Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Чем скорее поедешь, тем скорее приедешь.
(Козьма Прутков)
 

Виталий Станьял: Аҫа ҫапман ҫӗрӗнче...

Виталий Станьял15.07.2021 13:484608 просмотров

Ю.П. Сан кӗнекисем. Интернетран илнӗ

(Юрий Сан ҫырнӑ «Упи каҫман ҫырминчен...» романӗ ҫинчен)

Союз писателей России чувашского писателя Юрия Петровича Иванова (1963) — известного поэта Юрия Сан — отметил несколькими благодарностями, почетными грамотами, несколькими дипломами победителя конкурсов. (Ради пущей важности проверьте по интернету или смотрите его книгу стихов «СССР», Кугеси, 2007). Его творчество добром отметили Александр Брагин, Сергей Лыкошин, Вячеслав Киктенков.

Ничего подобного от Союзов писателей Чувашии не заметил... Знаю, что высоко ставят его творчество Хведер Агивер, Илья Иванов, Арсений Тарасов, но в целом его имя в список писателей Чувашии долгое время не включали, потому что он к современной национальной политике и чувашской литературе относится весьма критично и говорит об этом открыто.

Юрий Сан автор 20 книг, в основном — поэзии. Пишет на чувашском и русском языках. Известны роман в стихах «Скитея», популярны романы «Нацмэн» и «Над медвежьим оврагом» (Упи каҫман ҫырминчен).

«Упи каҫман ҫырминчен...» роман (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2009) чӑваш литературинче ыттисенчен тӳрех уйрӑлса тӑракан хайлав. Паллах, ҫыраканӗ хӑй мӗнле, кӗнеки ҫавӑн пек. Халлӗхе чӑваш литературин тӗпелӗнче Юрий Петрович Сан пек кун-ҫуллӑ ҫыравҫӑ та, ун пек тӳррӗн касакан писатель те ҫук. Романа пичетленсе тухсанах тимлӗ вуланӑччӗ — чӗркелесе те тухнӑ, ҫырса та хунӑ. Пичетлесси пулман.

Халӗ тепре вуларӑм романа. Тахҫан ҫырнӑ ӗнчӗхете туртса кӑлартӑм. Шухӑшсем те, сӑнавсем те урӑхланманнине сисрӗм. Хайлавӑн улшӑнман пахалӑхӗ пур, тавлашмаллине вӑл пайтах хускатнӑ. Чӑваш писателӗсен тӑватӑ ушкӑнӗнчен пӗри те пулсан ҫавра сӗтеле пухасса кӗтсе пурӑнтӑм. Пулмарӗ-тӗр е эпӗ, писательсен картине «демонстративно» йышӑнманскер, сисмесӗрех юлнӑ-ши?

Роман пирки кӗскен кӑна калас тетӗп. Вӑл паянхи пурнӑҫ ҫинчен. Тӑван ял-хулара, Мускавра та Парижра пулса иртеҫҫӗ ӗҫсем. Кӑштах кукӑртсарах панӑ пулсан та, ятсене ҫӑмӑллӑнах пӗлме пулать, Шупашкар, Чвашкар, Кӗҫӗн Сайпа (Кӗҫӗн Таяпа), Акпилер, Юрка Паковлев, Муркай, Хӑрпат (Кубрат), Латӑк (Ладога), Пӗлке (Бельги)… Нумай ят ҫаплах — Горбачев, Ельцин, Кадыров, Ганичев, ЧНК, «Хыпар».... Пичетленӗренпе вунӑ ҫул иртнӗ пулсан та, ӑна кивелнӗ тесе калаймӑн. Пачах урӑхла, хайлава пуянлатса та тӳрлетсе вырӑсла (сюжетне сӑвӑллӑ романа куҫарнӑ теҫҫӗ) кӑларнӑ. Чӑваш ялӗ-хулинчи лару-тӑру, чӗлхе, чӑвашлӗх ыйтӑвӗсем ҫивӗчленсе ҫеҫ пыраҫҫӗ. Тасалӑх, ирсӗрлӗх, пуянлӑх, ҫӑткӑнлӑх, чӑнлӑх ҫухалман. Тӗрӗслӗхе нӗрсӗррӗн таптама пӑрахман-ха. Ҫынна мулне кура хакласси Раҫҫере ӗлӗкхи патне таврӑнса ҫитрӗ.

Романра эпӗ геройсем хушшинче авторне хӑйне куратӑп. Паллах, Гурий Тав поэт сӑнарӗ каснӑ-лартнӑ Юрий Сан хӑй мар пултӑр, анчах мӗн ҫырни — вӑл чӑтни, хӑй курни, тӗрӗсси. Кунта пӗр иккӗленӳ те пулма пултараймасть. Пулӑмсене вӑл вулаканпа пӗр евӗрлех хакламанни, ӑна хирӗҫ хыттӑнах сивлесе калани — ҫыракан ирӗкӗ, унӑн тӗнчекурӑмӗ. Тавлаш унпа, хӑвӑн тӗрӗссине кӑтарт — ҫавӑ кирлӗ кӗнекеҫӗне малалла ӗҫлеме!

Улӑпла паттӑр ҫын Тав. Ӳтрен-кӗлеткерен те, ӑс-тӑнпа та. Ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн пурӑнать, ҫемьерен тарса мунчана пытансах ӗҫлет, ентешсене ҫутта кӑларасшӑн кӗнеке ҫырать. Вулакана вӑрҫтарса, мухтанарах та парать хӑй.

Унран та паттӑртарах ентешӗ, вӗренекенӗ Сантӑр Смирнов. Спортсмен. Акатуйӑн кӗрешӳ паттӑрӗ. Таса юратуллӑ, таса тӗллевсемлӗ, юлташсемшӗн вута кӗрекен ҫамрӑк. Вӗсене хирӗҫле ентешӗсем Вовук, Тавит тата ыттисем те. Сутӑнчӑк та тӑранми ҫӑткӑн тӗнче Сантӑра тӗрмере пӗтерет. Пуян ачисен айӑпне ун ҫине суйса тиеҫҫӗ, Тав тӗрӗссине ҫиеле кӑларать, анчах хӑйне тӗрмерен хӑтарма ӗлкӗреймест. Пӗрле ӳснӗ чипер Санюк пуҫне ҫинӗ хурахсемех унӑн шӑпине тискеррӗн татаҫҫӗ. Чӑваш ачин сӑваплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен детектив майлах ҫырса панӑ, унӑн тутар хӗрӗпе иккӗшӗн савӑшӗ ҫинчен вара поэмӑри пекех ҫепӗҫ кӗвӗленӗ. Парижри юрату тавра пӑтранакан Виржини Депантӑн (шӑпах пӗр вӑхӑталла вулама тиврӗ!) Анӑҫ пит мухакан «хальхи вӑхӑт» хайлавӗсем — «Трахни меня», «Дрессированные сучки» е «Teen Spirit» романӗсем ку енӗпе патне те пымаҫҫӗ! Темле каласан та, чӑваш тирпейлӗхӗ анӑҫри кут-пуҫ нӗрсӗрлӗхне хамӑр литературӑри юратура халиччен пуҫ паман! Юрий Сан романӗнче те «хальхилле» сӑмах майлашӑвӗсем, «пӑрчӑканккӑ-хӗрчиканккӑсем» пур, анчах вӗсем чун тасалӑхне, чӗлхе пуянлӑхне, сӑнарсен расна пуплевне кӑтартса тӑраҫҫӗ.

Ултӑ пайлӑ романӑн йӑла-йӗрке, юрату, ҫамрӑксен хутшӑнӑвӗ пирки калакан вырӑнӗсем тавлашу ҫуратмӗҫ. Чӑваш халӑхӗн историйӗ, паянхи Раҫҫейри лару-тӑру пирки ҫырнисем вара чухлакан ҫыншӑн питех те тавлашуллӑ. Юлашки тапхӑрти пулӑмсене романра публицист пекех вирлӗ сӑвӑрнӑ. Ман шутпа, тӗплӗ романра хурине тиркенисӗр пуҫне малаш ҫула кӑтартни пулмаллах. Вӑл пур, анчах таҫта вак сапаланчӑкра. Вулакана чӑмӑртакан вӑй кирлӗ. Тӗрӗслӗхе чышкӑ шайӗнче хӳтӗлеме май ҫук. Ӑна Юрий Сан кӑтартса парайман-ха. Вӑт ҫавна вулаканпа калаҫса шырамаллаччӗ. Тӗнчене чӑваш халӑхӗн кӑштӑр-мӑштӑрӗ мар, тулли сӑнарӗ кирлӗ. Чӑваш халӑхӗн сӑн-пичӗ, аптраманлӑхӗ, ҫыннисен историри типлӑ характерӗсем пӗтӗмӗшле пайӑрланса тухинччӗ ют ҫӗршыв вулаканӗ умне. Вӑл ҫук та ҫук.

Кам ирӗк парӗ ҫак саманара тӗрӗслӗхе шырама, кам тата Юрий Тав ҫыравҫӑ пек хӑю ҫитерӗ сӗмсӗрлӗхе хирӗҫ кӗрешӗве тӳррӗн тухма? Ун пек писательсенчен эпӗ Николай Максимов прозаикпа Валери Тургай сӑвӑҫа кӑна пӗлетӗп.

Ман шутпа, истори йӗрне тарӑнлатсан, геройсен шӑпине халӑх ӗҫӗпе тачӑрах ҫыхӑнтарсан, хайлава пӑрасна майӗпех вырӑсла куҫарсан (сӑвӑллӑ роман халӑхра сарӑлманнине шута хурасах пулать), вӑл чӑваш литературине чыслакан ят пуласса шанатӑп.

Юрий Петрович Санӑн шӑртламан романӗ (ӑна умсӑмах ҫавӑракан Акиверӑн якатмалла пулӑсӑнччӗ!) — эпопея патне капашаканскер — савӑнӑҫ та, хурлӑх та ҫуратать. «Паян, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗр варринче, пӗтӗм тӗнчен ҫӑткӑн выҫӑ куҫӗсем Раҫҫей патшалӑхӗн ҫӗрне тӑрӑннӑ... 2051-мӗш ҫул... Вятка кӗпӗрнине кӗрекен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑваш енӗн «Кӗпӗрнери кӗтесӗ» тӗп хаҫатӗнчен… пӗртен пӗр чӑвашла сывӑ юлайнӑскер», кӗпӗрне хулинчен Кӗҫӗн Сайпана килнӗ ывӑлӗ «ашшӗн вилтӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ» (707 ен). Мӗнле пек, вулаканӑм?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

ЯЛТАН // 3755.77.5556
2021.07.19 20:04











=ХАЛЁ
САН МЁН ПИЧЕТЛЕТ








Х
Wektoris55 // 1844.9.8692
2021.07.28 17:34
Этот комментарий удален. Причина: спам

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики