Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Всякая любовь есть страдание.
(А.Шопенгауэр)
 

Николай Адёр: Газӑн шӑрши ҫук – асӑрханӑр…

Николай Адёр14.02.2022 12:388036 просмотров

(фельетон – 2)

Вуласа тӗлӗнетӗп балаклава тӑхӑннӑ аноним эпӗ ҫырнӑ «Газ чӑвашла пӑсарлӑк-ши?» фельетона вӑрҫнинчен. Ҫапла вӑкӑр-мӑкӑрсем хӗрлӗ татӑк ҫине тапӑнаҫҫӗ… Ку та урнӑ йытӑ пек унтан-кунтан ҫыртасшӑн, чӗпӗтсе те пулин юн ӗмесшӗн. Ку чӑваш халӑх сайчӗ-ши тесе те иккӗлентӗм. Алӑ сулма та юратчӗ кармаҫӑвар ҫине (пӑхсах паллӑ!), анчах та каламаллах. Вара пӑрӑнмалла кунтан аяккарах.

Чӑваш ҫырувӗ филологсене кирлӗ мар, ҫырма темле те пулать. Вӑл пире, вулакансене, потребительсене кирлӗ. Кирек мӗнле тавара илекен хаклать, орфографинче - вулакан. Пире учёной-профессорсем тӑнлӑн пакӑлтатни мар, калаҫни-ҫырни, пурнӑҫа ҫӑмӑллатни, аталантарни, йӑха чӑмӑртани хаклӑ.

Эпӗ филолог мар. Ҫавӑнпа манӑн чӗлхен хӑш-пӗр кӑлтӑксене каҫарма та ыйтатӑп. Ҫыруллӑх енчен 6–7 мӗш классра алӑпа ҫырнӑ «Первые стихи» ят панӑ хулӑм тетрадь халӗ те упранать. Сӑвӑ-калавсем веҫех чӑвашла, ниҫта та пичетлеме яман. Астӑватӑп, писатель пуласшӑнчӗ. Художник, геолог, инженер пулма тем те туса пӑхнӑ! «Сельхозра» виҫӗ курс хыҫҫӑн пӑрахнӑ, стройтехникума хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Главнӑй инженер таранах ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ революци хыҫҫӑн малтисен ушкӑнӗнче кооператор, каярах предприниматель (хӑтланчӑк) пулса паянчченех ӗҫлетӗп. Ман ӗҫ стажӗ 55 ҫул, пенси 15 пин. Мӗн-мӗн тунине кӗскен каласан, ман пек лӑпланма пӗлмен хӑтланчӑксем сахал. Тем ҫитмест мана… Пурне те тунӑ пек: сӗтел-пукан фабрики хулара, «Кӑмажа» лавка, ялта ҫичӗ ҫурт, культура керменӗ, пӗчӗкрех чиркӳ, витесем, ҫулсем, водопровочӗ, пӗвесем, СССР музейӗ, ял музейӗ, утар, трактор-машини, ултӑ кӗнеке пуххи, ҫак шутра икӗ томлӑ пин страницӑллӑ ял историйӗ… Культурӑ ӗҫченӗсене, писатӗльсене пулӑшнӑ тапхӑрта «Хресчен сасси» хаҫатра (5.10.2004) «Янратӑр чӑваш чӗлхи» статья та пичетленнӗччӗ. Аса илнинче, мӗнре пиҫӗхни курӑнать.

Маншӑн йывӑр ӗҫ ҫук. Тӑшман умӗнче пуҫа тайман, никамран кивҫен ыйтман. Ку енӗ ман ӗҫе йывӑрлатать пулсан та хама эп ирӗклӗ туятӑп. Пурнӑҫ кӳпкенине кура ман тахҫанах-тахҫанах ӑшра хамӑн йӗрке ҫирӗпленнӗ, ҫакна пула кӗрешӳ ҫулӑмӗ нихҫан та сӳнмен, хирӗҫлевсене ҫӗнтернӗ. Мӗншӗн тесен хам енчи тӗрӗслӗхе туйнӑ! Туятӑп та.

Эпӗ вӗренсе, ӗҫлеме хӑнӑхса, ҫӗнтерсе пыни пӗтӗмпех вырӑс чӗлхипе калаҫса, ҫырса тунипе! Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.

Ман пӗтӗм вӑхӑт ҫулсерен патшалӑх куланайне, комунальщиксене пилӗк миллионшар тенкӗ тӳлеме каять. Какуй унта «синоним-омоним»!..

Орфографи киревсӗрлӗхӗсемпе кӗрешсе литераторсем ывӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшма эпир, предприниматӗльсем юнашар тӑтӑмӑр. Акӑ пушкӑрт ҫыннин Леонид Андреев-Лесникӑн «Чӑваш чӗлхин грамматикине» вуласа пӑхӑр-ха (2020 ҫ., 276 стр.).

Ниепле те Николай Плотниковпа «кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ» тенипе килӗшместӗп. Эпӗ хама эксперт вырӑнне хумастӑп - тӗрӗсмарлӑх чуна пусарать. Унпа кӗрешме пӗлӳ пухма тивет. Хӑтланчӑк-предпринимательсен ҫӗршер ӗҫ ыйтӑвӗсене тишкерсе сыхланма-ҫапӑҫма тивет ҫав…

Чӑвашла романсем, сӑвӑсем… Кам вӗсене вуласа пӗлӗте сикӗ-ши? Ҫыравҫӑсен, ялсем тӑрӑх ҫӳресе очерксем ҫырмалла, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешмелле.

Эпӗ те, Николай Алексеевич пекех, тарӑхса тӗлӗннӗ Миллера Ӗҫ Геройӗн ятне панинчен. Ман шутпа, медальсене пуянсем илсе пӗтериччен Чутайри «Коминтерн» колхоз председатӗльне Альбина Борисовна Новиковӑна сразу икӗ Герой медальне ҫакса ямалла, а пӗрле ӗҫлекен хресченсене орденсемпе чысламалла!

Тӗлӗнтерчӗ мана Плотников юлташ «Адёр пире каялла таврӑнма чӗнсе каланипе». Ку пач тӗрӗс мар! Эпӗ «Чӑваш ҫыруллӑхне тури чӑвашсен пуплевӗсене, пӗрремӗш грамматикӑри янравлӑ хупӑ б, г, д, з, ж саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетессине» тепӗр хут, Пуцек-Григорович, Рожански 150 ҫул каяллах кӑтартнине аса илтеретӗп. Сӑмахран, Юхма Мишши хӑйӗн «Тӑван чӗлхене пулӑшмалла» кӗнекери вунӑ сӗнӳрен пӗрремӗшне ҫак сӗнӗве лартнӑ. Ҫавӑнпа та тавлашусене кӗскетме компьютер урлӑ «Google» программи евӗр, сӑмахсене ҫыртарни те пулӑшӗ. Тӗпчерччӗр ҫамрӑксем хупӑ саспаллисене мӗнле ҫырсан лайӑхраххине. Ман шутпа ачасене малтан чӑвашла калаҫма вӗрентмелле, кайран ҫырма-вулама. Атте-анне пек.

Аҫтахар Плотников та 1992–1994 ҫулсенче сӑмахсене уйӑрса ҫыртаракан реформӑна «халӑх шухӑшне хирӗҫ кайса пысӑк йӑнӑш тунине» ҫирӗплетни кӑмӑла хӑпартрӗ. 2015-мӗш ҫулта иртнӗ конференцинче те вӑл ултӑ-ҫичӗ пӑсӑксене палӑртрӗ, вӑл «орфографи йӗркевӗсем ҫыраканшӑн ҫеҫ мар, вулаканшӑн та меллӗ пулмалла», — терӗ ҫав кун. Чӑнах та, пӗр ҫын ҫырнине пин ҫын вуласа тарӑхать паян… Ҫак провокаци реформи паян та ешереть. Акӑ, февралӗн 10-мӗшӗнче каҫалапа телевизӑрпа «Чӑваш ен» канал ҫине куҫрӑм та, лекрӗм чӑваш чӗлхи урокне. Питӗ паллӑ, яка тӑхӑннӑ хӗрарӑмпа вӑй питти арҫын юнашар тӑрса пире куҫран пӑхса шутсене чӑвашларан вырӑсла вӗрентесшӗн. Хӗрарӑмӗ диктор сассипе васкамасӑр, присяга панӑ пек сассипе «вун пӗр-р-ре!», арҫынӗ ун хыҫҫӑн чиркӳри пачӑшкӑ сассипе «одиннадцать» тесе куҫарать. Экран айӗнчи титрӗ те пысӑк саспаллисемпе «вун пӗрре — одиннадцать» тесе ҫырнӑ. Ӗненмесен интернетра повторне пӑхӑр. Ҫырса пӑхӑр-ха цифрӑпа алӑ вӗҫҫӗн диктант йӗркипе ҫак илтӗннӗ икӗ сӑмаха… 101 пулать-ҫке. Каккуй кулма, макрас килет…

Неуштӑ ҫаксене республика пуҫлӑхӗ, министӑрсем курмаҫҫӗ? Тепӗр чух кунта Олег Алексеевич хӑй-та «репетитор» пулса тӑрӑшать. Кам-ши кунта ликбез шкулӗн профессорӗ?

Алексей Леонтьев пирки те тӗплӗнрех калама тивет эппин: чӑваш писателӗсен юлашки съезчӗ хыҫҫӑн ушкӑнпа фото ҫапӑннӑ чух, юнашар тӑнӑ вӑхӑтра вӑл ман енне пӑрӑнса ҫирӗппӗн чӑнах та «чӑваш чӗлхинче пӗр вырӑс сӑмахӗ те пулмалла мар!», — терӗ хӗтӗртнӗ пек. Эпӗ чӗнмерӗм. Такама тарӑхнипе-ши, хӑратассипе-те тен, вӑрттӑн шухӑшне уҫрӗ. Ку чӑн та, Плотников калашле, ухмахла сӗнӗве каламасан та юратчӗ пуль, анчах та 1992 ҫулта мартӑн 11-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн президиум заседанинче регламента пӑсса уйрӑм ҫыртармалли правилӑсене йышӑннинче унӑн айӑпӗ питӗ пысӑк. «Хыпара» ертсе пынӑ чухне те, хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса провокациллӗ статьясем пичетлесе депутатсене «ӑс пачӗ». Николай Алексеевич, чӑннипе пӗлес килсен, тархасшӑн, тӗл пулса калаҫӑр унпа куҫа-куҫӑн, интервью илӗр. «Чӑваш ен» ликбез пунктне те кӗрсе тухӑр ҫула май.

Тата вӑл ман ҫыру вӗҫӗнче пухӑннӑ хӑш-пӗр тӗслӗхсене «вӗсен хушшинче нимӗнле системӑ та ҫуккине» асӑрхаса темшӗн тапӑнчӗ мана. Кусем тӗрлӗ сӑлтавлӑ тӗслӗхсем, принципсене шырани вырӑнсӑр! «Шубашкар» пирки тахҫанах тавлашаҫҫӗ мансӑрах. «Вӑрмарпа Вӑрнар» вара нумай ҫынна, хӑшӗ хӑш енчине хӑлаҫланса шыраттарать. Эрне каялла Кӑнтӑр пасарӗнче пӗр хӗрарӑмпа калаҫнӑ чух «Эсир хӑш районтан?», - тесе ыйтсан, лешӗ «Урмартан» терӗ. Эпӗ ӑна тӳрлетес тесе «Вӑрмартан пуль», - терӗм. Вӑл хирӗҫ татса хучӗ: «Урмартан, «вӑрмар» не котируется!». Вӑт ҫапла. Кайса калаҫӑр-ха пӗре ҫак района халӑх хушшине диктофонпа… Республикӑна чӑвашла «ен» тени мӑшкӑл! Пирӗн «Трак ен, Сӗнтӗр ен, Кӑмаша ен…» пур. Вырӑссем пирӗн ене «Кумашкинский куст» теҫҫӗ тахҫанах…

Тата, Мигулай шӑллӑм, пӗлтерсемччӗ мана, мӗнпе Юрий Виноградов «ахаль халӑх ҫыннинчен, ман пек уйрӑм ҫынран инҫе каяйман»? Мана эсир ытла ҫӳлти сумлӑ профессор картинех ан хӑпартӑр-ха. Пирӗн ӗҫсем тӗрлӗ, ҫитӗнӳсем те расна. Эпӗ ӑна шалу тӳлеме хыснана куланай тӑкатӑп, а Виноградов юлташ, вӗреннӗ ҫын пулса, ялта шкул уҫнӑ-и? Халь вӗсем хупӑнсах пыраҫҫӗ.

Эпир ытла та тӳрккес халӑх мар, пирӗнтен ытла та ӑслисем, начальниксем, тӗслӗхрен, «коронавирус» теҫҫӗ вырӑсла, а нумай вӗреннӗ чӑвашсем ӑна, кӑкӑрӗсене хӑпартса «кӑшӑллӑ вирус» тесе мӑнаҫланаҫҫӗ. Мӗншӗн «вирус» сӑмаха куҫармаҫҫӗ тата? Каялла, вырӑслах пӗтӗштерсе, вуласа пӑхӑр-ха юриех, мӗн пулать. Тӳрех калатӑп - путлӗн, ӑнланмалла куҫараймастӑр! Ман шутпа ҫак сӑмаха ҫаплипех «коронавирус» темелле. Вӑт ҫак шайра пирӗн аталану, прогресс. Чӑкӑрташлӑхӗ те, тӳррӗн каласан. Тата халь ҫеҫ пуҫа кӗнӗ «стеклохолст» сӑмаха та чӑвашла куҫарма ан хӑтланӑр.

Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне. Ҫавӑнпа та унтан ютшӑнмалла мар, хутӑшмалла.

Акӑ тепӗр ҫӗнӗ вырӑсла сӑмах кунсерен вунӑ хут та илтӗнекен «дистанционка». Кӗскетсе чӑвашла каланине астумастӑп. Эх, пуҫа ҫӗмӗреҫҫӗ пуль тӗп тӗрӗс куҫарма Атнерпе Элекҫи! Ку сӑмаха та ҫаплах кӗртмелле.

Чӑваш чӗлхинче вырӑсран-нимӗҫрен-французран кӗнӗ сӑмахсемпе пирӗн те пӗр тан усӑ курмалла. Пӑсмасӑр, йӗрӗлмесӗр, чӑвашлантармасӑр, паллах чылайӗшне маҫаксем калама хӑнӑхнӑ пек те. Вӗсене те тӳрлетме юрать.

Маншӑн архиепископ вырӑс-и, украинец-и ҫавах. Википеди навозӗнче чакалансан, темле вторсырьё та тупӑнӗ. Пирӗнтен нихӑшӗ те Пуцек-Григоровичӑн метрикине куҫпа курман, тытса пӑхман. Ҫапах та вӑл чӑвашсене хисеплени паллӑ. Хамӑр та ҫаплах.

Юлашкинчен пӗр-икӗ сӑмах сайт ертӳҫине сунса, сӗнсе, ыйтса тата таккаса та: ӗретлӗ дискуссисем тума анонимсене ҫӑвархлас пулать, пуҫ ҫинчи шӑтӑклӑ хура хутаҫсене хывса, ячӗ-шывне палӑртас пулать. Унсӑрӑн ҫул ан пар вӗсене, хисеплӗ Николай Алексеевич. Анонимсем тӑшмансенчен те хӑрушӑрах. Agabazar анкетине уҫса пӑхӑр-ха, мӗнлерех чӑвашне. Ку чисти англосакс агенчӗ……

Тӗрӗссипе эсӗ пӗччен пӗтӗм чӑваш халӑх сайтне хӑв ҫине илме пултараймастӑн. Ку сайт пӗр Микулай Плотников сайчӗ. Мана вӑл пӑсӑлнӑ пек туйӑнать…

Ваттисем каланине итлесен ҫын пулӑн. Чысна ан ҫухат. Сывӑ пул!

 

Вырӑсла ӗҫлекен чӑваш хӑтланчӑкӗ, Ваттисен канашӗн — Халӑх Хуралӗн председателӗ Николай Адёр

Февраль 14, 2022 ҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 13:00
Agabazar
Цитата: <<Акӑ тепӗр ҫӗнӗ вырӑсла сӑмах кунсерен вунӑ хут та илтӗнекен «дистанционка». Кӗскетсе чӑвашла каланине астумастӑп. Эх, пуҫа ҫӗмӗреҫҫӗ пуль тӗп тӗрӗс куҫарма Атнерпе Элекҫи! Ку сӑмаха та ҫаплах кӗртмелле.>>

Ку «дистанционка» текенни халлĕхе вырăс чĕлхине те кĕреймен-ха. Калăпăр, юлашки вăхăтри пĕлтерĕшпе.

Академилле нимле сăмахсарта та (Ожегов, Ефремова) вăл çук. Интернетра пур ĕнтĕ.

Çапла вара унпа чĕлхе усравçисем пуррипе çукки çинчен шута каймасăрах усă кураççĕ.

Усравçăсем пур та — сăмах та сиксе тухнă. Усравçăсем пулмасан — сăмаххи те сиксе тухас çукчĕ.

Чăваш чĕлхи тĕлешпе те çавах вăл. Енчен те чăвашсем вырăсла çеç калаçса çуреççĕ пулсан, вĕсен çĕнĕ сăмахсем кăларас хуйхă çук.

Дистанционка, удалёнка тенисене «чăвашла» çавăрттарса калама пулать ĕнтĕ ăна. Анчах та калаканĕсем çук, авă, усравçă-управçасем çукрах, пурте вырăс чĕлхи енне çаврăннă. Çавă кăна. Урăх нимле «вăрттанлăх» те çук кунта.

Главный инженер те мар, главнăй инженер та мар, клавнăй инженер та мар. Тĕп инженер темелле.

Енчен те чăваш телекуравне тиркетер пулсан, хăвăр унта кайăр та пуçлăх пулса тăрăр.
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 13:24
Agabazar
Николай Михайлович Адёр, вăт эсĕр хăвăр усламçă, бизнесмен пулса ĕçлетĕр.

Хăвăр ĕçĕр-хĕлĕрте саккунсем çине таянатăр.

Саккунсем килĕшмесен — вĕсене критиклетĕр, тиркетĕр.

Çырасси-вуласси тĕлĕшпе те çавах вăл.

Ку тĕлĕшпе «сакккунсем», чăнах та, пур. Йĕркевсем теççĕ вĕсене.

Тиркессе тиркетĕр-ха та, анчах та алла тытса вуласа курнă-и вĕсене?

Çук, эсир вĕсене алла тытса вуласа курман. Çын-çын урлă темĕн илтнĕ майăн çеç пуплетĕр. Питех те шел.

Тупăр çав йĕркесене вара вуласа тухăр. Анчах та Селифан пек мар, Теплĕн, ăнланса, шута кайса вуласа тухăр.

Вара çавăн хыççăн хуть те мĕн калама пултаратăр.

Йĕркевсенче, ман шутпа, ним хăрушши те çук. Вĕсене тĕрĕс ăнлантарса памалла. Пĕтĕм проблема пекки те çавă çеç.

Анчах та çав ăнлантарса паракансем тĕлĕшпе пире ăнман. Пурте Виноградов умне чĕркуçленсе ларнă та çавна çеç пуççапаççĕ.

Чăннипе вара хальхи орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть. «Чарать» текеннисем — суяççĕ.

Йĕркевсенче çавăн пекех «çăлтăрпа палăртнă» текен сăмахсем пирки те ним те каламан. Ку вăл — 100% фантази.

Навоз мар, навус темелле. Вторсырьё мар, чĕртавар темелле.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.15 14:35
"Газăн шăрши çук - асăрханăр..." тенĕ Адёр. Вырăсла "газăн" çук пулĕ, а чăвашла "пăсарлăк" питĕ шăршлă çав. Ав Agabazar чăвашла мĕнле чылай шăрăшлантарнă хăйĕн комментарийĕнче. "Навоз" - вырăсла шăршлă, а "навус" - чăвашла çавăн пекех шăршлă. А вот вырăсла "газăн" шăрши çук... Вот такое развлечение у нас во время застоя и экономической неразберихи.
Agabazar // 1817.14.7829
2022.02.15 15:46
Agabazar
Адёр: Эпӗ вӗренсе, ӗҫлеме хӑнӑхса, ҫӗнтерсе пыни пӗтӗмпех вырӑс чӗлхипе калаҫса, ҫырса тунипе! Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.
Вара мĕн каласшăн кунпа? Вырăсла пĕлнипе мухтанасшăн-и?

Е сирĕнсĕр пуçне тĕнчере вырăсла пĕлекен пĕр чăваш та çук тесшĕн-и?

Анчах та эсĕр çакăнпа мухтанма хăтланни — кулăшла.

Калăпăр, «Евразиец» текенни вырăсла пĕлменпе пĕрех. Анчах ун пекки чăваш хушшинче питĕ-питĕ-питĕ сайра.
Agabazar // 1817.14.7829
2022.02.15 16:20
Agabazar
Адёр: пӗрремӗш грамматикӑри янравлӑ хупӑ б, г, д, з, ж саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетессине» тепӗр хут, Пуцек-Григорович, Рожански 150 ҫул каяллах кӑтартнине аса илтеретӗп

Ку япала асăннă саспаллисене çеç мар пырса тивет. Ку пырса тивет çавăн пекех ч, щ, х, ф, ц, ç саспаллисене те.

Адёр каланă пек тума пулать-и?

Пулать.

Теори енчен илсе пăхсан, тейĕпĕр. Ăна фонетикăлла принцип теççĕ (калăпăр, хальхи белорус çырулăхĕ çавăн çинче никĕсленсе тăрать темелле: вĕсем, акă, стОлица пек çырмаççĕ, стАлица çыраççĕ).

Анчах та вырăс çырулахĕнче фонетикăлла принцип мар. Чăваш çырулахĕнче те фонетикăлла принцип мар.

Вырăс тата чăваш çырулахесенче — фонемăлла принцип.

Калаççĕ горĂТ, анчах çыраççĕ горОД. Тата ытти те.

Фонемăлла принципа урăхла «морфемăлла принцип» теме те пулать. Анчах мĕншĕн апла иккенне ăнлантарса памăп халлĕхе. Анчах ыйтакансем пулсан — ăнлантарса пама пулать.

Фонетикăлла принцип патне таврăнасси вăл — ача вăййи мар. Ун пек тума пирĕн вăй та çитеес çук. Унăн плюсĕсем çеç мар, минусĕсем те пур.

Ахаль пăс кăларнипе çеç ун патне пырса тухма çук.
Agabazar // 7201.2.6510
2022.02.15 21:40
Agabazar
"Навоз" - вырăсла шăршлă, а "навус" - чăвашла çавăн пекех шăршлă. А вот вырăсла "газăн" шăрши çук..
«Навус» килешмесен, «тислĕк» теме пултаран. Анчах хуть те мĕнле манипуляцилесен те вăл пур.

Мĕн-ши вăл тата «вырăсла газ» текнни?

Анчах та «газ», тислĕк пекех, Африкăра та газ.

Газ шăршлă е шăршсăр пуласси вырăсла е чăвашла пулнинчен килмест.

Мĕнлерех газсем пулни тата вĕсем мĕнле витĕм кÿме пултарни пирки Çĕнĕ Шупашкар çыннисенчен ыйтса пĕлĕр.

Çав тери аван каласа парĕс вĕсем сире газ пирки! Хлор-и унта, йÿçамăш , азот, сĕрĕм тата ытти те.

Сăмах май каласан, пирĕн пÿрте пăрăхсемпе килекен çутçанталăк газĕ пирки. Вăл — хутăш. Метан, пропан тата ытти те. Унăн, капла халлĕн, чăнах та шăрши çук теççĕ.

Анчах та, эп пĕлнĕ тăрăх (йăнăш пулсан тÿрлетĕр), çав çутçанталăк газĕ çумне шăршлă газ хушаççĕ.

Мĕншĕн-ха? Ăçта та пулин газ сăрхăнма пуçласан çавна этем туйса илтĕр тесе. Туйса илсен вара вăл распуй! кăшкăрать, çапла майпа вилĕмрен çăлăнса юлать. Шăрши çук пулсан — туймасть, газĕ малалла сăрхăнать та инкек патне илсе çитерет.

Коррупционерсем, хыткукарланса, çав шăршлă компонента шеллеççĕ тит. Вара хайхи газ чăнах та шăршсăр пулать.

Эп газ енĕпе технолог мар, анчах çапла калаçнисем ман хăлхана кĕнĕ.
Agabazar // 7201.2.6510
2022.02.15 22:06
Agabazar
Халь газ тĕлĕшпе малалал çутта тухма пуçлар

<<Одоризация газа — это придание голубому топливу специфического запаха с помощью специальных компонентов для своевременного обнаружения возможных утечек.>>

<<Одора́нт (от лат. odor «запах») — вещество, используемое в качестве примеси к газу для придания ему запаха, по большей части предупреждающего. В высоких концентрациях все одоранты ядовиты, но для придания запаха опасным, не имеющим запаха газам, одоранты добавляют в них в столь незначительных концентрациях, что не представляют угрозу здоровью. Например, порог ощущения запаха этантиола в воздухе для человека составляет менее 0,1 ppm. Наиболее часто используемые одоранты — серосодержащие органические соединения, обладающее резким неприятным запахом. В основном используют производные от меркаптанов и акролеина, смесей меркаптанов с сульфидами[1].>> (Вырăсла Википеди)

Вăт çавăн пек!!!
Эсир пур, темле «пăсарлăх» пирки сÿпĕлтететĕр....

Пирĕн мухтавлă усламçăсем çак япаласене те пĕлмеççĕ-ши вара?
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.16 10:26
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)
Сергей Пятаков // 3912.16.6046
2022.02.16 12:58
Эх, ку орфографи ыйтӑвӗ! Эпир ҫӗнӗ орфографипе правилисемпе 30 ҫул пурӑнатпӑр ӗнтӗ. Пӗр вӑхӑт тавлашу тамалнӑччӗ-ха, анчах, шел те, Адёр пеккисем тавлашу вутне татах та татах краҫҫын сапса амалантараҫҫӗ. Учительсем пурте тенӗ пек лӑпланса ҫитнӗ. Ҫамрӑк ӑрушӑн пӑлханатпӑр пулсан, пӗлӗр: шкул ачисем ҫӗнетнӗ орфографи правилисене (вӗсем валли ҫӗнетнӗ мар!) ТАХҪАНАХ ӑша хывнӑ та хываҫҫӗ те. Адёр майлӑ айван ҫынсем вара халӗ те тавлашаҫҫӗ. Лӑпланма вӑхӑт, атьсемӗр!!
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.16 14:31
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики