Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Я не против полиции, я просто боюсь ее.
(Альфред Хичкок)
 

Надежда Кириллова: Пирӗн Айхи

Надежда Кириллова04.10.2021 17:586540 просмотров

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле. Шкул программинче вӑл вӑхӑтра Г.Н. Айхи ячӗ пулман, библиотекӑсенче те ун чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑлла кӗнекисем курӑнман, ҫавӑнпа та пулас артистсем унпа пӗрремӗш хут паллашса ун ҫинчен пӗлме пуҫлани Мускав хулинче пуҫланнӑ. Иккӗмӗш курс хыҫҫӑн эпир Чӑваш ҫӗршывне гастроле кайма хатӗрленнипе Г.Н. Айхи «Чӑваш студийӗнче вӗренекенсен юрри»не ҫырать. Пулас чӑваш артистчӗсем валли ятарласа ҫырнӑ гимн, чӑвашла, пӗрремӗш хут Г.Н. Айхи ҫырнӑ сӑвӑпа янӑрать:

Тахҫан утма вӗреннӗ, вӗреннӗ калаҫма.

Тен, хӑшӗ ӗмӗтленнӗ кайран артист пулма.

Анчах унччен, атьсемӗр, тертне те курмалла.

Эппин, тӑван ҫемьемӗр, ӗҫлер-ха щепкинла.

 

Хушса юрламалли:

Пуласлӑх санран хӑрамастпӑр,

Ӳсетпӗр хӗрӳ кӑмӑлпа,

Чуна гримпала сӑрламастпӑр,

Витместпӗр ӑна маскӑпа.

 

Пире те «браво» тейӗ, тен, савнӑ Чӑваш ен.

Ургалкин, Алексеев, тен, пулӗҫ-ха пиртен.

Хӗрсем пирки пӗлетпӗр эпир ҫакна кӑна:

Ырсем-и пулӗҫ тетпӗр е Вера Кузьмина.

 

Эй, ҫирӗм те тӑваттӑ, эс пӗр ҫемье паян.

Хӗрсе тупа тӑватпӑр пӗрле пулма ялан.

Эй, Галя, Надя, Валя, эй, ултӑ Микулай!

Ан чактӑр чун хавалӗ яш ӗмӗр иртнӗ май.

Ҫак гимнпа пулас артистсен ҫӳле ҫӗкленнӗ туйӑмлӑ сассисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш курс хыҫҫӑн Чӑваш Республики тӑрӑх ҫӳренӗ гастрольсенчи концертсенче янӑрарӗ. Гастрольсем Чӑваш республики 60 ҫула ҫитнине халалласа иртрӗҫ пулин те, гастроль умӗнхи йывӑрлӑхсем ҫителӗклехчӗ. Чӑваш театрӗн ертӳҫи В.Н. Яковлев ҫак ырӑ шухӑша хирӗҫлени, чӑваш ачисене ку гастроле чӑваш театрӗ урлӑ ярасшӑн мар пулни чылай йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратрӗ. Ҫавна пула ку гастроле вӗрентекенсен Раҫҫей культура министерстви урлӑ Росконцерт организаципе ҫыхӑнӑва кӗрсе йӗркелеме тиврӗ. Хӑш районсене тата миҫе куна тухса каясси пирки вара Чӑваш патшалӑх филармонийӗпе ҫыхӑнӑва кӗрсе татса пама тивнӗччӗ.

Эпир Мускавра вӗреннӗ пилӗк ҫул тӑршшӗпех Чӑваш театрӗ пире пулӑшас енӗпе татса парасшӑнах пулман чылай ыйтусене татса пама тивнӗ пире вӗрентекен вырӑс педагогӗсен. «Учебный процесс идет по отрывкам 11 пьес. Среди них и русская классика, и современные авторы. Но нет ни одной оригинальной чувашской пьесы, ни одного добротного перевода на чувашский язык. А ведь академический театр имени К.В. Иванова, для кого, собственно, и готовит актеров училище, наверное, располагает богатым списком пьес — и оригинальных, и переводных. Почему бы ему не поделиться со студийцами? Или взять другой несложный вопрос — национальные костюмы. Одним из важных слагаемых подготовки актера является встреча со зрителем. Поскольку со спектаклями щепкинцам еще выступать рано, они готовят пока концертные номера. Как тут обойтись без костюмов? После полутора лет настоятельных просьб костюмы, наконец, были присланы, но некомплектные: без поясов, обуви…» тесе ҫырать Ю. Уткин журналист «Советская Чувашия» хаҫатра. (декабрӗн 2-мӗшӗ 1979 ҫ.)

Чӑваш ачисем актер ӑсталӑхӗпе 3-мӗш курсра ют ҫӗршыв авторӗсем ҫырнӑ произведенисен сыпӑкӗсемпе ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Вӗренӳ программипе студиецсене чӑваш, унсӑр пуҫне, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсен куҫарӑвӗсем кирлӗ пулнӑ пирки Г.Н. Айхи поэта чӑваш ачисемпе тата ытларах ҫывӑхлатрӗ. Прозӑлла пайсене Е.Н. Лисина куҫаратчӗ, поэзипе ҫыхӑннӑ сыпӑксене — Г.Н. Айхи. Вырӑс педагогӗсем ют чӗлхерен Геннадий Айхи куҫарӑвӗсен чӑвашла янракан поэзине итлесе тӗлӗнетчӗҫ. Чӑвашла куҫарнӑ монологсен хӑйне евӗр уйрӑм янравлӑхӗ, шухӑш пуянлӑхӗ вырӑс педагогӗсене тӗлӗнтеретчӗ. Геннадий Николаевич Айхи уйрӑмах Франци поэзине юратса куҫаратчӗ. Франци чӗлхинчен тӳрремӗн чӑвашла куҫарнӑ сӑвва вулакан студента е ҫав сыпӑкра вылякан студентсене эпир хамӑр хушӑра ӑмсанаттӑмӑр та. Акӑ, Э. Ростанӑн «Романтиксем» пьесине аса илес килет. 1980-мӗш ҫулта пире валли актер ӑсталӑхӗ валли куҫарса панӑ сыпӑк Геннадий Айхи чӗрине тарӑннӑн кӗрсе юлнӑ пулас. Ҫав произведенине вӑл 1984-мӗш ҫулта франци чӗлхинчен пӗтӗмпе куҫарса Чӑваш театрӗнче лартма В.Н. Яковлев режиссера сӗнет. Айхи ун чух Чӑваш ҫӗршывӗшӗн кирлех ҫын мар, чӑваш ҫӗршывӗ ӑна йышӑнасшӑнах мар. Анчах ҫав саманара та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссерӗ В.Н. Яковлев йышӑнман пьесӑна Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗн режиссерӗ А.Г. Васильев хӑраса тӑмасӑр сцена ҫине кӑларать. Маларах, 1974-мӗш ҫултах Алексей Васильев режиссер Геннадий Айхи куҫарӑвӗпе Владимир Маяковскин «Хӑнкӑла» пьесине сцена ҫине кӑларнӑ пулнӑ. Э. Ростанӑн «Романтиксем» сӑвӑлла комедине Алексей Григорьевич Васильев сцена ҫине кӑларнӑ чух артистсене сӑвӑлла вулама хӑнӑхтарма (уйрӑмах унти монологсене) репетицине мана чӗннӗччӗ. Тӗрӗссипе каласан, ман сцена калаҫӑвӗпе вӗрентесси ҫак пьесӑран пуҫланнӑ тесе шутлатӑп эпӗ. «Ку пьесӑна Геннадий Айхи мӗншӗн Ҫамрӑксен театрне панӑ-ха, мӗншӗн пире, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пырса паман», тесе шутлаттӑм хам репетицине ҫӳренӗ май. Вӑл спектакле питӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче курас килетчӗ. Каярахпа ҫеҫ илтрӗм, куҫарӑва В.Н. Яковлев йышӑнман иккен!Чӑваш ҫӗршывӗ 1980-мӗш ҫулсенче Айхишӗн уҫӑ пулман пулин те, вӑл пирӗн уроксене ҫӳрени, чӑваш студи валли тунӑ куҫарусем — пӗчӗк чӑваш утравӗ — чӑваш ачисемшӗн тӑван ҫӗршыва тухмалли пӗчӗк сукмак пекех пулнӑ. Кунта чӑваш аталану ирӗклӗхӗ, чӑваш халӑхӗн малашлӑхӗпе пуласлӑхне шанни, пӗр-пӗрин пултарулӑхне хисепе хурса малалла утмалли утӑмсен шайӗ курӑнса тӑратчӗ. Геннадий Айхин куҫарӑвӗсем чӑваш ачисене тата та ытларах аслӑ курссенче кирлӗрех пулма пуҫларӗҫ. Тӑваттӑмӗш курсра чӑваш студинче вӗренекенсем сцена калаҫӑвӗн урокӗсенче сӑвӑлла монологсемпе тата, ҫав вӑхӑтрах, «Йыхӑрать тӑван Сицили» музыкӑллӑ спектакльпе ӗҫлеме пуҫлани, Айхине ҫанӑ тавӑрсах Ж. Расин, Э. Ростан, В. Шекспир, П. Бомарше, Ф. Шиллер, А. Островский пьесисенчи монологсене тата пулас диплом спектаклӗнчи юрӑ сӑввисене чӑвашла куҫарма тиврӗ.

«По договоренности с вами мы поручаем переводы дипломных спектаклей преподавателю родного языка чувашской студии Е.Н. Лисиной. Стихотворные переводы любезно согласился сделать Г.Н. Айги. В этом году по учебному плану института студенты по курсу сценической речи должны сдавать работу над монологами. Переводы этих монологов согласились сделать для студии поэты и писатели Чувашии. Мы убеждены, что Министерство культуры изыщет возможность оплатить их труд», — пӑшӑрхануллӑ ҫыру ҫырать чӑваш студин илемлӗх ертӳҫи В.К. Смирнов Чӑваш театрӗн ертӳҫисемпе Культура министерствине.

Ҫакна ҫирӗплетсех Геннадий Николаевич Айхи Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекен Петӗр Эйзин поэт патне янӑ ҫырӑва илсе кӑтартар.

«1985 ҫул, январӗн 23-мӗшӗ. Петӗр, тӑванӑм! Паян ӑна-кӑна пӑхкаланӑ чух пӗр тӗрке хут туртса кӑлартӑм. Леш, Щепкин училищинчи чӑваш студийӗ валли куҫарнисем: уйрӑм монологсем, сценӑсем (Шекспир, Шиллер, Расин, А.Н. Островский, Ростан т.ыт те, тата ыт. те). Пӗр купа — пӗр кӗнекелӗх!.. Выртаҫҫӗ ним усӑсӑр — ни унта, ни кунта. Студи валли куҫарнӑшӑн тӳлесси те шкул ачине тӳленӗ пек тӳленӗччӗ. Чӑвашгизра пӗр-пӗр репертуарлӑ сборник («Чаршав уҫӑлсан» тенӗ пекреххи) ерипен хатӗрлеме май ҫук-и? Евӑн темӗнле «идея» пурччӗ, санпа та калаҫса пӑхнӑччӗ пулас. Анчах унӑн «идеи» пурнӑҫланмасӑрах юлать пулас (питех хапӑл та пулмӗҫ).

Тӑван Атӑл. 2014, № 2. Петӗр Эйзин «Айхи ҫырӑвӗсем».

Чӑваш студийӗн ачисемпе Г.Н. Айхи тунӑ тепӗр пысӑк ӗҫе асӑнмасӑр май ҫук. Вӑл — поэзипе фольклор спектаклӗ «Асран кайми» (е Атӑл кӗвви). Эпир ун чух шӑпах диплом спектаклӗ валли чӑваш авторӗ ҫырнӑ ҫӗнӗ пьеса шыраттӑмӑр. Пирӗн педагогсене интереслентерекен ҫӗнӗрен ҫырнӑ чӑваш пьеси тупӑнмарӗ. Г.Н. Айхи ҫакна кура пирӗн педагогсене поэзи спектаклӗ лартма сӗнет. Чӑваш поэзине чӑвашӑн пуян фольклорӗпе пӗрлештерсе кӑтартасси вара чӑваш студине вӗрентекенсен пӗрлӗхӗнче ҫуралать. «В мае-июне 1983 года выпускаем чувашский спектакль — фольклорно-поэтическое представление, над которым будет работать Наталия Алексеевна Петрова. Приехал из-за границы Геннадий Никандрович Волков, думаем, поможет и он», тесе план туса хурать щепкинецсен илемлӗх ертӳҫи Владимир Константинович Смирнов 1982-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче.

Чӑваш ачисем тӳррех педагогсен пуҫарӑвӗпе Г.Н. Айхи пулас спектакле кӗртнӗ сӑвӑсене вӗренме пуҫлаҫҫӗ. Спектакльте чӑваш поэчӗсен Чӑваш Хвети, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Николай Шелепи, Стихван Шавлы, Ухсай Яккӑвӗ, Алексей Воробьев сӑнарӗсем кашни хӑй вӑхӑтне кура сцена ҫине тухмаллаччӗ. Пулас спектакль чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев халалӗпе вӗҫленмеллеччӗ. Архивран ҫав халала тупма май килнишӗн эпир ун чух пурте савӑнаттӑмӑр. Спектакль пулас режиссерӗ Наталья Алексеевна Петрова вӗрентекен тӗлӗнмелле сценӑна Иван Яковлевич Яковлев чӑваш вӑййине чылайччен пӑхса чунне ыраттарса та киленсе пӑхса тӑнине сцена ҫинчен мӗнлерех кӑтартас пирки шутлатчӗ. Вокалпа вӗрентекен педагог М.П. Никольская пире чӑвашсен гимн пек янӑракан «Алран кайми аки-сухи» юррине юрлама вӗрентме пуҫланӑскер, хӑй ҫав юрӑран тӗлӗнсе пӗтерейменнине пытармастчӗ.

Пире ку спектакльпе ӗҫлеме тӗрлӗ специалистсем те кирлӗ пулнӑ: спектакль художникӗ, халӑх юррисене вӗрентекен, ташшисене лартакан спекциалистсем. Ҫак ӗҫ малалла кайтӑр тесе Чӑваш студин илемлӗх ертӳҫи В.К. Смирнов хаҫат страницисенче хӑйӗн чун ыратӑвне пӗрре мар ҫапла ҫырса кӑтартать. Акӑ «Советская Чувашия» хаҫатра 1982-мӗш ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Ю.К. Уткин пичетлесе кӑларнӑ статья сыпӑкӗ:

«Венец всех наших усилий — это дипломные спектакли. Не вызывает сомнений, что в репертуаре должна быть одна из пьес А. Островского. Ведь Малый театр называют Домом Островского. Мы остановились на «Женитьбе Белугина». Есть среди дипломных спектаклей и современная зарубежная классика («Неаполь — город миллионеров»), и музыкальная комедия («Ринальдо идет в бой»). А вот национального ничего нет. Конечно, не плохо бы на основе богатого чувашского фольклора создать поэтическую инсценировку… Мы упорно думаем над этой идеей, но дальше дело не идет, и я боюсь, что идея может не воплотиться в реальность. Думается, что без помощи творческих организаций автономной республики нам тут не обойтись».

Акӑ тата В.К. Смирнов Культура министерствине 1982-мӗш ҫулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче янӑ ҫыру:

«Уважаемая Альбина Николаевна! Работа над фольклорным поэтическим представлением остается в силе. Г.Н. Айги обещал нам сдать композицию в первых числах декабря. У меня есть договоренность с Г.Н. Волковым о привлечении его к работе над спектаклем. Уважаемая Альбина Николаевна! У нас нет музыки к чувашскому спектаклю. Чувашский НИИ при Совмине ЧАССР обещал нам подобрать и прислать записи фольклорных мелодий. В декабре начнутся сценические репетиции, и музыка будет крайне необходима. Не сочтите за труд: напомните институту об их обещании».

Чӑваш студийӗнчи ачасем Мускавра тӗлӗнмелле спектакльпе ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен Чӑваш Республикин хаҫат страницисенче те статьясем тӑтӑшах тухма пуҫлаҫҫӗ. 1982-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнчен чӑваш студенчӗсене Мускавра вӗренекен чӑваш ачисемпе паллаштарма илсе килнӗ В.П. Станъял «Хыпар» хаҫатра «Мускавра, чӑваш студийӗнче» статьяра ҫапла ҫырса кӑтартать: «Студентсем чӑваш драматургӗсен ӗҫӗсене те пӑхса тухнӑ, вӗсем чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗкленӳллӗ спектакль хатӗрлесшӗн. Вӑл студентсем Шупашкара илсе килме хатӗрлекен пиллӗкмӗш спектакль пулмалла».Виталий Петрович Станъял питӗ тӗрӗс асӑрханӑ: Мускавра вӗренекен пулас артистсем ҫӗкленӳллӗ спектакль, чӑваш халӑхне ҫӗклекен спектакль хатӗрлеме пуҫланӑ. Вӗренсе тухас тӗле илемлӗх ертӳҫи В.К. Смирнов тӑрӑшӑвӗпе ҫӗкленӳллӗ спектаклӗн пулас балетмейстерӗ те (Н.Н. Никифоров), пулас художникӗ те (Э.М. Юрьев), пулас юрӑсен илемлетекенӗ те (П.К. Андреев) паллӑ пулать.

«Майӑн 11-мӗшӗ, 1983 ҫул. Канӑҫа ҫухатсах фольклор спектакльне хатӗрлетпӗр. Шупашкартан Петр Кузьмич Андреев килчӗ. Вӑл — пирӗн спектакле музыка енӗпе илемлетекенӗ. Майӑн 11-15-мӗшӗсенче спектакльти юрӑсемпе ҫеҫ ӗҫлерӗмӗр. Юлашкинчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ: пирӗн спектакльте 35 юрӑ, 35 кӗвӗ (вокализ, фон кӗвви, ҫырса илнӗ тӗрлӗрен кӗвӗсем). Ҫак 35 юрра пирӗн пӗтӗмпех хамӑрӑн юрламалла. Пӗтӗмпех халӑх юррисем».</i>

Анчах Чӑваш театрӗн ертӳҫисем ку спектакльпе ҫыхӑннӑ ыйтусене мӗнле те пулин вӑхӑтра татса парас мар тесе тӑрӑшнине пула спектакль институт сцени ҫинче кун ҫути курса ӗлкӗреймерӗ. Чӑваш студийӗн илемлӗх ертӳҫи В.К. Смирнов поэзипе фольклор спектаклӗ валли ыйтнӑ кӗвӗсене Чӑваш театрӗ 1982-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗ валли мар, студиецсем театр институтӗнчен вӗренсе тухса Шупашкара пырас умӗн 1983-мӗш ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗнче ҫеҫ илсе килсе парать. Кун кӗнекинчен:

«Ӗнерпе паян чӑваш фольклор спектаклӗпе ӗҫлерӗмӗр. Николай Данилович Григорьев фольклор спектаклӗ валли ҫыртарнӑ кӗвӗсене илсе килнӗ. Вӑл пире: «Ку фольклор спектакльне сцена ҫине кӑлармаллах, вӑл чӑвашсене кирлӗ спектакль», — терӗ. Ӑна сцена ҫине кӑларма пирӗн пата Шупашкара Наталия Алексеевна Петрова пырассине пӗлтерчӗ. Ҫак сӑмахсем пире питӗ савӑнтарчӗҫ».

Шупашкара килсен, 1983-мӗш ҫулхи август уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ чӑваш ачисен ӗмӗчӗсенчен пӗри вӑл — ҫак поэзипе фольклор спектакльне Чӑваш сцени ҫине кӑларасси пулнӑ. Хӑйсен тӑватӑ диплом спектаклӗсене умлӑн-хыҫлӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк артистсем хӑйсен пиллӗкмӗш спектакльне, ҫӗкленӳллӗ «Асран кайми» (е «Атӑл юрри») спектакле кун ҫути парасса кӗтме пуҫлаҫҫӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен ку ӗҫе ТАКАМ сасартӑк чарнӑ иккен. Республикӑн тӗп архивӗнче ҫак поэзипе фольклор спектаклӗ пирки документсене пӑхас пулсан, ҫакӑ курӑнать.

Приказ

министра культуры Чувашской АССР № 4-к/67 г.

 

Чебоксары от 11 июля 1983 г.

 

Принять музыкальное оформление к дипломному спектаклю «Асран кайми», выполненное Андреевым П.К. для чувашской студии Московского театрального училища им. М.С. Щепкина.

Заместитель министра А.Н. Емельянова

«Асран кайми» (е «Атӑл юрри») пулас диплом спектаклӗн юррисене Культура министерстви тӳррех йышӑннӑ пулсан, Г.Н. Айхи ҫак спектакль валли пухнӑ сӑвӑсен композицине Чӑваш театрӗн ертӳҫисем чылайччен йышӑнмасӑр тӑнӑ. Документ тӑрӑх пилӗк уйӑх иртсен, 1983-мӗш ҫул вӗҫӗнче тин йышӑннӑ пулин те, ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли мар, Чӑваш музыка театрӗ валли (МӖНШӖННИ ПАЛЛӐ) йышӑннӑ иккен.

Приказ

министра культуры Чувашской АССР № 4-к/137

г. Чебоксарыот 16 декабря 1983 г.

 

Принять литературно-поэтическую композицию «Сказ о Волге», написанную Айги Г.Н. для Чувашского музыкального театра.

Министр — И.А. Кочетова

«Ку спектакль пирки чуна ыраттармасӑр ҫырма ҫук, тесе ҫырать Римма Гурьянова хӑйӗн пӗр статьинче, «Асран кайми» ятпа тухмаллискерччӗ вӑл. Мӗншӗн чӑваш халӑхӗ курса савӑнаймарӗ-ха ӑна, унпа хӑпартланаймарӗ? Театрӑн темиҫе ҫулхи репертуарне кӗртнӗ пулсан, эпир те, ун чухнехи Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем, ӑна курса чӑваш поэзине тӗрӗсреххӗн те ҫивӗчреххӗн йышӑнма, тӑван халӑх юрри-ташшине хытӑрах юратма вӗренӗттӗмӗр мар-и? Кама кирлӗ пулман ҫак пархатар? Кама чӑрмантарнӑ ҫамрӑксем авалхипе хальхи ҫинчен ҫӗнӗ уҫӑ варкӑшпа каласа пани? «Асран кайми» чӑваш поэзипе фольклор спектаклӗн сценарине Геннадий Айхи поэт ҫырнӑ, илемлӗх ертӳҫи училище преподавателӗ Наталия Алексеевна Петрова профессор пулнӑ. Ӑна сцена ҫине кӑларма пулӑшса Геннадий Никандрович Волков этнопедагог студентсем валли ятарлӑ лекцисен ярӑмне вуланӑ... Спектаклӗн кӗске сценарийӗпе паллашнӑ май: «Ах, мӗнле вӑйлӑ кӑтарту пулмаллаччӗ!» — тесе тӗлӗнетӗн. Чӑваш Хвети, Петӗр Хусанкай, Ҫеҫпӗл Мишши, Митта Ваҫлейӗ, Николай Шелепи, Стихван Шавли, Ухсай Яккӑвӗ, Алексей Воробьев ҫырнӑ сӑвӑсем янӑрамаллаччӗ унта. Кӗввисемпе юррисем тата мӗнлереххисем! Бетховен симфонийӗ, Федор Павловӑн «Сӑрнайпа палнайӗ», «Алран кайми аки-сухи», «Пӗлӗт кӑна юхать», сӑпка юрри, мунча такмакӗ тата ыттисем те. Ташшисем те хӑйне евӗрлисем: вӑйӑ карти, ача вӑййи, ӗҫлени, пасар, ҫӑварни, салтака ӑсатни...”

Чӑвашсен «хамӑра хамӑр пӗтерекен» аркатуллӑ пулӑм пирӗн ӑрушӑн ҫак поэзипе фольклор спектаклӗнчен пуҫланнӑн туйӑнать мана. Геннадий Айхи Чӑваш кӗнеке издательствине Петӗр Эйзин патне янӑ тепӗр ҫырӑва илсе кӑтартас килет.

1987, сентябрӗн 26-мӗшӗ. Петӗр, тӑванӑм! (…..) Пурнӑҫ кӑштах чӗрӗле пуҫларӗ пек… Эппин пурӑнас-пать. Пӗр поляк сӑвӑҫӗ калашле — «шанма тӑрӑшӑпӑр». Юратса ыталаса сана — Айхийӳ.

Тӑван Атӑл. 2014, № 2. Петӗр Эйзин «Айхи ҫырӑвӗсем».

1987-мӗш ҫултан ҫапах уҫӑ ҫил варкӑшӗ майӗпен вӗрме пуҫлать. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «пысӑк талантсем» поэзипе фольклор спектакльне сцена ҫине тухма памаҫҫӗ, Геннадий Айхи куҫарнӑ Э. Ростанӑн «Романтиксем» пьесине лартма йышӑнмаҫҫӗ пулин те, Г.Н. Айхи пултарулӑхӗшӗн 1985-мӗш ҫулта «Чӑваш антологийӗ» венгр чӗлхипе, 1986-мӗш ҫулта итали чӗлхипе тухни паллӑ вырӑн йышӑнать. Ҫак ӗҫсене хакласа 1987-мӗш ҫулта Патӑрьел енӗ ӑна Митта Ваҫлей ячӗллӗ премипе чыслать, Чӑвашра Айхипе тӗлпулусем, ун поэзи каҫӗсем иртеҫҫӗ. Паллӑ поэтшӑн тӑван Чӑваш ҫӗршывӗ еннелле ҫул тинех уҫӑлма пуҫлать.1990-мӗш ҫулта Геннадий Айхи «Франци поэчӗсем», «Венгри поэчӗсем», «Польша поэчӗсем» антологисен чӑвашла куҫарӑвӗсемшӗн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премине илме тивӗҫлӗ пулать. 1991-мӗш ҫулта «Чӑваш антологийӗ» акӑлчан чӗлхипе кун ҫути курать. 1994-мӗш ҫулта вара Г.Н. Айхине «Чӑваш халӑх поэчӗ» ята парса хисеп тӑваҫҫӗ. Ку самант М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнисемшӗн уйрӑмах асра. Г.Н. Айхи уявӗ ун чухне Республикӑри Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче иртрӗ. Уява эпир, щепкинецсем, ертсе пытӑмӑр, программӑна хамӑр Мускавра вӗреннӗ вӑхӑтра Геннадий Николаевич куҫарса панӑ чылай сӑвӑ-юрӑна кӗртрӗмӗр. Пурин питӗнче те савӑнӑҫпа кулӑччӗ. Эпир пурте унпа, Чӑваш халӑх поэчӗпе ыталантӑмӑр. «Айхи» ятлӑ кӗтрет ҫути Чӑваш ҫӗршывне те тинех хӑйӗн ҫутипе ҫутатса ячӗ.Эпӗ Г.Н. Айхин «Асӑнмалӑх» сӑввине питӗ юрататӑп. Вӑл ӑна 1970-мӗш ҫулта ҫырнӑ. Ку сӑвва К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче поэзи каҫӗсем ирттернӗ чухне темиҫе хут та вуланӑччӗ:

...Ытларах та калам: чӑнласа эп пӗлни —

Пур пек ҫынлӑхӑма ҫылӑх евӗр туни.

Сӑнарлам: пулӑсем ҫуралаҫҫӗ шывра,

Ҫавӑн пек пурӑнатпӑр эпир мӑшкӑлра.

Мӑшкӑл — пирӗн стихия тени, тӑвансем,

Сывлӑш ҫук! Антӑхать ҫын чӗреллӗ этем.

Чыс-хисеп ыйтмӑп эп, май пулсан та, кӑчух,

Халь вӑл — влаҫ йӗкӗрешӗ, халь унсӑр вӑл ҫук.

Чыс тени ҫавӑнпа халь пӑсать ҫеҫ ҫынна.

Митталла хисеп пур, вӑл — вилсессӗн кӑна.

2007-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Геннадий Айхи вилнӗренпе ҫулталӑк ҫитнине асӑнса эпир, щепкинецсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче асӑну каҫне йӗркелерӗмӗр. Программӑна Геннадий Айхи куҫарнӑ монологсене, спектакль сыпӑкӗсене кӗртрӗмӗр. Асӑну каҫне Ева Николаевна Лисина, Атнер Петрович Хусанкай хутшӑнчӗҫ. «Айхи каҫӗ» ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа иртрӗ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗренекен чӑваш студийӗпе Геннадий Николаевич хӑй те ырӑ та таса кӑмӑлӗпе ӗҫленӗ.

2014-мӗш ҫулта сӑвӑҫ 80 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче ун пултарулӑхӗн виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухрӗ. Кунта Г.Н. Айхи щепкинецсем валли куҫарнӑ пӗтӗм произведени кӗнӗ. Ку пирӗншӗн — пысӑк Уяв. Мускавра вӗреннӗ чух пулас ҫамрӑк артистсене, пире, Геннадий Айхи кӗтретпе пархатар ҫулӗн малашлӑхӗпе пуласлӑхне ҫул уҫнӑ. Анчах та вӑл пуласлӑх эпир хамӑр чуна гримпа варламасан тата хамӑра маскӑпа витмесӗр малалла ҫӗкленӳллӗ талпӑнса пырсан ҫеҫ уҫӑлса пырӗ.

Геннадий Айхи 1987-мӗш ҫулта пире Кириллпа иксӗмӗре сӑвӑ халаланӑччӗ:

Надьӑпа Кирилене, тӑванла юратса, тав туса!

Ҫутат Театрӑн тӳпине

Эс, Надя, — шанчӑк, — пирӗн ҫӑлтӑр!

Ҫав ялтӑравӑн ҫӗклемне,

Чунӗпеле, Кирилл та йӑттӑр.

Ӑсталӑхӑн тӳпи — Пӗрре!

Пӗрле хӗм сапӑр — пӗр ӗҫре!

Геннадий Айхи. 23.01.1987.

Шел пулин те, Геннадий Николаевич, паянхи Театрӑн тӳпи ҫук, вӑл ҫӗр ҫине анса ларнӑ, ҫавӑнпа ӑна паян ҫутатаймӑпӑр. Анчах Айхи кӗтречӗ, Айхи ҫутин вӑйӗ чунра яланах таса, ырӑ, пуян, илемлӗ те хастар.

…1983-мӗш ҫулта Мускаври чӑваш студийӗнче вӗренӳ вӗҫленнӗ май пулас чӑваш артисчӗсемпе ӗҫленӗ вырӑс педагогӗсем пире Чӑваш халӑхӗн Аслӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑшӑн Пысӑк Тав Сӑмахӗ каларӗҫ. Шел пулин те, вӗсем виҫҫӗнччӗ кӑна: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Никандрович Волков тата Геннадий Николаевич Айхи.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Пĕри // 1129.43.3722
2021.10.04 22:43
питĕ лайăх çырса кăтарнă ырă ĕçсем пирки те, усаллисем пирки те. Ав хăçантанпах арканса-ишĕлсе пырать иккен чăваш театрĕ, шел пулин те, ăна театрти "пысăк талантсем" хăйсемех пĕтерсе пыраççĕ иккен
Agabazar // 3665.61.2325
2021.10.05 06:41
Agabazar
Эсĕ вара ырăпа усала уйăрса илме те пĕлетĕн-и?
Базиль Кириллов // 3795.45.5470
2021.10.05 08:56
Питĕ лайăх вуланать. Маттур, Натюш!
Agabazar // 3665.61.2325
2021.10.05 12:53
Agabazar
Вăт, калăпăр, Валерий Николаевич Яковлев. Çав çыннăн чăваш чеаттăрне аркатса пыма темле вăрттăн интерес пур тесе мана никам та ĕнентерме пултараймасть.

Енчен те чăнах та çапла пулса пырать пулсан, вăл çак çын ăшĕнче темле вăрттăн шухăш тытма пултарнинчен мар килет.

Валерий Николаевича çавнашкал вăрттăн шухăш патне илсе пыма пултаракан нимле мотивацие те курмастăп эпĕ.

Çук Çут Тĕнчере унашкал мотивацисем.
Agabazar // 3665.61.2325
2021.10.05 15:00
Agabazar
<<Базиль Кириллов // 3795.45.5470
2021-10-05 08:56
Питĕ лайăх вуланать. Маттур, Натюш!>>


Базиль Кириллов, çав «Натюш» тенине еплерех тĕрĕс вуламаллине тата каламаллине ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн.
Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485
2021.10.06 02:13
Тӗлӗнмелле лайӑх асаилӳ, Надя! Маттур!
Пӗтӗмпех тӗрӗс! Айхи пирки те, Яковлев пирки те, ун чухнехи тӳре-шара пирки те...
ТӖРӖССИНЕ ӗмӗрӗпех пытарса пурӑнаймастӑн.
Тата ҫыр! САН ПЕК ҫыраяканни, шел пулин те, сахал пирӗн паян.
ВалериТУРКАЙ
Agabazar // 3665.61.2325
2021.10.06 06:59
Agabazar
Вăт, шутласа пăхăр хăвăрах.

Çынсене Мускаври театтăр студине вĕренме илеççĕ.

Хайхи пирĕн теоретиксен шучĕпе, ку вĕрененвçĕсене вĕрнме расписанире ятарлă чăваш чĕлхи текен предмет уйăрса та памалла мар пек. Ара, ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ вĕт, тата мĕн кирлĕ!

Кирлĕ мар, кирлĕ мар, кирлĕ мар!

Анчах та апла шутламан, авă!

Ева Николаевна Лисинана ятарласа вĕрентевçĕ пулма уйăрса лартнă! Чăваш чĕлхи вĕрентме!

Вăл çеç те мар-ха! Ăна ку ĕçре Геннадий Николаевич Айхи те пулăшса пынă хăйĕн кăмăлĕпе.

Çапла çав, юлташсем. Юри вĕренмесĕр, хай еккипе, тĕнчере ним те пулмасть.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.06 17:55
Петĕр пичче, мĕн тенине, мĕн пулнине Аgabazarтан ыйтмалла, унпеккисене вăл лайăх пĕлет: "юри вĕрентмелле, - тет, - вара тĕнчере те тем те пулать", - тет. Чăвашсем пур ĕçе те юри тăваççĕ иккен. Вĕренссе те юри вĕренеççĕ.
Атнер // 3735.68.8773
2021.10.07 07:29
Кирлĕ мар, кирлĕ мар!.Пустуй килте ачасене тăван чĕлхене вĕрентме ан хăтланăр.Садик-шкул!.Лукияновсем, Илле Ивановсем , Тымарлансем вĕрентчĕрех килте айвансем.
Agabazar // 2551.73.4636
2021.10.09 18:43
Agabazar
Тымарланăн миçе ача? Хĕрсем-и, ывăлсем-и? Миçере? Шкул çулне çитнĕ-и?

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики