӑм ҫыртармалли правилӑсене йышӑннинче унӑн айӑпӗ питӗ пысӑк".
Леонтьев ун чухне депутат пулман, вăл ЧР Патшалăх Канашĕн 1994-1998 çулсенчи депутачĕ | |
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 12:05 | |
Адёр: <<Ҫыруллӑх енчен 6–7 мӗш классра алӑпа ҫырнӑ «Первые стихи» ят панӑ хулӑм тетрадь халӗ те упранать>>
Адёр юлташ, эп хам 6-7 классенче вĕреннĕ чухне «Первые стихи» тенинечăвашла куçарма та пĕлмен, каккуй ун пек çырма!Туйса ил уйрăмлăха!!!Эсир хăвăр чавса тăршшĕ чухнех вырăсланма пуçланă иккен. | |
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 12:14 | |
Адёр: <<Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне.>>
Кунашкал «сÿпĕлтетекенĕн» чăн малтан хăй пирки шутлас пулать,Каккуй унта статьясем çырса ларма! Эй, мăнтарăн чăваш!..Чăваш вырăсран нимпе те катăк мар, чĕлхи те чăвашăн ытти нихăш чĕлхерен те катăк мар. Енчен те Адёр ку тĕлĕшпе пăшăрханса çурет пулсан,çакă вара унăн хăйĕн проблеми. Пиçсе çитнĕ çыннăн унашкал «проблемăсем» пулма пултараймаççĕНамăс паянхи кун та çакнашкал сÿпĕлтетекенсем пурришĕн! | |
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 12:38 | |
Адёр кунта шовинистсен нарративĕсене сĕтĕрсе килет. Эппин вăл хай те, — «чăваш» ятпа витĕннĕ пулин те, — çавнашкал шовинистах.
Чăваш чĕлхи вăл — чĕлхе! Унăн хăйне халлĕн нимле «кăлтăксем» те çук. Çавăн пекех унăн нимле хăйне уйрăм «хăватлăлăхĕсем» те çук. Унăн хăватлăлăхне е кăлтăкне тăвакансем — эпир, чĕрĕ çынсем. Эпир хăватлă пулсан — чĕлхе те хăватлă, эпир кăлтăклă пулсан — чĕлхе те кăлтăклă. Кам-ха вăл çав «эпир» текенни? «Эпир» вăл — Микула, Пĕр хĕрарăм, Адёр, Атнер Хусанкай, Илле, Акапасар, Марук, Клементьев, Угаслов тата ыттисем. Ăслăлăхра çавна чĕлхе усравçисем, вырăсла носители языка, акăлчанла нейтив теççĕ. Чĕлхе управçисене çÿлелле çĕклес пулать, вара чĕлхепе те пурте йĕркеллĕ пулать. Чĕлхе управçисене мăшкăлласа аялалла антарса лартсан — чĕлхе те аялалалла анать. Чĕлхен çакнашкал майĕсене тишкерекен ăслава СОЦИОЛИНГВИСТИКА теççĕ. Çавăн пекех ПСИХОЛИНГВИСТИКА текенни те пур. Адёр, паллах, унашкал япаласем пирки илтмен те, тĕлленмен те. Чăваш чĕлхине тарла-тарла вĕренес пулать. Пур тĕлте те тата ĕмĕр тăршшĕпех. Кунта «Адёр» йышши «атте-аннесем» ăс паркалани çителĕксĕр. |