Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +1.3 °C
Сила желания пропорциональна строгости запрета.
(Бертран Рассел)
 

Надежда Кириллова: «Куракансене хисеплес пулать!»

Надежда Кириллова24.12.2021 14:085725 просмотров

«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн республикӑра Наукӑпа тӗпчев институтӗнче театроведени уйрӑмӗ уҫӑлайман-ха. Вӑл уйрӑм каярах, 1966-мӗш ҫулта тин кун ҫути курса майӗпен аталанма пуҫлать. Ҫавна кура та чылай писатель, поэт чӑваш театрӗн сцени ҫине тухакан спектакльсем ҫинчен, театр проблемисемпе ун аталанӑвӗ ҫинчен ҫырас миссине хӑй ҫине илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра Чӑваш театрӗ чӑвашсемшӗн ТӖП ТЕАТР шутланнӑ. «Чӑваш театрӗ аталанса пырсан, ӑна кура ытти театрсен аталанӑвӗпе шайӗ те ҫӳлелле ҫӗкленсе пырӗ», ҫапла шутланӑ ҫыравҫӑсем. Чӑваш театрӗн историйӗ пирки, спектаклӗсем ҫинчен вӑл вӑхӑтра чылай писатель, чылай театр ӗҫченӗ, литературовед ҫырнӑ, вӗсене хӑш-пӗрисене асӑнса та хӑварар: И. Илларионов, И. Максимов-Кошкинский, Д. Данилов, Г. Парне, А. Петокки, Н. Данилов, И. Тукташ, Н. Дедушкин, Л. Агаков, С. Ялавин, Н. Ваҫанка, Е. Токмаков, М. Бурмистров, К. Иванов, Г.Сергеев. Леонид Агаков писатель вара, хӑй пурнӑҫне ҫамрӑклах театр искусствипе ҫыхӑнтарнӑскер, ку ӗҫре яваплӑх та туйнӑ. Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑл, Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор пулса ӗҫлет, Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗнче вӑй хурать. 1951-1955-мӗш ҫулсенче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланать. Анчах Чӑваш театрӗн кунҫулӗ пурпӗрех ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пӑшӑрхантарнӑ писателе. Ҫавӑнпа та вӑл вӑхӑтри журналсемпе хаҫатсен страницисенче театрсенче лартнӑ спектакльсем ҫинчен Леонид Агаков писатель-критикпа Фаина Романова театровед-критик ҫырнӑ статьясем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Ку 1959-мӗш ҫулта ҫырнӑ «КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» статьяра Леонид Агаков Чӑваш академи драма театрӗн режиссерӗсем, Константин Иванович Ивановпа Леонид Никонорович Родионов патне уҫӑ ҫырупа тухать. Статьян ячӗ хыҫҫӑнах вӑл ҫаплах ҫырать те: «Чӑваш академи театрӗн режиссерӗсене, К.И. Ивановпа Л.Н. Родионова УҪӐ ҪЫРУ». Мӗншӗн ҫапла уҫӑ ҫырупах хаҫат страницинче хӑйӗн анлӑ статйипе тухмалла пулнӑ-ха писателӗн? Константин Иванович Иванов вӑл вӑхӑтра Чӑваш театрӗн тӗп режиссерӗ, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Леонид Никонорович Родионов Чӑваш театрӑнче режиссер, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Пысӑк ҫынсем темелле, вӗсене уҫҫӑн хаҫат страници ҫинче критиклеме те хӑрамалла пек. «Эпӗ хам ума иртнӗ сезонри пур спектакльсене те тишкерсе тухас задача лартмастӑп, хаҫатри пӗр статьяра ку ӗҫе тума май та ҫук, анчах театра юратакан ҫын пулнипе эпӗ сирӗнпе кӑҫалхи хӑш-пӗр спектакльсем пирки юлташла калаҫса илесшӗн», тет Леонид Агаков статйи пуҫламӑшӗнче. - Малтанхи спектакльсем («Ҫӑкӑр-тӑвар хире хирӗҫ», «Шанман чечексем», «Тӑвӑл», «Хӗҫпе ҫӑлтӑрсем») пирки пирӗн хаҫатсенче ҫырнӑччӗ. Статьясен авторӗсем, пӗтӗмӗшпе илсен, вӗсене тӗрӗс хакларӗҫ. Юлашки икӗ спектакль пирки вара НИКАМ ТА ПӖР СӐМАХ ТА ҪЫРМАРӖ. Чӑн та, спектакльсене лартнӑ хыҫҫӑнах унта-кунта чылай калаҫкаларӗҫ — хӑшӗсем куларах, теприсем тӑрӑхларах, анчах хӑйсен шухӑшӗсене пичетре тухса калама, темшӗн, НИКАМӐН ТА «хӑюлӑх» ҫитмерӗ. Ним тытӑнса тӑмасӑрах, хисеплӗ юлташсем, ҫапла калас пулать: театр умӗнче хальхи вӑхӑтра тӑракан задачӑсем енӗпе пӑхсан, эсир лартнӑ «Хурӑнлӑ ҫулпа» тата «Мӑшӑр ҫулхи туй» спектакльсем иккӗшӗ те ҫав тери вӑйсӑр, шупка, ҫырать малалла Леонид Агаков, - Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, пӗр енчен, пьесисем хӑйсем начар, тепӗр енчен сирӗн, режиссерсен, ӗҫӗ те ҫителӗксӗр пулнӑ. «Хурӑнлӑ ҫулпа» «музыкӑлла драмӑна» И. Тукташ калавӗ тӑрӑх майлаштарнӑ. Тукташ произведенине эпир лайӑх пӗлетпӗр, вӑл питӗ илемлӗ, пысӑк туйӑмпа ҫырнӑ лирикӑлла-драмӑлла калав. Анчах инсценировка тусассӑн калавӑн пӗтӗм илемӗ, сӗткенӗ, лирики пӗтнӗ. Оригиналта мӗн пурри ҫумне хушса ҫырни, ӑна Февральти революци таранах тӑсса кайни, пурнӑҫра пулма пултарайман «событисем» кӗртсе яни, произведение «телейлӗн» вӗҫлени тата ытти те — ӑна пуҫӗпех пӑсса пӑрахнӑ. Инсценировкӑра пушӑ вырӑнсем нумай, сцена ҫинчи артистсем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ним тума аптраҫҫӗ, юрать-ха кӑшт-кашт юрӑсем кӗртсе лартнӑ, унсӑрӑн пӑхмалли те нимӗн те юлман, спектакль пӗтӗмпех сӳтӗлсе кайнӑ пулӗччӗ! Режиссер ӗҫӗ те тӗлӗнтерет пире, Константин Иванович! Спектаклӗн пӗрремӗш актне пӗтӗмпех вӑйӑ-ташӑпа тултарнӑ, пӑхма йӑлӑхса ҫитетӗн. Тӗрӗссипе, унта пуян ывӑлӗ Элеҫук чухӑн хӗрне, Ульянана кӳрентерме тӑнисӗр пуҫне нимӗн те пулса иртмест вӗт-ха. Утар хуралҫи Ваҫука темле рабочи ҫинчен каласа пани ниме те пӗлтермест, куракансем ҫав калаҫӑва астуса та юлаймаҫҫӗ. Иккӗмӗш картина — хурал пӳртӗнче куланай пухни — нимӗнле искусство картине кӗме пултараймасть. Старшина «молчать!» тесе кӑшкӑрса пӗр вӗҫӗм сӗтел ҫине чышкӑпа ҫапни, стражникӗ ҫине-ҫине «в чем дело?!» тесе ҫухӑрни, ҫавӑнтах хресченсем ача вӑййилле «пӑлхав» туса илни — уҫӑмлӑ мар. Ваҫука стражниксем тытса кайнӑ хыҫҫӑн ҫынсем ҫул ҫинче ӗҫленӗ сцена та питӗ кичем, пушӑ. Ульянана юрӑ юрлаттараҫҫӗ, юрри шутсӑр вӑрӑм, сӑмахӗсене пӗрре те ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен оркестр артистка сассине пӗтӗмпех хупласа лартать. Пӗртен-пӗр вырӑн пур кунта кӑштах асра юлаканни, вӑл — Зорина тенӗ хӗрарӑма стражник тытса кайни. «…». Кӗскен каласан, ҫак спектакль пирӗн ТЕАТР КОЛЛЕКТИВӖ творчество енӗпе хальхинче малалла утнине мар, НУМАЙ КАЯЛЛА ЧАКНИНЕ кӑтартса парать. ПУР ЕНЧЕН ТЕ! Спектакльре мӗн чухлӗ те пулин ӗнентерекен сӑнарсем ҫук, режиссерӑн ҫирӗп алли те сисӗнмест унта. Йывӑра ан илӗр, анчах ку чӑнах та ҫапла…

Унтан эсир пире, хисеплӗ юлташсем, «Мӑшӑр ҫулхи туй» спектакль кӑтартрӑр. Н. Айзман — пирӗн халӑх пӗлекен драматургсенчен пӗри, вӑтӑр ҫул хушшинче вӑл нумай пьесӑсем, пуринчен ытла комедисем ҫырнӑ. Вӗсем хушшинче лайӑххисем те сахал мар. Анчах хальхинче пирӗн драматургӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулайман. Эсир вара, Леонид Никонорович, комеди пуш-пушах пулнине шута илмесӗрех, ӑна тытнӑ та лартнӑ. Мӗн кӑтартрӑр-ха эсир пире ку спектакльте? Чаршав уҫӑлнӑ-уҫӑлманах сцена ҫине П. Иванов артист тухать те хут-купӑс каласа такмакласа ташлама тытӑнать. Анчах ташлакансем вӑл кӑна мар. Пурте сикеҫҫӗ: пӗр-пӗринпе пӗрлешме шут тытнӑ хӗрпе каччӑн ашшӗсем те, евчисем те, туй ачисем те, туй арӑмӗсем те… Чаршав юлашки хут хупӑничченех сцена кисренсе тӑрать! Комеди пӗтӗм «конфликтчӗ» Униҫҫе ятлӑ пӗр тӗшмӗш карчӑк кӑҫал мӑшӑр ҫул пулнӑ пирки ывӑлӗн хӗрне качча кайма чарнинче. Пьесӑри «геройсен» вара ӑна темӗн тӗрлӗ улталама тивет. Пьеса авторне тата сире — ҫак спектакле лартакан режиссера ӗненсен, ҫавӑн пек йӳтенӗ карчӑка улталаса унӑн кӑмӑлне ҫавӑрасси — хальхи вӑхӑтра питӗ пысӑк «проблема» пулса тӑрать иккен! Ҫавна кӑтартса памах автор тӑватӑ актлӑ комеди ҫырнӑ, режиссер спектакль лартнӑ, сцена ҫинче пӗтӗм театр коллективӗ вылянӑ… Мӗн тери тӗрӗс мар ку паянхи куншӑн, Леонид Никонорович, мӗн тери аякра тӑрать сирӗн спектакль хальхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсенчен! «…» УН ПЕК СПЕКТАКЛЬСЕМПЕ ЭПИР ҪЫНСЕНЕ ИСКУССТВӐНА ЮРАТАКАН ПУЛМА МАР, УНРАН СИВӖТСЕ ПЫМА ҪЕҪ ПУЛӐШАТПӐР! Нимӗн те калаймӑн, пирӗн халӑх комедисем пӑхма юратать, пире ташӑ-юрӑллӑ хаваслӑ водевильсем те кирлӗ, анчах вӗсенче те ТӖП ШУХӐШ пулмалла-ҫке, вӗсем те куракансене художествӑлла, эстетикӑлла воспитани памалла, пуш параппан ҫапни кӑна пулмалла мар. «…» ПИРӖН КУРАКАНСЕМ — ПУР ЧУХНЕ ТЕ ПЫСӐК ХИСЕПЕ ТИВӖҪЛӖ!»

Кун пек тӳррӗн каласа критиклени Чӑваш театрӗ малаллахи аталанӑвӗшӗн питӗ кирлӗ пулнӑ курӑнать. Писатель, театровед, критик Леонид Агаков ҫак яваплӑха хӑй ҫине илнӗ, хӑй калашле, «НИКАМ ТА ПӖР СӐМАХ ҪЫРМАН» япӑх спектакльсем ҫинчен театровед-специалист пичет урлӑ тухса калаҫмах шутланӑ. Анчах та «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра Леонид Агаков тухса калаҫни усӑсӑр иртмен. «Ориентация из пьесы легкого комедийного жанра, отсутствие произведений широкого исторического плана, классической драматургии рано или поздно могли отрицательно сказаться на уровне актерского мастерства, особенно на творческом росте молодых актеров. Все это волновало в равной степени, как актеров, так и наиболее требовательную часть зрителей. КРИТИЧЕСКИЕ ЗАМЕЧАНИЯ В АДРЕС ТЕАТРА ИСХОДИЛИ ИЗ БЛАГОГО ЖЕЛАНИЯ ВИДЕТЬ ТВОРЧЕСКИЙ КОЛЛЕКТИВ НА УРОВНЕ ТРЕБОВАНИЙ ВРЕМЕНИ и достижений советского национального театра», тесе ҫырать Фаина Романова театровед Чӑваш театрӗнчи 1960-мӗш ҫулсен аталанӑвӗ пирки «Театр, любимый народом» кӗнекинче (1988 ҫулхи кӑларӑм,190 стр.).

Паянхи кун та Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫыракан статьясен авторӗ Николай Сидоров та, усал шухӑшпа мар, Чӑваш театрӗн малаллахи аталанӑвне курасшӑн пулнипе хӑй ыйтӑвӗсене тӳррӗн лартать. Ыйтӑвӗсем вара ун, чӑннипех те, ҫителӗклех пухӑнса кайнӑ. Николай Сидоровӑн хӑй вӑхӑтӗнче 20 пьеси Чӑваш театрӗн репертуарӗнче пулнӑ: сакӑр комеди, икӗ историлле трагеди, вунӑ драма. Вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Илнӗ ятсене те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ аталанӑвӗ валли тар тӑкнӑшӑн панӑ, апла пулсан ун, хӑй сӑмахне хӑрамасӑрах калама та, ыйтусем пама та, ыйтӑвӗсем ҫине хурав илтме те тивӗҫӗ пур. Ҫавӑнпа та ман вӑл ҫырнӑ чылай статьясенчи ыйтусене тепӗр хут ҫӗклес килет, вӗсем ҫине хурав пулмалли ҫинчен те каласа хӑварас килет. Ыйтавӗсем ҫапларах:

Н.Я. Бичурин тухӑҫри халӑхсен кун-ҫулне, чӗлхине тӗпченӗ чух кашни пулӑмне, сӑмахне икшер-виҫшер хут тӗрӗсленӗ, вулакана йӑнӑш, суя, тӗрӗс мар информаци парасран питӗ пӑшӑрханнӑ. Мӗншӗн-ха пирӗн те унӑн кун-ҫулне ҫутатнӑ чух хамӑрӑн ентеш пек тӗплӗн, сумлӑн, тарӑннӑн ӗҫлемелле пулман? Эпӗ театр пуҫлӑхӗсене ҫапла каласшӑн: пӗр-пӗр пысӑк ӗҫе тытӑнатӑр пулсан ӑна пурнӑҫлама пысӑк ӑс, пысӑк ӑсталӑх, пысӑк вӑй, пысӑк чӑтӑмлӑх, пысӑк чыс кирлӗ. Театрта пулса куртӑм та, шел, вӗсене курмарӑм. («Намӑс». 11.07.2021)

Ман Культура министерствинче ӗҫлекенсенчен ҫапларах ыйтас килет: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне илме тӑратнӑ пьесӑсем (сценарисем) мӗнле те пулин конкурс витӗр тухаҫҫӗ-и? Мӗншӗн вӗсен пултарулӑх шайӗ питӗ пӗчӗк? Кам та пулин вӑл хайлавсене уҫса пӑхать-и? Пӑхсан — вӑл ҫитменлӗхсем курӑнмалла-ҫке. Мӗншӗн кашни ҫулах Чӑваш театрӗн сцени ҫинче шӗвӗ, пиҫсе ҫитмен, халӑха килӗшмен хайлавсем тухаҫҫӗ? Вара патшалӑхӑн 3,5 мл. укҫине «чипер куҫшӑн, хисеплӗ ятшӑн» параҫҫӗ-им?Икӗпитлӗх». 25.09.2021)

Манӑн Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсенчен ҫапларах ыйтас килет: сире кунӗн-ҫӗрӗн суйма намӑс мар-и? Эсир лартнӑ спектакльсене куракансем кӑна мар, Мускав критикӗсем те сивлерӗҫ. Иртнинче — «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑтартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакле хакланӑ чух сирӗнтен жюри председателӗ, Мускав критикӗ В. Шрайман: «Эсир мӗншӗн спектакле ҫапларах лартрӑр?» - тесе ыйтрӗ те, эсир акӑ мӗн хуравларӑр: «Эпӗ чӑваш халӑхне ӑнланмалларах пултӑр терӗм»… Жюри членӗсен куҫӗ-пуҫӗ чарӑлса ларчӗ. Хӑшӗ-пӗри тулхӑрса кайрӗ. «Чӑваш халӑхӗ ытти халӑхсенчен мӗнпе кайра? Унӑн ӑс-тӑнӗ ҫук-и? Вӑл вӗренмен-и? Хутла пӗлмест-и? Классиксене вуламаст-и? Е литературӑпа туслӑ мар-и?» — тесе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗ. («Суеҫӗсем». 01.10.2021).

Ӗнер мана «Кӗтӳҫ» спектакль куракан ҫуккипе пулмасть терӗҫ, паян вара театрта куракан ҫуккине театр пуҫлӑхӗсем СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан вилӗмӗпе ҫыхӑнтарчӗҫ. Ӗненмесӗр театр сайтне кӗтӗм. Афиша ҫине пӑхрӑм. Мӗн куратӑп-ха? «Ялта» спектакль октябрӗн 26-мӗшӗнче пулать. Апла мӗншӗн куракана ҫавӑн пек суймалла пулнӑ? Мӗншӗн театр пуҫлӑхӗсен Вера Кузьминан сӑваплӑ ячӗпе витӗнмеллеччӗ-ши? Вӑл та мар-ха. Тепӗр кунне — Чӑваш наци конгресӗн пухӑвӗнче — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев ертсе пыракан театр труппи конгреса хутшӑннӑ ҫынсен умӗнче каҫса кайсах юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗ. Ҫакӑ, ман шутпа, питӗ хитре мар пулчӗ. Хӑйсем сенкер экранпа «театрта — траур» тесе пӗлтерчӗҫ, хӑйсем чӑваш халӑхӗн чи юратнӑ, чи сӑваплӑ, чи сумлӑ артисткин ӳчӗ ҫӗре кӗмесӗрех артистсене сцена ҫине илсе тухрӗҫ, курнӑҫланса тӑчӗҫ. Ҫакӑ, чӑн та, вырӑнлӑ-и? Конгресс членӗсене савӑнтарма урӑх коллектив чӗнме май пулман-им-ха? («Куҫна уҫ, артист». 01.11.2021).

Юлташсем, тӑхтӑр-ха! Мӗн хӑтланатпӑр? Наталия Сергеева режиссерӑн юбилейӗпе ҫыхӑннӑ уяв каҫне урӑх кун тӑсма май пулман-им-ха? Мӗншӗн ҫак мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун ирттермелле пулнӑ? Е мӗншӗн Чӑваш халӑх поэчӗ Я.Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун китай чӗлхине тӗпченӗ Н. Бичурин (Иакинф атте) ҫинчен спектакль кӑтартмалла? Эсир, театр пуҫлӑхӗсем, мӗнле пуҫпа шутланӑ? Е юри мӑшкӑлласа ҫавӑн пек хӑтланса ларатӑр? Мӗншӗн ҫак кун сцена ҫинчен куракансене «Шуйттан чури» трагеди кӑтартмалла пулман? Сирӗн, юлташсем, кӑштах халӑх умӗнче, Яков Ухсай умӗнче вӑтанасчӗ. Е намӑс-симӗсе пуҫӗпех ҫухатрӑмӑр? Чыс, чун, ӑс тени ӑҫта пирӗн? Эпир пӗр-пӗр лаҫра кирпӗч ҫапмаспӑр-ҫке, чӑвашсен культура центрӗнче ӗҫлетпӗр. Е ӗҫлетпӗр тесе ятне кӑна тӑватпӑр? («Камсем эпир, чӑвашсем?». 03.12.2021).

Эпӗ «Хыпар» пуҫлӑхӗсенчен ҫапларах ыйтасшӑн: сире Чӑваш халӑх поэчӗ, варҫӑ ветеранӗ, фронтовик, чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисенчен пӗри Я.Г. Ухсай мӗнпе кӳрентернӗ-ши? Мӗнпе вӑл сирӗн умра айӑпа кӗнӗ? Мӗншӗн унӑн ячӗ хӑй ҫуралнӑ кун сирӗн хаҫатра пӗр йӗркелӗх те вырӑн тупайман? СССР халӑх артисчӗн В.Н. Яковлевӑн калаҫӑвне пӗр-икӗ кун каярах пичетлеме май пулман-им? Пулнӑ, паллах. («Камсем эпир чӑвашсем?». 03.12.2021).

Куракансем кӑмӑлсӑррӑн пӑшӑлтатса илчӗҫ. Манӑн умра ларакан хӗрарӑм тантӑшӗ енне ҫаврӑнчӗ те ҫапларах ыйту пачӗ: «Театр пуҫлӑхӗсем ӑҫта-ши? Мӗншӗн кунта пӗри те ҫук? Иванов Иван Геннадьевич хӑй вӑхӑтӗнче пысӑк талантлӑ, ӑста артист пулнӑ. Ун мӑшӑрӗ те, тӑванӗсем те курав залӗнчех лараҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсене сцена ҫине чӗнмеҫҫӗ, сӑмах памаҫҫӗ? Е Чӑваш театрӗ Иван Геннадьевич мӑшӑрне чечек ҫыххи парнелеме укҫи-тенкине хӗрхеннӗ?». Мана та, хисеплӗ вулаканӑм, ҫак ыйтусем кӑсӑклантарчӗҫ. И.Г. Иванов Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Ун пек паллӑ, хисеплӗ ҫынсене Чӑваш Енре пӳрне хуҫлатса шутласа тухма пулать. Анчах та ҫак уявра Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсене пачах та асӑрхамарӑм. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи те, театр директорӗ те шыва путнӑ пекех ҫухалнӑ. Вӑл та мар-ха. Чӑваш Республикинчи Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне ертсе пыраканӗ те — Сергей Павлов артист та курӑнмарӗ. Мӗнле-ха капла? Иван Геннадьевич нумай ҫул ҫак пӗрлешӗве ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ, хӑйӗн пурнӑҫӗнче сахал мар артиста пулӑшнӑ. Хальхи ертӳҫӗн ҫак уявра пулмаллахчӗ, Иван Геннадьевичӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах каламаллахчӗ. (Ӑс вырӑнне — пӑс». 20.12.2021).

Николай Сидоров хӑй статйисенче паракан ыйтусем вулаканӑн чунне хӗссе ыраттарса илчӗҫ пулсан, апла пулсан, пирте ҫынлӑх тени упранать-ха. Анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗн чунне сутса та янӑ курӑнать. Тӗнче литературинче ку темӑпа ҫырнӑ произведенисем нумай. Хӑй чунне сутни ҫынна пурнӑҫӗ вӗҫӗнче, халӑх астӑвӑмӗнче каярах ытла та хытӑ пырса ҫапать-ҫке!.. Хальхи вӑхӑтра вара, Николай Сидоров калашле, «икӗпитлӗх, йӑпӑлтату, пуҫа тайма пӗлни, суя, ултав, кӗвӗҫӳ, курайманлӑх, «хамӑр ҫынсемпе», «кирлӗ ҫынсем» ӑнлав хытӑ аталаннӑ вӑхӑтра» ҫак ыйтусене хуравлама хамӑр чунран ҫынлӑха епле туртса кӑлармалла-ха? Нумайӑшӗ ӑна сутсах яман пулсан та, ытла шала ҫапса кӗртсе пытарса хунӑ курӑнать. Тӗрӗс ҫырать Николай Сидоров «Пуҫлӑхсен киревсӗр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, тӗрӗсмарлӑхӗ ҫинчен, ултавӗ ҫинчен манӑн мар, ЖУРНАЛИСТСЕН ҫырмалла, анчах вӗсем тахҫантанпах шыв сыпнӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кухньӑра «пӑшӑл-пӑшӑл» пӑтти пӗҫернисӗр пуҫне, мухтав юрри юрланисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тумастпӑр, чӑн пулнине каламастпӑр, пичетре ҫырмастпӑр, ҫаплах хамӑрӑн ачаш ӳт-пӳ тӑрӑх саламат чупасран, карьера пӗтсе ларасран шӑши пек тар-тӑр чӗтресе ларатпӑр». («Камсем эпир, чӑвашсем?» 03.12.2021). Ман хушса ҫакна калас килет. Ӗлӗк писательсем те, театр ӗҫченӗсем те, критиксем те хаҫат-журнал страницисем ҫинче час-часах хӑйсен статйисемпе курӑннӑ. Ӑҫта паянхи кун хаҫат-журнал страницисенче е Чӑваш халӑх сайтӗнче ПИСАТЕЛЬСЕН статйисем? Ӑҫта ТЕАТР ӖҪЧЕНӖСЕН статйисем? Республикӑри пӗртен-пӗр ТЕАТРОВЕД-МУЗЫКОВЕД театр спектаклӗсене сӳтсе явнӑ статйисем ӑҫта? Николай Сидоров ҫӗклекен ыйтусем чӑваш интеллигенцине те питӗ пӑлхантармалла пек? Ирӗксӗрех, кам та пулин ҫак темӑна ҫӗклесе сайтра пӗчӗк статья та пулин ҫырасса кӗтетӗн. Ҫук, никама та кирлӗ мар, никам та ку проблемӑсем ҫинчен ҫырмасть! Леонид Агаков 1959-мӗш ҫулта калашле: «Никам та пӗр сӑмах та ҫырмарӗ, никамӑн та хӑюлӑх ҫитмерӗ!» Чӑваш халӑх сайтӗнче статьясем хыҫҫӑн ҫырӑнакан комментарисем те тӗлӗнтереҫҫӗ. Автор нушаланса, чунне ыраттарса ҫырнӑ статьяри проблема хӑвӑрт айккинелле сирӗлет те, комментари ҫыракан ҫынсен хӑйсен хушшинче пӗр-пӗрне курайман, мӗскӗнлетме тӑрӑшса ҫырнӑ сӑмахӗсем вӑй илсе каяҫҫӗ. Сирӗн Николай Сидоров драматург ҫӗкленӗ проблемӑсене хӑвӑр енчен каласа парасчӗ. Усси те, хисепӗ те пулӗччӗ, тен, хӑш-пӗр пуҫлӑхӗ те пуҫне кӑрт-кӑрт! хыҫса илсе мӗнле те пулин хурав памалла пуль, тесе шутласа илӗччӗ.

«Пӗлсе тӑратӑп, пире пуҫлӑхсем нимӗнле хурав та памӗҫ. Вӗсене — ертӳҫӗсене — асӑннӑ ӗҫшӗн пӗрре те намӑс пулмӗ, анчах пире — куракансене, Н.Я. Бичурин (Иакинф атте) пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне кӑштах чухлакансене — ҫакӑн пек спектакль пӑхса ларма, чӑннипех те, намӑс пулчӗ» («Намӑс». 11.07.2021), тет хӑйӗн статйинче Николай Сидоров.

Николай Сидоров никамран та (Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсенчен те, Культура министерствинчен те, «Хыпар» хаҫатран та), паллах, нимле хурав та кӗтсе илеймен, илеймӗ те, тейӗпӗр. Леонид Агаков писатель-критик вара 1959-мӗш ҫулта «КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» статья ҫырнӑ хыҫҫӑн, хӑй лартакан ыйтусем ҫине хурав илнӗ. Хуравне илнӗ анчах мар, ку ыйтӑва Чӑваш Правительстви 1965-мӗш ҫулта ларура анлӑн пӑхса тухнӑ. Ак, мӗн ҫырать Фаина Романова «Театр, любимый народом» кӗнекинче (1988 ҫулхи кӑларӑм, 190-192 стр.): «Деятельность Чувашского музыкально-драматического театра (ҫапла ятлӑ пулнӑ Чӑваш театрӗ вӑл вӑхӑтра — Н.К.) стала предметом обсуждения на заседании бюро Чувашского обкома КПСС (6 июля 1965 года). Работа театра подверглась серьезному анализу, были вскрыты ошибки в его деятельности, подсказаны пути дальнейшего развития. Коллектив правильно воспринял критику, что помогло ему значительно улучшить свою работу. Новый сезон 1965-1966 года театр начал спектаклями, которые принесли ему успех, вскрыли неиспользованные возможности. Уже в первые месяцы сезона состоялись премьеры спектаклей, украсившие репертуар: «Тополек мой в красной косынке» по повести Чингиза Айтматова, «Вей, ветерок!» Я. Райниса. Значительными в эти годы становятся постановки классических пьес. От спектакля к спектаклю все полнее и звучнее прославлялся человек с его красотой души, благородными порывами служения обществу, шло укрупнение темы нравственной ценности человека. Новое выражение темы имело место во многих спектаклях, во многих образах: Нади Дворниковой («Что такое счастье?»), Сарби и Сергея, Вавила и Антона («Кукушка все кукует») пьес Николая Терентьева».

Эх, мӗнле аван! Кашнин хӑйӗн ӗҫне кирлӗ пек туса пымалла кӑна пек туйӑнать. Чӑваш театрӗн лайӑх спектакльсем кӑларса театра аталантармалла, критикӑн Чӑваш театрӗ тӑрсан-тӑрсан авӑра кӗрсе ӳкесрен асӑрхаса вӑхӑтра ҫулне кӑтартса пымалла, асӑрханаймасӑр театр ҫултан пӑрӑнса кайрӗ пулсан вара Культура министерствипе Правительствӑн ку ыйтӑва пӗрле пӑхса тухса ӑна тӗрӗс ҫул ҫине тухма пулӑшмалла. Анчах мӗншӗн ПАЯНХИ КУН ПИРӖН ҪАПЛА ТУМА МАЙ ҪУК? Николай Сидоров Ухсай Яккӑвӗн юбилейӗ пирки пӑшӑрханса ҫырнӑ статьяна вуласа эпӗ 1981-мӗш ҫулта Мускавра Ухсай Яккӑвӗн 70 ҫулне ирттернине аса илтӗм. Ман вӑл уяв валли кӑларнӑ йыхравӗ те упранса юлнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстивинче 2012-мӗш ҫулта «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» ятлӑ кӑларнӑ кӗнекере эпӗ вӑл кун ҫинчен ҫапла ҫырса хунӑ: «Декабрӗн 15-мӗшӗ, 1981 ҫул. Александр Фадеев ячӗллӗ Литераторсен ҫуртӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ 70 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Эпир унта Коля Сергеевпа иксӗмӗр концерта ертсе пытӑмӑр. Чӑваш театрӗн артисчӗсем Н.И. Григорьева, Н.М. Яковлева, В.Н. Яковлев тата И.Г. Иванов Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗр» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльтен пӗр сыпӑк выляса пачӗҫ».

Чӑнах та, Николай Сидоров калашле, камсем эпир, чӑвашсем? Эпир мухтавлӑ халӑх мар-и вара? Е мухтавлӑ халӑх пулас килмест-и вара пирӗн? Хамӑра чӑваш пек упраса малалла утас килмест-и вара пирӗн? Хамӑр паллӑ ҫынсемпе, чӑваш халӑхне мала ярса, унӑн чӗлхине аталантарма пултарнӑ ҫынсемпе мухтанас килмест-и вара пирӗн? Малта — 2022 ҫул — шӑпах хамӑр халӑхпа мухтанмалли ҫул. Ҫулталӑкӗпех мухтанӑпӑр. Анчах, тен, паллӑ ҫынсен ҫулталӑкӗ пирӗншӗн, чӑваш халӑхӗшӗн, хамӑр халӑх пирки шутласа илмелли ҫулталӑк та пулмалла вӑл? Паллӑ ҫынсен шутӗнче 2022 ҫулта пирӗн Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкайпа Геннадий Волков академик та пур. Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул, Волков ҫуралнӑранпа — 95 ҫул. 2007-мӗш ҫулта Чӑваш академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев, мана, Петӗр Хусанкай 100 ҫулӗпе Геннадий Волковӑн 80 ҫулне Чӑваш театрӗн сцени ҫинче ирттерме шутланӑскерне, ура хурса тӗрлӗ йывӑрлӑхсене кӗртсе ӳкересшӗн пулчӗ пулин те, эпир Вера Кузьминичнӑпа пӗрле тытӑнса, «Поэзи каҫӗ» ирттерме пултарнӑччӗ. Геннадий Никандрович Волков академик сцена ҫинчен ун чух нумай калаҫрӗ, чӑваш халӑхӗ пирки хӑй чунне ыраттаракан сӑмахсене каларӗ. Вӑл каланӑ сӑмахсем ман 2018-мӗш ҫулта кӑларнӑ «Ман поэзи театрӗ» кӗнекене кӗнӗ. Ак, пӗрне ҫеҫ илсе кӑтартар: «Пӗр аллӑ ҫул каялла Переделкинӑри писательсен творчество ҫуртӗнче пушкӑрти поэчӗ, ҫав тери илемлӗ арҫын, Муса Гали мана кӳрентернӗччӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: «Чӑваш халӑхӗ хӑҫан Хусанкай шайне ӳссе ҫитӗ-ши? Хусанкай сирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, ытла пысӑк, чӑтма ҫук пысӑк»,терӗ. Ҫавӑнпа вӑл калани, те кӳрентернӗ пек, те савӑнтарнӑ пек, анчах чӗрере халӗ те ыратӑнса тӑрать». Эпир, чӑваш халӑхӗ, хамӑр халӑха ҫӗклекен ҫынсемпе пуян. Вӗсен шутӗнчех, Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ те пур. Пирӗн вӗсемпе ҫӗкленмелле, вӗсене манса кайма хамӑра ирӗк памалла мар. Хамӑра ун пек ирӗк пани халӑха тата хамӑра хисеплеменни пулать. Виталий Петрович Станъял ӑсчах Кирилл Кириллов «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнеке уявӗнче каланӑ сӑмахсемпе килӗшес килет: «Пирӗн пурне те ХИСЕПЛЕМЕЛЛЕ: кама — килте, кама — ялта, кама — районта, кама — Шупашкарта, кама — пӗтӗм халӑхпа». Анчах та ун пек пулма пирте чунлӑх, ҫынлӑх, совеҫ, астӑвӑм тата чӑваш халӑхӗн малашлӑхӗ ҫинчен шутлани пулмалла! Петӗр Хусанкай пек, Геннадий Волков пек, Ухсай Яккӑвӗ пек…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1155.15.4151
2021.12.25 21:49
Agabazar
Ара, ан мухтан эс. Ма мухтанан?

Мухтанмасăрах ту эс ĕçне. Мухтанмашкăн сана никам та хистемест.
Мĕтри Ванччă // 1468.31.4373
2021.12.26 19:01
Каллех пуш сÿпĕлтетÿ комментарисенче...
Agabazar, Микула, сирĕн пирки çырмасть-и ара Н. Кириллова: "Чӑваш халӑх сайтӗнче статьясем хыҫҫӑн ҫырӑнакан комментарисем те тӗлӗнтереҫҫӗ. Автор нушаланса, чунне ыраттарса ҫырнӑ статьяри проблема хӑвӑрт айккинелле сирӗлет те, комментари ҫыракан ҫынсен хӑйсен хушшинче пӗр-пӗрне курайман, мӗскӗнлетме тӑрӑшса ҫырнӑ сӑмахӗсем вӑй илсе каяҫҫӗ. Сирӗн Николай Сидоров драматург ҫӗкленӗ проблемӑсене хӑвӑр енчен каласа парасчӗ. Усси те, хисепӗ те пулӗччӗ, тен, хӑш-пӗр пуҫлӑхӗ те пуҫне кӑрт-кӑрт! хыҫса илсе мӗнле те пулин хурав памалла пуль, тесе шутласа илӗччӗ." Калаçу темипе каламалли çук пулсан, ан та çырăр, шăпăрт ларăр кăштах. "Чăпăр!" - теççĕ ун пек чух ача-пăчана.
Agabazar // 9020.6.8146
2021.12.27 13:49
Agabazar
Мĕтри Ванччă,

Микуласем чунне ыраттарса статья çыракана ТИП МУНЧА кĕртме хăтланнисене куç хупса ларас çук вара эпĕ.

Чунне ыраттарса статья çыракансене тип мунча кĕртмелле мар!!!

Микуласене вара тип мунча кĕртмеллех!
Микула // 1077.37.9691
2021.12.27 16:27
Ай тата метриванчӑ, "шӑпӑр ларӑр " тесшӗн ,тата Акарасарӗ "кайӑр ,мунча кӗртмелле" ? Театр тенине халӑхӗ ҫӳремеҫ, чӑвашла калаҫакан ачасем валли Шупашкарта ача сачӗсем ҫук,чӑваш факультечӗ тата мӗнле унта? Мӗнле сӗнӳ тата кирлӗ сире ? Тӗрӗссине калама хӑратӑр пулсан ? Юрасси сирӗн яланах малта пулнӑ пулсан ? Сутӑннисене тата сутӑнма хатӗррисене сӗнӳ пӗрре кӑна- сутӑнас тетӗрех пулсан хаклӑрах сутӑнӑр ӗнте. Яхта та пуллин илме ҫиттӗр. Грамота хут татӑккишӗн тата памятный значокшӑн ан та ҫыхланӑр.
Agabazar // 9020.6.8146
2021.12.27 17:02
Agabazar
Статьяна çыракана, Микула, мунча ан кĕрт.

Вăл сан умра ним енĕпе те айăпа кĕмен.

Ху мунча кĕрсе тух.

Мунча кĕр!

Ăшши тутлă пултăр!
Мĕтри Ванччă // 1468.31.4373
2021.12.27 18:31
Микула, эпĕ сана калаçмалла мар теместĕп, анчах та вырăнлă калаçмалла. Сайтри кашни статья айĕнчех -- статйи хăть те мĕн çинчен пулсан та -- эсĕ:"хулара ача сачĕсенче чăвашла вĕрентмелле" -- тени кирлех-ши? Шухăшĕ питĕ тĕрĕс сан, паллах, мĕн пĕчĕкрен, ача пахчинче вĕрентме тыăнмалла чăвашла, сайта вулакансем хушшинче ку шухăша хирĕçлекенсем çук та пулĕ. Анчах та театр, искусство е урăх ятарлă темăпа çырнă статья айне çав комментарие çырни мĕн парать? Статьяри темăна çÿтсе явма чăрмантарать кăна; урăхла каласан, çÿпĕлет. Эсĕ луччĕ сайра хутра пĕрре аргументласа ху ятарлă статья çыр çав темăпа, çынсемпе калаç, вĕсен шухăшĕсене пĕл, çырса кăтарт кайран статйунта -- вара, тен, усси те пулма пултарĕ.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.28 07:20
Чӑваш ачисем валли, хуласенче, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем кирлӗ тени паян кун пур ҫӗртре те илтӗнмелле. Ытти пирки калаҫма чӑрмантармаҫ ун пек калани ,шухӑшсене анлӑлатать кӑна. Пӗтӗмлетсе ҫырас пулать, Театр чӑвашлӑхӑн пӗр пайӗ кӑна ,хӗссе хунӑ меслетпе сыватаймӑр.
Нимӗнле "сайра хутра пӗррре". "Яланах" малта пулмалла. Тӗлӗнмелле ,хӑш курсра ,хӑш факультетра,кам ун пек каласа вӗрентнӗ сире- "вара ,тен " тесе ? Пулмалла ҫавӑн пек,ыйтмалла, хушмалла. Инициатива пирӗн алӑра пулмалла, кабинетра ларан чиновникре мар. "Яланах пултӑр Чӑваш Республики,яланах пултӑр чӑваш чӗлхи, яланах пултӑр тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем" тесе сцена ҫинчен заслуженныйсем калама тытӑнсан тен халӑхӗ театӑра та таврӑнӗ.
Agabazar // 9020.6.8146
2021.12.28 08:39
Agabazar
Мĕтри Ванччă,

чăннипе каласан, ача сачĕ пирки çырни яланах вырăнлă. Хуть те мĕнле статьяра та. Хуть те мĕнле форумра. Анчах та инкекĕ урăххинче.

Микуласем ку тĕлĕшпе яланах чăн малтанах статья авторне е форумра калаçакансене чышма тăрăшаççĕ. Хăй вара Улăп имĕш.

Хăш енчен айăплă кунта Надежда Кириллова уявхÿшĕçĕ?

Статья çырнипе айăплă-и? Е çамрăклах театршăн тата чăвашлăхшăн çунса кайнă унăн мăшăрĕ Кирилл Кириллов айăплă-и?

Тĕрĕссипе вара Микуласем Кирилл Кириллов çинчен пĕлмеççĕ те. Эп хам вара тахçан Юрий Яковлев пичетре çырса кăтартни тăрăх пĕлкелетĕп.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.28 09:24
Акапасар чи малтан Микула Улӑп пуласран хӑрать имӗш ? Кӗреке чирӗ пулман ,пулас та ҫук,чышасси те ман меслет мар,анчах та ӗҫне ҫурмалла тумалла мар. Шайне хӑпартмалла. Театр тенине мӗншӗн халӑх ҫӳремеҫ ? Сире итлесен режиссерсем кӑна айӑплӑ пулса тухать ? Урӑх ним те мар?
Agabazar // 3620.10.2717
2021.12.28 23:07
Agabazar
Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Микула Улăп пулса тăрасса кĕтсе пурăнап.

Кĕтеп, кĕтеп, анчах усси çук.

Микуларан Улăп пуласси пулмасть пуль. Питех те шел.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики