Agabazar // 4019.00.7949
2022.01.18 22:34 | |
Сыснакай мар, сыснаккай теççĕ. | |
Автор // 2269.63.6259
2022.01.20 00:49 | |
Чӑвашла-вырӑсла словарӗнче сыснаккай сӑмаха тупмарӑм. Тархасшӑн, ӑнлантарса парӑр. | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.20 09:46 | |
Тав,Agabazar, асӑрхаттарушӑн. М.И.Скворцовӑн 1985 ҫулта кӑларнӑ сӑмахсармӑш-словарӗнче вӑл сӑмах ҫук та ҫавӑнпа тӗрӗс мар пулчӗ пул. "Сысналла" пур, "сыснаккай" - ҫук.
Ырламалла кӑна санӑн тимлӗхне. Постӑн тӗп шухӑшӗ ҫаплаччӗ: паянхи тӗллевсӗр чӑваш политикӗсем наци тымарне кӑклани. | |
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 10:11 | |
«Официаллăн» пур шутланакан сăмахсене словарьсенче çеç мар шырамалла. Урăх тĕлсенче пăхмаллла.
Спиридон Михайловăн пĕр статйин ятне вырăсларан чăвашла «Шупашкар сыснаккайĕсем» тесе куçарнă. Тĕнчере нимĕнле «чăваш политикĕсем» те çук. Ку — пĕтĕмпех суя. Чăваш республики те суверенлă тата пăхăнманлăхлă патшалăх мар. Мускавра мĕн акăнать, Шупашкарта е Вĕтуракассинче çав шăтать. | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.20 10:16 | |
Тимӗр Акташ, Эсӗ КПСС ретӗнче марччӗ-и вара? Халӗ, тем, ортодоксальнӑй либерал пек туйӑнать. Санӑн шухӑшусене пӑхса тухар.
1. ЕльцинаСорос - Раҫҫейӗн чи пысӑк тӑшманӗсем. Пӗри - Ҫӗр чӑмӑринчи чи пысӑк сутӑнчӑк. Эс "хура ӗҫ" туман тетӗн. 2. Маншӑн Савицкая космонавт, Третьяк хоккеист, Шордеев Ӗҫ Геройӗ сумлӑ ҫынсем. Эс сум вырӑнне хунисем - йӗкехӳресем. 3.Ӑҫта вӑл эс ырлакан демократи?! Микроскоп витӗр те курӑнмасть. Тӗнчери 234 ҫӗршыв хушшинче СССР экономики 2-мӗш вырӑнта пулнӑ. Вӑл ҫур тӗнчене тӑрантарнине пӗлетӗнех ӗнтӗ. "тӑкаклӑ, тупӑшсӑр...?" Кулӑшла. 4.Ку пунктра пӗтӗм айӑпӗ Горбачевпа Ельцин сутӑнчӑклӑхӗнче. Наци политикине ятарласа урӑх ҫулпа янинче. 5.Чечен кампанийӗ 1996 ҫулта мар, 2009 ҫулта вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӗве вилнӗ Борис ҫумне ҫыпӑҫтармалла мар. Маттуррисем-Шамановсем, Трошевсем. | |
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 10:23 | |
Мĕн мунчала таткисемпе Акташ мăйĕнчен темле ярлыксем çакса яма ăнтăлан? Сана мĕн ĕç?
| |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.20 10:39 | |
5.1.."3% мар, нумайрах сасӑланӑ". Пӗлетӗн пулсан пӗлтер - 1996 ҫулта Ельцин миҫе сасӑпа президент пулса тӑнӑ?
6. Ку пунктри хуравпа веҫ савӑнтарса ятӑн.Янкисемпе туслӑ пурӑнмалла тет иккен Акташ шучӗпе.(Ик сехет култӑм6 ха-ха-ха!). Ну, фантазер Володя!!! Англосакссемпе ЭСӖ нихӑҫан та туслӑ пуламӑн - картса хур. Кун пирки ан ҫырах, унсӑрӑн вулакансем тӑнлава пӳрнепе ҫавӑрма пуҫлаҫҫӗ. 7. "Шупашкарти ХБК, Текстильмаш ҫапла ӗҫленӗ". Предложени ӑнланмаллах мар. Эпӗ СССР пӗтнӗ хыҫҫӑн республикӑри промышленность, ялхуҫалӑх производстви пӗтсе ларни ҫинчен каланӑччӗ. Ӑҫта Вӑрмарти сӗтел-пукан фабрики, Йӗпреҫри вӑрман комбиначӗ, Ҫӗмӗрлери автофургон предприятийӗ, Улатӑрти музыка инструменчӗсен завочӗ? Пур ҫӗрте те аркану... 8.Николай Федоров 1989 ҫулччен чиперех ЧПУра "научный коммунизм" вӗрентетчӗ. Малтан вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗн ачиех пулнӑ. Санӑн пӗр тезисупа та, Володя, килӗшме май килмерӗ. Анлӑрах тишкерӳ кирлӗ пек туйӑнать. | |
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 11:22 | |
Чĕртсе тăрат ппĕтĕмпех çав мĕнпур пĕтсе ларнă япалана.
Калăпăр, Вăрмарти сĕтел-пукан хапрăкне чĕртсе тăратма сана кам чарать? Никам та чармасть. | |
Евразиец // 3753.90.6577
2022.01.20 18:24 | |
"Тимĕр Акташ, Эсĕ КПСС ретĕнче марччă-и вара"? По самым разным субъективным заметкам видно, где только он не побывал, кому только не угождал. Перед ним виноваты и учителя и 6 школа в Чбоксарах. Не сам, не родители, а школа и учителя, ибо они мешали ему знать и учить чувашский язык. Скоро Тимĕр Акташ будет в рядях лжехриста... ибо наступят такие времена, такая богатая жизнь, что не верить в него просто невозможно будет. | |
Автор // 3328.39.9719
2022.01.21 10:59 | |
Октябренок, пионер, комсомолец пултӑм. Анчах КПСС членӗ пулман. Чӑваш симӗссисен партийӗн хастарӗ пултӑм. Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химпром" ЧПО хими хӗҫпӑшал тепӗр хут ан пултӑр тесе, юлташсемпе кӗрешрӗмӗр. |