Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Семейные соры - штатный ремонт ветшающей семейной любви.
(Василий Ключевский)
 

Николай Сидоров: Cуеҫӗсем

Николай Сидоров01.10.2021 12:194224 просмотров

Эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне хамӑн юлашки пьесӑна иртнӗ ҫуркунне кӗртсе панӑччӗ. «Ан васкӑр, йӗркеллӗ пӑхса тухӑр. Вӑл – социаллӑ драма. Унта пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Кӗркунне театр шухӑш-кӑмӑлне пӗлме килӗп», — терӗм.

Шантарнӑ пекех, нумай пулмасть – сентябрӗн 22-мӗшӗнче – Чӑваш театрне ҫитрӗм.

— Пӑхса тухрӑмӑр. Шел пулин те, ӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ сцена ҫинче лартма юрӑхсӑр тесе пӗр саслӑн йышӑнчӗ, — куҫне пӗрре мӑчлаттармасӑр хуравларӗ директор.

Кӳренмерӗм. Ун пекки пӗрремӗш хут мар та. Вун пилӗк ҫул ҫапларах хурав параҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки мансах кайнӑччӗ. Ултӑ кунран почтӑран ҫыру килчӗ. Уҫрӑм. Вуларӑм. (Сире те, хисеплӗ вулаканӑм, ҫав ҫыру ҫине пӑхма ыйтатӑп. Авт.) Унта Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗ ҫапларах ҫырнӑ: «Сирӗн пьесӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ пӑхса тухрӗ, канашӑн 21.09.2021 ҫ. 6-мӗш номерлӗ протоколӗ. Илемлӗх канашӗ пьесӑна ырламан, пӗр саслӑн (9 сасӑ) пулса сцена ҫинче лартма йышӑнман».

Чӗре темшӗн кӑрт! турӗ. «Чим-ха, чим!» — терӗм. Паҫӑр кӑна театр сайтне уҫса пӑхрӑм. Унта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сентябрӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» спектакль кӑтартнӑ тесе ҫырнӑ. Спектакльте пӗтӗм труппа хутшӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла, артистсем ирхинех ҫула тухнӑ: хӑшӗсем — ҫиччӗре, хӑшӗсем – тӑххӑр иртсен. Апла пулсан, театрӑн Илемлӗх канашӗ сентябрӗн 21-мӗшӗнче ниепле те Н. Сидоров пьесине сӳтсе явма пуҫтарӑнма пултарайман. Кӑна театрти камерӑсем тӑрӑх та пӗлме пулать.

Ахӑртнех, ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Эпӗ сентябрӗн 22-мӗшӗнче театрта пулни ҫинчен театр директорӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫине пӗлтернӗ. «Эпӗ ӑна сирӗнпе килӗшсе татӑлнӑ пек – унӑн пьесине Илемлӗх канашӗ сцена ҫинче лартма йышӑнман тесе – пӗлтертӗм», — тенӗ. Йышӑнман тесе каланӑ, анчах йышӑнӑвӗ хут ҫинче ҫук-ҫке. Ӑна хӑвӑртрах хут ҫинче ҫирӗплетмелле пулнӑ. Сентябрӗн 22-мӗшӗнче артистсем каннӑ, канаш членӗсене, ахӑртнех, 23-мӗшӗнче пуҫтарнӑ. Хут ҫине вара, «йышӑнман тесе» каланӑран, «сентябрӗн 21-мӗшӗнче» тесе ҫырнӑ.

Суйма, хисеплӗ вулаканӑм, питӗ пысӑк талант кирлӗ. Кашни сӑмаха, пулӑма, мӗн суйнине пуҫра тытма йывӑр. Пӗчӗк кӑна йӑнӑш тӑватӑн – ултав ҫиеле тухать. Кунта та ҫапла пулса тухнӑ. Театр пуҫлӑхӗсем – сентябрӗн 21-мӗшӗнче театр Хусанта пулни ҫинчен – пуҫӗпех манса кайнӑ.

Халӗ ҫапларах пӗтӗмлетӳ тума пулать: театр ертӳҫисем Николай Сидоров пьесине Илемлӗх канашӗ (канашӗ пуҫтарӑнмасӑрах) сивлессе, ӑна сцена ҫине лартма юрӑхсӑр тесе йышӑнасса (е ҫапларах йышӑнтарасса) малтанах пӗлсе тӑнӑ. Илемлӗх канашӗн ларӑвӗ пулмасӑрах!..

Манӑн Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсенчен ҫапларах ыйтас килет: сире кунӗн-ҫӗрӗн суйма намӑс мар-и? Хӑвӑра, тархасшӑн, театр Турри вырӑнне хума пӑрахӑр. Эсир лартнӑ спектакльсене куракансем кӑна мар, Мускав критикӗсем те сивлерӗҫ. Иртнинче – «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑтартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакле хакланӑ чух (унта «тискер чӗрчунсем» чупса ҫӳреҫҫӗ тесе эпӗ ҫырнӑччӗ) сирӗнтен жюри председетелӗ, Мускав критикӗ В. Шрайман «эсир мӗншӗн спектакле ҫапларах лартрӑр?» тесе ыйтрӗ те, эсир акӑ мӗнлерех хуравларӑр:

— Эпӗ чӑваш халӑхне ӑнланмалларах пултӑр терӗм...

Жюри членӗсен куҫӗ-пуҫӗ чарӑлса ларчӗ. Хӑшӗ-пӗри тулхӑрса кайрӗ. «Чӑваш халӑхӗ ытти халӑхсенчен мӗнпе кайра? Унӑн ӑсӗ-тӑнӗ ҫук-и? Вӑл вӗренмен-и? Хутла пӗлмест-и? Классиксене вуламасть-и? Е литературӑпа туслӑ мар?» — тесе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗ.

— Эсир чӑваш халӑхне пачах та юратмастӑр, — тесе пӗтӗмлетрӗ жюри председателӗ.

— М. Ю. Лермонтовӑн «Маскарадне» лартасшӑнччӗ. Халӗ ӗнтӗ лартмастӑп, — юнтарма пӑхрӑр эсир.

Тавах Турра, лартмастӑр! Тата темле «маскарад» кӑтартнӑ пулӑттӑр пире.

Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Ӳлӗм татах театр пирки калаҫӑпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4091.56.5918
2021.10.01 17:28
Agabazar
Чувашшам пойчот!
Пĕр хĕрарăм // 1487.45.5034
2021.10.01 18:24
Сидоров-маттур,ан парăн!Сан хайлавусен вăхăчĕ те çитет ак!
Agabazar // 4091.56.5918
2021.10.01 22:19
Agabazar
«Чувашшам пойчот!» тесе леш «Чарлăк» пьесăна лартма хăтланни тĕлĕшпе калани.

Мĕне кирлĕ чăваша «Чарлăк»? Ун валли «Пилĕк пăтлă юрату» пекки те мăй таран çителĕклĕ!

Анчах та театтăрта чăвашларан вырăсла куçаракан наушниксем вырнаçтарса тухнă.

Çакă унта чăвашсем çеç мар пулма пултарассине систерет.

«Чувашшам пойчот» тейĕпĕр, ыттисем вара? Вĕсене те «пойчот»-и?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики